Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Пур камран тӗслӗх илмелли

Миçе кун иртсе кайрӗ пулсан та ун хыççăн, вырсарникунранпа Çармăс ялӗнчи чăваш культурин фестивалӗ пирки шухăшласа çӳретӗп. Теччӗ тăрăхӗнчи демографи лару-тăрăвӗ юлашки çулсенче савăнтармасть пулин те, çак фестивальте çын сахалли пӗртте туйăнмарӗ. Çынсем кашни чăваш ялӗнчен йышлăн пухăнса килнӗ. Тумӗсем те капăр, юррисем те тӗрлӗрен. Районти чăвашсем аслă вӗрентекенӗмӗр Иван...

Миçе кун иртсе кайрӗ пулсан та ун хыççăн, вырсарникунранпа Çармăс ялӗнчи чăваш культурин фестивалӗ пирки шухăшласа çӳретӗп.
Теччӗ тăрăхӗнчи демографи лару-тăрăвӗ юлашки çулсенче савăнтармасть пулин те, çак фестивальте çын сахалли пӗртте туйăнмарӗ. Çынсем кашни чăваш ялӗнчен йышлăн пухăнса килнӗ. Тумӗсем те капăр, юррисем те тӗрлӗрен. Районти чăвашсем аслă вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине уявлама хатӗрленме хӗллех пуçланине сисрӗмӗр. Тата Теччӗ районӗ юлашки çулсенче туризма вăйлă аталантарнине шута илсен, Атăлпа ишекен туристсем малашне чăваш ялӗсене курма та çитме пултарасса шанăç пур. Вӗсене кӗтме вара этноушкăнсем кирек хăш ялта та хатӗрленсех тăраççӗ.
Районти чăваш центрӗн пуçарăвӗпе фестиваль иккӗмӗш хут иртет. Çармăс ялӗсем чăннипе те килӗштернӗ пулӗ çак юрă-ташă уявне, зала лăк-тулли куракан халăх пуçтарăннă. Ларма та вырăн çук. Пултăр тесех тăвас тенӗ пулӗ ăна Володар Тимофеевăн команди. Районти чăвашсен культурине сăнлакан пӗр пысăк мероприятие хальлӗхе общественниксем хăйсен вăйӗсемпе ирттереççӗ.
Жюрире Юрий Сиякинсăр пуçне Маргарита Адайкина музыка вӗрентекенӗ, Ирина Волкова РДК методисчӗ, Ольга Илларионова юрăç, Светлана Митяшовăпа Альбина Харитонова - Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ Канашӗн пайташӗсем. Каласа хăвармалла, Çармăс ялӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗсен Василий Караевпа Нина Османован тăрăшăвӗпе сатурлăхне кура асăннă юрăпа ташă фестивалӗ чăн чăн пултарулăх уявне çаврăнчӗ.

Сцена çине тухакансене 6 номинаципе хакларӗç. «Эстрада юррине ушкăнпа» юрлассинче Çӗньялти «Çӗмӗрт», Шанчăри трио, Хупкӗперти «Чечек», Районти культура керменӗ çумӗнчи «Шуçăм», Çармăсри «Салам» вокал квартечӗ тупăшрӗç. «Эстрада юррине пӗччен» юрлассинче Ăнăри Елена Савельева, Шанчăри Вера Шумилова, Починкири Сергей Ефимов, Çармăсри Ирина Ванямовăпа Наталья Паймякова, Юккелӗнчи Нина Матвеева, Кăнна Кушкинчи Татьяна Резюкова вăй виçрӗç. «Халăх юррине ушкăнпа» юрлассинче Чакăлтăмри «Пилеш», Çармăсри «Çӗмӗрт», Ăнăри «Туслăх» ăмăртрӗç. «Ушкăнпа ташласси» номинацие Шанчăри «Çамрăклăхпа» Хупкӗперти «Чечек» кăна пайларӗç. «Ачасен юрри» номинацшӗн Хупкӗперти Кристина Шумилкина, Ăнăри Полина Татариновăпа Милена Чубукова, Пухтелӗнчи Наталья Евдокимова тата Шанчăри Екатерина Хохловăпа Анастасия Дмитриева дуэчӗ кӗрешрӗç.

«Халăх юррине пӗччен» номинацире кăçал Шанчăри Вера Шумилова кăна пулчӗ. Унта вăлах 1-мӗш вырăна йышăнчӗ те. Эстрада юррине ушкăнпа юрласа Теччӗри «Шуçăм» çӗнтерчӗ, эстрада юррине пӗччен юрласа Ефимов Сергей. Ушкăнпа ташă ташлассинче Шанчăри «Çамрăклăх» çӗнтерчӗ. Ачасен хушшинче юрласа Милена Чубукова мала тухрӗ.

Жюри шучӗпе, халăх юррисене юрлассинче Чакăлтăм ялӗнчи «Пилеш» ансамбле çитекенни çукчӗ.
Теччӗсенчен тӗслӗх илмелли пур çӗпрелсен те пăвасен те. Çитсе çул Çармăса асăннă районсен ушкăнӗсемпе уйрăм юрлаканӗсене те чӗнесшӗн фестивале йӗркелекенсем. Çак ӗçе хакласа грант парсанччӗ тата вӗсене!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев