Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Çурма финалта виçӗ чăваш çемйи

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче «Праздник каждый день» ятпа иртрӗ вăл. Мӗн чухлӗ çемье – çавăн чухлӗ тӗрлӗ истори. Çурма финала Хусан хулипе 22 районтан пурӗ 28 çемье иртнӗ. Чăваш çемйисен хушшинче Çӗпрел районӗнчен Мокшинсем, Аксу районӗнчен Мантовсем (упăшки чăваш) тата Пӗтреç районӗнчен Никоноровсем пулчӗç.

 «Тутарстан – çирӗп çемьесен территорийӗ» девиз унăн идейи, тӗп шухăшӗ пулса тăчӗ. Çак çулсем хушшинче фестиваль-конкурса 800 ытла çемье хутшăннă. Пӗрре мар тутарстансем «Вера. Надежда. Любовь», «Успешная семья Приволжья», «Семья года» пӗтӗм Раççей шайӗнчи конкурссене хутшăнса çӗнтерӳçӗсем пулнă. 

«Нечкэбил» фестиваль-конкурс ТР Раисӗн тӗревӗпе иртет, йӗркелӳçи – «Под крылом семьи» регионти обществăлла организаци. Асăннă фестиваль ку вăхăта йăлари çемье хаклăхӗсене, халăхсен тăван чӗлхисене, ăрусен çыхăнăвне упрассипе тата пропагандăлассипе чи авторитетлисенчен пӗри пулса тăрать. Конкурса хутшăннă çемьесем вара пуриншӗн те ырă тӗслӗх пулса тăраççӗ. Вӗсене кура хамăрăн та çемье хутшăнăвӗсене ырăрах, илемлӗрех тăвас килет. 

Ахальтен мар пуль юлашки çулсенче конкурса ача çурчӗсен, интернат-шкулсен воспитанникӗсене чӗнеççӗ. Фестивале хутшăннисене килсе курни вӗсемшӗн çирӗп çемье йӗркелессин уçă урокӗ вырăннех. 

Конкурса хутшăннă çемьесем хатӗрленӳ тапхăрӗнче пӗр-пӗринпе туслашса кайни паха. Пӗрле вӗсем тӗрлӗ проектсем хатӗрлеççӗ. Вӗсенчен пӗри – «Семейное движение добрых дел» волонтер-çемьесен пӗрлӗхӗ. Кăçалхи конкурса хутшăнакансем вӗсемпе август уйăхӗнче Хусанта паллашрӗç, нумайăшне ӗçӗ питӗ те хавхалантарнă. 

Виçӗ залра

Çурма финал харăсах виçӗ залра иртрӗ. Çемьесене виçӗ пысăк ушкăна пайланă. Чăваш, вырăс, тутар çемйисем хăйсен историйӗпе çыхăнтарса курав йӗркеленӗ тата наци апатне хатӗрлесе килнӗ. Сӗтелсем тутлă çимӗçпе таçтан илӗртсе йăтăнса лараççӗ. Курав тăрăх çемье мӗнпе интересленнине, мӗнпе пурăннине пӗлме пулать. Кам кăна çук пулӗ вӗсен хушшинче?! Спортсменсем, музыкантсем, педагогсем, культура, ял-хуçалăх ӗçченӗсем, тухтăрсем, ыркăмăллăхçăсем. Пурте талантлă та пултаруллă. 

Çемьесемпе тӗплӗнрех паллашас умӗн официаллă церемони иртрӗ. Унта РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова, «Под крылом семьи» РОО президенчӗ Изольда Жуйкова тата ытти паллă хӗрарăмсем хутшăнчӗç. 

– Çакăн пек нумай çул пурăнакан проект урăх çук пулӗ. Шухăшӗпе, тытăмӗпе, пӗлтерӗшӗпе ун пекки сайра. Вăл республикăри чи лайăх, чи çирӗп çемьесене пуçтарать. Çулсерен хутшăнас текенсен шучӗ ӳссе пырать. Тутарстан – çирӗп çемьесен территорийӗ. Çапла пултăр та, – хавхаланса калаçрӗ Татьяна Ларионова. Хăй енчен вăл Изольда Жуйковăна Раççейре иртекен конкурссене сахалтан та çичӗ çемьене суйласа яма сӗнчӗ. – Шантарса калатăп: кашнине кӗтсе илӗпӗр, вырнаçтарăпăр, пӗтӗм Раççее Тутарстан çирӗп çемьесен территорийӗ пулнине кăтартăпăр, – тата та хӗрӳллӗрех калаçрӗ депутат. 

ТР Патшалăх Канашӗн «Мерхемет – милосердие» хӗрарăм- депутатсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Светлана Захарова та конкурса хутшăнакансене ăшшăн саламласа «Нечкэбил» пуриншӗн те пысăк уяв пулнине палăртрӗ. 

Изольда Жуйкова РФ Президенчӗ 2024 çула Çемье çулталăкӗ тесе палăртнине аса илсе «Нечкэбил» хăй ӗмӗрне çак девизпа ирттернине асăнчӗ. 

– Пирӗн фестиваль вунтăххăрмӗш хут иртет. Эпир вара  вунтăхăр çул тăршшӗ Çемье çулталăкне палăртатпăр, – терӗ вăл кӗскен. 

Çемье историйӗ

Фестивале уçнă хыççăн залра ларакансем çемьесемпе паллашма фойене, курав залне тухрӗç. Уйăрса панă 5-6 минут хушшинче кашни çемье хăйӗн историне, çемье йăлисене, апат-çимӗç рецепчӗсемпе паллаштарчӗ. Икӗ çемьере мăшăрсенчен пӗри çеç пулчӗ. Иккӗшӗнче те çемье пуçӗсем ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлеççӗ. Аксуран килнӗ Мантовсен, Кукморти Гилязовсен ашшӗсем конкурса видеоçыхăну урлă хутшăнчӗç, инçетре пулсан та чун-чӗрепе мăшăрӗпе, ачи-пăчипе пӗрле пулнине пӗлтерчӗç.

Мокшинсемпе Никоноровсем чăваш халăхӗн культурипе йăлисене питӗ тивӗçлӗ те çӳллӗ шайра кăтартрӗç. Никоноровсем хăйсен выступленине «Папа может», Мокшинсем – «Крылатые качели» тесе палăртнă. Ятне кура сюжетне калăпланă. Мокшинсем чăваш стилӗпе çӗлеттернӗ сарă-хура костюмсемпе таçтан палăрса тăчӗç. Нумай куракан вӗсене астуса юлса палăртрӗ. Виçӗ ывăл та пӗр мăнук хальлӗхе Анатолийпе Надежда Мокшинсен. Асли Станислав, предприниматель, тăван районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел хӗрӗпе Иринăпа çемье çавăрса ывăл ӳстереççӗ. Вăтамми Владислав, нумай пулмасть çар службинчен таврăннăскер, тетӗшпе пӗрле ӗçлет, кӗçӗнни Ярослав шкулта вӗренет. Надежда хăй шкул директорӗнче, Анатолий М12 автотрасса тунă çӗрте вăй хурать. Тăван ывăлӗсемсӗр пуçне Мокшинсем Надеждăн шăллӗне Алексее тăлăха юлсан усрава илнӗ. 

Çемье тӗвӗленнине вӗсем паллашуран пуçласа паянхи кунччен кăтартрӗç. Пурнăç таканкки евӗр, кашни ярăнса хăпарни – хăйне уйрăм тапхăр, çитӗнӳ. 

– Хамăра пулăшупа тӗрев паракансене пысăк тав. Кун пек пысăк ӗçе пӗччен тума çук. Пӗтӗм чунтан район администрацине, районти Культура çурчӗн, вӗрентӳ уйрăмӗн ӗçченӗсене, уйрăмах Галия Ахмедовапа Ольга Ефремовăна, хамăр ялти Культура çурчӗн заведующине Клара Портнована, «Хӗлхем» ансамбле çӳрекенсене –  Мария Бушуевапа Зинаида Гордеевана, Кивӗ Чакăра пурăнакан паллă купăсçа Владимир Такмакова, тăван аппана Елена Мутинана, вăл ача садӗнче заведующий пулса ӗçлет, тепӗр аппана Галина Колпакована çемьене кӗпесем çӗлесе панăшăн, упăшкан йăмăкне, шкулта ӗçлекен Лариса Копьевана тата унăн кӗçӗн хӗрне, паллах, ывăлăмсемпе Ирина кинӗме, пӗчӗк мăнукăма Мирона, хамăр шкулта ӗçлекенсене çӗре çити пуç тайса тав тăватăп. Тен, пурне те асăнмарăм пулӗ, çапах сире пурсăра та чунтан тав, – терӗ Надежда Федоровна хăйсене пулăшакансене ятран асăнса.

Туй, хăна...

Сюжетпа сыпăнтарса туй, хăна тата ытти йăла юррисене юрласа тӗлӗнтерчӗç хулаçырмисем. 

Никоноровсем жюрие юрласа-ташласа тыткăнларӗç. Николай профессилле шоумен, мăшăрӗ унăн юрăç, хӗрӗсем те хăйсем пекех пултаруллă. Сăмах май, Николай та хулаçырмисем. Унăн ашшӗ-амăшӗ çак ялтан. Хăй вăл Шупашкарта çуралса ӳснӗ, аслă классене вара Хулаçырминче вӗренсе тухнă. Чăннипе тӗслӗхлӗ çемье. 

Çемьесемпе паллашнă хыççăн çурма финалччен фестиваль хӳттинче иртнӗ йышлă конкурссене пӗтӗмлетрӗç. Пӗр çемье те номинацисӗр юлмарӗ. Унсăр пуçне кашни аттене Тутарстанри «Союз отцов» РОО ертӳçи Адель Загретдинов Тав хучӗпе чысларӗ. Мокшинсемпе Никоноровсене – «Хранители семейных традиций» номинацире палăртрӗç. 

Çакăнпа çурма финал вӗçленчӗ, умра – финал. Чăваш çемйисем унта лекессе шанса тăратпăр. 

 

Ирина ТРИФОНОВА. 

Автор тата О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нечкэбил 2024 – Год семьи в России