Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

«Нечкэбил» республика конкурсӗн финалӗнче Мокшинсем чăваш культурине тивӗçлӗ кăтартса пачӗç

Вунă çемье — вунă тӗрлӗ истори, шăпа. Сăмах XIX «Нечкэбил» конкурса хутшăннисем пирки. «Нечкэбил — 2024» конкурс финалӗ ноябрӗн 23-мӗшӗнче Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче иртрӗ. Çулсерен вăл ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе пурнăçланать.

Вунă çемье — вунă тӗрлӗ истори, шăпа. Сăмах XIX «Нечкэбил» конкурса хутшăннисем пирки. Шăп çакăн чухлӗ çемье суйлав, çурма финал тапхăрӗсем тата ытти хушма конкурссем урлă иртсе финала тухма тивӗçнӗ. Çавсен хушшинче Надеждапа Анатолий Мокшинсем (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми), Лилияпа Дамир Мантовсем (Аксу хула евӗр поселок), Луизапа Нияз Габдрахмановсем (Балтаси), Риммапа Руслан Хуснутдиновсем (Ешӗлвар хули), Александрапа Денис Денисовсем-Самойловсем (Хусан хули), Гузельпе Ильназ Багавиевсем (Хусан хули), Соелмапа Юрий Гатаповсем (Хусан хули), Светланапа Николай Савельевсем (Лениногорск хули), Рамзияпа Марат Мусинсем (Çӗнӗ Шуçăм районӗ). 

«Нечкэбил — 2024» конкурс финалӗ ноябрӗн 23-мӗшӗнче Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче иртрӗ. Çулсерен вăл ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе пурнăçланать. 19 çул хушшинче унта республикăра пурăнакан çӗршер çемье хутшăннă. Хутшăннă çеç мар халӗ те вӗсем «Под крылом семьи» общество организацийӗпе тачă çыхăнура тăраççӗ. «Нечкэбил çемьи» теççӗ хăйсем пирки. Организаци пуçаракан тӗрлӗ акцисене хутшăнаççӗ, нумай çемье волонтер юхăмне кӗрсе кайнă. Çапла çулран-çул «Нечкэбил» çемьесене пӗр чăмăра пуçтарать, çемье хаклăхӗсене обществăра сарма пулăшать. 
«Пирӗн тӗп тӗллев республикăра пурăнакан çемьесене çирӗпрех, телейлӗрех тăвасси, ăрусен çыхăнăвне аталантарасси», — тет конкурс директорӗ Изольда Жуйкова. 

Конкурс çăмăллисенчен мар. Суйлав тапхăрӗпе финал хушшинче тӗрлӗ конкурссем, акцисем иртеççӗ. Вӗсене хутшăнмасан малалла иртме çук. Тата положени тăрăх, волонтер ӗçне, ыркăмăллăх акцийӗсене активлă явăçмалла. Çемье сакăр уйăх ытла «Нечкэбил» пурнăçӗпе пурăнать. Паянхи мобильлӗ саманара пӗрле пуçтарăнма кăткăсрах. Çитӗннӗ ачасен те, ашшӗ-амăшӗн те кашнин хăйӗн пурнăçӗ. Тăкăс графикпа пурăнсан та пӗрле пуçтарăнни чи малтан çамрăк ăрăва воспитани парас енӗпе усăллă. Ахальтен çапла туман ăна йӗркелӳçӗсем. Пӗр кунпа иртсе кайнă пулсан хальхи пек йӗр хăварӗччӗ-ши вăл? Çук пулӗ. Капла вара çемье, вăл кăна-и — пӗтӗм тăван-пӗтен, ял-йыш, культура учрежденийӗсен ӗçченӗсем, ӗçтешсем таранччен пӗрле тăтăш пуçтарăнса пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланма, нумай япала çине урăхларах пăхма, тăванлăха хаклама вӗренеççӗ. 

Çакăнпа пӗлтерӗшлӗ, усăллă конкурс. Аса илтеретпӗр, кăçалхи конкурса пуçласа 35 районтан 50 çемье хутшăннă. Иккӗмӗш тапхăра 22 районтан 28 çемье пуçтарăннă. Çавсенчен 10-шне суйласа илнӗ те ӗнтӗ финала. 

Мероприятие уçнă çӗре РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова, «Под крылом семьи» общество организацийӗн тата «Нечкэбилӗн» директорӗ Изольда Жуйкова, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Людмила Рыбакова, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин, В. Г. Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инновацилле университетăн ректорӗ Асия Тимирясова тата ыттисем хутшăнчӗç. 

Финалистсен хушшинче пӗр чăваш çемйи пулчӗ — Мокшинсем. Мантовсенче те кăштах чăваш юнӗ пур. Лилиян ашшӗ чăваш иккен, амăшӗ вара тутар. Дамир халӗ ятарлă çар операцийӗнче. Мăшăр пӗрлешсен Байкал тăрăхӗнчи Чита облаçне, Борзя хулине куçса кайнă. Дамир çар çынни пулнипе инçете тухса кайма тивнӗ вӗсене. Çакăнта ывăлпа хӗр çуралнă Мантовсен. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан Дамир тӳрех унта кайнă, Лилия вара ачисемпе Аксăва, ашшӗ-амăшӗ çывăхне куçса килнӗ. Халӗ ача садӗнче акăлчан чӗлхине вӗрентет. 

Мокшинсем Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнаççӗ. Надежда Федоровна Г. Т. Семенов ячӗллӗ вăтам шкул директорӗ, мăшăрӗ Анатолий Николаевич инженер М-12 автотрассăна тунă çӗрте вăй хурать. Аслă ывăлӗ Станислав предприниматель, çемйипе Хусан çывăхӗнчи поселокра тӗпленнӗ, Ирина мăшăрӗпе ывăл ӳстереççӗ. 

Вăтамми Владислав тетӗшӗпе пӗрле ӗçлет, кӗçӗнни Ярослав шкулта вӗренет-ха. Унсăр пуçне мăшăр Надеждăн тăлăха юлнă шăллӗне Алексее те пăхса ӳстернӗ. Хăйсен çемье историне вӗсем «Пирӗн вăхăт — аталану вăхăчӗ» тесе палăртнă. Сăмах май, конкурс режиссерӗсен йышăнăвӗпе кашни çемьене хăйевӗрлӗхне кура уйрăм тема палăртнă. Гатаповсем (бурят çемйи) акă ламран-лама ваттисем вӗрентнине тӗпе хурса «Сума сăвассин вăхăчӗ» тесе палăртнă хăйсен номерне. Денисовсем-Самойловсем «Пирӗн вăхăт — йăласен вăхăчӗ» тесе. 

Мокшинсен çемье пурнăçӗн символӗ — таканкки. Ку ахальтен мар. Мăнкун умӗн ялта çӳллӗ таканкки лартнă. Ача-пăчапа çамрăксем çакăнта ярăнма çӳренӗ. Ярăнма кайсан паллашнă та ӗнтӗ Надеждăпа Анатолий. «Эп ун чухне шкулта вӗренеттӗм. Ярăнма кайрăм, таканккийӗ вара пысăк. Пӗччен ярăнса каясси пулмастех шутлатăп хам. Вара тус шыраса ун-кун пăхкалама пуçларăм. Инçех те мар матрос тумне тăхăннă çамрăка куртăм. Ахăртнех вăл салтакран курма килнӗ. Ачалăх хăюлăхӗпе пӗрле ярăнма сӗнтӗм. Килӗшрӗ. Ун чух, паллах, вăл мăшăрăм пулассине шутлама та пултарайман», — аса илет Надежда. Сценарире те таканкки тӗп вырăнта пулчӗ. «Пирӗн пурнăç таканкки евӗр. Кашни ярăнса хăпарни — çӗнӗ тапхăр, çапла пӗрле çемье пурнăçне аталантарса пыратпăр», — ку сăмахсене Анатолий сценарипе те калать, анчах пурнăçра та çаплах. Театрализациленӗ постановка пулсан та ăна пӗтӗмпех чăн пурнăçран илсе сцена çине кăларнă. Çапла Мокшинсем хăйсен çемье историне каласа парса чăваш культурипе, ăруран ăрăва куçса пыракан йăласемпе те паллаштарчӗç куракана: мăнкун йӗрки, туй, ача çурални, хунямăшӗ кинне пиллени тата ытти те. Паллах ӗнтӗ чăваш юрри-ташши. Сцена çӗпрелсен ташшипе чӗтренсе тăчӗ. Сăмах май вӗсем конкурс пуçланиччен те фойере хăнасене чăваш юрри-ташшипе кӗтсе илчӗç. «Хӗлхем» артисчӗсен хавалӗпе Мокшинсен тăванӗсем те юрласа-ташласа илем кӳчӗç уява. 

Мокшинсене хулаçырмисемсӗр пуçне çӗнчакăсем, кивчакăсемпе çӗнйӗлмелсем, районти «Хӗлхем» чăваш халăх ансамблӗн артисчӗсем пысăк тӗрев пачӗç. «Упăшкан йăмăкне Лариса Копьевана, тăван аккана Елена Мутинăна, хамăр ялти тата Çӗнӗ Чакăри клуб заведующийӗсене Клара Портновапа Ольга Портнована, „Хӗлхемсене“ — Владимир Токмакова, Геннадий Карсакова, Мария Бушуевана, Зинаида Гордеевана — пурне те пысăк тав пире пулăшнăшăн. Паллах, мăшăрăма, ывăлăмсемпе кинӗме тав. Мăнукăм Мирон та пысăк тӳсӗмлӗх кăтартрӗ. Çăмăл пулмарӗ, анчах эпир пӗрле йăлт чăтса ирттертӗмӗр. Пур ӗçе пăрахса вăхăт тупма çăмăл маррине пурте ăнланатпăр. Тавлашасси те пулкалать кун пек чух, унсăрăн пӗр ӗç те тăвăнмасть пулӗ. Мӗнле калас тавлашура тӗрӗслӗх çуралать теççӗ. Кашни аван тăвасшăн тăрăшать-çке, кашнин хăйне уйрăм курăм. Ку пирӗншӗн хăйне май паха опыт пулчӗ», — терӗ Надежда Мокшина конкурс хыççăн. Çав тери тивӗçлӗ кăтартса пачӗç Мокшинсем чăваш культурине. 

Надежда Федоровна шкул директорӗн тивӗçӗсене пурнăçланисӗр обществăлла ӗçе те хастар хутшăнать, ыркăмăллăх акуцийӗсене те, СВОна гуманитари пулăшăвӗ пуçтарнă çӗре те. Темиçе çул суйлав участокӗн председателӗнче вăй хурать. ТР Патшалăх Канашӗн «Мэрхэмэт — Милосердие» хӗрарăм депутатсен пӗрлешӗвӗ ăна «Обществăлла шухăш лидерӗ» ятпа палăртса дипломпа тата парнепе чысларӗ. Пӗтӗм Раççейри вӗрентӳ профсоюзӗн Тутарстанри уйрăмӗ Тав çырăвӗпе палăртрӗ. Чăваш наципе культура автономийӗ те ăна парне турӗ. Конкурсра Надежда Мокшина «Жаваплы Нечкэбил» (яваплă) номинаци çӗнтерӳçи пулчӗ. Саламлатпăр Мокшинсене, Тутарстан чăвашӗсенчен тав тăватпăр! 

Финал çав тери интереслӗ пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ. Багавиевсем мăшăрсем иккӗшӗ те юрăçсем пулнипе палăрчӗç, бурятсем хăйсен халăх культурипе шамансенчен тытăнса паллаштарса тӗлӗнтерчӗç. 

Мантовсен историйӗ çыру çӳретни тавра йӗркеленчӗ. Лилия упăшкипе Дамирпа çыру çӳретсех тăрать. Мăшăрне эпир видеора кăна курма пултартăмăр. Лилия Мантова виççӗмӗш вырăна тухса «Энжэ Нечкэбил» ята тивӗçрӗ. Унсăр пуçне Вконтактере уçнă сасăлавра та чи нумай сасă пуçтарса Лилия пӗрремӗш вырăна тухрӗ. 

Хуснутдиновсем ӗçӗ чукун çулпа çыхăннă та çемье йӗркеленӗвне те пуйăспа çыхăнтарчӗç. Çуралса пыракан ачасем пуйăс вакунӗсем евӗр пăравусран — ашшӗ-амăшӗнчен ӗнтӗ — тытăнаççӗ. Çапла умлăн-хыçлăн виçӗ ывăлпа пӗр хӗр çуралнă мăшăрăн, вӗсем иккӗмӗш вырăна тивӗçрӗç. Римма Хуснутдинована «Комеш Нечкэбил» ятпа палăртрӗç. Денисовсем-Семеновсем культура çыннисем, мăшăр «Красная горка» ансамблӗн артисчӗсем. Паллах, сцена опычӗ пысăк та вӗсемпе ыттисене танлашма çăмăл пулмарӗ тен? Тӗрӗс-ши пӗр енчен ыттисене профессионалсемпе пӗр тан хаклани?
«Пирӗн вăхăт — йăла-йӗркесен вăхăчӗ» тесе палăртса Денисовсем-Семеновсем вырăс, удмурт, тутар йăлисемпе паллаштарчӗç куракана. Çапла Александра «Алтын Нечкэбил» номинаци çӗнтерӳçи пулчӗ. 

Кăçал çемье çулталăкӗ пулнине шута илсе тепӗр номинаци хушăннă — «Ин Нечкэбил». Ăна çемйипех тӗрлӗ ыркăмăллăх ӗçӗсене, акцисене хутшăнакансене параççӗ. Ку титула Габдрахмановсем илме тивӗçрӗç.

«Çемьене пуçтарма, хутшăнма калаçтарма çăмăл мар. Эсир çавна тăвайрăр. Эп сире малашне те çапла пулма сунатăп. Мăшăрсем пӗр-пӗриншӗн шанчăклă тӗрев пулччăр, ачăрсем вара сире мăнуксем парнелеччӗр, хисеплеччӗр. Сирӗн çемьесем çирӗп пулччăр», — терӗ Изольда Жуйкова конкурса хупса. 

«Нечкэбил» конкурс финалӗ пуриншӗн те пысăк праçник пулчӗ. Вăл унта хутшăннисене кăна мар мӗнпур куракана пӗр пысăк çемьене — Тутарстанăн нумай нациллӗ, нумай конфесиллӗ илемлӗ пысăк çемйине пуçтарчӗ! 
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор тата РОО «Под крылом семьи» организацин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура