99 çулпа пыракан тыл ветеранӗ çамрăксене хăй пек ватăлличчен пурăнма сунать
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вӗçленнӗренпе 80 çул çитсен те унăн ахрăмӗ пирӗн чун-чӗрене халӗ те хумхантарать. Амăшӗсем, тăванӗсем мӗн чухлӗ куççуль тăкман-ши мăшăрӗ, ывăл-хӗрӗ вăрçă хирӗнчен тăван ене ырă-сывă таврăнтăр тесе... Хуйха-суйха чăтса ирттерме Турă пулăшнă пуль. Кашни килтен вăрçа кайман çын та çук пулӗ. Тылрисем те çӗнтерӗве çывхартас тесе тăрăшнă.
Ялсенче хальхи вăхăтра сывă фронтовиксем те çук, тыл ӗçченӗсен речӗ те сайралсах пырать. Сывă чух асаилӗвӗсене çырса хумалла. Кайран камран ыйтса пӗлӗпӗр?
Валентина Алексеевна Ярзуткина ялти чи ватă çынсенчен пӗри. 99 çулпа пырать пулин те ăс-тăнӗ çивӗч. Тӗлпулура аса илмелли нумай пулчӗ, ачалăхӗпе вăрçă çулӗсенчи вăхăтсем пирки каласа пачӗ.
– Эпӗ Çӗнӗ Упи ялӗнче 1926 çулта çуралнă. Шкулта 4 класс çеç пӗтернӗ. Пуçламăш классенче Анна Кирилловна Корнилова вӗрентрӗ. Шкулти пысăк тăхтавсен вăхăтӗнче ачасемпе ашакла, кусналла выляттăмăр. Аттепе анне шкулта хуралçăра ӗçленӗ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ял Советӗнчен Сталиногорска ӗçлеме ячӗç. Вакунсенче пурăнаттăмăр. Вăхăт иртсен тарса килтӗмӗр. Кайран каллех Молотов вăрманӗсене (Пермь тăрăхӗ) ячӗç, унта пермяксем пурăннă, алăпа вăрман каснă. Малтан арçынсем йывăçӗсене юр çине йăвантарнă, вӗсем вара турачӗсене пуртăсемпе иртнӗ. Пӗр метр тăршшӗ каснă, çатăркисене пӗр çӗре пуçтарса хураттăмăр, тăватă кубла метр ура тăва-тăва хурса пынă. Таврăнсан нумай та тăраймарăмăр килте – Кайпăç районне вăрман касма ячӗç, – иртнине аса илчӗ Валя аппа.
Каярахпа ялти Чапаев ячӗллӗ колхоза ӗçлеме кӗнӗ. Вăл вăхăтра хуçалăха Лазарь Дергунов ертсе пынă. Фермăран вăкăрпа вăрман турттарнă, çуна хыçне «пацанкă» кăкарса. Вăрмана кайнă чухне амăшӗ пашалу пӗçерсе панă, ăна хӗр хӗвне чиксе кайнă. Çав тери сивӗ пулнă хӗл. Тӗкӗ вăрманне вăкăрсемпе кайнă, уйăх çутипе лава тиенӗ те ирпе яла килме тухнă. Кайран вăкăрсем те пăхнă, мӗн канăва тухичченех дояркăра ӗçленӗ.
Молотовра хастар ӗçленӗшӗн Валентинăна Хисеп хучӗпе чысланă, медалӗсем те сыхланаççӗ. Ялтан унпа пӗрле кайнисем татах та пулнă, Александра Михайловăна аса илчӗ.
– Вӗсем халь çук ӗнтӗ, сыввисенчен хам кăна юлтăм ялта, – пӗлтерчӗ кинеми.
Çемьере çиччӗн ӳссе çитӗннӗ вӗсем. Савăнса пурăнмалла чухне вăл вăхăтрисен шăпине вăрçă татнă. Вăрçă пӗр çемьерен те пăрăнса иртмен. Тимофеевсен те тетӗшӗпе шăллӗ Тăван çӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнă. Иван тетӗшӗ, 1910 çулхи, çăм чаваканра ӗçленӗ. 1941 çулта Сталинград патӗнчи çапăçусене хутшăннă. Çыхăну татăлнă, киле таврăнман. Василий, 1923 çулхи, 1939 çулта Донбаса кайнă. Донецкри ФЗО шкулне вӗренме кӗнӗ. Электросварщик пулса çар заводӗнче ӗçленӗ. 1941 çулта тăван тăрăха таврăнса Хусан çывăхӗнчи хӳтӗлев чиккине тума хутшăннă. 1942 çулта вăрçа кайнă, çав çулах Сталинград патӗнче пуç хунă.
– Çак пысăк çухатусем халь те чӗрене ыраттараççӗ, никам та пуласлăхне пӗлмен çав, – ассăн сывларӗ Валентина аппа.
Амăшӗ Татьяна Алешкин Саплăк хӗрӗ пулнă, Дементьевсен ачисене пăхма Упие илсе килнӗ. Çавăнтан качча килнӗ те Çӗнӗ Упи ялӗнчи Алексей Тимофеев çемйине, питӗ кăсăклă пулчӗ çакна илтме.
– Пӗр кунхине анне кăмака умӗнче капăртма пӗçерсе тăратчӗ. Пӳрте пӗр палламан арçын килсе кӗчӗ. Хресна ывăлӗ пулса кайнă, палласа илеймерӗмӗр. Петр Васильевич илме янă пулнă, – аса илчӗ ентешӗ пирки.
Çамрăк чух юрланă юррине те аса илсе юрласа кăтартрӗ Валентина аппа:
«Кас суханне те касмăттăм,
Çиес килни те пӗтерет.
Каçхи те вăййа тухмăттăм,
Тухас килни те пӗтерет».
– Нушапа иртнӗ, ырлăхпа иртмен ачалăх, – терӗ пире ăсатма тухсан. – Хальхи çамрăксене тăнăç та лăпкă пурнăçпа пурăнма, сывлăхлă пулма сунатăп. Ман пек мӗн ватăлличен пурăнăр.
Халь Валентина аппа килӗнче Александр мăнукӗпе пурăнать, куллен социаллă ӗçчен Зинаида Саландаева пăхса тăрать. Пӳртре çыхнă кавирсем куçа илӗртеççӗ. Кун каçа пӗрре те ахаль ирттерменни тӳрех курăнать. Яланах ал ӗçӗпе аппаланни куçкӗрет. Халь те çыхса савăнӗччӗ, хаçатсем вулӗччӗ, анчах сывлăхӗ кăшт япăхни кансӗрлет. Эпир те Валентина Алексеевнăна çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр!
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев