Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Акци: «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!

Хаклă вулаканăмăрсем! Аса илтеретпӗр – 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас тапхăр вӗçленесси нумай юлмарӗ. «Сувар» хаçата эсир çырăннă-и? Çырăнман пулсан васкăр – Хусанта чăвашла пичетленекен кăларăма кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнма пулать. Çавăн пекех podpiska.pochta.ru сайт урлă та.

Раççей Почти июнӗн 13-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттерни пирки те аса илтеретпӗр. Çак тапхăрта пичет кăларăмӗсене йӳнерех хакпа çырăнма пулать. Эппин шанăçа ан çухатăр, хисеплӗ вулакансем!

Тепӗр хыпар: редакци «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!» акци ирттерет. Унта «Сувара» 2025 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннă кашни вулакан хутшăнма пултарать. Квитанцине (копи туса, фото ӳкерсе те юрать) редакцине хăвăра меллӗ майпа: е почта урлă 420066, г.Казань, Декабристов, д.2, Редакция газеты «Сувар» адреспа, е suvar@mail.ru электронлă адреспа, е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла. Акцире çавăн пекех кил хуçалăхӗнче кирлӗ ытти япаласем, чăвашла кӗнекесем те вылянтаратпăр.  

Акцин положенийӗпе тӗплӗнрех хаçатăн suvargazeta.ru сайтӗнче паллашма пулать. Квитанцисене 2025 çулхи июлӗн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр. Акцие августра пӗтӗмлететпӗр. 

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

Чăваш пулар, пӗрле утар – вулар кашни килте «Сувар»!

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: чăваш эстрада çăлтăрӗ Алексей Шадриков «Сувар» вулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Газета «Сувар» Подписка на газету