Альмир Абашев ачасене тӳлевлӗ медицина пулăшăвне парасси ӗç йӗркинчен çухалмалла тесе çирӗплетрӗ
Февралӗн 11-мӗшӗнче Республикăн ача-пăча клиника больницинче медицинăн пӗтӗмлетӳ канашӗ иртнӗ. Пăхса тухнă тӗп ыйтусен шутӗнче – ин çуралнă ачасен вилессин кăтартăвӗ рекордла нумай чакни, халиччен практикăра пулман уникаллă операцисем туни, поликлиникăсене тивекен нагрузка ӳсни, кадрсемпе тивӗçтересси тата ытти çивӗч ыйтусем.
Тутарстанра тин çуралнă ачасен вилессин кăтартăвӗ рекордла нумай чакни, халиччен практикăра пулман уникаллă операцисем туни, поликлиникăсене тивекен нагрузка ӳсни, кадрсемпе тивӗçтересси тата ытти çивӗч ыйтусене пăхса тухнă ӗнер, февралӗн 11-мӗшӗнче, Республикăн ача-пăча клиника больницинче иртнӗ медицинăн пӗтӗмлетӳ канашӗнче. Унта ТР сывлăх сыхлав министрӗ Альмир Абашев хутшăнчӗ. Министр палăртнă тăрăх, 2025 çул ДРКБ коллективӗшӗн çӗнӗ çитӗнӳсен тапхăрӗ пулнă. Хамăр республикăри ачасене кăна мар ытти регионсенчен килнисене те çӳллӗ технологиллӗ медицина пулăшăвне панă. Сиплевӗн çӗнӗ меслечӗсене, уникаллă операцисене практикăна кӗртнӗ. Чи пысăк çитӗнӳ вара пепкесен вилеслӗхне чакарни. Пӗлтӗр вăл 1,9 промиллепе танлашнă, пилӗк çул каялла кăтарту 4 промилле пулнă. Ку енӗпе Тутарстан Раççейре иккӗмӗш вырăн йышăннă.
«Вилнӗ пепкесенчен 60 проценчӗ çуралсассăнах пурнăçран уйрăлать. Çак кăтартăва тин çуралнисене хирурги пулăшăвӗн тулли циклӗпе тивӗçтерсе чакарма пултаратпăр», – тенӗ Республикăн ача-пăча клиникин тӗп тухтăрӗ Айрат Зиатдинов.
.jpg)
Пӗлтӗрхи кăтартусемпе çулталăк тултарман ачасен вилеслӗхӗ те 2,5 хут чакнă. Ку ДРКБ куратор службин çитӗнӗвӗ. Больницăн 9 кураторӗ республикăри çулталăк тултарман кашни ача сывлăхне тăтăш тӗрӗслесе тăнă. Шел те, хурлантаракан статистика та пур. Çул çитменнисен вилеслӗхӗ ӳснӗ. 100 пин çын пуçне 34 пулăм. Ку питӗ нумай. Çак цифра хыçӗнче пурнăç мӗнне те ăнланса илеймен ачасен татăлнă пурнăçӗ, çутă ӗмӗчӗсем, çемьен чăтма çук йывăр хуйхи... Çак йывăр инкекӗн сăлтавӗ ытларах çул-йӗр çинче пулакан аварисемпе çыхăннă. Телее, чӳречерен ӳксе вилекенсен шучӗ чакнă.
«Ачасен сиенлӗ поведенине уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрмалла. Пӗлтӗр алкогольпе, наркотикпа ӳсӗрӗлсе аптраса пирӗн пата 134 çул çитмен ача килчӗ. Ачасен хушшинче 12 суицид пулăмне шута илнӗ. Кусем ытларах 14-15 çулсенчи ачасем», – хурлăхлă статистикăпа паллаштарчӗ ДРКБ тӗп тухтăрӗ. Медицина канашӗн шучӗпе, ачасен вилеслӗхне мӗнпур майсемпе чакарса пымалла, медицина пулăшăвӗпе пӗрле профилактика ӗçне те илсе пымалла.
Халăх шучӗ ӳснипе поликлиникăсен ӗçӗ нумайланнă
Ку проблема, паллă ӗнтӗ Хусан хулин район поликлиникисене ытларах пырса тивет. Çӗннисем уçăлса пырсан та Ача-пăча клиника больницин нагрузки пурпӗрех пысăк. Сăмахран, пӗлтӗр Вишневка поселокӗнче Пӗтӗмӗшле практика тухтăрӗпе педиатри центрӗ уçăлнă. Иннополисра юсав хыççăн ача-пăча поликлиники ӗçлесе кайнă. Çапах 2025 çулта пулăшу ыйтса килекенсен шучӗ 3,5 пин чухлӗ ӳснӗ, талăкне 500 çынна яхăн. ДРКБ хăй кăна пин çурă ачана генетика патологийӗсем енӗпе тӗрӗслевсем ирттернӗ. Вӗсенчен 200 ытла ачана Мускаври Бочков ячӗллӗ Медицинăпа генетика центрне малалла тӗрӗсленме янă.
Айрат Зиатдинов сăмахӗпе Азинори поликлиника та пысăк нагрузкăпа ӗçлет. Çак микрорайонта пурăнакансен шучӗ 2 хутчен ӳснӗ те, паллах, поликлиникăн ӗçӗ те ӳснӗ. Вӗсем ӗçлесе ӗлкӗреççӗ-ха, анчах чами пулмалла вӗт. Пурлăхпа техника базине çӗнетме вăхăт çитнине те асăрхаса хăварчӗ Айрат Зиатдинов.
Ун пирки калас пулсан, пӗлтӗр Ача-пăча тӗп больницине 146 миллион тенкӗлӗх медоборудованипе тивӗçтернӗ. Кирлӗ хатӗрсенчен 128 штукне ыркăмăллăхçăсем туянса панă. ДРКБ коллективӗ уйрăммăн ТР Раисне, Сывлăх сыхлав министерствине ангиографи системине тата искусствăлла юн çаврăнăшӗн аппаратне илсе панăшăн тав тăвать.

Медицина канашне хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, социаллă политикăпа комитет председателӗ Алексей Созинов та ДРКБ пысăк авторитетне çирӗплетнӗ. Çынсем пӗтӗм республикăран унта хăйсен ачисене илсе килни çавнах çирӗплетет тенӗ.
Операцисен шучӗ ӳснӗ
Айрат Зиатдинов пӗлтернӗ тăрăх, пӗлтӗр операцисен шучӗ самай ӳснӗ. Ытларах урологипе ЛОР уйрăмӗсенче. Онкологи, кардиохирурги, нейрохирурги енӗпе операцисем тăвасси лидерсен шутӗнче. Медицина ӗçченӗсен сăмахӗпе, ку халӗ чирсене тупса палăртасси лайăхланнипе те çыхăннă. Çӳллӗ технологиллӗ медицина пулăшăвне пӗлтӗр 1861 пациент илнӗ, çав шутран 55-шӗ ытти регионсенчен килнӗ ачасем. Клиникăра сиплев ӗçне çӗнӗ меслетсем кӗртсех пыраççӗ. Сăмахран, пӗр ачан куç ăшӗнчи юн пусăмне чакарассипе уникаллă операци туса ирттернӗ. Вăл çак патологипе çуралнă пулнă. Тӗп тухтăр пӗлтернӗ тăрăх, кăçал, 2026 çулта, ДРКБ никӗсӗнче чӗре ритмӗ пăсăлнине сиплессипе хирурги сиплевӗн республика центрне уçма тӗллев лартнă.
Ача-пăча больницине врачсемпе тивӗçтересси çинечн каласан, вăл 92 процент таран ӳснӗ. Вăтам медперсоналăн – 90 процент таран. Клиникăра наставник системи пурнăçланса пырать, сотрудниксем тăтăш тӗрлӗ стажировкăсем иртеççӗ, наука конференцийӗсене хутшăнаççӗ. Ятарлă çар операцине кайнисем те пур. СВО зонинче паян тăватă тухтăр ӗçлет – травматолог-ортопед, лаборатори техникӗ, анестези медсестри, сантехник слесарӗ. Рубежное хулинчи Тӗп больницăра та икӗ педиатр ӗçлет.
Ачасем валли медицина тӳлевлӗ пулмалла мар
Çапла çирӗплетрӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗ. Ун шучӗпе, кашни ачана медицина пулăшăвне вăхăтлă памалла, чăрмавсемсӗр. Ачасем хăйсем çине алă хунине чи пысăк инкек, çивӗч социаллă проблема шутне кӗртрӗ. Ку енӗпе Çул çитменнисен ӗçӗсемпе республика комиссийӗ ӗçленине асăнса ку ӗçе ДРКБ психиатри службин специалисчӗсене явăçтарма сӗнчӗ. Ун шучӗпе, вӗсем лару-тăрăва тӗрӗсрех çутатма пултараççӗ.
«Паянхи демографи лару-тăрăвӗнче тухтăрсен ашшӗ-амăшӗсене ачасене мӗнпур кирлӗ медицина пулăшăвӗпе тивӗçтерме пултарнине çитерме тăрăшмалла. Хамăрах куратпăр вӗт, çемье ача çуратма шутласан ăна ӳстерме, çав шутра кирлӗ пулсан медицина пулăшăвне илме те мӗн чухлӗ укçа-тенкӗ кирлӗ пулассине шутлать. Вăт çавăнпа ачасене тӳлевлӗ пулăшу парасси кун йӗркинчен çухалмалла», – тенӗ Альмир Абашев.
Тӗпрен илсен, сывлăх сыхлав министрӗ Республикăн ача-пăча клиника больницин коллективӗн ӗçне пысăк хак пачӗ, тунă çитӗнӳсем пӗрлехи ӗçӗн кăтартăвӗсем тесе палăртрӗ.
Сăнӳкерчӗксем Михаил Захаровăн («Татар-информ»), https://minzdrav.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев