Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Анатолий МАЛЫШЕВ: «Пăлхануллă тапхăрсенче ҫынсем ăспа урăлаҫҫӗ»

Кӗтрелетсе каланă сăмах ҫаврăнăшӗсем ҫынсен чунӗсене хумхантараççӗ

Июнӗн 5-мӗшӗнче  Тăхăръялти  Пӳркел  ялӗнче  пурăнакан сăвăҫă,  Тутарстанри чăваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ, чăваш халăх ăсчахӗ А.М.Малышев 80 ҫул тултарчӗ. Юбилей умӗн пирӗн корреспондент унпа тӗл пулса темиҫе ыйтăва хуравлама ыйтрӗ.

Анатолий Меркурьевич, сăвă  тӗнчине еплерех пырса кӗнине каласа парăр-ха?

 Мӗнле пырса кӗтӗм? Вăтанса. Именсе. Хамра ачаранах ҫырас терт пуррине асăрханă-ха, анчах палăртман. Çыраттăм та ҫураттăм. Ыттисемшӗн вăрттăнлăхчӗ.  Чăваш поэзийӗсӗр пуҫне вырăс тата тӗнче поэчӗсен ӗҫӗсемпе   хам тӗллӗн паллашнă хыҫҫăн, хайлас ӗҫ ҫине урăхла пăха пуҫларăм. Именӳ туйăмне ҫӗнтертӗм. Пуҫласа курнă чӗрӗ поэт Валентин Урдаш пулчӗ, хăтланăвӗсемпе пуҫа ҫавăрсах янăччӗ.  Эпир ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫулсенче поэзи питӗ ҫӳллӗ шайраччӗ.

Мана пурнăҫ çӗршывăн тӗрлӗ кӗтессисене кăтартрӗ. Унти халăхсен культурине хамăрăннипе танлаштарма май пачӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи поэтсемпе пӗр пек шухăшласси манран нихҫан та уйрăлман.  Район хаҫачӗ ҫумӗнчи А.Лепешкин, каярах Л.Журавлева ертсе  пыракан литература пӗрлешӗвӗ  маншăн кăна мар, Тăхăръялти тата темиçе  поэтшăн  сăвă тӗнчине трамплин пулчӗ. Пӗрремӗш сăввăм пичетре 1964 ҫулта кун курчӗ.

 

Мӗн вăл сирӗншӗн сăвă? Паян ку жанр хисепрех мар вӗт.  Мӗн хавхалантарать сире сăвăсем ҫырма?

Сăвă маншăн чăваш чӗлхи аталанăвӗн чи ҫуллӗ тӳпи,  чӳклев кӗллисен, хӳхлевсен, асăнусен, пилсен паянхи тăсăмӗ. Кӗтрелетсе каланă сăмах ҫаврăнăшӗсем ҫынсен чунӗсене хумхантарнине пурте пӗлеҫҫӗ.  Сахал сăмахсемпе пысăк шухăшсем калама меллӗ.  Ман шутпа йăла-йӗрке,  хамăр тӗн кӗллисенче чăвашсен ӗмӗрсем тăршшӗнче пуҫтарăннă  хускалавӗсем пухăнса пынă. Ырри те, усалли  те пур унта. Паян эпир ырăпа усал нихҫан пулман хăватпа хире хирӗҫ килсе тухнă тапхăрта пурăнатпăр. Çылăхпа сăвап хушшинчи  чикӗ ҫухалчӗ. Чӗлхемӗр сӳнесси ҫинчен калаҫатпăр. Паянхи ҫын хăйне валли кӗпе-йӗмрен пуҫласа Пӳлӗхҫӗ таранах суйласа илме пултарать.  Мӗн ку? Мӗне систерекен асăрхаттару?  Çаксене асăрхаса ăнланма пултаракан ҫынсем питӗ сайра. Вӗсен шутне эпӗ сăвăҫăсене кӗртетӗп. Халăх хуйхи-суйхине хăйсем ҫине илсе ун ятӗнчен калас йăла пур вӗсен, ыттисем сисменнине, курманнине те туяҫҫӗ пек поэтсем. Сăмах вăйне шанни хавхалану ҫуратать, ма ҫавсене хут ҫине ҫырса хурас мар? Халăх сăвăҫăсене тӗрлӗрен йышăнни вăрттăнлăх мар: е тимлӗ, е сӳрӗккӗн. Вулакансене ҫитӗнтересси те сăвăҫăсен тивӗҫӗ вӗт. Сăвăҫăсен сăн-сăпачӗ те тӗрлӗрен. Эпӗ хам ҫинчен те «Вăл ăсран тайăлнă ҫын мар-ха, анчах сăвăсем ҫырма пуҫланă ӗнтӗ» тенине пӗрре мар илтнӗ (кулать).

Ăҫтан, камран куҫнă сире сăвă «чирӗ»?

Хамăн вăрттăн шухăша калатăп. Вăл пурте ырласа йышăннă пӗтӗмлетӳсемпе тӳрӗ килмессе те пултарать.  Çынна сăвă чирӗ, ытти сăлттавсемсӗр пуҫне, юнпа та куҫать пулӗ. Манăн мăн асатте Микулкка ыр-хаяр тӗнӗн кӗллисене нумай пӗлнӗ, учуксенче ҫавсене ялти мăчавăра хушса лараканни пулнă.  Асатте те хăй хайланă юрăсене юрланă тетчӗ асанне. Вăл пӗрремӗш тӗнче вăрҫинче 34 ҫултах ҫухалнă. Атте Хусанта кăларнă «Утăм» альманахра пӗр сăввине пичетлесе ӗлкӗрет. Вăл иккӗмӗш тӗнче вăрҫинче 35-ре пуҫне хунă.  Фронтран янă 4 ҫырăвӗнче икӗ сăвă пур, килти архивра упранаҫҫӗ.  Аттен шăллӗ Леонид Иванович – филолог, А.С.Пушкинăн «Евгений Онегин» поэми сыпăкӗсене, Сергей Есенин, Петӗр Хусанкай сăввисене (вӗсем Хусанта пӗр вăхăтра вӗреннӗ) пăхмасăр вулани халӗ те асра. Çӳлти хăват мана виҫӗ сăвă кӗнеки тата ял историне тӗнче ҫине кăларса хăш-пӗр шухăшсене ҫынсене пӗлтерме май пачӗ. 

Эсир ялта пурăнатăр.  Паянхи ял ҫыннин пурнăҫне епле хак паратăр?

Чăвашлăхăн ҫăлкуҫӗ те, пуласлăхӗ те чăваш ялӗсенче. Пайтах тăванăмсем ялпа чикӗленекен утрава тӗнче тесе хисеплесе пурăнаҫҫӗ: тыр-пул ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫемье ӳстереҫҫӗ, выльăх-чӗрлӗх пăхаҫҫӗ.  Вӗсен хуйхи-савăнăҫӗсене ял пурнăҫӗ пӗтӗмпех тивӗҫтерет. Килӗшменнисем ялтан тараҫҫӗ. Пысăк тӗнчерен телевизор, интернет, хаҫат-журналсем урлă    илтӗнекен хыпарсем вӗсемшӗн Сарманттей халапӗ ҫех пулсан та, ҫав хăватсем ҫын хăй кам иккенне манăҫтарасшăн ӗҫленине ăнланаҫҫӗ.  «Çынна мӗн пире ҫавă» текен принциппа пурăнакан чăваш ҫыннисем пурнăҫра ăнсăртран сиксе тухакан тӗрӗсмарлăхсене хирӗҫ тăрайми пулса ҫитрӗҫ.  Пурнăҫа ӗҫ ҫех илем кӳмест. Халăх мӗнле ӗмӗтпе хавхаланса пурăнни пӗлтерӗшлӗ. Çав шутра халăхăмăрăн ӗмӗрхи йăли-йӗрки те. Вӗсем пирӗн тымар. Тымар хăрсанӳсен-тăран та ешермест.

Тутарстанра пурăнакан чăваш сăвăҫи паянхи чăваш поэзийӗ  ҫине еплерех куҫпа пăхать ши?

Поэзи- вăл пӗр тапхăрта ҫӳле вӗҫсе хăпаракан, тепре пăхсан аяла анса ларма пултаракан чӗрчун. Çакă пӗтӗмпех сăвăҫăсен чун хăюллăхӗнчен, вӗсен калани-ҫырни пурнăҫпа ҫыхăннинчен килет. Сăвăҫа пурнăҫ туптать.  Çак аксиома чăваш поэзийӗшӗн те чăн. Шутласа пăхăр, Мӗтри Юман, Яккупа Хӗветӗр Турхансем, Тайăр Тимкки, Çеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Валентин Урташ, Геннадий Айхи кашнинех вӗсене пурнăҫ питӗ вирлӗ пырса ҫапнă. Анчах вӗсем поэзие пурнăҫран мала хума хал ҫитернӗ, чăнлăхран пăрăнман. Çавăнпа вӗсем яланах халăх асăнче.  Паянхи сăвăҫăсен сăмахӗсене «укҫа хутаҫҫисем» шута илмеҫҫӗ. Сăвăҫăсене хăйсен ташшисене ташлаттарасшăн. Ташлакансем те пур. Ултава халăх сисет. Республикăсенче ҫӗнӗ тапхăрта халăха кăмăлӗсене кайман пулăмсем те пулчӗҫ, анчах пӗр сăвăҫа та вӗсем тарăхтармарӗҫ. Çав шутра халăх сăвăҫисене те.  Ялан юрату та, шăпчăклă сад, уйăхлă каҫ, тиллит-тиллитшарт!  Поэзи пӗр вырăнта тапăртатса тăни ку.  Г.Державин каларӗш: «Патшасене чăнлăх ҫинчен кулса калама» вӗренеймерӗмӗр. Сăвăҫăсене шăпчăкпа танлаштарасси йăлана кӗчӗ. Поэзин тӗллевӗ анлăрах та аслăрах пулмалла, поэчӗсем хăлат пулмалла пек. Паянхи чăваш поэзийӗнче хӗрарăмсен сасси ҫиелте. Миллион ҫурă чăвашсемшӗн пӗр «Тăван Атăл» юлчӗ. Интернета питӗ йывăрпа кӗретпӗр. Ăҫта сас памалла чăвашăн?

Пурнăҫ пӗр вырăнта тăмасть, поэзине ҫӗнӗ вăйсем хутшăнсах тăраҫҫӗ. Мӗн калассăр килет сирӗн ҫамрăксене?

Паян ҫынсене сăвă каласа тӗлӗнтермелли вăхăт мар. Вӗсем тем те пӗр курса, тӳссе улшăнса пӗтнӗ. Чунӗсенче сăвă валли вырăн юлман. Анчах тӗнче пуҫламăшӗ СĂМАХ («В начале было слово» тенӗ Библире ),  пӗлтерӗшӗ тӗнче пӗтичченех пырӗ. Çакна сăвă тӗнчинче ҫӗнӗ ятсем пурри те ҫирӗплетет. Вӗсем ҫӗнӗлле сăмах каласса шанас килет. Хамăртан хăюллăрах та ирӗклӗрех курас килет. Камăн-тăр куҫӗнчен пăхса, ăна юрас тесе ҫырасси сăвăҫăсенчен ҫухалмасăр чăваш поэзийӗ малалла каяс ҫук. Çырма никама та чару ҫук.  Сăвăҫă пулма та ниҫта та вӗрентмеҫҫӗ. Кашни сăвăҫă хăйне пӗр тӗнче. Вăл ҫырнă пек урăх никам та ҫырас ҫук.

  Пӗлетпӗр, эсир тăван кӗтес, Тăхăръял историне пайтахранпах тӗпчетӗр, ӗҫӗрте тухăҫ пур-и?

Тăхăръял историйӗ тарăн та хăйне евӗр. Тӗпчес ӗҫ хамăр тăрăхра ҫуралнă ҫыравҫăсен шăписемпе кăсăкланнинчен пуҫланчӗ. Тăхăръял Пăва районӗн 9 % лаптăкне ҫех йышăнать.  Çӗнӗ ҫырулăх пуҫланнă тапхăртан ҫакăнта: СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн 12 пайташӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн 6 пайташӗ,  Тутарстанри ЧНКА ҫумӗнчи Чăваш писателӗсен союзӗн 4 пайташӗ, Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн 4 пайташӗ, 4 чăваш халăх ăсчахӗ тухни Тăхăръялта Тăван сăмаха мӗнле хак панине кăтартать.

Кунта паянхи сăмах ăстисен тăсăмӗ пурри те савăнтарать: Нина Юнгерова, Иван Игнатьев, Иван Васильев, Марина Карамзина, Михаил Якушев, Наталья Кочергина, Андрей Силин, Карина Петрова. Вӗсен хăйсен альманахӗ пур. Кăҫал 17-мӗш кăларăмне хăтласшăн. Хальлӗхе вӗсене чăваш тӗнчи пӗлсех каймасть, анчах шанчăк пур.

Пурнăҫ ҫине сăвăҫă куҫӗпе пăхни ҫынсен ытти енӗсене те аталантарать. Рассей ҫӗрӗ ҫинчи хăлхалхи пысăкӗш талккăшран  2 генерал, 3 Социализмла Ĕҫ Геройӗ,  СССР Патшалăх премийӗн лауреачӗ,  чăваш халăх артисчӗ, 100 яхăн ялхуҫалăх, сывлăха сыхлас, культурăпа искусство тата ҫутӗҫ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсемлӗ тепӗр ял тăрăхӗ тупса парăр-ха мана? Тăхăръял истрийӗпе Элшелӗнчи тӗп музейра паллашма пулать. (Йӗркелесе яраканӗ Ю.Чернов, ертӳҫи  Евгений Афанасьев, вăлах В.Урташ ячӗллӗ премийӗн пӳлӗк фондне чун кӗртсе пырать. Çӗршыври ялсен шăпи  Тăхăръяла та шеллемерӗ.  1960 ҫулсенче ҫакăнта 12000 ҫын пурăннă пулсан, паян 3760 ҫын. 89% чăваш, 9%-тутар,  2% вырăс тата ытти халăхсем. Вырăнти чăвашлăха Пăва районӗнчи ЧНКА вăй парса пырать. (Ертӳҫи В.Ильин, пулăшаканӗ А.Никонорова), «Уяв» халăх ансамбльӗ ята ҫӗнсе илнӗ коллектив, тăван йăла-йӗркесене аталантарассипе палăрчӗ. Шел пулин те ЧНКА ӗҫӗ юрă-ташăран ҫӳлерех  хăпараймарӗ-ха. Кун пек чухне пирӗн асаттейсем «акана-пӗрле!», тенӗ. Кӳршӗсем мӗнле ӗҫлени ҫине пăхса илнин сиенӗ пулмӗччӗ. Хальлӗхе юрлатпăр-ха. Пӗтӗм чăваш тӗнчи юрра куҫрӗ. Макăрас вырăнне юрлатпăр пулмалла. Тепӗр тесен пурнăҫран юрăпа уйрăлакан халăха (ЮНЕСКО ҫапла шутлать) мӗскӗн теме чӗлхе те ҫаврăнмасть.

Сирӗн сăввăрсенче халăх психологийӗ уҫҫăн сисӗнет. Ăнсăртран мар пулӗ ҫакă?

Эпӗ ҫамрăк чух Тăхăръялти халăх юррисене пухрăм. Вăл ӗҫ халӗ те пырать. Тӗлӗнсӗ каймалли килпетлӗх, чăваш ҫыннин тӗнче курăмӗ, шалти туйăмӗ, вăхăта палăртакан йӗркесем паянхи кун та пурăнаҫҫӗ. Кам-тăр хайланă вӗт-ха вӗсене. Анчах ячӗсем сыхланса юлман. Чăваш ҫыннин пурнăҫне кăтартакан, ҫав вăхăтрах сăввăн пур законӗсене тивӗҫтерекен сăвăсене вӗреннӗ ҫынсем ҫырман. Акă кас-йышӗпе, савнийӗпе уйрăлакан никрут юррисем:

Эх тантăшсем, тантăшсем

Çул хӗрринчи кантăрсем.

Кантăр пекех ӳсрӗмӗр

Пуса пекех суйларӗҫ.

 

Каяп ӗнтӗ ялăртан

Йăлăхрăр-тар сассăмран,

Хура чӗкеҫ чӗппи пулса

Шыв та ӗҫмӗп ҫăлăртан.

 

Касăр-касăр сар ҫăкана

Эп шыв сапса ӳстермен,

Выльăр-кулăр ман савнипе

Эп ҫуратса ӳстермен.

Чăваш ҫыннин чунӗнче сăвăлăх яланах пулнă, пур-ха, ирӗклӗ те хаяр, хăй куҫӗнчен пăхтаракан хăват вăл. Тасалăха, чуна уҫса каланине юратать.

Сирӗнпе калаҫнă чух эпӗ ак мӗн асăрхарăм, эсир хăвăра поэт тесех палăртмастăр. Сăлттавӗ мӗнре?

Сăвă ҫырасси ман тӗп ӗҫӗм мар. Поэтсене Хӗртсурт вырăнне хурасси ӗмӗрлӗхех чуна кӗрсе юлчӗ. Поэт тенине «аван ҫын» тенӗ пек ăнланнăран маншăн вăл пурнăҫланайман ӗмӗт пулса юлчӗ.  Манăн талай та пултарулăхри имидж та тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, эпӗ вӗсене улăштарма пултараймастăп. Мана мӗнле пур ҫапла йышăнăр.  «Чăваш – поэт  пуличчен...» теменччӗ-и-ха малашлăха курса тăракан поэтăмăр?

Тӗнчере короновирус алхасать. Сăвăҫăсем еплерех йышăнаҫҫӗ ҫак инкеке?

Кашниех хăйне евӗр. Пӗрисемшӗн пуҫламăшӗ, теприсемшӗнвӗҫӗ.  Тӗнче тилхепи паян сăвăлăха сӳрӗк ҫынсен аллинче, ҫынсене суя чăнлăхсемпе канăҫтараҫҫӗ. Короновирустӗрӗслев. Пуянне чухăнне пăхмасăр, революцилле пӗртанлăхпа хирекен чир тӗнсен уйрăмлăхӗсен, политика ушкăнӗсен, хăш-пӗр йăласен пурнăҫри вырăнне уҫса кăтартать. Çынсен сывлăхне, ҫутҫанталăкри килӗшӳллӗхе, экологие пурнăҫра чи мала хумаллине систерни мар-и ҫакă? Пăлхануллă тапхăрсенче ҫынсем ăспа урăлаҫҫӗ. Çав шутра сăвăҫăсем те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

6

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Костя доброе утро!! Спасибо .Дай то Бог твоему отцу здоровья,и долгих лет жизни.