Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Апас районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн председательне улӑштарас темерӗҫ

Паян апрелӗн 27-мӗшӗнче Апасри Черккӗн ялӗнче вырӑнти ЧНКЦ отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Делегатсем пӗр саслӑ пулса ҫитес 3 ҫула чӑвашсен пӗрлӗхне Любовь Антонованах ертсе пыма шанчӗҫ.

Черккӗн Апас районӗнче пӗртен-пӗр чăваш ялӗ. Ку тăрăхра пăт пат ытти ялсенче те пурнаççӗ-ха йăхташăмăрсем, анчах Черккӗне кăна çирӗппӗн ку чăваш ялӗ теме пултаратпăр.

Ялӗ чăннипе хитре, тирпейлӗ. Административлă центрта çулӗ кăна мар тротуарсене те асфальт сарнă. Çумлăн ларакан Культура çурчӗпе вăтам шкул таçтан инçетрен илемлӗн курăнса тăраççӗ. Икӗ объекта та тӗпрен юсав программипе çӗнетнӗ. Картишӗсене плитка сарнă, çумри пахчисенче ӳсекен чăрăшсем тавралăха илем кӳреççӗ. Çакăнта та чăвашăн тӗплӗлӗхӗ, тирпейлӗхӗ палăрать. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Расим Сибгатуллин пӗлтернӗ тăрăх, ача-пăча площадки те туса хунă кунта. Çамрăк çемьесемшӗн кун пек хăтлăхсем уйрăмах кирлӗ.  

Пултаруллă çынсем пурăнаççӗ кунта. Çакна пӗр чăваш ялӗллӗ районта Чăваш наципе культура центрӗ пурри те çирӗплетет. Виçӗ çул ку пӗрлӗхе Любовь Антонова ертсе пырать. Вăл Тюбяк Черккӗн ялӗнчи клуб заведующийӗнче ӗçлет. 

Черккӗнре апрелӗн 27-мӗшӗнче наци пӗрлешӗвӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Вăл Чăваш наципе культура автономи Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, Апас районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Рустам Мингазиев, вырăнти Туслăх Çурчӗн директорӗ Гульнара Галиакберова, Черккӗн ял хутлăх пуçлăхӗ Расим Сибгатуллин хутшăннипе иртрӗ. Çак йӗркесен авторӗ те пулчӗ унта. 

Черккӗнсем хăнасене питӗ тарават кӗтсе илчӗç. Культура çурчӗн йышăну залӗнче ал ӗç маçтăрӗсен ӗçӗсемпе паллашма пулчӗ. Ял хутлăхӗн Ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Алена Листратова пире чи малтан ятарлă çар операцине пулăшассипе ӗçлекен волонтерсемпе паллаштарма ертсе кайрӗ. Иккӗмӗш хутра вӗсем валли ятарласа икӗ пӳлӗм уйăрса панă. Пӗринче маскировка сечӗсем, тепринче дронсене тытакан тетелсем çыхаççӗ тата наçилкка тăваççӗ. Унсăр пуçне волонтерсем салтаксем валли аялти кӗпе-йӗм, чăлха-нуски çыхаççӗ. Вӗсем çинчен уйрăммăн çырса пӗлтерӗпӗр. 

Шкула та çитсе килтӗмӗр. Кунта пире Светлана Кубайкина кӗтсе илсе вӗренӳ ӗçӗпе паллаштарчӗ. Чăваш чӗлхи кабинетӗнче те пулса куртăмăр. Унта кӗрсен тухас килмест. Лайăх шкулта стенасем те вӗрентеççӗ тени шăпах вӗсем пирки. Стенасем çинче чăваш халăх просветителӗ Иван Яковлевран пуçласа чăваш литературин классикӗсен портречӗсем шăкăрин çакăнса тăраççӗ. Класăн пӗр пайӗнче таврапӗлӳпе пӗчӗк музей йӗркеленӗ. Кунта ачасен урокра ларсах тăван культурăпа, халăхăн ӗлӗкхи кулленхи пурнăçӗпе паллашма май пур. Чăваш чӗлхи урокӗсене Светлана Сусарина ертсе пырать. Республика шайӗнчи конкурссене вăл тăтăш хутшăнать, пултаруллă педагог. 

Шкулта СВОна хутшăннисен ятарлă стендне те хатӗрленӗ. Ку ялтан ятарлă çар операцине пӗрремӗш кайнисенчен Сергей Баранов-Орел. Шел те, нацистсеме кӗрешсе вăл патăррăн пурнăçне панă. Çемьере вăл пӗртен-пӗр ывăл пулнă. Ăна халалласа шкул умне пысăк баннер вырнаçтарнă. Сергей Баринов-Орел сержант иккӗмӗш степеньлӗ Кутузов орденӗн 31 уйрăм гварди десантпа штурм бригади ретӗнче çапăçнă. СВО пуçланнă хыççăнхи пӗрремӗш уйăхсенче уйрăмах хаяр та хӗрӳ çапăçусем пынă, паллах, стратеги те йӗркеленсех çитмен пулнă вăл вăхăтра. Шел те пӗр хаяр çапăçура 2022 çулхи майăн 21-мӗшӗнче Баранов-Орелăн пурнăçӗ татăлать. Ăна вилнӗ хыççăн паттăрлăх орденӗпе наградăланă. 32-ре кăна пулнă-ха вăл ун чухне. Паян амăшӗ Нина Ивановна волонтерсен ушкăнӗнче маскировка сеткисем çыхать. Вӗсем çинчен хаçатра уйрăммăн çырса парăпăр. Питӗ те хумханса тухрăмăр эпир шкултан. Лăплантармалли кирлӗ сăмахсем те тӳрех тупăнмаççӗ кун пек чух. 

Унтан делегатсем Культура çуртне пуçтарăнчӗç. Отчетпа суйлав пухăвӗ пуçланчӗ. Ăна Константин Малышев йӗркелесе ертсе пычӗ. Любовь Антонова доклад туса 2025 çулта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарчӗ. Вӗсем сахал мар.

 

Тухса калаçакансен шутӗнче Апас районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Рустем Мингазиев, ял хутлăх пуçлăхӗ Расим Сибгатуллин, шкул директорӗ Светлана Кубайкина, районти пачăшкă Сергий атте (ун çинчен те уйрăммăн çырса пӗлтерӗпӗр. Уникаллă çын вăл. Шкулта та вӗрентет, каратепе тренер пулса та тăрăшать, вырăс ансамбльне те ертсе пырать) тата ыттисем пулчӗç. Кашни хăй ӗçӗпе паллаштарса ЧНКЦ ӗçне лайăхлатас енӗпе сӗнӳсем пачӗ. Халăхсен тăван чӗлхине упраса хăварассипе те нумай интереслӗ сӗнӳсем пулчӗç.

Конференци делегачӗсем пӗр саслă пулса çитес 3 çула Апасри ЧНКЦна ертсе пыма Любовь Антонованах хăварма йышăнчӗç. Пӗрлешӗвӗн 7 çынран тăракан Канашне йӗркелерӗç. Конференцие Константин Малышев пӗтӗмлетсе резолюципе паллаштарчӗ. Любовь Антонована тата Канаш пайташӗсене çӗнӗрен суйланнă ятпа саламласа ӗçре ăнăçу сунчӗ. 

Пуху илемлӗ концертпа вӗçленчӗ. Унта Черккӗн ялӗнчи «Шурăмпуç» фольклор ансамблӗ, шкул ачисем тата кӳршӗ ялтан килнӗ вырăс фольклор ансамблӗ хутшăнчӗ. Чунтан киленсе вӗсен юрри-ташшине итлесе пăхса лартăмăр. Пултараççӗ! 

Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн черетлӗ номерӗнче çырса пӗлтерӗпӗр. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская национально-культурная в РТ