Апрелӗн 25-мӗшӗнче Пăва хулинче И.Я.Яковлевăн бюсчӗ уçăлчӗ
Иван Яковлевич Теччӗ тăрăхӗнче çуралса ӳснӗ пулсан, пӗлӳ тӗнчипе Кивӗ Пăрăнтăкри удел училищинче пуçласа паллашнă. Просветителӗн пурнăçӗнче Пăва уесӗ тарăн йӗр хăварнине кура кунти чăвашсем хăйсен хулинче палăк пулмаллах тесе йышăннă. Пăвари ЧНКЦ ертӳçи В. А. Ильин тăрăшнипе тата ентешӗсем пулăшнипе мӗн шутлани пурнăçланчӗ. Бюста И. Я. Яковлев çуралнăранпа 176 çул тата Чăваш чӗлхи кунӗнче савăнăçлăн уçрӗç.
Раççейӗн паллă педагог-просветителӗн, ентешӗн палăкӗ валли пăвасем хулари чи ăнăçлă вырăна суйланă. Ача-пăча искусство шкулӗн картишӗнче, Иван Яковлевича лайăх пӗлнӗ Земство управӗн çуртне (халӗ Вӗрентӳ уйрăмӗ вырнаçнă) хирӗç вырнаçтарнă. Скульптор-монументалист В. А. Нагорнов каланă тăрăх, палăкшăн нимӗнле юрлă çумăр та хăрушă мар, мӗншӗн тесен бюста вăл бронзăран, постаментне мрамортан ăсталанă. Иван Яковлевичпа çыхăннă тăваттăмӗш пысăк ӗçӗ ку унăн. Владимир Афанасьевич палăк çинчи пӗркенчӗке сирмешкӗн мешехен хуçисемпе тата сумлă хăнисемпе — Пăва районӗн пуçлăхӗн çумӗпе И. Ф. Еремеевпа, Пăва ЧНКЦ председателӗпе В. А. Ильинпа, Раççей Чăвашӗсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗпе, Раççей Геройӗпе Н. Ф. Гавриловпа, тутар халăх поэчӗпе Ренат Хариспа — пӗрле хăй те хутшăнчӗ. Халăха çакăн пек искусство произведенийӗпе савăнтарнăшăн скульптора Пăва районӗ Тав çырăвӗпе чысларӗ. Иван Яковлевич чăнах та чӗрӗ пекех пулса тухнă. Типтерлӗ палăк хулана илем кӳничен ытла нумай нациллӗ Пăва районӗ чăваш просветительне, Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсемшӗн тунă ӗçне хисепленин кăтартăвӗ.
— Тавах палăкăн архитекторне, ăсталаканне тата хамăн ентешсене. Вӗсем хăйсен нацине кăна мар, ытти халăхсен аслă çыннисене те асла хума пӗлеççӗ, — мухтарӗ тутар халăх поэчӗ ентешӗсене. Иван Яковлевич просветитель кăна мар, культура çулпуçӗ те пулнине, хăй хыççăн наукăпа искусствăра пысăк çитӗнӳсем тунă несӗлсем хăварнине мăнаçланса палăртрӗ.
И. Я. Яковлевăн палăкне уçмашкăн Мускавран ятарласа килнӗ Раççейри Чăвашсен федераллă автономийӗн ертӳçи Н. Ф. Гаврилов та çӗршывăн вăйӗ туслă пурăннинче пулни çине пусăм турӗ. И. Я. Яковлев пек ăслă канаш паракансем пуртан Раççей хальччен хăйӗн пӗр нацине те çухатман. Тутарстанра чăваш просветительне тепӗр палăк уçни шăпах пирте вăй пуррине кăтартнине каларӗ. Пăвасене, скульптора чӗререн тав турӗ. Чăваш культурине аталантарма нумай вăй хуракан Пăвари ЧНКЦ председателӗпе хастарне В.А. Ильинпа А. С. Никоноровăна Хисеп хучӗ пачӗ.
Бюста уçса чечек хунă хыççăн мероприяти малалла Ача-пăча искусствăсен шкулӗнче тăсăлчӗ. Иван Яковлевич Яковлевăн халалӗпе ӗçӗ халăх вӗрентӗвӗнчи, культуринчи вырăнӗ пирки УОЧНКА председателӗ В. П. Бабайкин, ЧНК регионсемпе çыхăну тытакан комитечӗн ертӳçи В. Г. Тяпкин, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И. Ф. Трифонова тата ыттисем нумай ăшă сăмах каларӗç. Пăва тăрăхӗн таврапӗлӳçипе М. П. Верияловпа Кăнна Кушкинчи И. Я. Яковлев музейӗн директорӗ А. А. Пыркин вара Иван Яковлевичшăн Пăва уесӗ яланах чунне çывăх пулнине унăн пурнăçӗнчи интереслӗ самантсемпе çирӗплетрӗç. Михаил Вериялов Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн ятне асра хăварассине пуçаракансем те, ăна ура хума хăтланнă вăхăтра хӳтӗлекенсем те пăвасемех пулнине документсемпе çирӗплетрӗ. Просветителӗн ятне варалама хăтланнă чăвашсене Мӗтри Юман: «Иван Яковлев патӗнче вӗренмесен те, хăвăр илнӗ пӗлӳшӗн ăна тав тумалла сирӗн», — тени документсенче сыхланса юлнине асăнчӗ. Мӗнле тӗрӗс те малкурăмлă пулнă иккен Тăхăрьял çыравçи ун чух.
Теччӗ чăвашӗсен ертӳçи В. А. Тимофеев тепӗр ырă миссипе халăх умне тухрӗ, вăл И. Я. Яковлевăн кӗçӗн мăнукӗн Л. М. Ордынскаян чăвашсене хăйсен тăванне манманшăн, черетлӗ палăк уçнăшăн тав туса янă çырăвне вуласа пачӗ. Володар Аркадьевич Иван Яковлевичăн палăкӗ Хусанта та пулмаллине чӗререн калани Тутарстан чăвашӗсен умне тепӗр пысăк тӗллев лартниех пулчӗ.
ТР ЧНКА председателӗн çумӗ К. А. Малышев И. Я. Яковлев палăкне хăçан-тăр шкулсем валли учительсем хатӗрленӗ Земство управин çуртне хирӗç, çитменнине тата Раççейри Çемье çулталăкӗнче лартни символлă пулнине каларӗ. Чăвашшăн паян та çемье тӗп хаклăх, эпир Иван Яковлевичăн халалӗнчен пăрăнман. Çакна çирӗплетсе Рункă ялӗнчи 16 ача, вӗсенчен 3-шӗ хăйсен, ӳстерекен Петровсене тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. Çемьене ТР ЧНКА ятӗнчен укçан преми пачӗ. Петровсем чăваш тумӗ тăхăннă 13 ачипе сцена умне тухсан чăнах та Пăва тăрăхӗ И.Яковлевăн халалне тытса пыни курăнчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев