Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Аталан» пек форум пур çӗрте те кирлӗ

Октябрӗн 25-мӗшӗнче Анат Кама хулинче республикăри чăваш вӗренекенӗсен VIII «Аталан» форумӗ иртрӗ. Çак форума ТР Вӗрентӳпе наука министерстви чӗлхене упраса аталантарас программăна кӗртнӗ, вăл бюджет шутӗнчен иртет. Çавăнпа-и, тимлӗхӗ те патшалăх енчен ытларах.

Тӗрлӗ районсенчен килекен ачасене, вӗрентекенсене Анат Камăри 34 номерлӗ гимнази-интернат йышăнчӗ. Чей ӗçтереççӗ, çитереççӗ. Тӗп юсав хыççăн чăваш гимназийӗ уççăн сывласа ячӗ тесе калас килет. Кунта вӗренӳ пӳлӗмӗсем те, кабинетсем те, пурăнмалли интернат та – ӗçе лайăх йӗркелеме май параççӗ. Анат Камăри чăваш обществине халалланă музей те тивӗçлӗ шайра.

Гимнази директорӗ Галина Анатольевна Ляхова йывăрлăхсем пуррине те пытармасть. Кадр ыйтăвӗ çивӗчленни вӗренӳ заведенийӗсене те пырса тивет. Ачасене турттармалли автобуссăр тăрса юлнă шкул. Тата тепӗр ыйту та канăç памасть директора – хулари чăвашсем хăйсен ачисене гимназие вӗренме илсе килес теменни.

Анат Камăра тӗрлӗ чăваш пур, анчах вӗсене сахал теме çук, нумайăн эпир. Çак йышран ачисене е мăнукӗсене кунта илсе килес текенсем питӗ сахал. Çывăхра пурăнаканнисем те илсе килмеççӗ. Çавăнпа ытти наци ачисене илме тивет. Кайран, кунта йыш пухăнсан килеççӗ вӗсем, –  тарăхать Галина Анатольевна.
34-мӗш гимнази-интернатри вӗренӳ условийӗсем, Анат Камăри ытти шкулсемпе танлаштарсан, чăнах та лайăхрах. Чи пысăк уйрăмлăх – классенче ача шучӗ сахал пулни. Хулашăн çакă паянхи кун питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Ачасем çамрăк кураторсемпе форум программине пурнăçа кӗртнӗ вăхăтра вӗсене илсе килнӗ учительсем хăйсен канашлăвне ирттерчӗç. Тӗрлӗрен мастер-классене курса хакланисӗр пуçне вӗсем кулленхи ӗçри йывăрлăхсене те сӳтсе яврӗç. Ялта ачасем сахалланнипе шкулсене хупас хăрушлăх пур. Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчи тулли мар вăтам шкултан пуçламăш классене вӗрентекеннине хăварчӗç. Сăлтав – математик, физик, физкультура вӗрентекенӗ çукки. ТР ЧНКА ыйтса янă çыру çине ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен ачасене чăвашла вӗрентме чарăнмасси пирки шантарса хуравларӗç. Анчах та Çӗнӗ Шуçăмри гимназире чăваш чӗлхине вӗрентме паянхи кун та тытăнман. Мӗншӗн тесен, унти директорăн сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра гимназире чăваш чӗлхине вӗрентме пултаракан педагог çук.

Тутарстанра чăваш чӗлхине вӗрентекенсен вăтам çулӗ паян 50-ран иртнӗ. Çакă та шухăшлаттарать чӗлхе пуласлăхӗ пирки. Кам вӗрентӗ малашне ачасене? Ыйтусем нумай, хуравӗ çукрах.

Чăваш çамрăкӗсем тăван чӗлхерен ютшăнса пынă вăхăтра «Аталан» вӗçӗ-хӗррисӗр ăнăçсăрлăх тинӗсӗнчи хăйне евӗр çăлăнăç утравӗ пулса тăрать. Кирлӗ вăл, питӗ кирлӗ хальхи вăхăтра. Тӗслӗх кирлӗ çынсене. Камсем-ха вӗсем паянхи данкосем?

Кăçал ачасемпе паллă чăваш блогерӗсем тӗл пулса хăйсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗç – Элтияр Александров, Савăнпи, Ксения Романова, Арăслан. «Аталан чӗпписем» (шăпах çавăн пек ятлă футболкăсем тăхăнтартнăччӗ вӗсене кăçал) сакăр ушкăна пайланса «пӗлӳ станцийӗсем» тăрăх çӳрерӗç, пултарулăх номерӗсем хатӗрлерӗç, пӗр-пӗринпе çывăхрах паллашрӗç.

Кăçалхи форума Пушкăртстан Республикинчи Пелепейри чăваш гимназийӗнчен те хăнасем килсе çитнӗччӗ. Фидалия Мочалова пӗр çулталăк кăна директорта ӗçлет пулин те, регионсен хушшинчи хутшăнусене çирӗплетессишӗн çунать. Хăйӗн ӗçтешӗсемпе пӗрле вăл чăваш эрешӗн куравне йӗркелерӗ, Пушкăртстанри чăваш шкулӗсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗ.

Лайăх, витӗмлӗ ӗç практикисене алла илмелле, унсăрăн çӗнтерейместпӗр. «Аталан» пек вӗрентӳ форумне Тутарстанра кăна мар, чăвашсем пурăнакан ытти регионсенче те йӗркелемелле тесе шутлаççӗ педагогсем.
 
Константин МАЛЫШЕВ.
А.Ильина сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование форум Аталан