Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен саммитне халалласа ятарлă почта марки хута кайрӗ

Паян, октябрӗн 21-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗнче Хусанта октябрӗн 22-24-мӗшӗсенче иртекен пӗлтерӗшлӗ политика пулăмне — БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен тӗлпулăвне халалласа ятарласа кăларнă почта маркине штемпель лартса палăртрӗç (гашение марки).

Паян, октябрӗн 21-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗнче Хусанта октябрӗн 22-24-мӗшӗсенче иртекен пӗлтерӗшлӗ политика пулăмне — БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен тӗлпулăвне халалласа ятарласа кăларнă почта маркине штемпель лартса палăртрӗç (гашение марки). Церемоние ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информацилле технологисемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин, «Раççей Почтин» Тутарстанри управленийӗн директорӗ Ильнур Махмутов хутшăнчӗç. 

Марка çине кашни штемпель оттискне лартса мероприятин пӗлтерӗшӗ пирки сăмах каларӗ. «Патшалăхăн пӗлтерӗшлӗ, юбилейлă кунӗсене халалласа почта маркине кăларса палăртни историлле пулăм. Ятарласа хатӗрленӗ штемпель оттискӗллӗ конвертсем пӗр куна çеç ӗçе кӗни вӗсене уйрăмах хаклă тăвать. Тутарстана БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен саммитне ирттерме шанни пирӗншӗн пысăк чыс. Саммит нумай енлӗ хутшăнусен малашнехи ӗçлӗ çыхăнăвӗсене аталантарассине, çирӗплетессине пысăк тӳпе кӗртессе шанатăп. Ун пирки астăвăм алă пуснă хутсенче, тунă йышăнусенче çеç мар пирӗн авалхи, анчах ялан çамрăк Хусан хулин тирпей-илем кӗртнӗ урамӗсенче те юлӗ», — терӗ Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин. 

Айрат Хайруллин «Раççей Почтин» пуçлăхӗсене ятарлă почта маркине кăларнăшăн тав турӗ. «Коллекци маркисем цифровизаци ӗмӗрӗнче чи малтан çынсен хутшăнăвӗсемпе культурăлла ылмашăнăвăн палăрăмӗсем пулса тăраççӗ. БРИКС саммичӗ умӗн ăна кăларни пӗр-пӗрне хисепленин, пӗр танлăхпа аталану символӗ пулса тăрать», — терӗ министр. 

Палăртса хăвармалла, почта марки çине Хусан Кремльне тата БРИКС саммичӗн официаллă символне ӳкернӗ. Маркăланă конвертпа штемпеле РФ Президенчӗн «2024 çулта БРИКС пӗрлешӗвӗнче Раççей Федерацийӗн председательствине тивӗçтерессипе тата хатӗрленессипе Йӗркелӳ комитечӗ çинчен» Хушăвӗпе килӗшӳллӗн кăларнă. 

Сăмах май, Раççей Империйӗн пӗрремӗш почта марки 1858 çулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнă. РСФСРăн — 1918 çулта, СССРăн — 1923 çулта, Раççей Федерацийӗн — 1992 çулта. 

Тутарстан Республикинче 2020 çулхи майăн 27-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗнче ТАССР 100-çуллăхне халалланă маркăна ТР Раисӗ Рустам Минниханов тата ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев штемпель лартнă. 
2021 çулта Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӗвне, 2022 çулта — Атăлçи Пăлхар ислам тӗнне йышăннине, 2022 çулхи декабрь уйăхӗнче — Цифровизаци çулталăкне, 2024 çулхи февраль уйăхӗнче «Пуласлăх вăййисене» халалланă почта маркисене паллă тунă.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет