Çăлтăрсем «Суварпа», эсир?
Чăваш эстрада çăлтăрӗсем «Сувар» хаçата эрнесерен вулаççӗ.
Пурте лайăх пӗлекен чăваш шоуменӗ, эстрада çăлтăрӗ Петр Ермолаев Тутарстанра килти пекех, вăл пӗлмен пӗр ял-хула та çук кунта. Мӗншӗн тетӗр-и? Петя эрнесерен «Сувар» хаçат вулать. Акă ӗнтӗ миçемӗш çул пӗр сиктермесӗр Тутарстанри чăвашсен республика хаçатне çырăнать вăл. Паян ирхине ирех ватсаппа çапла çырса ячӗ: «Ырă ир. Хаçат çырăнтармасăр ан хăварăр мана. Ăçта тата мӗн чуль куçармалла?..»
Хисеплӗ вулакансем, аса илтеретпӗр. Çырăнтару кампанийӗ вӗçлениччен 15 кун кăна юлчӗ, 25 çул тултаракан хаçатпа çитес çур çулта та пӗрле пулас тесен васкăр. «Сувар» хаçата Раççейри хуть хăш регионта та, хуть хăш почта уйрăмӗнче те çырăнма пулать. Кунсăр пуçне хаçата интернет урлă та онлайн режимпа çырăнма май пур. Кун валли podpiska.pochta.ru сайтра регистрациленмелле. Индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. (К.Малышев сăнӳкрчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев