Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çарăмсанпа Элкел районӗсенче Уяв иртрӗ

Пӗр кунра харăсах икӗ районта, Çарăмсан район центрӗнче тата Элкел районӗнчи Сиктӗрмере, Уяв иртни пулманччӗ-ха. Çавăнпа июлӗн 11-мӗшӗнче ăçта каймаллине суйламалăх пурччӗ чăвашсен. ТР Раисӗ Рустам Минниханов Сиктӗрмене (унта КПРФ партин лидерӗ Геннадий Зюганов килнӗччӗ) те, Çарăмсана та çитсе халăха Уявпа саламларӗ. Республика Уявӗ кăçал Çарăмсанта иртнӗрен эпир унта пултăмăр.

Çарăмсан чăвашсен республика шайӗнчи Уявне хальччен йышăнманччӗ-ха, пӗрремӗш пулчӗ ку. Мероприяти Сабантуй тӳремӗнче иртрӗ. Хăнасем республикăн кашни районӗнчен, кӳршӗллӗ Ульяновск, Самара, Оренбург облаçӗсенчен, Чăваш тата Пушкăртстан республикисенчен килсе çитнӗччӗ. Хальхинче Аксу, Пăва, Çӗпрел, Теччӗ, Нурлат, республикăн чăвашсем йышлă пурăнакан ытти районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсем кашни хăйсен «çуртне» хатӗрлесе район чăвашӗсем мӗнпе пурăннине кăтартрӗç.

Кунтах сăра фестивалӗ, шăнкăрч йăвисен конкурсӗ, авалхи пир станӗпе кавир тӗртессипе, чăваш эрешӗсем ăсталассипе тата ытти ал ӗç тăвассипе мастер-классем ӗçлерӗç. Чăваш, тутар эрешӗсемпе тумтирӗ, сувенирсем сутакансем те йышлăнччӗ. Çаплах ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли апат-çимӗç типӗтнинчен пуçласа роботлă техникăсем таранах ăсталаса фронта леçекен Çарăмсанпа Нурлатри «Все для победы г. Нурлат» фондăн волонтерӗсен куравӗ, граждансене контракт службине йышăнакан мобильлӗ пункт та ӗçлерӗ.

Хаклă хăнасене: ТР Раисне Рустам Минниханова, ЧР культура тата архив ӗçӗсен министрне Светлана Каликована, ТР культура министрне Ирада Аюповăна, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председательне, Раççей Геройне Николай Гаврилова, ТР ЧНКА Канашӗн председательне Дмитрий Самаренкина тата ыттисене тӗп хапха патӗнче Çарăмсанăн тӗп халăхӗсен вырăс, тутар, чăваш тата мăкшă апат-çимӗçӗпе кӗтсе илчӗç. «Наци çурчӗсем» йышăннă тем вăрăмăш «урам» витӗр иртсе вӗсем Çарăмсан районӗнчи чăвашсен «кил-çуртне» кӗчӗç. Шăп кунта чăвашсен ят хуни, çурт лартни, салтака ăсатни, туй пек йăласене кăтартрӗç. Чăн-чăн кăмакаран тин кăна пиçсе тухнă темӗн пысăкăш хуплупа та сăйларӗç.

Унтан тӗп лапамра хитре, анлă пролог пуçланчӗ. Вăл Çӗпрел районӗнчен лайăх вырăнсем шыраса Кама юханшывӗ урлă каçса нумай нациллӗ туслă Çарăмсана виçӗ пӗртăван Сетукан çӗр ӗçченӗ, Пайтукан тимӗрçӗпе Ильтукан çар çынни килни çинчен пулчӗ.

Официаллă пая Çарăмсан район администрацийӗ Рамиль Айбатов уçрӗ. Ун хыççăн халăха ТР Раисӗ Рустам Минниханов саламларӗ. ЧР культура тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова вара ЧР Пуçлăхӗн Олег Николаевăн саламне çитерчӗ. Çаплах Раççейпе Тутарстан чăвашӗсен лидерӗсем Николай Гавриловпа Дмитрий Самаренкин та сцена çине тухрӗç. Хăнăхнă йăлапа хальхинче те чăваш чӗлхипе культурине упраса аталантарма нумай вăй хуракан пултаруллă чăвашсене патшалăх наградисемпе, Хисеп хучӗсемпе чысларӗç.

Республика Уявӗн программи кăçал та çав тери анлăччӗ. Харăсах темиçе сцена çинче П.В.Афанасьева халалланă литература фестивалӗ, «Юрла-ташла чăвашла» фестиваль, «Уяв пики» конкурссем пычӗç.

Пӗчӗккисене «Ача-пăча вăйă карти» кӗтрӗ. Унта халăх вăййисене выляттарчӗç. Тӗп сцена çинче чăваш эстрада çăлтăрӗсем хаваслă концертпа савăнтарчӗç. Çапла хаваслă те илемлӗ иртрӗ республика Уявӗ.

Мероприяти çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.

(Автор тата ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Уяв