Çарăмсансем пӗр çатма хуплупа пурне те хăналаççӗ
Июлӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсанра чăваш наци культурин Уявӗ пулать
Çакăн çинчен паян «Татар-информ» информаци агентствинче пресс-конференцире каласа пачӗç. ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, Çарăмсан районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Наталья Иляева тата «Тутарстан Халӑхӗсен Туслӑхӗн Çурчӗ» Патшалăхăн бютжетлă учрежденийӗ муниципаллӑ йӗркеленӳсемпе, Халӑхсен Туслӑх Çурчӗсемпе тата центрӗсемпе çыхӑнса ӗçлекен уйрăм пуçлӑхӗ, «Уяв» режиссерӗ Сильвия Чаркина чăваш наци уявне хатӗрлекенсен идейисемпе паллаштарчӗç, ыйтусем çине хуравларӗç. Лидия Квакова ертсе пыракан «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблӗ вырăнти юрă çаврăмӗсене шăрантарчӗ.
Ытти çулсенчи пекех, уяв хаваслăн, интереслӗн ирттерме хатӗрленеççӗ йӗркелӳçӗсем. 2026 çул Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулни те, Тутарстанра çак çул Çар мухтавӗпе ӗç паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗ пулнине те асрах тытнă. Сильвия Николаевна пӗр вăрттăнлăха уçса пачӗ пире – пролог Çарăмсан чăвашӗсен историйӗ çинчен каласа парать, халăхра çӳрекен легенда чӗрӗлсе тăрать «Уявра»:Çӗпрел тăрăхӗнче çралса ӳснӗ виçӗ пӗртăван лайăх пурнăç, ирӗклӗ вырăн шыраса Çарăмсан тăрăхне çитнӗ имӗш. Вӗсенчен пуçланса кайнă та пулать Çарăмсан чăвашӗсем...
Наталья Викторовна хăнасене Çарăмсан чăвашӗсен наци кухнипе паллаштарма пулчӗ. Пыыысăк çатмапа хуплу пӗçереççӗ «Уява», ăна пурте тутанса пăхма пултараççӗ, çарăмсансен чăваш сăрине астивӗпӗр. Яланхи пекех литераторсем валли, вулама юратакансемшӗн поэтсен урамӗ уçăлӗ. Ăна Кăçал пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрăлса кайнă Порфирий Афанасьева, Çарăмсан сăваçне, чăваш халăх поэтне халаллаççӗ. Мастер-классем, алăстисен ярмăркки ӗçлӗç. «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла» тата виçӗ-тăватă площадка хăнасане хавас пулӗ.
«Уяв» уçланкă пек çӗрте, пур енчен йывăçсем хупăрласа тăракан стадионра иртет. Çавăнпа шăнкăрч йăвисен конкурсне йӗркеленине питӗ вырăнлă теес килет. «Уяв пики» конкурссăр «Уяв» иртмест те пулӗ. Сильвия Николаевна сăмахӗсемпе, авал иртекен уявсенче те хăйне май конкурс пулнă. Хӗрсем «Уяв» картине тӗплӗн хатӗрленсе тухнă– тумӗсене янтăланă, кӗмӗл сассисемпе «Уяв» юрри янратнă. Каччăсем айккинчен сăнаса чуна çывăх хӗре суйланă. Конкурса хутшăнакан кашни хӗре масмак парнелессине пӗлтерчӗ С.Чаркина, çӗнтерӳçӗне вара тухья тăхăнтарӗç.
Дамир Данилович «Уява» республикăран 55 илемлӗ пултарулăх коллективӗ килессине пӗлтерчӗ, Тутарстан тулашӗнчен (Ульяновск, Оренбург, Самар облаçӗсенчен, Чăваш Ресубликинчен) 15 ансамбль килесси паллă. Чăваш Енрен ЧР национальноçсен ыйтăвӗсемпе культура министрне Светлан Каликована кӗтеççӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуласси пирки те сăмах çӳрет таврара, анчах пресс-конференцире кун пирки шарламарӗç.
«Уява» вӗçлекенӗ чăваш эстрада юрăçисен концерчӗ пулӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев