Чăваш ачисем ёлкăра савăнчӗç
Вырсарникун, декабрӗн 22-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче республикăн тӗп хулинче пурăнакан чăваш ачисен Çӗнӗ çулхи уявӗ иртрӗ. Виçӗ уйăхри шăпăрлансенчен пуçласа 14-15 çулхи ачасем таранах пуçтарăннă чăваш ёлкине. Уява йӗркелекенӗсем – Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ тата Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ. Сăмах май, пӗлтӗр те йӗркелӳçӗсем вӗсемех пулнăччӗ, ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем çулталăк каяллахи уяв мӗнле интереслӗ иртнине астăваççӗ, çавăнпа та кăçал та пурте хутшăнма васкарӗç.
Туслăх Çурчӗн уявсем ирттермелли залне илемлӗ кӗпе-костюм тăхăннă ачасем ашшӗ-амăшӗсемпе, асламăш-кукамăшсемпе пӗрле палăртнă вăхăта пуçтарăнчӗç. Чăваш уявӗсене тăтăш çӳрекенсенчен нумайăшӗ пӗр-пӗрне паллаççӗ те ӗнтӗ, çавăнпа никам та ютшăнса тăмасть кунта – пӗр-пӗринпе калаçаççӗ, ачасем выляççӗ, çӗнӗ туссем тупаççӗ. Чăваш мероприятийӗсене наци тумӗпе килекенсен йышӗ те çулран çул ӳссех пырать. Ёлкăна аслисемпе пӗрле ачасем те чăваш тӗрриллӗ тумсемпе çитнӗ.
Уява ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн вӗрентекенӗ Сильвия Чаркина уçрӗ. Пурне те уяв ячӗпе саламланă хыççăн Хусанта чăваш мероприятийӗсене ирттерме пулăшакансене, унта хастар хутшăнакансене ТР ЧНКА Канашӗн, Халăхсен ассамблейин, Туслăх Çурчӗн, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысларӗ. Вӗсен хушшинче «Ӗмӗт» этно-ушкăн, «Салам» фольклор ансамблӗ, Верăпа Сергей Гуляковсем, Зоя Бултыкова, Людмилăпа Ольга Криковасем, Светлана Гордеева, Альбина Васильева тата Софийăпа Стефания Чаркинасем пулчӗç.
Çавăн пекех ачасемпе ашшӗ-амăшӗсене «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова та çывхарса килекен Çӗнӗ çулпа саламларӗ, ачасене тăван чӗлхепе культурăна пӗлни питӗ пӗлтерӗшлине аса илтерчӗ.
Унтан ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем юмах тӗнчине лекрӗç. «Аталан» çамрăкӗсемпе Чăваш хӗрарăмсен союзӗн хастарӗсем – Дмитрий Мясников (Шăрчăк сăнарне калăпларӗ), Семен Леонтьев (Çил-тăман ывăлӗ), Светлана Гордеева (Фея тата Юрпике), Алена Гордеева (Арçури), Наталья Ворожейкина (Юр купи) ачасене выляттарчӗç те, юрлаттарчӗç те, ташлаттарчӗç те.
Çӗнӗ çул уявӗнче чи кӗтнӗ хăна кам-ха? Тӗрӗс, Хӗл Мучи. Ăна ачасем чăвашлах хыттăн кăшкăрса чӗнчӗç. Нумай кӗттермерӗ кӗрнеклӗ те шур сухаллă Хӗл Мучи (Александр Алексеев калăпларӗ ăна) – алăкран кӗрсе ачасене ăшшăн саламларӗ.
Çакна уйрăммăн палăртса хăварас килет: кăçалхи ёлкăра Хӗл Мучие сăвă каласа парас текен ачасем питӗ-питӗ нумайăн пулчӗç, чăтăмлăн черетре тăрсах каларӗç. Нумайăшӗ чăвашлах вӗренсе килнӗ. Эппин ачасен тăван чӗлхене вӗренес кăмăлӗсем пысăк, аслисен çеç çине тăмалла. Ёлкăна килнӗ ачасенчен пӗри, уяв сценарийӗнчи сăнарсем чăвашла калаçнине çăвар карсах итлекенскер, анчах нумай сăмаха чăвашла пӗлменскер ашшӗне: «Ман чăвашла вӗренес, ăнланас килет», – терӗ. Ку ахальтен мар – çамрăк ăрăвăн тăван чӗлхене, культурăна питӗ-питӗ ăнланас, тӗплӗн пӗлес килет. Аслисен çакна вăхăтра асăрхаса май пур таран тăрăшса вӗрентмелле кăна, чăваш мероприятийӗсене ытларах илсе çӳремелле.
Юлашкинчен Хӗл Мучи уява килнӗ кашни ачана Çӗнӗ çул кучченеçӗ, Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ вара «Йăван паттăр» кӗнеке парнелерӗ. Кăмăлӗсем тулнă ачасем килӗсене савăнăçлă туйăмпа саланчӗç.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев