Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Чăваш наципе культура автономийӗ тата «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 35 çул тултарчӗç

Кунти тӗрлӗ професси çыннине пӗрлештерекен Чăваш наципе культура автономийӗпе «Чӗкеç» халăх ансамбльне уйрăмшар куç умне кăларма çук, 35 çул тăван культурăна сыхласа аталантаракан туслă тандем вăл. Çырчалли чăвашӗсем сумлă датăна мартăн 29-мӗшӗнче хулари «Родник» Туслăх Çуртӗнче анлăн паллă турӗç.

«КАМАЗ» автозавод строительствине специалистсемпе ӗç çыннисем Совет Союзӗн кашни кӗтесӗнченех килсе кунтах тӗпленнипе нумай нациллӗ хула вăл, хальхи вăхăтра 80 тӗрлӗ халăх пурăнать кунта. «Родник» Туслăх Çуртӗнче вара 20 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗçлет. 1969 çулта пуçланнă автопром строительствине чăвашсем (ытларах Кама леш енчисем) те йышлăн килнӗ. Халăх шучӗпе виççӗмӗш вырăнта вӗсем паянхи кун. Сăмах май, завод конвеерӗнчен пӗрремӗш «КАМАЗ» тухнăранпа кăçал 50 çул çитет. Апла-тăк, чăваш алли перӗнмен пӗр автомобиль те тухмасăр юлман-ха хальлӗхе.

Çамрăксемпе вăйпитти çынсен хулинче чăвашсем пӗр-пӗрин патне туртăннах. Шăп 35 çул каялла Мăнкун вăхăтӗнче йăхташсем пӗрле пухăнсан 36-мӗш шкулăн директорӗ Виталий Васильевич Цыганов пуçарнипе хулара Чăваш наципе культура центрӗ тата «Чӗкеç» ансамбль йӗркелеме йышăннă. Центрăн пӗрремӗш ертӳçине ун чух пӗр саслăн пулса Виталий Васильевича хăйнех суйланă. Шел, 2007 çулта вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă хыççăн çак ӗçе малалла Сергей Кирович Киров тăснă, 2017 çулхи апрель уйăхӗнчен – Александр Николаевич Павлов.

35 çул хушшинче Çырчалли чăвашӗсен пӗрлешӗвӗ хăйсен йăлине сыхласа хăварнă кăна мар, çӗнӗлӗхсем те кӗртнӗ. Хулари наци пӗрлешӗвӗсен хушшинче иртекен спартакиадăра çуллен малти вырăнсем йышăнакан спорт команди те, чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ те пур. Культурăн тӗшши вара – «Чӗкеç» ансамбль. 1996 çулта халăх ансамблӗн ятне илнӗ вăл. Акă ӗнтӗ 30 çул ăна ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Львовна Кондюкова ертсе пырать.

– 1992 çулта килнӗ эпӗ ансамбле. Хам 1989 çултанпа кунта. Хулара чăваш ансамбльне йӗркелес шухăш малтанах пурччӗ. «Чӗкеç» ансамбле çӳрекен Юлия Егоровна Никифорова пирӗн патра хăнара чухне (эпир унпа тăвансем) хам шухăша пӗлтерсен: «Ара, пур вӗт хулара ансамбль», – терӗ. 36-мӗш шкулта пуçтарăнатчӗç чăвашсем ун чух. Йышăнӗç-ши тесе хăра-хăрах кайрăм-ха. Йышăнчӗç. Хам эпӗ культура институтӗнче хор уйрăмне пӗтернӗ те, сасăсем лартма тытăнтăм. Ансамбль ертӳçи кам пулать текен шухăш çукчӗ ун чух. Ӗçне Виталий Арсентьевич Маторкин йӗркелесе пыратчӗ. 50 яхăн çын çӳреттӗмӗр. 1996 çулта халăх ансамблӗн ятне хӳтӗленӗ чух тин ертӳçӗ суйлас ыйту тухрӗ. Манăн аслă пӗлӳ пуррипе мана суйларӗç, Виталий Арсентьевича вара аккомпаниатора çирӗплетрӗç, – аса илчӗ çав вăхăтсене Елена Львовна.

Сăмах май, вӗсем иккӗшӗ те ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗсем халь.

Ансамбль çумӗнчех пӗчӗккисен «Путене» ансамбльне йӗркелени (ăна та Елена Львовнах ертсе пырать) хăй мӗне тăрать. Хулари шăпăрлансем чăвашла юрланине итлеме çав тери кăмăллă. Хальхи вăхăтра ансамбльте 19 ача, аслисемпе çамрăккисен ансамблӗнче вара 29-ăн.

– 35 çул «Чӗкеç» юррри-ташшине итлесе хамăр та ватăлтăмăр, вӗсем çап-çамрăк çӳреççӗ-ха, – шӳтлерӗ ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ансамбле саламлама сцена çине тухсан. Çырчаллисем тăван культурăпа йăла-йӗркене сыхласа хăварас ӗçе ачасемпе çамрăксене явăçтарнинче «Чӗкеç» ватăлманнин сăлтавӗ. Мӗншӗн тесен «Путенене» çӳрекенсем ӳссе çитӗннӗçемӗн аслисен ансамбльне куçса пыраççӗ. Кун пекки республикăра урăх пӗр чăваш ансамблӗнче те çук. «17-рен килеççӗ пирӗн пата, хамăрах ӳстеретпӗр артистсене», – терӗ Елена Львовна кун пирки.

Республика, регионсен шайӗнчи фестиваль-конкурссенче палăрнă «Чӗкеç» халăх ансамблӗ республика мероприятийӗсене, Уяв, Акатуй, пек Пӗтӗм Раççей чăвашӗсен уявӗсене хутшăнмасăр юлмасть. Çавăнпа «Чӗкеç» халăх ансамбльне республикăра та, Раççей регионӗсенче те аван пӗлеççӗ. Мускав, Шупашкар, Самара, Ульяновск хулисем паллашнă вӗсен пултарулăхӗпе. Юрлас-ташлас ăсталăхӗ, тумӗ патшалăх ансамблӗсеннинчен кая мар вӗсен, кунпа пурте килӗшеççӗ. Юбилейре те акă Çырчаллинчи «Моңлы Чаллы» юрă театрӗн ертӳçи, хула канашӗн депутачӗ Виталий Васильевич Агапов çакăн çине пусăм туса «Чӗкеç» ансамблӗн ертӳçипе аккомпаниаторне ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн ятне те памашкăн ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçине Ринат Накифович Валиуллина ходатайство çырма чӗнсе каларӗ.

«Чӗкеç» ансамблӗн репертуарӗ пирки уйрăммăн палăртмалла, çав тери пуян та пысăк вăл. Халăх, ытти регион чăвашӗсен юррисемсӗр пуçне ятарласа çырса панисем те, ӗлӗкхи юрăсене çӗнетнисем те пур. «Чӗкеç» халăх ансамблӗн пурте пӗлекен «Сăра сакки» юррине вӗсем, тӗслӗхрен, «Сувар» хаçатра курнă хыççăн кӗвви килӗшнипе репертуара кӗртнӗ. Çынсене кăмăла кайнипе халӗ халăх юрринех çаврăннă вăл. «Чӗкеç вӗçет çӳлелле» юрра та çырчаллисемсӗр пуçне никам та юрламасть. Чăваш наципе культура автономийӗн пӗрремӗш ертӳçин Виталий Васильевич Цыгановăн юратнă «Йӗлмелӗ йывăçӗ» юррине те манăçа кăлармаççӗ. Сăмах май, ăна юбилей каçӗнче ятарласа юрласа аслă юлташне асăнчӗç.

Тепӗр хăйнеевӗрлӗхне те палăртмасăр май çук, Çырчалли чăвашӗсем 1991 çулта май уйăхӗн 21-мӗшӗнче Ипподром патӗнчи вăрман уçланкинче Уяв картине пуçласа тăнă. Çав вăхăтран йăлана ирттермесӗр пӗр çул та юлмаççӗ. Халӗ ӗнтӗ чăвашсен Уявӗ кунта пӗтӗм хула мероприятине çаврăннă.

Кăтартмалли те, мăнаçланмалли те нумай çырчаллисен. Чăвашсен культура пурнăçне, «Чӗкеç» халăх ансамблӗн историне отчетлă концертра кăна кăтартас темен. «35 çул: чăваш тăванлăхӗн илемӗ» ятарлă курав, пир тӗртессипе мастер-класс йӗркеленӗ. Çавăнпа юбилей уявӗ Туслăх Çурчӗн концерт залӗнче мар, чылай маларах фойерех пуçланчӗ. Килнисем интересленсех сăнӳкерчӗксемпе, чăваш эреш-тӗррипе паллашрӗç. Кăмăл пуррисен пир тӗртсе пăхма та май пулчӗ. Ăна Тутарстанăн паллă ал ăсти, вырăнти «Кызыл тау» Культура центрӗнчи пир тӗртекенсен клубӗн ертӳçи Светлана Алексеевна Прокопьева (Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнчен) вӗрентрӗ. Пир станне çырчаллисем хăйсемех ăсталаççӗ.

Юбилярсене саламлама хăнасем йышлăн пухăннăччӗ. Вӗсем ТР Халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Н.Валиуллин, Çырчалли хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ В.Х. Харисов, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А. Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф. Трифонова, «Родник» Туслăх Çурчӗн ертӳçи Л.Р. Ишалина, хулари кӗрешӗнсен, марисен, удмуртсен, ытти наци пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем саламларӗç. Паллах, пӗри те пушă алăпа килмен. Ансамбле тата унăн артисчӗсене, çав шутра пӗчӗккисене те, Тутарстанпа Чăваш Ен культура министерствисен, Чăваш наци конгресӗн, ТР ЧНКА, Çырчалли мэрийӗн Тав çырăвӗсемпе чысларӗç.

Юбилее Самарăри, Чăваш Енри тусӗсем те çитнӗ. Любовь Николаевнăпа Виталий Константинович Мельниковсем тата Аксу районӗнчи Максимовсен çемье ансамблӗ юрласа савăнтарчӗç. Куславкка районӗнчи «Энежъ» теплица хуçалăхӗн ертӳçи Василий Николаевич Семенов кучченеç, хăйсем хатӗрлекен пахча çимӗç салачӗсем, илсе килнисӗр пуçне çитес вăхăтра «Чӗкеç» ансамблӗн кашни артистне пиншер тенкӗлӗх помидор-хăяр тата ытти пахча çимӗç калчи парнелессине пӗлтерчӗ.

Çырчалли чăвашӗсем юрласа ташлаççӗ кăна темелле мар, вӗсем обществăлла ӗçе те хастар хутшăнаççӗ. СВОри ентеш-салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухса ăсатаççӗ. Ку енӗпе Вера Васильевнăпа Евгений Николаевич Охотниковсем нумай ӗçлеççӗ. Çакăн пек маттур вӗсем Çырчалли чăвашӗсем. Чăваш автономийӗпе «Чӗкеç» ансамбль ӳлӗмрен те йăласене малалла тăсса 100 çулхи юбилейне те паллă тумалла пултăрччӗ-ха.

Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр. 

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: набережные челны Чувашская культура ЧНКА в РТ