Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Олег Николаевăн пресс-конференцине ытти регион журналисчӗсем те хутшăнчӗç
«Хамăр ума эпир амбицилле тӗллевсем лартатпăр», – çапла каларӗ Чăваш ен Пуçлăхӗ журналистсемпе тӗл пулсан. Икӗ сехет çурă вăхăта тăсăлчӗ вăл. Çак хушăра республика ертӳçи журналистсен 46 ыйтăвне хуравларӗ.
Икӗ сехет çурă вăхăта тăсăлчӗ вăл. Çак хушăра республика ертӳçи журналистсен 46 ыйтăвне хуравларӗ.
Олег Николаевпа тӗлпулăва федераллă, регионсенчи тата Чăваш Республикинчи массăлла хыпар хатӗрсен ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Раççейӗн çӗнӗ субьекчӗсенчен те видеоçыхăну майӗпе хутшăнакансем пулчӗç. Пресс-конференци пӗрремӗш хут Чăваш Ен Пуçлăхӗн лару-тăру центрӗнче (ситуационный центр) иртрӗ.
Журналистсен ӗçне электронлă черет йӗркелесе пычӗ. Ыйту парас тесен харпăр куар-кодпа кӗмелле те черет йышăнмалла. Паллах, ӗçе ку самай çăмăллатрӗ, тата журналист кам тата ăçтан пулни тӳрех курăнать. Цифра трансформацийӗн центрӗн даннăйсен управленийӗн аналитикӗсем ятарлă дашбордсем (интерактивлă информаци панелӗсем) шутласа кăларнă. Вӗсен çинче регионăн социаллă экономика аталанăвӗпе туллин усă курма пулчӗ.
Панă ыйтусенчен ытларахăшӗ çул-йӗр, хула инфраструктури, спорт аталанăвӗпе, вӗрентӳпе, кил-çурт хуçалăхӗпе, сывлăх сыхлавпа, çемьепе, РФ Президенчӗ Владимир Путин килсе кайнипе çыхăнчӗ. Пуçлăха харпăр пурнăçпа çыхăннă ыйтусем паракансем те пулчӗç. Ку ытларах шкулсенчи медиастудисенчен килнӗ çамрăк журналистсене интереслентерчӗ. Олег Николаев ыйтусене питӗ тӗплӗ хуравларӗ. Хутлă-хутлă вăрăм ыйтусен пайӗсене пӗрне те манса хăвармарӗ, йӗркипе хуравласа пычӗ.
Владимир Путин çынсен пурнăçӗпе кăсăкланнă
Шупашкар хули ирлӗ-каçлă пробкăсемпе чыхăнни кашни хула çыннинех тарăхтарать. Нумай журналист çӗклерӗ ку ыйтăва, кун пирки вулакансем, куракансем е радио итлекенсем те ыйтма хушнине пӗлтерчӗç. Олег Николаев шантарнă тăрăх, çул-йӗр аталанăвӗпе ӗç пырать. Паллах, вăл çийӗнчех пурнăçланаканни мар, палăртнă вăхăта Шупашкар çумӗпе иртекен М7 автоçулăн 12 километрне те, Марпосад шоссене те, Лапсар çулне те анлăлатса тӗпрен юсама тивӗçлӗ.
Владимир Путин Чăваш Ене килсе кайнипе çыхăннă ыйтусем те пӗрре мар пулчӗç. Вӗсем Чăваш Республикин малашнехи аталанăвӗпе, Раççей регионӗсен хушшинчи вырăнӗпе çыхăнӗç тенӗччӗ, мӗнле калас калăпăшлă шутлакансем пуласса кӗтрӗм. Ӗçтешсене хупă алăк хыçӗнче Владимир Путинпа Олег Николаев мӗн çинчен калаçни, Раççей ертӳçи урăх ӗç сӗннипе çукки интереслентерчӗ. «Карьера енӗпе нимӗнле калаçу та пулмарӗ, кӗтмен те. Владимир Путин пуринчен ытла ахаль çынсен пурнăçӗпе интересленчӗ, ăна лайăхлатасси пирки калаçрӗ. Çакна вăл пирӗн халăхпа тӗл пулма икӗ хутчен чарăнни те çирӗплетет. Пирӗн проектсемпе кăсăкланчӗ. Наци проекчӗсем хӳттинче хамăрăн проектсем те пур-çке. Владимир Путин Чăваш Ен хăй умне лартнă тӗллевсемпе задачăсене еплерех пурнăçланипе интересленчӗ. Пур ӗçе те кирлӗ пек тунăшăн Президент хăй те, федераллă шайри министрсен енчен те пирӗн республика нумай ырă сăмах илтрӗ.
Чӗлхе пирки
Кунта çакна палăртса хăварас килет: пресс-конференцире пӗр чăваш сăмахӗ те тухмарӗ. Тутарстанра та республика ертӳçипе пресс-конференци çулсерен пулать. Тутарла-вырăсла иртет вăл пирӗн, çăвар тулли тутарла калаçать регион пуçлăхӗ, кунта апла мар. Чăваш чӗлхи патшалăх статусӗллӗ пулин те янрамарӗ вăл Правительство Çуртӗнче. Чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсен мӗншӗн тăван чӗлхепе ыйтас мар? Мӗншӗн ку пӗлтерӗшлӗ? Наци республикин пӗтӗмӗшле имиджӗшӗн, хăйевӗрлӗхе упраса хăварассишӗн, наци хăйхаклăхне ӳстерессишӗн. Республика ертӳçи наци лидерӗ пулса хăй тӗслӗх пани çынсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Наци политики пурнăçланăвӗн кирлӗ пайӗ вăл. Вăл вара кӳршӗре приоритетлă тӗллевсен шутӗнче мар пек туйăнчӗ.
Асăннă пресс-конференцие хутшăнассине пӗлсен нумайăшӗ чăваш чӗлхин пуласлăхӗ, ăна шкулсенче вӗрентесси çинчен ыйтма сӗнчӗç. Çӗклемерӗм ку ыйтăва, чуна пăлхантарас килмерӗ. Мӗншӗн тесен хуравне пӗлетӗп, кун пирки хаçатра пӗлтӗрех çырнăччӗ. Республика ертӳçисен шухăш-кăмăлӗ улшăнса чӗлхе енӗпе кирлӗ ӗçсем тума тытăнсан тин проблемăсем татăлма тытăнӗç.
Çитӗнӳсем çинчен
Хальхинче урăххи интереслентерчӗ. Чăваш Республики ытти регионсенче пурăнакан чăвашсемшӗн наци республики пулса тăрать. Паллах, унăн аталанăвне, пур енчен те çирӗпленсе пынине курас килет. Çакă çӗршывра чăваш çыннине мӗнлерех йышăнасси çине те витӗм кӳрет. Вăйлă регион — вăйлă туйăмсем çуратать, хисеплесе пăхатăн çынни çине те, ыттине те.
Çавăнпа Чăваш Республикин çитӗнӗвӗсем чăннипех савăнтараççӗ. Вӗсем сахал мар. Владимир Путин асăрханă тăрăх та, республикăра пурнăçланакан чылай проектăн опычӗпе ытти регионсем те усă курма пултараççӗ. Промышленность ӳсӗмӗпе иккӗмӗш вырăнта пулни те савăнтарать. Хăмла производствине аталантарса та экономика енӗпе пысăк пайта кӗртеççӗ чăвашенсем.
«Эпир хăмла производствипе кăна мар, çак отрасле кирлӗ техника, технологисем, хунав производствипе те ӗçлеме планлатпăр. Ăна ытти регионсене сутни экономикăшăн пайталлă пуласса кӗтетпӗр. Чăваш Ен хăмла лартса ӳстерессипе, тирпейлессипе çыхăннă компетенцисемпе Раççейре центр пулса тăрӗ. Ытти регионсен кун пек майсем çук, потенциал пирӗн пысăк», — терӗ Олег Николаев. — Раççей рынокне çулсерен 7 пин тонна хăмла кирлӗ. Чăваш Енре 200 тонна туса илетпӗр, ку пӗтӗмӗшле шутран 80 процент, тепӗр 20 проценчӗ ытти регионсене тивет. Хăвăрах куратăр, мӗн чухлӗ ӳсмелле-ха«. Сăмах май, кăçалтан хăмла ӳстермелли лаптăксене 1000 гектар чухлӗ ӳстерме палăртнă.
Бердянскпа çыхăну ӗмӗрлӗхе
Паллах, пресс-конференцире ятарлă çар операцийӗн темине те хускатрӗç. Олег Николаев палăртнă тăрăх, пӗлтӗр СВОна хутшăнакансене, вӗсен çемйисене тӗрлӗ пулăшу пама пӗтӗмпе 700 миллион тенкӗ тăкакланă. Кăçал вăл 1,2 миллиард ытла тенкӗпе танлашмалла.
Пресс-конференцие Чăваш Республики шефа илнӗ регионтан — Запорожье облаçӗнчи Бердянск районӗнчен те ВКС мелӗпе Патман хушаматлă журналист хутшăнчӗ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхне пӗтӗмӗшле тӗрев панăшăн, шкулсемпе ача сачӗсене юсаса мая кӗртнӗшӗн тата ытти ӗçсемшӗн чӗререн тав туса малашне ку ӗç мӗнлерех пурнăçланса пырассипе кăсăкланчӗ. «Пăрахмастăр-и пире?» — хумханчӗ вăл. «Çук, мӗнле пулăшнă, малашне те кирлӗ чухлӗ пулăшса пырăпăр. Пирӗн çыхăну ӗмӗрлӗхе, эпир çеç мар, эсир те пире нумай ыррине вӗрентетӗр — чăтăмлă пулма, пӗрлӗхре пурăнма, тăван çӗршыва юратма», — терӗ ЧР Пуçлăхӗ. Ун сăмахӗпе, кăçал тин туса пӗтернӗ шкулсенче котельнăйсем лартмалла, столовăйсене кирлӗ техникăпа тивӗçтермелле.
Малашнехи ӳсӗм çинчен
Чи йышлă ыйтусем çул-йӗрпе пулнине кура Тутарстан опычӗпе усă курса тӗнче шайӗнчи мероприятисем ирттерсе татса пама тӗллев пуррипе çуккине ыйтрăм. Сăмах май, 2013 çулхи Универсиадăччен Хусанта та çак проблема çивӗç тăратчӗ. Çулсем пробкăпа чыхăнатчӗç, сехечӗ-сехечӗпе лараттăмăр çул çинче. Универсиада, унтан Шыв тӗсӗсен спорчӗпе, футболпа халăхсен хушшинчи ăмăртусем, экономика форумӗсемпе саммитсем ирттерсе Хусанта çул-йӗр, хула инфраструктури питӗ вăйлă аталанса кайрӗ, çулсерен çӗнӗ спорт комплекссем, бизнес-центрсем, ИТ-парксем, «Казань Экспо» курав центрӗ ӳссе ларчӗç. Тен, Шупашкар та çак опытпа усă курӗ тесе интереслентӗм.
«Конкуренци лайăх япала, — терӗ ЧР Пуçлăхӗ. — Пирӗн регионсем хушшинче сывă конкуренци пур. Калăпăр, пӗр-пӗр инвестора илӗртсе пысăк масштаблă проектсем пурнăçлама, вăл е ку мероприяти ирттерме. Пирӗн те кун пек тӗллевсем пур. Мӗн-тӗр пулать, мӗн-тӗр хальлӗхе пулса пӗтеймест-ха. Ырă тӗслӗх шутӗнче пӗлтӗр ирттернӗ Наци кӗрешӗвӗсен тӗсӗсемпе Пӗтӗм тӗнчери I вăйăсене аса илес килет. 25 çӗршывран 2 пин ытла спортсмен килчӗ. Çирӗп фильтрсем лартман пулсан сахалтан та 4 пин пуçтарăнатчӗ», — пӗтӗмлетрӗ Олег Николаев.
Ун сăмахӗпе, республикăна 10-20 пин хутшăнакан килес пулсан Чăваш Енӗн инфраструктури çак задачăна татса параймасть. Çавăнпа майпен планпа пыратпăр терӗ Пуçлăх. Паяна республикăра хăна çурчӗсен номер фончӗ 2,3 пинпе танлашать. "Тутарстанпа танлаштарма çук паллах. Тепӗр енчен 2021 çулпа танлаштарсан ӳсӗм пур, ун чухне 1,2 пин çеçчӗ. Халӗ икӗ хут ытларах. Кăçал пилӗк çăлтăрлă тепӗр икӗ отель тата модуль евӗрлӗ 7 обьект хута каймалла. Çапла номер фончӗ 360-а ӳсмелле. Олег Николаев республика ку енӗпе ӗçлессине, хăй умне амбицилле тӗллевсем лартассине тата ытти регионсенче пурăнакан чăвашсене ку ӗçе явăçтарассине палăртрӗ.
Тӗлпулура хускатнă ыйтусене пурне те асăнса пӗтерме çук. Экологи çинчен те, килсӗр чӗрчунсем çинчен те сăмах хускатрăмăр. Чӗрчунсем тесен, вӗсем валли Çӗмӗрлере 150 вырăнлăх приют уçăлать кăçал. Ку питӗ савăнтарчӗ. Общество цивилизациллӗ пулнин кăтартăвӗсенчен пӗри вăл — чӗрчунсемпе ырă пулни.
Пӗтӗмлетсе каласан, пресс-конференци тухăçлă иртрӗ. Журналистсемшӗн те республика ертӳçишӗн те: обществăна пăшăрхантаракан ыйтусене çитернӗ, хурав илнӗ, республикăн малашнехи аталанăвӗн векторӗ паллă.
Сăнӳкерчӗксм авторăн тата glava.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев