Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШСЕМ, ХАÇАТСĂР АН ЮЛĂР!

Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани вӗçлениччен пӗр уйăх ытларах кăна вăхăт юлчӗ. Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне — аэрогриль.

Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен? Хаçата 2025 çулăн 1-мӗш çур çулне (6 уйăхран кая мар) çырăнмалла та квитанцие (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа — почта урлă çырупа (420066, г. Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсап урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2024 çулхи январӗн 15-мӗшӗччен йышăнатпăр.
Хаçат индексӗ Тутарстанра — П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче — П7093.
Редакци.
 Г.Павлова сăнӳкерчӗкӗнче: Аксу районӗнчи Васильевкăра пурăнакан Александр Максимовичпа Надежда Макаровна Сидоровсем — «Суварăн» çывăх тусӗсем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество