Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Çемье юнашар пулсан пӗр-пӗрне пулăшма çăмăл

Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçин Володар Аркадьевич Тимофеевăн çемйишӗн июлӗн 12-мӗшӗ паллă кун. Зоя Ильиничнăпа вӗсен кăçал ылтăн туй! Юбилярсене район Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗнче, июлӗн 8-мӗшӗнче, администрацие чӗнсех саламланă.

Студент чухнех çемье çавăрнă Тимофеевсене ăмсанмалăх та пур, чунри ăшă туйăма паянхи кунчченех куç пек упраса ачи-пăчипе, мăнукӗсемпе савăнса пурăнаççӗ. Володар Аркадьевич хăйӗн çемйи çинчен ялан хисеплесе кăна калаçать, мăшăрӗ пирки вара «ман хозяйка» тет çепӗççӗн.

– Йăмăкпа Лизăпа (1953 çулхиччӗ, халӗ пирӗнпе çук ӗнтӗ) кулинари училищинче пӗрле вӗреннӗ вӗсем. Лиза 1975 çулхи мартăн 8-мӗшӗнче качча кайрӗ, туя хӗр çумӗ пулса килнӗччӗ. Эпӗ ун чух Хусанти ял хуçалăх институчӗн 3-мӗш курс студенчӗччӗ-ха. Тӗл пултăмăр та кăмăла кайрӗ пулмалла, – Етӗрне районӗнчи Вăрманкас Асламас ялӗн чиперккипе, Шупашкар университечӗн студенткипе Зоя Кудряшовăпа мӗнле паллашнине аса илчӗ çемье пуçӗ.

Пӗрре курнă та... темелле-тӗр кун пек чух. Хăй пекех экономиста вӗренекен хӗрте Турă çырнине курса виçӗ уйăхранах качча тухма ыйтнă Кăнна Кушки каччи. Институтран икӗ хутчен савнийӗ патне Шупашкара кайса килнӗ-ха вăл. Кайранхи хутӗнче вара: «Виççӗмӗшӗнче килӗшме килетӗп», – тесе хăварнă. Çапла пулнă та.

Вăл вăхăтра çулталăкра, çитменнине виçӗ уйăхранах, тепӗр туй тума вăй çитернӗ вӗт Тимофеев-аслисем. Ывăлӗн йышăнăвӗ çирӗппипе-ши е кин пуласси кăмăла кайнипе ашшӗ-амăшӗ ывăлне туй тусах пӗрлештерме шутланă. 

– Колхозăн «Кубань» автобусӗпе тăвансем пӗр автобус тиенсех кайрăмăр. Унта пӗр çӗр выртрăмăр-ха, çӗрӗпе туй пычӗ, тепӗр кунне – Кăнна Кушкинче. Виççӗмӗш кунӗнче, июлӗн 14-мӗшӗнче, тин кайса çырăнтăмăр, – аса илчӗ Володар Аркадьевич асра юлнă çав саманта.

Хут тăрăх июлӗн 14-мӗшӗнче пӗрлешсен те хăйсемшӗн туй кунӗ июлӗн 12-мӗшӗ тесе шутлаççӗ вӗсем. «Туйне маларах пуçланă», – теççӗ шӳтлӗн. Иккӗшӗ те йышлă çемьерен (Зоя Ильиничнăсем саккăрăн пӗртăван, Володар Аркадьевичсем – улттăн) тата иккӗшӗ пӗр профессие суйланăран пуль сăмах килнӗ вӗсен.

Чăн та, йӗппи ăçта çиппи çавăнта тенӗшкел, туй хыççăн çамрăк арăмăн каçхи уйрăмран куçăн мар майпа вӗренме куçма тивет. Ял хуçалăх институчӗн студентсен столовăйнех ӗçе вырнаçать вăл. Çамрăк çемье çапла хваттер тара тытса Хусанта пурăнма тытăнать. 

Çемьеллӗ пурнăçа пăхмасăр вӗренӗве пӗри те пăрахмасть. Колхоз стипендиачӗ Володар Тимофеев колхозăн шанăçне тӳрре кăларса института хӗрлӗ дипломпа пӗтерсе тăван Ленин ячӗллӗ колхозах ӗçлеме таврăнать. Кунта вăл икӗ çул уйрăм управляющийӗ пулса ӗçлет.

– Дипломпа пӗрлех çав çул ачаллă та пултăм. 1977 çулхине январь уйăхӗнче Диплом хӳтӗлерӗм, ноябрь уйăхӗнче пирӗн аслă хӗр Светлана çуралчӗ. Мăшăрăм çулталăкра икӗ хутчен сессие, экзаменсем пама Шупашкара каятчӗ. 1978 çулхине экзаменсем панă вăхăтрах тепӗр хӗре Ленăна çуратса таврăнчӗ, – тăсăлать малалла калаçу. 

Колхозра ӗçленӗ чух çамрăк çемье тӗп килте ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурăнать. Тăрăшуллă специалиста район хăвăрт асăрхать. Икӗ çултанах Володар Тимофеева район Ӗçтăвкомӗн план комиссийӗн председательне ӗçлеме куçараççӗ. 

1978 çултанпа Теччӗ хулинче пурăнаççӗ Тимофеевсем. Ывăлӗ Алексей кунта çуралать (1985 çул). 7 çул кӗтнӗ тӗпкӗче мăшăр. Володар Аркадьевичăн çемйи Теччӗре халӗ çав тери пысăк, мӗнпур ачине хăй тавра пуçтарнă вăл. Кунсăр пуçне пӗртăван шăллӗпе йăмăкӗ Николайпа Валентина та кунтах тӗпленнӗ. Вӗсем пурте предпринимательсем, кашнин хăйӗн лавкки. «Çемье юнашар пулсан пӗр-пӗрне пулăшма çăмăл», –  тет кун пирки Володар Аркадьевич.

– Иккӗмӗш хӗрӗн Еленăн упăшки Эдуард Привалов Шупашкартан пирӗн, унта пурăнчӗç малтан. Кунта йыхăрса илсе килтӗм, хам йӗри-тавра пулччăр терӗм. Вӗсен халӗ йӗкӗреш хӗрпе ывăл, Костьăпа Кристина, ӳсет. Кăçал 9 класс пӗтерчӗç, иккӗшӗ те отличниксем, спортпа туслă. Костя ишессипе спорт мастерӗн кандидачӗ пирӗн. Аслин Светланăн икӗ ывăл, Кирилпа Егор, вӗсем çитӗннӗ ӗнтӗ, асли Кирилл авланчӗ те, Хусанта пурăнать, айтишник. Светлана нумай пулмасть пире тепӗр мăнук парнелерӗ, Машенька виççӗ тултарать кăçал. Алешăн та йӗкӗреш хӗрпе ывăл, Илюшăпа Лиза 5 класс пӗтерчӗç, вӗсем те отличниксем, – 7 мăнукӗнчен кашнинпе мăнаçлăн паллаштарчӗ телейлӗ кукаçипе асатте. Зоя Ильинична пирки вара: «Кил-йыш ун çинче веç», – терӗ пурнăç юлташӗ уншăн хӗвел те, сывлăш та пулнине палăртса. Мӗн тивӗçлӗ канăва кайичченех Теччӗри Росгосстрахра аслă специалистра ӗçленӗскер, çемье бизнесӗн шут-хисеп ӗçне илсе пырать халь. Чун киленӗвӗ вара Зоя Ильиничнан пахча тата мăнукӗсем. Тимофеевсем тата волонтерсем те. Ятарлă çар операцийӗнчи салтак-ентешсене нумай пулăшаççӗ. Зоя Ильинична хăй кăна салтаксем валли 200 ытла мăшăр нуски çыхса пачӗ. Гуманитаркăна вара ывăлӗ Алексей иккӗмӗш сыпăкри тăванӗпе Виталий Молчаевпа (Валентинан ывăлӗ) фронтах леçеççӗ. Нумай пулмасть кăна-ха 10-мӗш рейсран таврăнчӗç.

– Хăйсен мунчисем пулсан та ачасем, мăнуксем кашни шăматкун пирӗн пата пухăнатпăр. Амăшӗ кукăльсем пӗçерет, эпӗ кролик пусатăп. Праçник вăл пирӗншӗн, – телейлӗ пурнăç вăл шăп çакăн пек пӗчӗк савăнăçсенчен, çемье йăлисенчен тăнине çирӗплетрӗ Володар Аркадьевич. 

Хисеплӗ çемьене, Теччӗ тăрăхӗн сумлă чăвашӗсене Зоя Ильиничнăпа Володар Аркадьевич Тимофеевсене эпир те хамăр тата «Сувар» вулаканӗсен ятӗнчен ылтăн туй ячӗпе саламлатпăр! Çирӗп сывлăх, тулли телей, мӗнпур ыррине сунатпăр!

 

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество 8 июля – День семьи, любви и верности золотая свадьба #Семья