Çемье вучахӗн хӗлхемне кăçал кашни çӗнӗ çемьене параççӗ
Çемье вучахӗн вучӗ çунакан лампадăна Мускавран Хусана «Раççей» курав-форумра пӗрлешнӗ Зиятдиновсен çемйи илсе килнӗ. Хӗлхемне Хусан Федерацин Атăлçи тăрăхӗнчи 13 регионпа пайлӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин 2024 çул Раççейре Çемье çулталăкӗ тесе пӗлтернӗ. Ăна январӗн 23-мӗшӗнче Мускаври «Раççей» курав-форумра савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унтах «Çемье вучахӗн вучӗ» пӗтӗм Раççей акцийӗ те хута кайнă. Çак тӗллевпе юратупа шанчăклăхăн символӗсем шутланакан Петрпа Феврони çветтуйсен Муром хулинчи çӗрмен ӳчӗ умӗнче вучах чӗртнӗ. Вутне вара «Раççей» курав-форума кӳрсе çемье вучахӗн «Раççей чӗри» символне çутнă.
Çемье вучахӗн вучӗ çунакан лампадăна Хусана курав-форумра пӗрлешнӗ Зиятдиновсен çемйи илсе килнӗ. Хӗлхемне Хусан Федерацин Атăлçи тăрăхӗнчи 13 регионпа пайлӗ.
Январӗн 24-мӗшӗнче «Хусан» Çемье центрӗнче хаваслă лару-тăрура Оренбург облаçне панă. Ăна Бугуруслан хулин мэрӗ Дмитрий Дьяченко йышăннă тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА Çаплах Çемье центрӗнче çав кун пӗрлешнӗ Тутарстанри çӗнӗ çемье Ханифатуллинсем те тивӗçнӗ ăна.
Январӗн 25-мӗшӗнче тата 9 регион Хусантан çемье вучахӗн вутне хăй патне илсе каять.
«Раççей чӗри» çемье вучахӗн хӗлхемне кăçал пӗрлешекен кашни çӗнӗ çемьенех параççӗ. Тутарстанра вăл çулталăкӗпех «Хусан» Çемье ценрӗнче упранса çемьесене хăй çутипе ăшăтӗ. Надежда Гордеева («Татар-информ») сăнӳкерчӗкӗ..
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев