Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ЧĂВАШ ЧӖЛХИ ВӖРЕНТЕКЕНӖ 100 ÇУЛТА

Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет ялӗнче пурăнакан Константин Мартемьянович Васильев 100 çул тултарчӗ.

Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет ялӗнче пурăнакан Константин Мартемьянович Васильев 100 çулхи юбилейне паллă турӗ. Юбиляр икӗ пӳлӗмлӗ тăпăлкка кăна çуртра пурăнать, ун таврашӗнче те, шалта та хăтлă та тирпейлӗ. Эпир çитнӗ çӗре Константин Мартемьянович патӗнчен хăнаран Çарăмсан район пуçлăхӗ Фердинат Давлетшин та кайманччӗ-ха.

– Тӗлӗнмелле çын вăл, Константин Мартемьянович, вăрçăра çапăçнă, Берлина çитнӗ. Таврăннă хыççăн мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен шкулта ӗçленӗ. Ак, халь кăна-ха вӗренекенӗсем килсе кайрӗç, саламлама лайăх хатӗрленсе килнӗ, тӗрлӗ ăрури çынсем вӗсем. Хисеплӗ çын вăл пирӗн, – терӗ район пуçлăхӗ.

Фердинат Мидхатович сăмахӗсемпе, юбиляра район влаçӗн кашни шайӗнче саламланă, парнесем панă. Раççей Федерацийӗн Президенчӗпе Владимир Путинпа Тутарстан Президентӗнчен Рустам Миннихановран та саламсем çитнӗ. Район пуçлăхӗ пӗлтернӗ тăрăх, Çарăмсанта 100-е çитекенсем сахал, хальхи вăхăтра пурӗ те иккӗн. Ноябрь уйăхӗнче тепӗр кинеми 100 çул тултарать.

Çӗршыв, республика шайӗнче ваттисене пулăшассипе тӗрлӗ программа пур. Çавах та, Фердинат Мидхатович шучӗпе, вăл пӗлтерӗшлӗ пулин те ăна çывăх çынсен тимлӗхӗпе танлаштарма çук. Константин Мартемьяновичăн мăшăрӗ ир вилнӗ, 60 çулта чухне. Халӗ ăна хӗрӗ Нина Константиновна пăхса пурăнать. Çулла вăхăтне Вăтăр Юман Киреметре пурăнаççӗ, хӗллене Самар хулине куçса каяççӗ. Мӗнле калас, ват çынна сивӗре хваттер хăтлăхӗсем пулни меллӗрех. Çарăмсанта ватăсене кӳрентермеççӗ, пуçлăха шанас-тăк, кирлӗ пулсан район бюджечӗн резервӗнчен пулăшупа тивӗçтереççӗ.

Константин Мартемьяновичпа, шел пулин те, кăмăл тем пек пысăк пулсан та, калаçма май килмерӗ. Нумай пулмасть кăна-ха ăна чӗрепе операци тунă. Хӗрӗ Нина каланă тăрăх, кăçалхи сентябрь уйăхӗчченех вăл хăй урипе утса çӳренӗ, хăйне хăйех пăхнă. Операци ăнăçлă иртсен те, ват çыннăн вăй-халӗшӗн йӗрсӗр иртмен, вăхăчӗ сахалрах иртнипе-и, ăна калаçма та йывăртарах. Ашшӗн кун-çулӗ пирки Нина Константиновна каласа пачӗ. Ывăлӗ Николай Константинович та çакăнтахчӗ.

– Атте хресчен çемйинче 1918 çулта çуралнă. Унран аслăрах тăван мар аппăшӗ Марье мăнакка пурччӗ, хыççăн икӗ йăмăкӗпе шăллӗ пыраççӗ. Халӗ вӗсенчен сывви никам та юлман. Иккӗмӗш сыпăкри тăванӗсем те пурнăçран уйрăлнă, иккӗмӗш сыпăкри пиччӗшӗн хӗрӗ юлнă, ытти тăванӗсем çук. Атте тăватă класс хамăр ялта – Киреметре вӗреннӗ. Шкула кунта 1912 çулта уçнă пулнă. 5-мӗш класа Йăвашкелне каять. Çиччӗ пӗтерсен Аксури педучилищӗне вӗренме кӗнӗ. 1939 çулта училищӗне пӗтерсен хамăр ялти шкулта ӗçлеме пуçланă. 1940 çулта аттене çара илеççӗ, Хӗвеланăç Украинăна лекет вăл, Ровно хули патӗнче хӗсметре тăрать. Вăрçă пуçланнă кун вӗсен çар чаçне шăпах полигона илсе тухнă пулнă. «Ирхине темле яланхи пек мар туйăнчӗ, урăхларах пек, кăнтăрла тӗлне вăрçă тытăннине пӗлтерчӗç, каçхине нимӗçсене хирӗç тухрăмăр, çулпа мар, тулă анипе», – тесе каласа панăччӗ атте вăрçă пуçланнине аса илсе.

Çапла тăшмана хирӗç темиçе эрне çапăçнă хыççăн июль уйăхӗнче Константин Васильева амантаççӗ. Салтак суранӗсенчен Чкалов госпиталӗнче сипленет, ун хыççăн тăван районӗнчи больницăра та выртать. 1942 çулта ури тӳрленсе çитсен Васильев юлташа каллех фронта илсе каяççӗ. Турри хӳтӗлет ăна, Константин Мартемьянович Берлина çитиех хăвалать фашистсен эшкерне. Вăрçă пӗтсенех яла таврăнма май пулман, çар çыннисен гарнизонӗнче вӗсен ачисем валли шкул уçаççӗ те çавсемпе 1948 çулхи кӗркуннеччен ӗçлет. Амăшӗ пӗччен пулнипе килне таврăнать те урăх тăван ялӗпе уйрăлмасть. Вăтăр Юман Киремет шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет, кăштах нимӗç чӗлхипе те уроксем панă.

– Каярахпа атте Пӗкӗлмери педагогика институтне те пӗтерчӗ, хӗрлӗ дипломпа. Ăна хулана та ӗçе илесшӗн пулнă, анчах вăл тăван ялнех таврăннă, – каласа парать Нина Константиновна.

Ольгăпа Константин Васильевсем 1949 çулта пӗрлешнӗ, тăватă ача çуратса ӳстернӗ. Асли Виталий Екатеринбургра пурăнать, «Уралмаш» конструктор бюровне лекнӗренпе унта тăрать. Ун хыççăнхи Нина, паçăрах каларăмăр ӗнтӗ, ашшӗне пăхать. Вăтамми Юрий аппăшӗ пекех Хусанти пединститутра вӗреннӗ, пӗр вăхăт Вăтăр Юман Киремет шкулӗн директорӗнче вăй хунă. Кӗçӗнни Николай та тăван ялӗнчех пурăнать, çамрăкла распределенипе Украинăри Ивано-Франковски хулинче политехнически институтра пӗлӳ илнӗ пулин те унта юлман, килнех таврăннă.

– Мӗн каласа ӳстерчӗ-ши сире аçăр тетӗр-и? – пăртак шутласа тăчӗ Нина Константиновна. – Пӗлетӗр-и, пӗтӗм ачалăх шкулта иртнӗ. Асли шкула кайсан эпӗ анне илсе пыракан класра пӗрер урок лараттăмччӗ те, кăларса яратчӗç. Сăмах май, анне те пенсие тухиччен пуçламăш классен вӗрентекенӗнче ӗçлерӗ. Шкултан килсен ларса апат тăваттăмăр та, килти ӗçсене пуçăнаттăмăр, каçхине ак çак сӗтел хушшинче уроксем тăваттăмăр. Аттепе-анне урок планне çыратчӗç. Учительсен ачисем пулнă май, хамăра уйрăмах тирпейлӗ тытма тиветчӗ. Мӗн тусан та, аттепе-аннене пӗлтеретчӗç. «Мӗн пулчӗ? Мӗн турăн?» – куллен çак ыйтусене илтеттӗмӗр аттерен. Вăрçă çинчен вара каласа пама юратмастчӗ, нумай пулмасть кăна ыйтсан асăнма пуçларӗ. Хăй вара часть, рота, батальон командирӗсен, госпиталь начальникӗн хушамачӗсене, званийӗсем таранчченех, астăвать.

Пурнăç хăвăрт шăвать, паян Константин Мартемьяновичăн мăнукӗсем те çитӗнсе çитнӗ ӗнтӗ, пӗтӗмпе вӗсем 10-ăн, 7 кӗçӗн мăнукӗ çитӗнсе пырать.

– Аттен сывлăхӗ кӗркуннеччен аптрамастчӗ, хăйех ирхине тăрса çăвăнатчӗ, хырăнатчӗ, урама уçăлма тухатчӗ, – тăсăлать малалла калаçу. Константин Мартемьяновича Элметре МЧСăн 33-мӗш медсанчаçӗнче кардиостимулятор лартнă, вăрçă ветеранӗшӗн операци тӳлевсӗр пулнă. Паянхи кун 80-90-ран иртнисене питех операци тăвасшăн мар, яваплăх пысăк, ват çын ăна чăтса ирттереймесси иккӗлентерет. Нина Константиновна сăмахӗсемпе, вӗсен кун пек йывăрлăх пулман.

– Анисса Вагаповна тухтăр аттене пăхнă хыççăн кардиостимулятор кăна пулăшма пултарнине каларӗ. Шутласа пăхма ыйтрӗ, апла та, капла та шутларăмăр та – килӗшрӗмӗр. Тухтăрсем пăлханмасăр мар, паллах, телее, атте операцие лайăх чăтса ирттерчӗ. Тем пек шанас килет те ури çине çӗнӗрен тăрасса, темле пулӗ. Калаçма йывăртарах пулин те, йăлт ăнланать, начартарах кăна илтет. Атте сывă чух хамăра ача пек туйни пур, пурăнтăр-ха вăл, – ассăн сывласа илчӗ Нина Константиновна.

Тӗнчере темле çын та пур, çав шутра ашшӗ-амăшне ватлăхра пăрахса хăваракансем те. Константин Мартемьяновича телейлӗ çын темелле. Унăн ывăл-хӗрӗ ăна пăрахман, Нинăпа Николай ялан çумӗнче, ытти ачисем те май килсенех ашшӗ патне килеççӗ. «Мӗне тивӗçлӗ – çавă çитет», – тесе ахальтен каламаççӗ. Ырă ачасем ӳстерсе çитӗнтернӗ Васильевсем. Константин Мартемьяновича, чăваш чӗлхипе литературин пултаруллă вӗрентекенне, эпир те мӗнпур чăваш ятӗнчен ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. ( К Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана