Чăваш вӗренекенӗсен форумне 3 куна тăсасшăн
Килӗшет-и, килӗшмест-и, анчах та çитӗнсе пыракан ăру вăхăта, саманине кура, аслă ăрусенчен улшăнса тăрать.
Ним те тăваймастăн. Нумай чухне аслисем çамрăксене урăхларах пулнăшăн айăплама пăхаççӗ. Ман шутпа, ку усăсăр. Вӗсене капла пистерме çеç пулать. Ку чухне çамрăксемпе ăнлану шырас, вӗсене çывăхрах пулма мел тупас пулать. Апла вӗсене çывăх, ăнланмалла хатӗрсемпе усă курмалла. Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗнчен тӗслӗх илме пулать. Çулӗпе шкул ачисене çывăхскерсем вӗсене мӗн кирлине питӗ лайăх ăнланаççӗ. Шăп çак принципа тӗпе хурса йӗркелерӗç те вӗсем Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче иртнӗ республикăри чăваш шкул ачисен черетлӗ форумне.
Сентябрӗн 28-мӗшӗнче иртрӗ асăннă мероприяти. Аксу, Алексеевски, Элкел, Апас, Павлă, Пӗкӗлме, Пăва, Çӗпрел, Кайпăç, Лениногорск, Анат Кама, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат, Спас, Çарăмсан, Чистай районӗсенчен 12 çултан пуçласа 18 çулчченхи пурӗ 100-е яхăн шкул ачи пуçтарăнчӗ.
Форума ТР ЧНКА çумӗнчи «Аталан» пӗрлешӳ ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, Элкел муниципаллă район администрацийӗ тата Чăваш наципе культура автономийӗ пулăшнипе йӗркеленӗ. Кашни йӗркеленӳренех представительсем пурччӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков, Элкел районӗн Ӗçтăвком ӗçӗсен управляющийӗ Елена Бухарова, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов, «Тутарстан Халăхсен Çамрăксен ассамблейи» регионти çамрăксен обществăлла организацийӗн канашӗн председатель çумӗ Людмила Кочнева, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем хушшинче Галина Терентьева (Нурлат), Генадий Федоров (Алексеевски), Петр Плотников (Чистай) пулчӗç.
Форум Сиктӗрме-Хусанкайри Культура çуртӗнче уçăлчӗ. Çӳлерех асăннă çынсенчен нумайăшӗ сцена çине салам сăмахӗсемпе тата вӗрентӳ сферинче курăмлă ӗçсем тунисене Хисеп тата Тав хучӗсемпе наградăлама тухрӗç.
Елена Бухарова районта «Аталансен» форумӗ кӗтнӗ мероприяти пулнине палăртрӗ. «Çак хушăра пурте пӗр-пӗрне тунсăхлама ӗлкӗрчӗç ахăр. Кашнин мӗн каласа памалли пур, паллах. Паянхи кун та усăсăр иртместех. Артем Петрович сăмахӗсенчен ку çул сире нумай çӗннине кӗтнине пӗлтӗм. Унăн команди сирӗншӗн питӗ те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Вӗрентекенсемшӗн те усăллă пулӗ форум», – терӗ Ӗçтăвком ӗçӗсен управляющийӗ.
Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков форума хутшăнакансене ТР Вӗрентӳпе наука министерстви ятӗнчен салам каларӗ. Ведомствăна форум пуласси çинчен хыпар килсенех унта çитсе килме пысăк кăмăл çуралнине пӗлтерчӗ.
– Сăлтавӗсем манăн темиçе те, – терӗ Ильгиз Ильдарович. – Эпӗ хам нумай нациллӗ Пушкăртстанран. Унти патшалăх аслă шкулӗнче Тутарпа чăваш филологийӗн кафедринчен вӗренсе тухнă. Ман юлташсем ытларах чăвашсемччӗ. Çавăнпа Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн çӗрӗ çинче пулма питӗ кăмăллă. Мӗн асăрхарăм-ха паян? Чи малтан форумăн логотипне тăвакана тав тăвас килет. Вăл хальхилле, хештег лартса эсир социаллă сетьсенче çывăх туслăхра тăнине пӗлтеретӗр. Çапла майпа туссем тупатăр, маттур, – терӗ Ильгиз Халиков.
Малалла вăл тутарпа чăваш туслă та ӗçчен, тăрăшуллă халăхсем пулнине, кашни хăй культурипе чӗлхине упраса хăварма ăнтăлнине, çитӗнекен ăру çине пысăк шанчăкпа пăхнине каларӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хутне Анат Камăри 34№ гимнази-интернатра чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Ильгузина, Тав хучӗсене Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ, ЧНКЦ председателӗ Галина Терентьева, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çамрăксен политики енӗпе çумӗ Артем Носков тивӗçрӗç.
ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов форумăн кирлӗлӗхӗпе пӗлтерӗшне палăртса ăна малашне тата та анлăрах ирттерме кирлине каларӗ. Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсене, Элкел район администрацине, ТР Вӗрентӳпе наука министерствине тӗрев панăшăн чӗререн тав турӗ. «Чи кирли – çамрăксем хăйсен тăван чӗлхи патне туртăнни, ăна тата йăла-йӗркесене упраса хăварса вӗренме тăрăшни. Ку темрен паха», – терӗ Ӗçтăвком ертӳçи. ТР ЧНКА ятӗнчен вăл Елена Бухаровăна, Сиктӗрме-Хусанкайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул директорне Юлия Филипповăна Хисеп хучӗсем пачӗ.
Тутарстан Çамрăксен ассамблейин председателӗн çумӗ Людмила Кочнева «Аталан» пӗрлешӗвӗн ӗçне пысăк хак пачӗ. Форума хутшăннисене ăнăçу, нумай ырă эмоцисем сунчӗ.
Аталансене, чăн та, мухтамалла. Питӗ пысăк явап илнӗ хăйсем çине, ăна тивӗçлӗ пурнăçласа пыраççӗ. Кăçал шкул ачисене категорисене пайламасăр хутшăнтарнине палăртса хăвармалла. Тӗрӗссипе, ку мероприяти Тутарстанра 2004 çултанпа иртет. Малтан вăл отличниксен слечӗ пек иртетчӗ. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çамрăксен политики енӗпе çумӗ Артем Носков шучӗпе, ку тӗрӗсех мар.
«Шкул ачисене «пиллӗкпе» тата ӗлкӗрсе пырайманнисем çине пайлани тӗрӗс мар. Ку ачан хăйхаклăхне пӗтерекен япала. Тата хăш-тăр предметпа ӗлкӗрсе пырайманни унăн ăс-тăн, пултарулăх çуккине кăтартакан факт мар. Эпир пурне те хавас, пуриншӗн те уçă», – терӗ Артем Носков.
«Аталан» пӗрлешӗвӗнче тăракан çамрăксене уйрăммăн палăртас килет. Вӗсем пурте пултаруллă, хăшӗ студент, хăшӗ ӗçлеме те пуçланă. Хальхинче Элкелрайонне «аталансем» 22 çынран тăракан командăпа килнӗ. Çавăнпа та Людмила Кочнева «Тутарстан Халăхсен Çамрăксен ассамблейи» обществăлла организацийӗн ятӗнчен хăш-пӗрне Хисеп хучӗпе палăртни уйрăмах савăнтарчӗ. Çавсен шутӗнче Ксения Романова, Василий Борисов, Анастасия Ильина пулчӗç. Вӗсем пӗрлешӳре тахçантанпа тăраççӗ, командăна тин хутшăнакансемшӗн пысăк тӗслӗх, паллах.
Каласа хăвармалла, эпир те, «ТАТМЕДИА» акционер обществин «Сувар» хаçат редакцийӗ» филиалӗ, хамăрпа туслă çыхăну тытакан чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене палăртрăмăр. Хальхинче Тав хучӗсене илме Аксу районӗнчи Савгачево вăтам шкулӗн учителӗ Татьяна Романова, Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулӗн учителӗ Валентина Петрова, Аксу районӗнчи Çӗнӗ Тимушкелӗнчи тӗп шкул учителӗ Елизавета Павлова, Пăва районӗнчи Пӳркелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул учителӗ Марина Вериялова тивӗçрӗç. Вӗренекенсем вара Хусанти Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчен тата ТР ЧНКА ятӗнчен чаплă парнесене тивӗçрӗç. «Аталан» логотипӗллӗ футболка кăçал уйрăмах чаплă пулса тухнă. Унăн авторӗ Мусквра пурăнакан чăваш хӗрӗ Ксения Кошелева дизайнер.
Форумра çӗнтерӳçӗсене палăртмарӗç. «Пирӗн çӗнтерӳ – туслăхра», – тесе кӗскен хуравларӗ Артем Петрович кун пирки ыйтсан.
Форум Культура çуртӗнче хупăнчӗ. Çак хушăра туслашма ӗлкӗрнӗ шкул ачисем савăнсах пӗр-пӗринпе сăн ӳкерӗнчӗç, туслăха малалла та тытса пыма сăмах пачӗç.
Сăмах май, Элкел муниципаллă районӗн Ӗçтăвком ӗçӗсен управляющийӗ Елана Бухарова малашне форума виçӗ куна тăсма шухăш пуррине пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе, пӗр кун кăна сахал. «Пирӗн кун пек опыт пур, çавăнпа чăвашсен мероприятине те темиçе кун парасси пирки шутлатпăр халӗ», – терӗ вырăнти власть представителӗ. Аван пулӗччӗ.
Соцсетьсенчи «Аталан» ушкăнӗнчи сăнӳкерчӗксем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев