Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗпрелӗнчи Куракинсем Мускавра финалта

Октябрӗн 19-20-мӗшӗсенче Мускаври патшалăх геодезипе картографи университетӗнче «Çемье тата Раççей халăх йăли-йӗрки» Пӗтӗм Раççей конкурс-фестивалӗн финалӗ иртрӗ. Тутарстан чысне Çӗпрел районӗнчи Куракинсен çемйи хӳтӗлерӗ.

Республикăран «Ремесло» номинацире финала тухнă пӗртен-пӗр çемье пулчӗ вăл. Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упире пурăнакан Наталия Николаевнăпа Александр Анатольевич Куракинсем республикăра паллă ал ăстисем. Наталия Николаевна пир тӗртес ӗçе çӗнӗрен чӗртрӗ кăна мар, çак ăсталăха ачасене те вӗрентет. Сăмах май, хăйсен ачисем те пир тӗртме ăста. Кунсăр пуçне республикăра иртекен пӗр пысăк мероприятирен те юлмасть. Кунта та пир тӗртессипе мастер-классем ирттерет. Унăн пир станӗ умӗнчен халăх нихăçан та татăлмасть. Кашни пир тӗртсе пăхасшăн.


— Конкурса пурӗ 500 заявка, вӗсенчен 171-шӗ «Ремесло» номинацие хутшăнма тăратнă пулнă. Куçăн майпа (очно) тапхăра хутшăнмашкăн тӗрлӗ регионтан 34 конкурсанта суйласа илнӗ. Конкурс условийӗсемпе, Раççейри пӗр халăхăн йăлари ремесла техникипе пурнăçланă ӗçӗсене тăратмаллаччӗ. Эпир анатри чăвашсен тӗртнӗ пиçиххийӗсене илсе кайрăмăр. Хамăр ăсталăха октябрӗн 19-мӗшӗнче кăтартрăмăр. Кунсăр пуçне мастер-класс ирттертӗмӗр, пиçиххисемпе хамăр тӗртнӗ япаласен куравне йӗркелерӗмӗр. Çӗнтерӳçӗсене пурне те Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысларӗç. Кремльте экскурси йӗркелерӗç, — çапла пӗлтерчӗ Наталия Николаевна «Сувар» хаçат конкурс-фестиваль пирки ыйтсан.


Пирӗн Куракинсем те çӗнтерӳçӗсен йышӗнче. Наталия Николаевна пек чăн-чăн ăстасем пуррипе чăннипех мăнаçланатпăр эпир. Маттур! Куракинсене черетлӗ çитӗнӳпе саламласа малалла тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!
Сăнӳкерчӗксем Куракинсен çемье архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана