Дария Кирилловна ЕМЕЛЬЯНОВĂНА 80 çул тултарнă ятпа!
Тӗнчери чи хаклă çыннăмăра, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан аннене Дария Кирилловна ЕМЕЛЬЯНОВĂНА апрелӗн 2-мӗшӗнче 80 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
Çирӗп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Хуйхă-суйхă санран аякран пăрăнса ирттӗр.Тавах сана, анне, пире, 4 ачана, пӗччен ура çине тăратса çын тунăшăн. Эсӗ пирӗншӗн ырми-канми тăрăшнине нихăçан та манас çук. Ӗмӗрӳ вăрăм пултăр. Тайма пуç сана, анне!
Ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ,
мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев