Экспертсен шучӗпе Америка гегемонийӗ хавшаса пырать, çитес 10 çулта сверхдержава ăнлав пач çухалать
Раççейпе Ислам çӗршывӗсен хутшăнăвӗсем, тӗнче йӗркеленӗвӗ нумай полярлă форма çине куçса пыни, Палестинăпа Израиль хирӗçтăрăвӗ, çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси — çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç «Раççей — Ислам тӗнчи» стратегилле ушкăн конференцийӗнче.
Раççейпе Ислам çӗршывӗсен хутшăнăвӗсем, тӗнче йӗркеленӗвӗ нумай полярлă форма çине куçса пыни, Палестинăпа Израиль хирӗçтăрăвӗ, çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси — çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç «Раççей — Ислам тӗнчи» стратегилле ушкăн конференцийӗнче.
KazanForum халăхсен хушшинчи экономика форумӗ Раççейпе мăсăльман çӗршывсене çыхăнтаракан площадка пулса тăчӗ. Майăн 16-мӗшӗнче Б. Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра иртнӗ «Раççей — Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗн конференцийӗ тӗп мероприятисен шутне кӗчӗ.
Ларура Раççейпе Ислам çӗршывӗсене кăна мар пӗтӗм тӗнчене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗç. «Нумай полярлă тӗрӗс тӗнче йӗркеленӗвӗ тата хăрушсăрлăхлă аталану» («Справедливое многополярное мироустройство и безопасное развитие») тесе палăртнă темăна.
Стратегилле ушкăна Раççейрен 37-ӗн, ют çӗршывсен енчен 32 çын кӗнӗ.
Ларăва ТР Раисӗ Рустам Минниханов йӗркелесе ертсе пычӗ. Сăмах илсе калаçакансен шутӗнче, РФ Правительство Председателӗн пӗрремӗш çумӗ Марат Хуснуллин, Туркменистанăн Халк Маслахаты Председателӗ Гурбангулы Бердымухамедов, Ислам пӗрлӗхӗн организацийӗн Генеральнăй секретарӗн председателӗ Текая Мохамед Салах, РФ Федераллă Пухăвӗн, Федераци Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Косачев, Мускав тата Пӗтӗм Руç патриархӗ Кирилăн викарийӗ, Волоколамск митрополичӗ Антоний, РФ Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ӗçсен комитечӗн председателӗ Леонид Слуцкий, Аслă Муфтий, Раççей мăсăльманӗсен Тӗп тӗн управленийӗн Председателӗ Шейхуль-Ислам Талгат Тажуддин, Раççейӗн тулашри тата оборона политикин Канаш Президиумӗн Председателӗ Федор Лукьянов, ТР мăсăльмансен тӗн управленийӗн председателӗ Камиль Самигуллин муфтий, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл, «Раççей — ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнӗн председатель çумӗ Фарит Мухаметшин тата ыттисем пулчӗç.
Раççей Президенчӗн саламлă сунăмӗ
Хумхантаракан чылай темăна хускатрӗç спикерсем, пуринчен ытла Израильпе Пакистан хирӗçтăрăвӗ, енсене мирлештересси тавра пулчӗç.
«Хальхи вăхăтра ушкăнăн („Раççей — ислам тӗнчи“ пирки сăмах. — Авт.) пӗлтерӗшӗ уйрăмах ӳсрӗ, — терӗ ларăва уçса ТР Раисӗ Рустам Минниханов. — Вăл Раççейпе Ислам çӗршывӗсен хутшăнăвӗсен никӗсӗ, туслăх, пӗрлӗхпе шанăç инструменчӗ пулса тăчӗ. Унсăр пуçне тӗрлӗ тӗнсен хутшăнăвӗсен площадки те», — терӗ Рустам Минниханов.
Раççей Вице-премьерӗ Марат Хуснуллин РФ Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă сăмахӗсене çитерчӗ. «Тутарстан тепӗр хутчен хăйӗн пуян потенциалне, тӗрлӗ облаçсенче чи пысăк кăтартусем тума ăнтăлнине кăтартса пачӗ. Экономикăра, социаллă сферăра, культурăра тунă çитӗнӗвӗсем чăннипе тӗлӗнтереççӗ. Ку Раççей мăсăльманӗсен, Тутарстанра пурăнакансен Тăван çӗршывăн аталанăвне хывакан тӳпене уççăн кăтартса парать», — тенӗ Раççей Президенчӗ саламлă çырура.
Марат Хуснуллин хăй енчен форума хутшăнакансене саламласа ушкăнăн ларăвӗн пысăк пӗлтерӗшне палăртрӗ. «Пирӗн çӗршыв яланах нацисемпе конфессисен пӗрлӗхӗшӗн, туслă хутшăнăвӗсемшӗн тăнă. Хальхи вăхăтра фейксемпе Раççее тӗнче умӗнче дискредитацилеме пăхнă хушăра Ислам патшалăхӗсем тӗрев пани пирӗншӗн питӗ хаклă. Глобальлӗ повесткăн актуаллă ыйтăвӗсемпе эпир пӗр шухăшлă пулни савăнтарать, — терӗ Марат Хуснуллин. — Паян эпир кăткăс тапхăрта тӗл пулатпăр. Анăç çӗршывӗсен агрессине пула çветтуй çырусенче çырса хăварнисем, мораль нормисем, йӗркисем пăсăлса улшăнаççӗ. Çак тенденци халăхсене уйăрса ярать, нацизма сарăлма пулăшать. Çавна хирӗç кӗрешет те Раççей», — хӗрӳллӗн клаçрӗ РФ Вице-премьерӗ. Çавăнтах вăл Ислам Раççей патшалăхлăхӗн уйрăлми пайӗ пулнине, 10-шар миллион Раççей гражданӗ мăсăльман тӗнӗпе пурăннине палăртса хăварчӗ.
Примаков сӗннипе
Аса илтеретпӗр, «Раççей — Ислам тӗнчи» стратегилле курăм ушкăнне 2006 çулта Евгений Примаков сӗннипе йӗркелесе янă. Питӗ те инçекурăмлă пулнă унăн шухăшӗ, калăн тӗнчери лару-тăру çапла улшăнса каясса сиссе тăнă. Ăна Раççейпе Ислам çӗршывӗсен хутшăнăвӗсене кашни енӗпе анлăлатса вăйлатас тӗллевпе йӗркелеме сӗннӗ. Çав вăхăтра Тутарстана ертсе пынă Минтимер Шаймиев ӗçтешӗпе килӗшнӗ.
Раççейпе Ислам çӗршывӗсен хутшăнăвӗсенче Тутарстанăн пӗлтерӗшӗ питӗ те пысăк. Православипе мăсăльман тӗнчи хушшинче хывнă кӗпер евӗр вăл. Çакна конференцире сăмах илекенсем пурте палăртса хăварчӗç.
Йăлари хаклăхсемсӗр тӗнчере йӗрке пулаймӗ
Халк Маслахаты председателӗ Гурбангулы Бердымухамедов пӗрре мар калаçура Тутарстана, ун ертӳçине Рустам Минниханова тав турӗ.
«Уйрăмах тăванла республикăсен — Туркменистанпа Тутарстанăн туслă çыхăнăвне çирӗплетме нумай ӗçсем тунăшăн тав», — терӗ туркменсен наци лидерӗ.
ОИС генеральнăй директорӗ Текая Мохамед Салах тăнăç та лăпкă пурнăçа упраса хăварас, тӗнчери хирӗçтăрусене чарас тӗллевпе геополитика вызовӗсене хирӗç коллективлă йышăнусем тумалли çине пусăм турӗ.
РФ Федераллă Пухăвӗн, Федераци Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Косачев хăй сăмахне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пухура Чӗнсе каланинчен пуçларӗ: «Раççей йăлари хаклăхсен никӗсӗ пулнă та пулать те. Пирӗнпе паян нумайăшӗ килӗшеççӗ», — терӗ Президент сăмахӗсене аса илтерсе.
Константин Косачев шучӗпе, пӗрлехи хаклăхсем çинче кăна тӗрӗс те демократилле тӗнче йӗркеленме пултарать. Çулталăк каялла Швецире мăсăльмансен çветтуй кӗнекине Корана çунтарса янине аса илсе, власть представителӗсем кирлӗ мерăсем йышăнманнине цивилизацилле Европăн варварла хăтланăвӗпе танлаштарчӗ. Пӗрре мар мăсăльмансен тӗнчери пӗрлӗхӗ енчен тӗреве туйса тăнине палăртрӗ. Раççейре пулакан терактсем çинчен сăмах хускатса час-часах çак инкексен хыçӗнче ислампа пач та çыхăнман вăйсем тăнине асăнчӗ. Çапла майпа провокацисем туса çапăçтарса яма тăрăшаççӗ те çӗршывсене. Спикер палăртнă тăрăх, çӗршывсен хушшинчи пӗртанлăх тӗнче йӗркеленӗвӗн никӗсӗ пулса тăмалла.
Аслати евӗр саслă Леонид Слуцкий уйрăмах хӗрӳ калаçрӗ. Раççей — Ислам тӗнчи" организаци иккӗлле стандартлă политикăна хирӗç тăнине, ун вăйӗ çулран çул ӳссе пынине палăртрӗ. Ун шучӗпе паян нумай полярлă тӗнче йӗркеленӗвӗ мала тухса пырать. Кашни çӗршыв, унăн халăхӗ, чӗлхи, культури, тӗнӗ тӗнчери культурăра пӗр тан праваллă пулмалла. «Ислам тӗнчи нумай полярлă тӗнче йӗркеленӗвӗнче стратегилле пӗлтерӗшлӗ фактор пулса тăрать. Çапла çеç тӗнче цивилизацийӗ çирӗппӗн аталанса пыма, виççӗмӗш тӗнче вăрçи пуçланассинчен упраса хăварма пултарать, çакăн пирки ӗмӗтленеççӗ те ӗнтӗ Анăçри деструктивлă вăйсем», — терӗ Леонид Слуцкий. Вăл палăртнă тăрăх, Раççейпе Ислам çӗршывӗсен экономика, культура, тӗн сферисенчи интеграцийӗн çӗнӗ тапхăрӗ пуçланчӗ.
Патриархпа Аслă Муфтий каланинчен
Тӗн представителӗсен сăмахӗ чунтан пулни палăрчӗ. Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилăн саламлă çырăвне унăн викарийӗ, митрополит Антоний çитерчӗ. «Раççейпе Ислам çӗршывӗсем улшăнми мораль хаклăхӗсене упраса тата çынсен пурнăçӗнчи тӗн вырăнне палăртса пӗрле секулярлă идеологие, çылăхлă ӗçсене, ун халалӗсене пăрахăçланине хирӗç тăраççӗ. Вырăс халăхӗ пин ытла çул каялла Православи тӗнне, Пăлхарта ислам тӗнне йышăнса патшалăхпа культура аталанăвӗн никӗсӗ пек йышăнни Тутарстан çӗрӗ çинче икӗ тӗн хаклăхӗсем тачă çыхăннине кăтартса парать. Пирӗн хаклăхсем пӗрешкел, кăмăл-сипет ориентирӗсем те пӗрешкел, вӗсем нумай япала çине пӗр пек пăхма, кăткăс ыйтусем çине хурав тупма пулăшаççӗ», — тенӗ Патриарх.
Аслă Муфтий Шейхуль-Ислам Талгат Тажуддин Израильпе Палестина хирӗçтăрăвӗ пирки пăшăрханса калаçрӗ. Ун шучӗпе, ООН 70 çул каяллах икӗ ирӗклӗ çӗршыв йӗркеленни çинчен калакан резолюцие пăхăнманни ăнланмалла мар пулăм. Çак хирӗçтăру халăхсен хушшинчи правăна ним вырăнне хуманнине кăна кăтартмасть. Ăна пула пӗр айăпсăр çынсем — ачасем, хӗрарăмсем, ватăсем вилеççӗ. «Енсене çапăçусене чарма ыйтасси, заложниксене ирӗке яма ыйтасси тӳреммӗнех пирӗн тивӗç. Тӗнче сообществине, Ислам çӗршывӗсене Раççейӗн мирлӗ ăнтăлăвӗсене тӗрев пама ыйтатпăр», — терӗ Аслă Муфтий.
Гегемони пӗтет
Федор Лукьянов тулашри политика енӗпе паллă эксперт. Вăл ертсе пыракан «Валдай» клубра час-часах тӗнчери лару-тăрăва сӳтсе яваççӗ. Конференцире вăл пӗр полярлă тӗнче йӗркеленӗвӗ паянхи цивилизацие тивӗçтерме пултарайманнине пирки калаçрӗ. «Ӗç кунта çӗршывсен вăйӗсем, витӗмӗ мӗнле майпа йӗркеленсе пынинче мар. Çӗршывсен хутшăнăвӗсем пахалăх енӗпе улшăнса пыраççӗ. Нумай полярлă тӗнче — çирӗплетнӗ факт, кăна сахал кам йышăнмасть паян. Çак формăна Америка хальччен, гегемон-çӗршыв пулнă май, хăйӗн чи çивӗч оппозицийӗ вырăнне хурса пурăнчӗ. Америка гегемонийӗ паян хавшаса пырать. Ман шутпа, çитес 10 çулра сверхдержава ăнлав пач çухалать» — терӗ Федор Лукьянов çирӗппӗн.
Шанас килет ун сăмахне, АПШпа Совет çӗршывӗ хушшинчи сивӗ хирӗçтăру пуçланнăранпа Америка мăнкăмăллăн хăйне тӗнче хуçи тесе пурăнчӗ. Çӗршывсене пăхăнтарса, вӗсенче «йӗрке тăвас» тӗллевпе вӗсен пурнăçне аркатрӗ. Экспертсен сăмахӗпе халӗ шăпах çӗнӗ тӗнче йӗркеленӗвӗн процесӗсем хута кайнă самант. Çапла пултăрччӗ, айăпсăр çынсен пурнăçӗ амбицилле политиксене пула ан татăлтăрччӗ урăх.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев