«Эпӗ -хӗрарăм» регионсен хушшинчи конкурса Тутарстан чăвашӗсенчен улттăн хутшăнчӗç
«Я — женщина», чăвашла каласан «Эпӗ — хӗрарăм» регионсен хушшинчи конкурспа вӗçленчӗ июнӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Республикин Кунӗ. Пултаруллă та маттур чăваш тата ытти халăх хӗрарăмӗсем вара Оперăпа балет театрӗнче пуçтарăнчӗç. Фойене кӗрсен капăр тумлă хитре хӗрсемпе хӗрарăмсене курсан илем тӗнчине лекнӗн туйăнчӗ. Атмосфера çӗкленӳллӗ, унта та кунта ушкăнăн е пӗчченшерӗн асăнмалăх сăн ӳкерӗнеççӗ, паллашаççӗ, калаçаççӗ, кулаççӗ...
«Я — женщина», чăвашла каласан «Эпӗ — хӗрарăм» регионсен хушшинчи конкурспа вӗçленчӗ июнӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Республикин Кунӗ. Çак кун Шупашкарта çеç мар, Чăваш Енӗн районӗсенче те Республика Кунне халалланă тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗнчен пуçласа концертсем таран. Пултаруллă та маттур чăваш тата ытти халăх хӗрарăмӗсем вара Оперăпа балет театрӗнче пуçтарăнчӗç. Фойене кӗрсен капăр тумлă хитре хӗрсемпе хӗрарăмсене курсан илем тӗнчине лекнӗн туйăнчӗ. Атмосфера çӗкленӳллӗ, унта та кунта ушкăнăн е пӗчченшерӗн асăнмалăх сăн ӳкерӗнеççӗ, паллашаççӗ, калаçаççӗ, кулаççӗ... Вӗсем ӗнтӗ «Эпӗ — хӗрарăм» конкурса хутшăннисем тата вӗсене хавхалантарма, савăнăçа пӗрле пайлама килнӗ хӗр-тантăшӗсем, тăванӗсем, ӗçтешӗсем.
Хăйсен хушшинче вип-персонăсем — «Чăваш Ен хӗрарăмӗсен союзӗ» обществăлла организацин ертӳçи Наталья Николаева, ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева пурри тата ăшпиллӗн кӗтсе илни те хавхалантарчӗ пулмалла. Вӗсемпе сăн ӳкерӗнмесӗр юлакан пулмарӗ пуль çак хаваслă кун.
Эпир те Тутарстанран пысăк делегаципе пуçтарăнса кайрăмăр — пӗтӗмпе — 13 çын. Çав шутра ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина, «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Валентина Бушуева тата конкурса хутшăннисем. Улттăн пулчӗç вӗсем — Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç ялӗнчи пуçламăш шкулпа ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова, Çӗпрелӗнчи Алешкин Саплăк ялӗн Культура çурчӗн заведующийӗ Наталья Клементьева, Татьяна Леонтьева, Нурлатран Татьяна Артамонова, Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх фольклор ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова тата Анат Камăра çуралса ӳснӗ халӗ Китайра пурăнакан Анастасия Кондратьева. Тутарстанран тухнисем татах та пурччӗ конкурсанткăсен хушшинче, Марина Васильева акă Çӗпрелӗнчи Хулаçырминчен, питӗ те пултаруллăскер. Ӗçленӗ сферăна кура кашни хăйне уйрăм номинацире хутшăннă.
Çӗнтерӳçӗсем
«Эпӗ — хӗрарăм» конкурс кăçал тăваттăмӗш хутчен иртрӗ. Ăна çулсерен ЧР Правительстви тӗрев панипе Чăваш Енӗн Хӗрарăмсен союзӗ, «Пӗрле» аталану фончӗ йӗркелеççӗ. Союз председателӗ Наталья Николаева пӗлтернӗ тăрăх, 4 çул хушшинче асăннă конкурса 2500 яхăн хӗрарăм хутшăннă. 19 çултан пуçласа 93 çула çити конкурсантсен çул ӳсӗмӗ. Кăçал хутшăннисен шучӗ 1026 танлашнă, вӗсенчен 72-шӗ тӗрлӗ номинаци çӗнтерӳçисем. Конкурс условийӗсем питӗ ансат. Вăл онлайн майӗпе иртни çӗршывăн е тӗнчен хăш кӗтесӗнче пурăнакана та хутшăнма майсем туса парать. Çакна конкурсăн финалне килнӗ ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев та палăртса хăварчӗ сцена çине салампа тухсан.
Конкурса хутшăнас тесен ху çинчен кӗске видеоролик ӳкерсе ярса памалла та пӗтӗмлетӗве кӗтмелле. Çӗнтерӳçӗне сасăлав ирттерсе палăртаççӗ. Камшăн ытларах сасăлаççӗ — çавă çӗнтерет. Видеороликра конкурсанткăсем хăйсем, çемье, професси, хобби тата ытти пирки каласа кăтартаççӗ. Видеороликсене миллион ытла çын пăхнă, 350 пинӗ сасăлава хутшăннă.
«Эпӗ — хӗрарăм» конкурсра пурӗ 12 номинаци. Çавсенчен иккӗшне — «Жди меня», ятарлă çар операцине хутшăннисен амăшӗсемпе мăшăрӗсем валли, тата Чăваш Енре çуралса ӳснӗ, халӗ урăх регионра пурăнаканнисем валли «Родом из Чувашии» номинацисене кăçал çеç кӗртнӗ. Çакă пулăшнă та мероприятие регионсен хушшинчи статуса йышăнма. Анчах кунта акă мӗн интереслӗ — «Родом из Чувашии» номинацие ытти регионсенче пурăнакан хӗрарăмсене илӗртме тунă пулин те, унта Чăваш Енре çуралса ӳснисем кăна хутшăнма пултараççӗ. Ман шутпа ку тӗрӗс мар, чăвашсене пурăннă вырăна кура пайламалла мар.
Чи йышлă заявка «Вӗренӳ патне чăрмавсемсӗр» номинаципе килнӗ (348 заявка). Ку вӗрентекенсен активлăхне кăтартакан пулăм. Тепри — «Моя семья — мое богатство», пурӗ 124 заявка, вӗсем хыççăн 120-шер заявка «Мы созданы, чтобы творить» тата «Вперед к здоровью» номинацисем пуçтарнă.
Кашни номинацире 1, 2, 3-мӗш вырăнсем тата гран-при палăртнă. Пирӗннисенчен çӗнтерӳçӗсен шутне Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкулпа ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова кӗнӗ, «Родом из Чувашии» номинацире вăл пӗрремӗш вырăна тивӗçрӗ. Галина Васильевна Елчӗк районӗнче çуралса ӳснӗ. Саламлатпăр ăна! Ытти номинацисенче шăкăрин Чăваш Ен хӗрарăмӗсем кăна пулчӗç. Тата Ульяновск хулинче пурăнакан тусăмăра, УОЧНКА Ӗçтăвком пайташне, пултаруллă дизайнера Елена Уресметовăна çак номинацирех 2-мӗш вырăна йышннă ятпа саламлатпăр! Гран-прие вара çак номинацире Тюменьри чăвашсен ассоциацийӗн пайташӗ, «Тăван» ансамблӗн илемлӗ пултарулăх ертӳçи Елена Герасимова тивӗçрӗ.
Унсăр пуçне хăш-пӗр конкурсанткăсем Алла Салаеван, Анатолий Аксаковăн тата ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ятарлă парнисене тивӗçрӗç.
Капла вара заявкăсем кăçал Мускавран, Санкт-Петербургран, Тюменьрен, Сургутран, Севастопольтен, Тутарстанран, Оренбургпа Ульяновск облаçӗсенчен çитнӗ.
Михаил Черняк хăнара
«Эпӗ — хӗрарăм» регионсен хушшинчи конкурс питӗ те çӳллӗ шайра иртрӗ, вырăсла каласан «помпезнăйрах» та. Чи лайăххи — мероприяти юхăмӗ фанфарăран пуçласа юрлакансем таранччен йăлтах чӗрӗ музыка сопровожденийӗпе, Симфони оркестрӗ вылянипе пыни. Классика музыкипе балет номерӗнчен пуçланчӗ вăл. Унтан конкурсанткăсем хитре кӗвӗ çеммипе сцена çине дефилепе тухрӗç. Пӗринчен тепри хӳхӗмрех. Балет артисчӗсем çавăтса ăсатрӗç кашнине.
Мероприятие совет тата Раççей актерӗ, кино, анимаци фильмӗсене талантлă сасăлатаканскер, дубляж мастерӗ, радиоертӳçӗ, режиссер тата педагог, РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ Михаил Черняк ертсе пыни хăй мӗне тăчӗ. «Барбоскины», «Смешарики», «Три богатыря» тата ытти çӗр ытла анимаци фильмӗсенчи ачасен юратнă персонажӗсене сасăлатнă вăл, фильмографи те пуян, адиокӗнекесем те сасăлатать вăл.
Куракансене хăй енчен парне туса Николай Агнивцевăн сатирăлла кӗске сăввисене вуласа пачӗ. Тӗлӗнмелле те, финала Михаил Черняк ертсе пынине пӗр информаци ресурсӗнче те асăнса хăварман, тен эпӗ асăрхамарăм.
Пуçлăхсем саламларӗç
Финала ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев килни те, паллах, мероприяти шайне çӗклерӗ. Чылай ырă сăмах каларӗ вăл конкурса хутшăннисене. «Паян иртекен конкурсăн аналогӗ çӗршывра çук. Географийӗ те унăн сарăлса пырать. Пӗр енчен пăхсан конкурс питӗ те ансат майпа иртет, çав вăхăтрах технологилле лайăх шайра. Технологисем паян тытăмӗ енче питӗ те кăткăс, усă курасси енчен вара ансат. Çакă пулăшать те çӗнӗ майсем тупма... Кӗске видеороликпах хӗрарăмăн хăй çинчен каласа памалла. „Эпӗ — хӗрарăм“ тесе çынна хăв çинчен пӗлтерме, хăвна туллин кăтартма çăмăл мар пулӗ. Анчах пирӗн конкурсанткăсемшӗн мар, пирӗн тавра мӗн чухлӗ ытларах илем — çавăн чухлӗ тӗнче те ырăрах пулса пырӗ», — терӗ Олег Николаев саламласа. Шел те, чăвашла сахал калаçрӗ вăл — сывлăх сунса пӗр-ик сăмах. Тутарстанра пирӗн пуçлăхсем çуррине тутарла, çуррине вырăсла каланине хăнăхнă эпир, хисеплетпӗр çавна. Республика ертӳçи наци лидерӗ те пулнă май тутар культурине упраса хăварассипе питӗ пысăк ӗçсем пурнăçланса пыраççӗ республикăра. Ытти халăхсен культурипе йăлисене сыхласа хăварассипе аталантарассине те пысăк тимлӗх уйăраççӗ.
Мероприятие Чăваш Ен хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Наталья Николаева уçрӗ. Чунтан тухрӗç ун сăмахӗсем. «Хаклă хӗрарăмсем, хăвăра кулленхи кунри ӗçӗсем айне путма ан парăр. Йӗри-тавра, пӗр-пӗрин çине çаврăнса пăхăр, пӗр-пӗрин илемне асăрхаса çакна вӗсем сиртен тухакан çутăпа йăлкăшаççӗ тесе йышăнăр. Ан манăр, арçынсен тӗнчи çӗнӗ вăхăтри хӗрарăм çуралассине, хăй шăпине тума пултараканскере кӗтсе тунсăхланă. Хаклă тусăмсем, ырă çул сире!», — терӗ Наталья Алексеевна. Вăл та чăвашла сăмах хушмарӗ.
Сăмах калакансен шутӗнче Светлана Каликова, Анатолий Аксаков, Алла Салаева пулчӗç. Анатолий Аксаков конкурсанткăсене саламласа мăшăрӗпе паллашни çинчен каласа пани вырăнлă тесе шутларӗ пулмалла. Вӗсенчен те чăвашла салам кӗтсе илеймерӗмӗр. Хăвăнти чăвашлăха кăкласа кăларас тени-и ку, йышăнманни-и? Вăтанса пӗчӗке хуни-и? Мӗн?
Çавăнпа ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина тап-таса та илемлӗ чăваш чӗлхипе тухса калаçни уйрăммăн курăнса тăчӗ. Конкурса хутшăннă пилӗк номинаткăна Союз ятӗнчен саламласа парнесем пачӗ вăл. Мероприяти вӗçленсен куракансенчен нумайăшӗ пыра-пыра ăна тав сăмахӗсем каларӗ — чăвашла калаçнăшăн. «Тавах сире, юрать эсир пур. Пирӗн ӗнтӗ кунта пӗтрӗ, йăлтах пӗтрӗ...», — терӗç вӗсем тăван чӗлхемӗр пуласлăхӗшӗн чунтан кулянса.
Чăвашлăх йӗрӗ те пулмарӗ
Мероприяти хедлайнерӗсем — Санкт-Петербургран килнӗ Acid Hasid ушкăн. Вӗсем балкан, румын, еврей халăхӗсен музыкине калаççӗ. Чаплă, креативлă, шухă музыкантсем. Пӗрре, иккӗ итлерӗмӗр, виççӗ — малалла композицисенче вунă уйрăмлăх туп майлă пулса пычӗ. Çитет пекчӗ ӗнтӗ. Паллă артистсене чӗнни аван. Вăл кирлӗ те, анчах хамăрăннисем çинчен пач манса мар ӗнтӗ. Ку чăваш культурине чухăнлатни пулать. Калăн пирӗн ку шайра кăтартмалли çук. Пур. Пӗлетпӗр. Этно та, фолк та, джаз та, классика та — йăлтах пур. Вӗсемпе ӗçлени вара çителӗксӗр. Мӗн мероприяти тăршшӗпе пӗр-пӗр ансамбль е чаплă юрăç тухасса, чăваш хушпу-тухйине чăнкăртаттарса ташласса кӗтсе лартăмăр — кӗтсе илеймерӗмӗр...
Пур вӗт-ха пирӗн паллă та пултаруллă, чăваш музыка культуринче паллă йӗр, пуян еткер хăварнă композиторсем — Анисим Асламас, Федор Павлов, Филипп Лукин, Федор Васильев, Герман Лебедев тата ыттисем... Çав паллă хăнасенех — Acid Hasid ушкăнах чăваш классикине ан тив çӗнӗлле, импровизацилесе выляма ыйтнă пулсан мӗнле лайăх пулӗччӗ. Наци колоричӗ кирлехчӗ. Ăнланатпăр — ку светски мероприяти пулнине те. Унта чăваш хӗрарăмӗсемсӗр пуçне ытти наци çыннисем хутшăннине те. Наци республикинче тăван культура валли вырăн пулмаллах пурпӗр. Тутарстанра çапла пулас пулсан республика ертӳçисем яваплисене пуçран шăлмаççех... мӗншӗн тесен наци политикин пурнăçланăвне питӗ пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Тӗнче шайӗнчи мероприятисенче те (вӗсем шутсăр нумай иртеççӗ республикăра) тутар почеркӗ питӗ те шайлашуллă палăрса тăрать.
Çакна эпир, наци республикин тулашӗнче пурăнакан чăвашсем, Чăваш Республикинче пуласса та кӗтетпӗр. Республика ертӳçи наци лидерӗ пулмасан аталану кирлӗ шайра пулаймасть. Чăваш чӗлхин шăпи те çакăнтанах килет. Тавлашса сăлтавне ытти çӗрте шырасан та...
Çак кун ак чăваш çыравçисен телеграмри каналӗ кӗрлесе тăчӗ. Чăваш халăх культуришӗн, тăван халăх, тăван чӗлхе пуласлăхӗшӗн тăрăшакансем унта... Марина Карягина, Арсений Тарасов, Ольга Куликова, Владислав Николаев, Анатолий Хмыт тата нумай-нумай пултаруллă çын тăрать унта. Вулатăн та вӗсен çырнисене — мӗн тери вӗсем касăлса çитнӗ, чӗрисенчи ырату пирчеймесӗр сурать те сурать, канăçсăрлантарать. Кашнин хăйӗн тӗрӗслӗхӗ, чун ыратăвӗ... Çумра вăйлă, пурне те тивӗçтерекен лидер çуккипе вӗсене чылай чухне айккине пăрса хăвараççӗ. Çавна пула тӗл калайман е эмоцисене çӗнтерейменнипе тухса кайнă сăмахсене хăйсем çине илсе пӗр-пӗрне ăнланманни е тавлашни те пуçланса каять. Ку йăлтах вӗсем тăван халăх пуласлăхӗ енӗпе сӳрӗк маррипе пулса пырать. Урăхла-тăк вăхăчӗсене сая яман та пулӗччӗç.
Мӗн тесен те Республика Пуçлăхӗн командинче министерствосемпе ведомство ертӳçисемсӗр пуçне обществăлла организацисен, профессилле пӗрлешӳсен тата ытти тытăмсен лидерӗсем пулмаллах. Çакăн пек вăйлă команда пӗр енне пăхса ӗçлесен кăна аталану пулать. Пӗчӗк шутлă элитăпа кăна таçта каяймăн.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев