Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Эпир пӗр халăх — Раççей халăхӗ

«Культурăсен мозаики» этноконфессиллӗ фестиваль сентябрӗн 14-мӗшӗнче Хусанта 10-мӗш хут иртрӗ. Фестивале ТР Культура министерстви пулăшнипе ТР Халăхсен ассамблейи, Тутарстан халăхсен Туслăх Çурчӗ, ТР Культурăсен тата Диалог центрӗ, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви, Хусан хулин Ӗçтăвкомӗ тăрăшнипе йӗркеленӗ.

Чи малтанах ăна пурте лайăх пӗлекен Чаша çывăхӗнче ирттернӗ, Кремль таврашӗнче Казанка çыранӗнче те пулнă вăл. Пӗлтӗр фестиваль Кивӗ Тутар слободине пухрӗ хусансене, хăйӗн яланхи вырăнне тупнă курăнать — йӗркелӳçӗсем кăçал та унтах ирттернӗ.

Мероприяти кашни çулах çӗнӗ площадкăсемпе, йăласемпе пуянланать. Тӗп идейи вара унăн 1-мӗш фестивальтенех улшăнми — Тутарстан çӗрӗ çинче туслă пурăнакан халăхсен (175 тӗрлӗ наци çыннине пӗрлештерет республика) культурин хăйне евӗрлӗхне кăтартасси. Çакă çеç мар, тӗрлӗ тӗн конфессийӗсене тытса пыракансем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăннине те палăртмалла. Паянхи лăпкă мар саманара сиен кӳме ӗмӗтленекенсем шăпах тӗн ӗненӗвӗпе «выляса» тӗрлӗ конфесси çыннисене вăрçтарса ярасшăн-çке. «Культурăсен мозаики» çапла тума юраманнине кăтартакан мероприяти пулса тăрать. 

Фестивалӗн чи пысăк площадки сцена пулчӗ. 13 сехетрен 18 сехетчен юрă-кӗвӗ чарăнмарӗ унта. Тутарстан Халăхсен ассамблейин Туслăх Çурчӗ çумӗнчи наципе культура обществисем тăрăшни куçкӗрет çакăнта. Мастер-классем те çулран çул улшăнса, хушăнса пыраççӗ. Енчен те тăм чӳлмексем тума вӗрентесси наци уявӗсенче йăлана кӗчӗ-тӗк (ырă йăла, ăна уявра çеç мар, кулленхи пурнăçра та аталантармалла), шамаилсем тума вӗрентнине пит тӗл пулманччӗ. Иртнӗ шăматкун вара çак ӗçе хăнăхма май пулчӗ. Хусанти православи тӗнӗн семинарийӗн аслă вӗрентекенӗ Наталья Чубакова турăш çырассипе мастер-класс ирттерчӗ. Хитре çырма вӗренес текенсене иртнӗ çул та мастер-класпах каллиграфине хăнăхтарнăччӗ, кăçал тата арабсен çырăвне те вӗрентеççӗ. Наци кухнисем те пулчӗç кун йӗркинче. Анчах кунта та улшăнусем кӗртнӗ. Пӗлтӗр фестивалӗн гастрономи пайӗ тӗпрен илсен конкурссемпе çыхăннăччӗ. Кăçал ытларах мастер-классем пулчӗç. Тутар, Беларусь, Армени, Корея, Грузи кухнисен вăрттăнлăхӗсене пӗлме май пулчӗ çак кун. 

Фестиваль хăнисене саламлама ТР Раисӗн Шалти политики енӗпе департаменчӗн наци политикине реализацилессипе управленийӗн пуçлăхӗ Данил Мустафин сцена çине тухрӗ. Республикăра нумай наци çынни пурăннине, республика вӗсен йăли-йӗркипе пуяннине палăртрӗ хăй сăмахӗнче.

«Кашни халăх хăйӗн йăлисене, культурине упрать. Ку питӗ хаклă Тутарстаншăн. Пирӗнтен кашни хăй евӗрлӗ, апла пулин те эпир пӗр халăх — Раççей халăхӗ», — вӗçлерӗ вăл салам сăмахне.

Çавăн пекех пухăннисене ТР культура министрӗн ӗçне туса пыракан Ленар Хакимзянов, Хусан епархийӗн Епархи Канашӗн секретарӗ Владимир Самойленко протоиерей, «Гаиля» мечӗтӗн имам-хатыбӗ Рустам хазрат Хайруллин, Хусан хулин Рим-Католик прихучӗн настоятелӗ Андрей Старцев саламларӗç. Владимир Самойленко Хусан тата Тутарстан митрополичӗн Кирилăн пехилне пачӗ. 

Тарават чăвашсен çуртне çын кăмăллать

Фестивальте кашни халăхăн хăйӗн çурчӗ пулчӗ (паллă ӗнтӗ, Хусанти Халăхсен Туслăх Çурчӗ тăрăшнипе пурнăçа кӗнӗ ку идея). Сӗтел çинче хуплу ларать, чăваш кухнин ӗçми-çимине хатӗрлесе килнӗ, Хусанти чăваш вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем чăваш тумӗсемпе —пăхсан куç савăнать. «Çуртран» шăкăл-шăкăл калаçни, шӳтлени илтӗнсе тăрать. Фестивале килнӗ çынсем çакăнта чарăнса тăмасăр пултараймаççӗ: хуплăвне те тутанса пăхас килет, экспозицие тăратнă чăваш хӗрарăмӗн тумӗпе те интересленеççӗ. 

Мастер-класс кăтартакансем хушшинче те чăвашсем пулчӗç. Пăвари ăста Павел Ярхунов тăмран илемлӗ чӳлмек тума вӗрентрӗ. 

Пултаруллă çынсемпе пуян республика

«Культурăсен мозаикинче» кашнинче хăй тӗллӗн вӗреннӗ артистсемпе, илемлӗ пултарулăх коллективӗсемпе пӗрлех сцена çине тӗрлӗ регионтан йыхравпа килнӗ профессиллӗ артистсем те тухатчӗç. Çакă кураканшăн уйрăмах интереслӗ пулаканччӗ. Кăçал йӗркелӳçӗсем республика «вăйӗпе» ирттерме шутланă концерта. Тӗпрен илсен, Хусанти, Халăхсен Туслăх Çуртӗнчи юрăпа ташă ансамблӗсем, солисчӗсем пулчӗç. Республикăри Тукай, Мамадыш тата ытти районсенчен килсе çитнӗ коллективсем. Тутарстан талантсемпе пуян, районсенчи пултаруллă ентешсене итлеме кăсăк пулчӗ. 

«Халăхсен туслă çемйи» юрăпа ташă программине ТР тава тивӗçлӗ артисчӗсем Марина Карпова, Марсель Вагизов тата Марат Галимов хутшăннă.
Професси шайӗпе пысăк ăстасем концерта тата хутшăннă. Пурте лайăх пӗлекен, кашни фестиваль концертӗнче кӗтекен «Zakaria» ансамбль (сăмах май, кăçал «Культурăсен мозаики» фестивалӗн режиссерӗ те çак пултаруллă коллективăн солисчӗсенчен пӗри Мария Стукалова пулчӗ). ZAMAN ташă ансамблӗ, мордвасен «Эрзяночка» коллективӗ, пушкăртсен «Ак тиряк» юрă театрӗ пулчӗç. Чăваш юрри кӗввине Софийăпа Стефания Чаркинасем, çамрăксен «Ӗмӗт» ансамблӗ тата Хусанти чăвашсен «Салам» ушкăнӗ тивӗçлӗ шайра кăтартрӗç. Вӗсенчен кашни тăван наци культурипе куракана — урăх наци çыннине — паллаштарчӗ, юрă-ташă хыççăн тав туса алă çупнине пăхсан, артистсем ума лартнă тӗллеве туллин пурнăçланă темелле. 

Сăмах тӗн çыннисене

Çав вăхăтрах аса илтеретпӗр, фестиваль этноконфесси уявӗ. Апла тӗрлӗ тӗн конфессийӗсемпе паллаштарасси те ума лартнă тӗллевсенчен пӗри пулса тăрать. Ку енӗпе йӗркелӳçӗсем кăçал пысăк утăм тунă. Çӳлерех асăннă мастер-классем кăна мар, православи тӗнӗн музыки те сцена çинче пулчӗ — «Радуйся» коллектив XVIII ӗмӗрти православи кӗввисене каларӗ. Тепӗр çӗнӗлӗх, иккӗленместпӗр, вăл питӗ вăхăтлă, вырăнлă — фестивальте конфессисен лекторийӗсем ӗçлени. Тӗнпе çыхăннă ыйтусем кулленхи пурнăçра пирӗнтен кашнин тӗл пулаççӗ. Анчах чиркӗве, мечӗте кайса тӗн çыннисемпе калаçма пурте хăюлăх çитереймеççӗ, теприсен шав «вăхăт çук». Лекторире мăсăльман, православи тӗнӗсен çыннисем ыйтусене хуравларӗç, хумхантаракан темăсем çинчен калаçрӗç. Хусан епархийӗн иерейӗ, миссионерсен уйрăмӗн ертӳçи Александр Ермолин фестиваль хăнисемпе паянхи обществăра çемье ролӗ çинчен каласа пачӗ.

«Умиление» аннелӗхпе ачалăх хӳтӗлевӗн центрӗн педагог-психологӗ Анастасия Белобородова çамрăксемпе ӗçленин опычӗ çинчен каласа пачӗ. Буддизм тӗнӗпе интересленекенсене мандалăсем çинчен каласа панипе пӗрлех вӗсене ӳкерме, Будда кӗлеткине тума мастер-классем ирттерчӗç. 

Тутарстан Халăхсен ассамблейине кӗрекен наци культура обществисен ертӳçисем — вырăс, тутар, чăваш, удмурт, мари, крешӗн, пушкăрт, тува, якут, мордва, таджик — хастар хутшăнчӗç фестивале. 

Ытти халăх уявӗсенчи пекех ярмаркка пысăк вырăн йышăнчӗ фестиваль площадкинче. Тӗрлӗ наци капăрлăхӗсене, тăмран тунă теттесене, кил-çуртра кирлӗ япаласене туянма пулчӗ унта. 

Паллă тутар юрăçи Ильгиз Шайхразиев тата ЖИВаGO ушкăн вӗçлерӗç концерт программине. Çак кун сцена çинче 40 пултарулăх коллективӗ пулчӗ. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем Хусан  Туслăх Çурчӗн сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество многонациональность