Федор Конюхов: «Тӗнче океанӗ тавра çӳлçӳреве сулăпа тухасси çинчен тахçантанпа ӗмӗтленетӗп»
Паян Хусанпа Дубай хушшинче паллă çулçӳревçӗн пулас экспедицийӗпе тата ун валли ятаралса хатӗрлекен сулă строительствипе çыхăннă телекӗпер иртрӗ.
«Пирӗн çӗршыв аслă. Эпир аслă халăх. Эпир хамăр кил çинчен кăна шутламастпăр, пӗтӗм планета çинчен шутлатпăр. Энтузиастсене, ученăйсене пула Раççей пӗрремӗш пулса çак инкеке тӗпчеме шутларӗ. Тутарстан тӗнче шайӗнчи тӗпчеве тӗрев пани маншăн кăмăллă», – терӗ Федор Конюхов Хусанпа Дубай хушшинче иртнӗ телекӗперте. Тӳрӗ çыхăнăва «Татар-информ» информаци агентстви йӗркелерӗ. Хусан енчен телекӗпере ТР экологипе çутçанталӑк ресурсӗсен министр çумӗ Ольга Манидичева, «Миррико» компанин корпоратив сервисӗпе, цифровизаципе автоматизаци проекчӗсемпе директорӗ Антон Качуринпа журналистсем, Дубайран паллă çулçӳревçӗ Федор Конюхов хăй, унăн ывăлӗ, экспедици штабӗн пуçлăхӗ Оскар Конюхов, «Миррико» генеральнăй директорӗ Игорь Малыхин хутшăнчӗç.
Тутарстанпа Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсем хушшинче иртнӗ телекӗпере хутшăннă спикерсем тӗнче океанӗнче ишсе çӳрекен микропластик çӳп-çап утравӗ экологишӗн, кайăк-кӗшӗксемпе пулăсемшӗн, чӗрчунсемшӗн пысăк инкек пулнине, çак проблемăна татса парас тӗллевпе тӗпчев экспедицине йӗркеленине, ун хăйевӗрлӗхне сӳтсе яврӗç. Унсăр пуçне телекӗпере хутшăннисем Миррико сулăн строительствпе паллашма пултарчӗç. Федорпа Оскар Конюховсем, Игорь Малыхин онлайн режимра кӗске экскурси йӗркелерӗç. Çапла эпир сулăн паянхи хатӗрлӗхӗпе паллашма пултартăмăр.
Мӗнпе интереслӗ-ха ку проект тӗнче океанӗнчен самай инçетре вырнаçнă Тутарстаншăн? Мӗн хистенӗ унта хутшăнма? Ку ыйтăва министр çумӗ хуравларӗ. 
«Федор Конюховăн экспедицийӗ – наукăпа экологин анлă миссийӗ. Вăл эпир пурнăçлакан «Экологическое благополучие» наци проекчӗпе те килӗшсе тăрать. Тутарстан экологи программисемпе ӗçлекен регион çеç мар. Эпир наукăна, влаçа, бизнеспа обществона пӗрлештерсе чи кӑткӑс задачӑсене татса паракан моделе йӗркелерӗмӗр. Çак площадкăра экологипе çыхăннă чи йывăр задачăсене татса паракан вăй пуçтарăнать», – терӗ Ольга Манидичева.
Вăл министерствăн шыв ресурсӗсене упрассипе наука даннӑйӗсем çинче никӗсленнӗ ӗçе тăтăш илсе пыни çинчен каласа пачӗ. Тӗп проектсен шутӗнче – «Фламинго» наукӑпа тӗпчев карапӗ çинче шыв-шурсен мониторингне тӑвасси, «Акваториум» çӗнӗ разработкăна хута яни тата Казанка юханшывне тасатасси. Ун тăрăхӗнче кăна 900 ытла михӗ пластик пуçтарнă.
«Федор Филиппович пуçарнă экспедицие ырласа йышăнтăмăр. Тӗнче океанӗ вăл – пурнӑç сӑпки. Океанра микропластик сарӑлнин сиенне тӗпчени пире наукăра çӗнӗ утăмсем тума пулăшӗ», – терӗ министр çумӗ.
Ун хыççăн Дубайри верфьрен çыхăнăва Федор Конюховпа экспедици штабӗн ертӳçи Оскар Конюхов, «Миррико» компанин никӗслевçи Игорь Малыхин тухрӗç.

«Эп тахçанах тӗнче океанне сулăпа тухма ӗмӗтленеттӗм. Тутарстанри юлташсем пулăшнипе çавна пурнăçлама май пулчӗ. Тутарстанăн Экологи министерствипе, Наукăсен академийӗпе, «Миррикопа» тата ученăйсемпе пӗрле пысăк инкеке тӗпчеме шутлани пӗтӗм тӗнчене усă кӳрӗ. Эп хам океанри микропластик проблемипе 2005 çултанпа ӗçлетӗп. Нумаях пулмасть Антарктидăра та. Виçӗ океан урлă выртакан экспедицие тухиччен шăпах виçӗ уйăха Антарктидăна каятăп», – терӗ легендарлă çулçӳревçӗ Федор Конюхов журналистсен ыйтăвне хуравласа.

Сулă макечӗ
Федор Конюхов экспедицие пӗччен тухать. Ку теветкеллӗ мар-и тесе ыйтсан çапла хуравларӗ. «Эпӗ хама лайăх туятăп. 29 хутчен турник çинче йăтăнаятăп. Енчен те сахалрах пуçласан шутламалла вара», – йăл кулчӗ çулçӳревçӗ.
Оскар Конюховпа Игорь Малыхин суллăн техника характеристикипе, экспедици йӗркеленӗвӗпе туллин паллаштарчӗç.
Проектӑн тепӗр тӗп тапхӑрӗ 2026 çулхи апрель уйăхӗнче планпа сулла шыва антарасси пулӗ.
ИӗТрифонова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев