Муниципалсен форумӗн тӗллевӗ – ял-хуласенчи пурăнмалли условисене лайăхлатасси
Федерацин, регионсен тата вырăнти влаçсен 500 ытла представителӗ, архитекторсемпе проектировщиксем, территорисен аталанăвӗн эксперчӗсем ял-хула пурнăçне лайăхлатас, инфраструктурăна аталантарас тата хула тавралăхне хăтлă та хăрушсăр тăвассинче çӗнӗ технологисемпе усă курас ыйтусемпе ӗçлерӗç. Мероприятие хутшăнакансем январӗн 29-мӗшӗнче Хусанти хăтлăх кӗртнӗ тавралăхсемпе паллашрӗç пулсан, 30-мӗшӗнче Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра пленарлă пайне ирттерчӗç.
РФ Президенчӗ В.Путин пуçарнă «Малая Родина – Сила России» муниципалсен форумӗ шучӗпе иккӗмӗш. Кăçал вăл урăхларах форматпа иртет. Январь-апрель уйăхӗсенче муниципалсем 16 регионта (Калининградран пуçласа Сахалин таран) пулса тӗрлӗ темăна пăхса тухаççӗ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнă май хăйсене хумхантаракан чи кирлӗ ыйтусене пăхса тухаççӗ. Кун хыççăн, апрелӗн 25-мӗшӗнче, Мускаври «Россия» наци центрӗнче регион кунӗсенчи пуçарусене пăхса тухса резолюци йышăнаççӗ. Форумăн формачӗ тӗрлӗрен пулсан та тӗллевӗ пӗр – муниципаллă йӗркеленӳсен хăйне евӗрлӗхне сыхласа аталантармалли çул-йӗре пӗрле тупасси, ял-хуласенче пурăнмалли условисене лайăхлатасси. Январӗн 24-25-мӗшӗсенче Мурманск облаçӗнче экологи ыйтăвӗсене сӳтсе явнă пулсан, Хусанта – тавралăха хăтлăх кӗртессине. Тутарстанăн ку енӗпе опычӗ пысăк, унпа ыттисемпе пайламалăх пур.
– Обществăлла вырăнсене тирпей кӗртес программăн 10 çуллăхӗнче Тутарстан «Малая Родина – Сила России» Пӗтӗм Раççей форумӗн площадки пулма тивӗçнипе мăнаçланатпăр. Çак сферăри ӗçтешсене хамăр опытпа паллаштаратпăр. Пӗрле тăрăшса эпир çӗршыв çыннисене пурăнма хăтлă условисем тумалли, çав вăхăтрах кашни регионăн хăйне евӗрлӗхне сыхласа хăвармалли пӗр пек майсем йышăнма пултаратпăр, – тенӗ РФ Патшалăх Думин «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗ енӗпе комиссин председателӗ, ТР Раисӗ Р.Минниханов форум пирки.
Форум чи лайăх опытпа паллашнисӗр пуçне партнерсем тупса малалла ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелемелли май та. ТР Раисӗ Рустам Минниханов 5 çул каялла пуçарнă «Пирӗн картиш» программăн тата хуласен дизайн-кодне туса хунин опычӗ те акă ытти регионсемшӗн усăллă пуласси иккӗленӳллӗ мар. Обществăлла вырăнсене тирпей-илем кӗртессипе регион Раççейре лидер. Документсем хатӗрлессипе, çӗнӗ проектсене илсе пырассипе, тавралăха илем кӗртессинче хальхи технологисемпе усă курассипе унăн опычӗ пысăк. «10 çул хушшинче Тутарстанра ял-хулари пурӗ 400 обществăлла вырăна, пӗтӗмпе 33 миллиард тенкӗлӗх, тирпей-илем кӗртнӗ.
«Пирӗн картиш программăпа» 5 пин картише тирпейленӗ эпир, пӗрне те халăхпа канашламасăр туман. Хамăр опытпа паллаштарăпăр, сиртен те çӗннине илӗпӗр», – терӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф.Мухаметшин регион кунне ирттерме Тутарстана шаннăшăн çӗршыв ертӳçисене тав тунă май.
Пухăннисене çаплах форум йӗркелӳçисем РФ Президенчӗн шалти управлени политикин управленийӗн ертӳçи Евгений Грачев, Пӗтӗм Раççейри Хăйтытăмлăх управленийӗсен аталанăвӗн ассоциацийӗн ертӳçи Ирина Гусева саламларӗç.
– Пӗтӗм Раççейри Хăйтытăмлăх управленийӗсен аталанăвӗн ассоциацийӗ 18 пин муниципаллă йӗркеленӳсен ертӳçисене, 4,5 миллион муниципаллă сотрудника пӗрлештерет. Хăтлă тавралăх ыйтăвне сӳтсе явмалли площадка валли Хусана суйлани пӗр ахаль мар. Эпир кунта федераллă программăна сӳтсе яватпăр. «Мӗншӗн-ха хӗлле, çулла килмерӗр? – тесе ыйтаççӗ пиртен. Хусан мэрӗ Ильсур Метшин шăпах çакăн пек çантлăк вылянă вăхăтра тротуарсене мӗнле тасатмаллине, чарăну павильонӗсем, çулсем мӗнле пулмаллине кăтартрӗ. Тав ăна куншăн», – мухтарӗ хусансен опытне Ирина Гусева, – Эпир туристсем мар, çапах та шăпах туризм территорисене аталантарма хистет те,– терӗ ассоциацин тепӗр тăватă сопредседателӗн саламне çитернӗ май.
Малалла тӗрлӗ ыйтусемпе çавра сӗтелсем, сессисем ӗçлерӗç.
Пурăнмалли вырăнсене хăтлăх кӗртессипе ӗçлекенсене хумхантаракан чи пысăк ыйту – нормативлă право базине тӳрлетӳсем кӗртесси. «Комфортная городская среда» федераллă программăпа регионсем урам, тӳрем, сквер, парк пек типлă проектсене кăна пурнăçламаллине хăнăхса та çитрӗç пек. Тутарстанăн вара тӗрлӗ проектпа, çав шутра типлă маррипе те, ӗçленӗ опычӗ нумай пухăннă. Анчах типлă мар проекта пурнăçланă чух çӗр лаптăкӗн статусӗ, кайран ку территорисене балланса тăратасси пек юридици ыйтăвӗсен йывăрлăхӗсем пур иккен. Çавăнпа Строительство министерствипе, Стратегилле пуçарусен агентствипе пӗрле асăннă программăн правилисене тӳрлетӳсем кӗртес ыйтусене çӗклесе резолюцие кӗрттересшӗн пухăннисем. Ун чух типлă мар обществăлла хутлăхсемпе мӗнпур çӗршыв ӗçлеме пултарӗччӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев