Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Илья Начвин: «Пахча юлташлăхӗсенче те пирӗн граждансемех пурăнаççӗ, вӗсене те çыхăну кирлӗ»

Паян, июлӗн 14-мӗшӗнче ТР цифра аталанăвӗн, патшалăх управленийӗн тата информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин колегийӗ пулчӗ. Унта искусствăлла интеллект программине пурнăçласси, ИТ-кадрсене хатӗрлесси, сеть ӗçне анлăлатса сарасси, ял почтальонӗсене тӗрев парасси тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗç.

Республикăра мобильлӗ интернетпа усă куракансен шучӗ 4,8 миллионпа танлашать, анчах юлашки вăхăтра çынсем проводлă интернет çыхăнăвне куçма пуçланă. Сăлтавне пурте тӗшмӗртеççӗ.  Сывлăш тревоги режимӗнче мобильлӗ даннăйсене салатассипе чарусем ӗçлеме пуçлаççӗ. Çак минутсенче çыхăну вышкисене тивекен нагрузка 7-8 хутчен ӳсет. Йывăрлăхсене татса парас тесен сетьсен шăнăçулăхне ӳстермелле. 2026 çулта çыхăну операторӗсем çыхăну инфраструктурин 1100 объектне  инвестицилеме палăртнă, çав шутран 398-шӗ тăвăнакан çӗнӗ объектсем, тепӗр 702 база станцине вара юсаса модернизацилемелле. Кун пирки июлӗн 14-мӗшӗнче Б.Рамеев ячӗллӗ ИТ-Паркра иртнӗ коллегире ТР цифра аталанăвӗн, патшалăх управленийӗн тата информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Илья Начвин пӗлтерчӗ.

Коллеги ларăвӗнче ИТ-отраслӗн ӗç пӗтӗмлетӗвӗсене туса малашнехи  аталанăвӗн тӗп приоритечӗсене тишкерчӗç. Министр палăртнă тăрăх, тӗп ӗçсен шутӗнче – ТР Раисӗн хушăвӗпе искусствăлла интеллект программине пурнăçласси, ИТ-кадрсене хатӗрлесси, сеть ӗçне анлăлатса сарасси, отрасльсен цифровизацийӗ тата ял почтальонӗсене тӗрев парасси.   

Илья Начвин палăртнă тăрăх, объектсене инвестицилессипе палăртнă  ӗçӗн çуррине пурнăçланă. «Çывăх вăхăтра Хусанта 277 çӗнӗ çыхăну объекчӗ хута каять, Анат Камăра – 113, Çырчаллинче – 93. Районсене пăхас пулсан база станцийӗсен строительствипе Ешӗлвар малта пырать. Унтан Елабуга, Элмет, Çӳлту районӗсем,» – терӗ министр.

Строительство ӗçӗсене пуçлама час-час администрацисем ура хуни чăрмантарать. Тӗслӗхе министр Çырчаллине илчӗ. Çӗнӗ çурт-йӗр кварталӗсенче пурăнакан çынсене интернетпа тивӗçтерес тесен çыхăну операторӗсем куçса çӳрекен станцисемпе усă кураççӗ. Хусанта та ку йышши проблема пур. Сăмахран, Фучикпа Зорге урамӗсем  хӗресленнӗ çӗрте хута кайнă çӗнӗ кварталта база станцине лартма район администрацийӗ халӗ те çӗр пайӗ уйăрса паман. Хăш-пӗр çӗрте çынсем  хăйсем çыхăну операторӗсене хирӗç тăрса вышкăсене ларттармаççӗ, пуррисене сӳттерекенсем те пур. Сиенлӗ тесе ăнлантарса. Министр шучӗпе, ку фобирен çынсене чӗртмелле. Çавна май профилактика калаçăвӗсемпе тӗлпулăвӗсем те йӗркелеççӗ.

Пӗчӗк ялсенче те интернет пулмалла

 2026 çулта çавах 100 – 500 çынлă 79 ялта база станцийӗсене туса хураççӗ. Ку ялсене Госуслуги порталта вырнаçтарнă усă сасăлавра çынсем хăйсем суйланă.

 Тӗлӗнмелле те, анчах ИИ аталанса пынă саманара та интернет çыхăнăвӗсемсӗр ялсем пур-ха. Ку çитменлӗхе пӗтерес шутпа Тутарстанра пӗрремӗш хут республика программине коммерцилле пысăк çыхăну операторӗ кӳлӗннӗ. МТС паян 14 ялта çыхăну вышкисем тума пуçланă.

«Пысăк тав МТСа, ытти пысăк операторсене те пӗчӗк ялсене мобильлӗ интернетпа тивӗçтерес ӗçе хутшăнма чӗнетӗп, – терӗ министр. – 100 çынран сахалрах ялсене мобильлӗ интернетпа тивӗçтересси тепӗр йывăрлăх. Вӗсене «Цифра танмарлăхне пӗтересси» федераллă программăна кӗртмен. Çавăнпа эпир ăна хамăр вăйпа татса пама майсем шыратпăр. Ку тӗллевпе Кукмор районне пилотлă тăрăх туса йăлт тӗпчерӗмӗр.  Пирӗн команда унти 38 пӗчӗк яла çитсе курчӗ. 7 ялта мобильлӗ çыхăну пач та çук. Район администрацийӗпе кашни яла уйрăм пăхса тухрăмăр. Çапла 2 ялта кăна мобильлӗ интернет кирли паллă пулчӗ. Пӗр ялӗнче 42, тепринче 73 çын пурăнать. Çак икӗ пӗчӗк яла кăна оптика сӳслӗ сеть тăсма тата LTE база станцине лартма 22 миллион тенкӗ кирлӗ. Вăт çак тӗслӗхпе пирӗн кашни муниципаллă районтах тӗрӗслевсем туса ăçта мӗн чухлӗ база станцине лартмаллине палăртмалла», – терӗ Илья Начвин.

Мӗншӗн çул çинче çук?

Çынсене çулсем çинче интернет çыхăнăвӗ япăххи те тарăхтарать. Эпир хăнăхнă халӗ тӗрлӗ ыйтусене çийӗнчех татса пама, çав шутра çулпа пынă чух та. М12 трасса çинче те интернет вырăн-вырăнпа кăна лайăх ӗçлет.

Çавна май кирлӗ чухне экстреннăй службăсене чӗнсе илесси те, навигаци лартасси те йывăрланать. Тӗп чăрмав вăрманта электричество çукки. Кăçал Ешӗлвар – Йошкар-Ола, Хусан – Пăва – Ульяновск трасса çинчи çыхăнăва лайăхлатас тӗллевпе 8 участока электричествăпа тивӗçтерме йышăннă. Çак тӗллевпе республика бюджетӗнчен субсиди уйăрма палăртнă. Ку вăхăтра вăрман хуçалăхӗн министерствипе пӗрле хăш тӗлте база станцийӗсене лартмаллине сӳтсе яваççӗ. Ку ӗçе июль уйăхӗ вӗçлениччен татса пама палăртнă.

Мобильлӗ интернет хулара та пур çӗрте те çук. Ак Г.Камал театрӗпе Уникаллă пултарулăх центрне илер. Хусан варринче ларсан та çыхăну унта çук. Çавăнпа министр пысăк объектсене тунă чухне ведомствосен синхронлă ӗçӗ кирлине, объектăн строительствине планланă чухнех çыхăну инфраструктурине те шута илмеллине асăрхаттарчӗ. «Çыхăну операторӗсен хăйсен инвестицилле планӗсене пăхса тухса çӗнӗ микрорайонсене застройщиксемпе пӗрле çуртсене паричченех кӗмелле», – терӗ Илья Начвин.

Хăрушсăрлăх тӗп вырăнта

Пысăк хуласенче пурăнакансем ирпе сирена кăшкăрнипе вăранма пуçларӗç. Ку çур çулта кăна 21 хутчен ракета хăрушлăхӗн режимӗ çинчен пӗлтерчӗç халăха.

Пӗтӗмпе республикăра 547 сирена ӗçлет. Çулталăк вӗçленнӗ çӗре тепӗр 200 комплекс лартма палăртнă. Вӗсен шутне 1600 çитерме шутлаççӗ. Паллă ӗнтӗ ку режимра мобильлӗ интернет çыхăнăвӗ япăх ӗçлет. Çавна май çынсем ытларах та ытларах проводлă интернет кӗртме шутлаççӗ. Паяна Тутарстанра унпа 1 миллион та 405 пин çемье усă курать. Çулталăкне вӗсен шучӗ 7 процента ӳснӗ. Анчах кунта та операторсен ӗçӗ пӗр тикӗс пымасть. Пысăк операторсем нумай хваттерлӗ çуртсене инвестицилеме кăмăллаççӗ. Поселоксемпе СНТсем вара çыхăнусăр айккинче тăрса юлаççӗ. «Республикăра 1000 яхăн пахча юлташлăхӗ, унта пирӗн граждансемех пурăнаççӗ. Хăш-пӗрисем прописка туса çулталăк тăршшӗпех. Анчах 20-мӗшне кăна çыхăнупа тивӗçтернӗ. Эпир ыйтнине «Уфанет» оптикăна сад юлташлăхӗсене илсе кӗме тытăнчӗ», – терӗ министр кивелсе çитнӗ çыхăну сечӗсене оптикăпа улăштарма тӗллев лартнине пӗлтерсе. Çапла çыхăну линийӗсем çулталăк вӗçлениччен тепӗр 70 пурăнмалли вырăнта хута каймалла.

«Таса тӳпе» проект та ăнăçлă пурнăçланнине пӗлтерчӗ министр. Ку ӗнтӗ çӗр çийӗн çакăнса тăракан интернет линийӗсем пирки. Кăçалхи планра – 56 километр чухлӗ линие демонтаж туса çӗр айӗнчен ярасси.  

Почта пăрахмалла мар

Коллегире почта ӗçне те сӳтсе яврӗç. Илья Начвин сăмахӗпе, почта социаллă инфраструктурăн кирлӗ пайӗсенчен пӗри, уйрăмах ялсемшӗн. «Почта ял çыннишӗн пенси илмелли, тӳлевсем тумалли вырăн кăна мар, вăл ял пурнăçӗн центрӗ. Юлашки 3 çулта республикăри районсенче эпир 120 почта уйрăмне тӗпрен юсарăмăр. Халӗ тата пысăкрах строительство объемӗсем лартатпăр хамăр ума», – паллаштарчӗ министр. Почта уйрăмӗсем маркетплейссемпе ӗçленине те палăртса хăварчӗ вăл. 1108 почта уйрăмӗнче Wildberries, Ozon пек маркетплейссен пункчӗсем уçăлнă. Ку ялта пурăнакансене те паянхи сервиссемпе усă курма май парать.

Министр сăмахӗпе, почта сотрудникӗсене тӗрев парассипе те ӗç пырать. ТР Раисӗн хушăвӗпе çуллен бюджетран хушса тӳлеме субсиди уйăраççӗ. Кăçал кăна 2,3 пин почтальона ӗç укçи тӳлеме 55 миллион тенкӗ уйăрнă.

Каярах докладпа «Татарстан Почтасы» директорӗ Ильнур Махмутов та анлă доклад вуларӗ. Вăл та лару-тăрупа пит ӳпкелешмерӗ. Тупăш вӗсен ӳссе кăна пырать. Али вак шăтăклă пулинех. Почтальонсем патне сăрхăнса çитеймест пулӗ. Вӗсенчен ӗç укçи ӳсни пирки пит калаçнине илтмен. Пач урăхла – почтальон ӗçӗ хăй илӗртӳлӗхне çухатса та çухатса пырать – ӗç укçи калама çук пӗчӗк пулнипе. Ку логикăна чăн та ăнланма çук вара. Предприятин тупăш лару-тăрăвӗ ӳснӗ май почтальонсен «шăнса ларнă». Тӗлӗнмелле.

Цифровизацисӗр май çук

Малалла министр медицинăпа вӗрентӳри цифровизаци, ИИ  аталанăвӗ пирки каларӗ. Анчах ун шучӗпе ИИ тухтăра та, вӗрентекене те улăштараймӗ. Вăл кăткăс процессенчи пулăшу инструменчӗ кăна.

Çитӗнӳсем пирки каласан, республикăри 1398 шкула пурне те пӗрлехи цифра платформи çине куçарнине асăнмалла. Ку вӗрентекенсемпе шкул ачисене тата ашшӗ-амăшсене 2 миллион вӗренӳ материалӗпе усă курма май туса панă. Çак опыта малашне колледжсемпе техникумсене те сарасшăн. Унсăр пуçне çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçламăшӗнче кашни учителӗн ИИпе усă курма доступ пулать.

ИТ-кадрсем çинчен

Хуть хăш отрасльшӗн те кадр ыйтăвӗ тӗп вырăнта тăрать. Тутарстанăн ИТ-отраслӗнче паяна 46,4 пин çын ӗçлет. Вӗсен вăтам ӗç укçи 142 пин тенкӗпе танлашать. Çав вăхăтрах рынок тытăмӗ улшăнсах тăрать. Компанисене халӗ искусствăлла интеллектпа, пысăк даннăйсемпе ӗçлеме пултаракансем кирлӗ. Çавна май республикăра специалистсене хатӗрлессипе ӗç пуçарнă. 2030 çул тӗлне ИИ технологийӗсемпе вӗренӗве 90 пин шкул ачипе студент иртме тивӗç. Унсăр пуçне 100 шкулпа 35 колледжра ИИ-кружоксем уçма палăртнă. «Алгарыш» грант проекчӗ хута кайни аслă шкулсенче вӗренекен магистрсене тӗнчери ертӳçӗ университетсенче пӗлӳ илме май парать. МЦК-КТИТС никӗсӗнче вара ИИ-полигон тума тӗллев лартнă. Унта студентсем гуманоид роботсемпе, дронсемпе, промышленноçри манипуляторсемпе ӗçлеме хăнăхӗç.  

Тутарстанăн цифра продукчӗсем тӗнче рынокне тухса пынине те палăртса хăвармалла. Çулталăк пуçланнăранпа виçӗ проекта ют çӗршыв компанийӗсем инвестицисем хывнă. Çавсен шутӗнче  «Гудпейментс» криптотӳлевсен тӳлев сервисӗ. Компани Кăркăсстан партнерӗпе 60 миллион тенкӗлӗх контракт тунă. Zawajy  мăсăльмансен паллашу платформине Малайзи инвесторӗсем 92 миллион тенкӗлӗх инвестици хывнă. Агропредприятисен онлайн-контролӗпе ӗçлекен «ОблакоД» цифра платформине белоруссем 40 миллион тенкӗлӗх инвестициленӗ. 

Ларăва ТР Премьер-министр çумӗ, Министрсен Кабинечӗн аппарат ертӳçи Шамиль Гафуров пӗтӗмлетрӗ. Вăл коллеги ӗçӗнче тӗп вырăнта малашнехи ӗç планӗ пулмаллине палăртрӗ. Ун сăмахӗпе, çитес çула плансемпе задачăсене халех палăртса йышăнмалла. Январь уйăхӗнче вара тӳрех ӗçлесе каймалла, унталла-кунталла пăхкаласа вăхăта сая ямалла мар.    

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Минцфры РТ #Цифровизация