Интернета кӗмен чӗлхе пӗтет
Тӗрӗк чӗлхисене компьютерпа ӗçе кӗртессипе «TurkLang 2024» Халăхсен хушшинчи XII конференцие ТР Наукăсен академийӗ Л.Н. Гумилев ячӗллӗ Еврази наци университечӗпе (Казахстан) тата Стамбулти техника университечӗпе (Турци) пӗрле 12-мӗш çул йӗркелет. Хусанта виççӗмӗш хут иртет. Хальхи конференцие Тутарстан Республикинчи наукăпа техника аталанăвӗн çулталăкне тата ТР Наукăсен академийӗн прикладной семиотикин институчӗ йӗркеленнӗренпе 15 çул çитнине халалланă.
«TurkLang 2024» Халăхсен хушшинчи конференцие Раççей регионӗсенчен (Чăваш патшалăх университечӗн калаçу технологийӗпе ӗçлекен икӗ доцент та), Казахстанран, Турцирен, Китайран, Кăнтăр Корейăран, Узбекистанран, Кăркăсстанран, Азербайджанран, Германирен, Японирен 150 ытла ученăйпа компьютер разработчикӗсем хутшăнаççӗ. Конференци вырăс, акăлчан тата тутар чӗлхисемпе пырӗ. Килнӗ хăнасем çаплах Хусанти Галиаскар Камал театрӗнче тата Пăлхар хулинче те пулса курӗç.
Программа яланхи пекех анлă: докладсем, çавра сӗтелсем. Тӗрӗсрех каласан, тӗрлӗ проблемăсемпе задачăсене хускатакан 76 доклад, тематикăллă 10 секци, çав шутра искусствăлла интеллектпа усă курас перспективăсене те сӳтсе явӗç. «TurkLang» проектпа интересленекенсем тӗнчере нумай-мӗн, пуçласа Яндекс компани те тимлӗх уйăрнă, кăçалхи конференцин партнерӗ иккен вăл.
«TurkLang 2024» Халăхсен хушшинчи конференцие «Ривьера» хăна çурчӗпе кану комплексӗнче ӗнер, ноябрӗн 7-мӗшӗнче, уçнă çӗре ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин тата ыттисем хутшăнчӗç. ТР Наукăсен академийӗ тӗрӗк чӗлхисем валли компьютер приложенийӗсен çӗнӗ разработкисемпе курав йӗркелесе паллаштарчӗ.
«TurkLang 2024» Халăхсен хушшинчи конференцин тӗллевӗ – интернетра тӗрӗк чӗлхисем валли лингвистикăна тӗпчеме пӗрлехи уй туса хурасси. Пӗр шутласан велосипеда çӗнӗрен шутласа та кăлармалла мар пек, тахçанах интернет темиçе чӗлхеллӗ, йăлт пур унта, мӗн кирлине тахçанах шутласа кăларнă. Анчах ТР Наукăсен академийӗн прикладной семиотикин институчӗн директорӗ Ринат Гильмуллин нумай пулмасть «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан, ку енӗпе чӗлхеçӗ-ученăйсен ӗçлемелли нумаййине палăртрӗ. Мӗншӗн тесен чи анлă сарăлнă технологисем хӗвеланăçра хатӗрленисем, тӗпрен илсен акăлчан чӗлхи валли. Çавăнпа ку тата ытти анлă сарăлнă чӗлхешӗн нимӗнле йывăрлăх та çук. Тӗрӗк чӗлхисен вара çӗнӗ продукт, калăпăр пӗр тӗрӗк чӗлхинчен теприне машина куçарăвӗ хатӗрлес тесен питӗ нумай даннăйсен наборӗ кирлӗ. Çавăнпа паха продукт хатӗрлемешкӗн пуррисене тӗрӗк чӗлхисем валли адаптацилеме вӗренсе датсет (пăхса тухса структурăланă даннăйсем) пухмалла-мӗн.
Аса илтеретпӗр, тӗрӗк ушкăнне вăтăр ытла чӗлхе кӗрет. Балканран пуçласа Якути таран çӗр çитмӗл миллион çын калаçать унпа. Чӗлхеçӗсен шучӗпе, компьютер саманинче вӗсене пурне те интернета кӗртсе семантики, прагматики валли çӗнӗ технологисем шутласа тупмалла. Унсăрăн глобализацие пула çухалма пултараççӗ. Интернетра вара пӗр ушкăна кӗрекен чӗлхесен пӗрпеклӗхне кура пӗр чӗлхе теприне пуянлатӗччӗ. Анчах тӗрӗк ушкăнӗнчи чӗлхене теприн çине, калăпăр тутарларан чăвашла, машина куçаруçи хальхи пек акăлчан чӗлхи урлă мар, тӳрех, тӗп-тӗрӗс куçартăр тесен çӗнӗ технологисем шутласа тупмалла. Ун чух Алиса пек сасăллă пулăшуçăсем вырăс чӗлхи пекех тӗрӗк чӗлхине те лайăх ăнланӗччӗç. Шăпах çак ыйтăва татса парасшăн та чӗлхеçӗ-ученăйсем. Шел, хальлӗхе тӗрӗк ушкăнӗнчи чӗлхесем пурте «TurkLang» проекта кӗреймен-ха.
ТР Наукăсен академийӗн вице-президенчӗ Айрат Хасьянов шучӗпе, «TurkLang» конференци вăл наука маркетингӗн тӗп мелӗ те, урăхла каласан пӗр тематикăпа ӗçлекен специалистсем тӗл пулаççӗ те кунта малалла пӗрлехи проект пуçараççӗ. Çулталăк хушшинче компьютер обработкин çӗнӗ разработкисене куçа-куçăн ларса сӳтсе яваççӗ.
Компьютер пирки сăмах пырать-тӗк, разработчиксен ӳсӗм çулӗ тӗрлӗрен пулассине ăнланмалла. Ят çӗнсе илнӗ ученăйсемпе пӗрлех наукăра пӗрремӗш утăмсем тăвакан пултаруллă çамрăксене илӗртет вăл. Азербайджан чӗлхинчен вырăс чӗлхине машина куçарăвӗн разработкипе ӗçлекен автор акă вуçех те шкул ачи. Наука сообществине хăйӗн разработкипе паллаштарма Бакуран килнӗ. Конференцин чи çамрăк докладчикӗ вăл. Çапла майпа ученăй карьери мӗнле кăсăклă та илӗртӳллӗ пулнине кăтартать ку конференци.
Чи лайăх статьясене виçӗ шайпа пичетлӗç. Урăхла каласан, наукăра çитӗнӗвӗсем пысăккисем валли те, пӗрремӗш утăм тăвакансем валли те уйрăм площадка пулӗ вăл. Конференцире студентсене те кӗтеççӗ чӗлхеçӗсем. Компьютер лингвистикин çӗнӗ разработкисене экспертсем сӳтсе явни пурнăçа наукăпа çыхăнтарас текенсемшӗн питӗ усăллă пулмалла.
Конференци тӗрлӗ проблемăсемпе задачăсене хускатӗ. Калăпăр, машина куçарăвнех илер, вăл вӗçӗмсӗр аталанать. Йăнăшсене тӳрлетсе куçару пахалăхне ӳстерекен çӗнӗ технологисем хушăнсах тăраççӗ.
Чăн та, Айрат Хасьянов шучӗпе искусствăлла интеллект чӗлхе ыйтăвне тӳрех татса парасса кӗтмелле мар-ха хальлӗхе, мӗншӗн тесен медицина, лингвистика пек наукăсен интерфейсӗсенчи терминсене тӗрӗсех пӗлтереймест-ха вăл. Илемлӗ литература тесен вара урăх калаçу, произведенисем тăрăх кӗнекесем тăваççӗ те ӗнтӗ. Искусствăлла интеллект пулăшнипе геройсемпе калаçма, ыйтусем пама та пулать. Тен, малашне лингвистикăна та çӗнӗ, искусствăлла интеллект аталанма пуçланă кăна вӗт-ха.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев