Интернетри трендсем чăвашлатсан та интереслӗ
Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен черетлӗ «Аталан» наципе вӗрентӳ форумӗ октябрӗн 27-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра иртрӗ.Унта республикăн районӗсенчи 170 ытла шкул ачи, 28 чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен, районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем хутшăнчӗç. Аса илтеретпӗр, «Аталан» наципе вӗрентӳ проекчӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствин 2023 – 2030 çулсенчи программине кӗнӗ.
Чăваш ачисен форумне ЧНКА маларах та йӗркеленӗ-ха, ун чухне вăл ытларах пуху евӗр пулатчӗ пулсан, ТР ЧНКА çумӗнче чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗренпе, 2017 çултанпа, хальхи форматпа иртет. Тӗплӗнрех каласан, ун концепцине çамрăксем хăйсем палăртса темине суйлаççӗ. Хальхи ачасен интересӗсене шута илсе, вӗсем ăнланмалла чӗлхепе йӗркелеççӗ. Ку процеса аслисене явăçтарманни лайăх та, паянхи шкул ачине мӗн интереслентернине студентсем лайăхрах пӗлеççӗ.
«Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Юлия Еремеева пӗлтернӗ тăрăх, кăçал форума интернетри трендсене (аудитори тимлӗхне çӗнсе илекен фишкăсене) халалланă. Ачасен тӗллевӗ – вӗсене чăвашлатасси. Ачасем шкул, район тăрăх мар, хăйсене мӗн тӗслӗ значок лекнине кура сакăр командăна пайланса квест иртсе пурнăçларӗç ăна. Кашни станцире QR-кодпа кӗрсе задани илсе мӗнле пурнăçланине çавăнтах ролик ӳкерсе комиссие хаклама ярса памаллаччӗ. Паллах, кунта чăваш чӗлхипе литературине, культурине мӗнле пӗлни çине пусăм тума тӗллев лартман. Хăйсен пӗлӗвне вӗсем тепӗр пайра – этнографипе çыхăннă квизра (викторинăра) – кăтартмаллаччӗ. 8 тата 5-шер ыйтуллă 3 раундра ыйтусене хăвăрт та тӗрӗс хуравламаллаччӗ. Калăпăр, чăваш чӗлхинче миçе саспалли, пӗрремӗш космонавт кам, чăвашсем миçе ушкăна пайланаççӗ тата ытти те. Квизра çӗнтерекен командăна пылак приз – торт – кӗтрӗ.
Кураторсем
Паллах, кун пек пысăк ӗçе туслă команда кăна пурнăçлаять. Тӗрӗссипе, форумăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шăпах республикăри чăваш çамрăкӗсене пӗр-пӗринпе паллаштарса туслаштарасси, шкултан вӗренсе тухсан туслăха Хусанта «Аталан» пӗрлешӳре тăсасси. Республикăри чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ çак ӗçе шкул ачисенчен пуçлани питӗ тӗрӗс утăм. Форума хутшăннă, шкул хыççăн Хусана вӗренме килнӗ ачасене хăйсен çуначӗ айне илсе хулари пурнăçа хăвăртрах хăнăхма, çав вăхăтрах чăваш пулса юлма пулăшать вăл. Кăçалхи командăсен кураторӗсенчен чылайăшӗ шкул çулӗнче çак форума хутшăннисем, халӗ акă хăйсем кураторсем. Вӗсенчен чи кӗçӗннисемшӗн, 16 тата 18 çулсенчи Данил Еремеевпа Валентина Яковлева студентсемшӗн, ку форум куратор дебючӗ пек асра юлӗ.
«Аталан» чӗпписем
Командăна çӗнтерӳ патне çитересси куратортан нумай килет. Тӗрлӗ район ачисенчен туслă команда йӗркелеет-и вăл е çук? Çавăнпа форума хаваслă лару-тăрура уçнă хыççăнах ӗçе пуçăнчӗç вӗсем. Чи малтан тимпилдинг (команда йӗркелеме, туслашма пулăшакан вăйăсем) валли ятарласа вăхăт уйăраççӗ. Вăйăсене кураторсем хăйсем шухăшласа тупаççӗ. Çавăнпа пӗрисем «чăлханнă наушник» вăйă (алла-аллăн тытăнса чăлханнă ачасене салтасси) вылярӗç пулсан, теприсем сасă кăлармасăр, калаçмасăр ятсен пӗрремӗш саспалли тăрăх йӗркерен тăрса тухма хăтланчӗç. Хăвăрах чухлатăр пуль ӗнтӗ, кун пек задачăна пӗр-пӗринпе лайăх хутшăнмасăр тума çук.
Шăп тимпилдинг хыççăн пуçланчӗ те командăсен чăн-чăн тупăшăвӗ. Станцирен станцие çӳресе, кашнинче ролик ӳкерсе комиссие ячӗç. «Аталан» пӗрлешӗвӗнчи çамрăксенчен тăракан комисси чи лайăххисене суйласа форума пӗр ролика пухса пычӗ.
Квест, квиз иртнисӗр пуçне кашни командăн тата презентаци те хатӗрлемеллеччӗ. Тутарстанра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалласа кашни командăн пӗр-пӗр халăхăн ташшине вӗренмеллеччӗ тата çав чӗлхепе «Аталана» юратни çинчен пӗлтермеллеччӗ. Хăйсен пултарулăхӗпе вӗсем форума пӗтӗмлетекен пайра кăтартмаллаччӗ. Командăсем ку задачăна та çăмăллăнах пурнăçларӗç, кӗске вăхăтра чăваш, вырăс, тутар, мари, казах, турккă, грузи, итальян ташшине ташлама,«Аталана» мӗнле юратнине çав чӗлхепе калама вӗренсе çитрӗç.
Командăсен ташшисем, чăвашлатнă трендсенчен хатӗрленӗ ролик питӗ интереслӗ пулса тухрӗç. Калас пулать, «Аталан» ума лартнă тӗллеве пурнăçларӗ, республикăри çамрăксене пӗр-пӗринпе паллаштарчӗ, туслаштарчӗ.
«Аталан» форума йӗркелӳçӗсем кашни çул ятарласа футболкăсем хатӗрлеççӗ. Малтанхи çулсенче сарă тӗс суйланипе ачасем хăйсем хушшинче чӗпсем тесе шӳтленине кура кăçал хăйсен принтне – сарă тӗслӗ чăх чӗппине – суйласа «Аталан чӗпписем» тесе ят панă. Апла-тăк, «Аталан» пӗрлешӗвӗ кăçал тата тепӗр картлашка çӳлӗрех хăпарчӗ тесен те юрать.
Заинскри чăваш ачисем
Йăлтах интереслӗ, аван, пӗр анчаха шута илмесен. Ачасем хăйсен хушшинче хальхинче ытларах вырăсла калаçни илтӗнчӗ. Курторсен заданисене вырăсла куçарса ăнлантарма тиврӗ. Ку ӗнтӗ те çулӗ ытла инçипе, те çанталăк кăшт шăнтнипе Атăл ку енчи районсенчи (Теччӗсӗр пуçне) шкул ачисем форума килменнипе те çыхăннăччӗ пуль-ха. Чăвашла калаçакан ачасем шăпах унта нумайрах-çке.
Кăçал форума Заинск районӗнчи Тюгеевка шкулӗн филиалӗ шутланакан Гулькинăри 9 класс вӗренмелли шкул ачисем килни уйрăмах савăнтарчӗ. Çак районта чăвашла вӗрентекен пӗртен-пӗр шкул иккен вăл. Чăн та, ачасем кăна мар, ашшӗ-амăшӗсем те вырăсланма ӗлкӗрнӗ унта. Мӗншӗн тесен 10 çул каялла, чăваш чӗлхипе литературин учителӗ тивӗçлӗ канăва тухсан, шкулта чăвашла вӗрентме чарăннă. Икӗ çул каялла кăна-ха ку йăлана çӗнӗрен чӗртнӗ. Чăваш чӗлхипе литературине Максим Петрович Куренов вӗрентет. Шкулта чăваш юррисен кружокӗ, чăваш музейӗ ӗçлет. Патшалăх гранчӗпе чăваш тумӗсем çӗлеттернӗ, чăваш чӗлхипе литература кабинетне хатӗрленӗ. Вырăс чӗлхине вӗрентекен Татьяна Охотникова каланă тăрăх, шкула тӗрлӗ наци ачи çӳрет пулсан та пурте хаваспах чăвашла вӗренеççӗ. «Чăваш чӗлхипе литератури мӗне кирлӗ?» – текен ашшӗ-амăшӗсем çук кунта. Мӗншӗн тесен чăваш чӗлхине вӗрентни шкула хупасран сыхласа хăварма пулăшнă.«Халӗ ачасем аякранах чăвашла сывлăх сунаççӗ пирӗн», – терӗ Татьяна Аркадьевна. Чăвашла калаçса ӳсмен ачасене тăван чӗлхепе интереслентерес тесен çакăн пек форумсем сывлăш пекех кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев