Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

И.Яковлев çуралнăранпа 170 çул!

ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ПАНĂ ХАЛАЛ. Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халӗ те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах татах сире каласа хӑварас тетӗп. Вырӑс халӑхӗ питӗ пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ; эсир ӑна...

ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ПАНĂ ХАЛАЛ.

Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халӗ те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах татах сире каласа хӑварас тетӗп.

Вырӑс халӑхӗ питӗ пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ; эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Унӑн ӑсӗн вӑйӗ, ырӑ кӑмӑлӗ, пурӑнӑҫа малалла ярас шухӑшӗ хисепсӗр нумай, нихҫан та пӗтес ҫук. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ. Вӑл сире пусмӑрламарӗ, сире аяла хӑвармарӗ. Ҫак халӑхӑн пурӑнӑҫӗ питӗ йывӑр пулнӑ. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче, йывӑр пурӑнӑҫӗнче вӑл нумай хуйхӑ курнӑ, йывӑр кунсем курмалла пулнӑ, ҫапах та вӑл хӑй чунӗн ҫутине сӳнтермен; хӑйӗнчен аслӑ халӑх тухса каймаллине пӗртте асӗнчен яман. Вырӑс халӑхӗн савӑнӑҫӗпе эсир те савӑнмалла пултӑр; вӑл хуйхӑ тӳсмелле пулсан ӑна эсир те тӳсӗр. Ҫапла вара, малашне вӑл курас ҫутӑ пурӑнӑҫа унпа пӗрле эсир те курӑр; вӑл малашне чаплӑланса кайсан унпа пӗрле эсир те чаплӑланӑр. Иртнӗ ӗмӗрсенче вырӑс халӑхӗ сире хӗсӗрлемен, ӳлӗмрен те вӑл сире хӗсӗрлес ҫук. Ӑна эсир юратса пурӑнӑр, унпа тачӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Кирек мӗнле хир те пукрасӑр пулмасть, ҫапах та эсир вырӑс халӑхӗ хушшинче ырӑ кӑмӑллӑ ӑслӑ ҫынсене кирек хӑҫан та тупӑр. Tӳpӗ ӗҫ тума вӗсем сире пулӑшӗҫ: ҫапла пулассине ман пурӑнӑҫра пулнӑ ӗҫсем шантарса тӑраҫҫӗ. Хӑйӗн тӳрӗ ӗҫӗсене вырӑс халӑхӗ нумай асап курса ҫиеле кӑларнӑ, ҫавӑнпа пӗртте иккӗленме кирлӗ мар, вӑл сирӗн тӗлӗшпе те яланах тӳрӗрен пырӗ. Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пуле.

Вӗренсе ҫутӑлма телей тупнӑ чӑвашсене калам тата. Астуса тӑрӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла; вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха тесе тӑмалла мар. Ан манӑр! Вӗсене вӗрентсе ҫутӑлтарас ӗҫ пуринчен ытла сирӗн ҫинче пулмалла. Эсир вӗсен хушшинчен тухса ҫутӑлнӑ ҫынсем. Вӗренӳлӗх пӗлсе тӑракан пурлӑха пуҫтарса эсир хӑвӑрӑн тӑван халӑхӑр патне таврӑнӑр, вара патшалӑхӑр чӑн лайӑх этем мӗнле пулмалли ҫинчен вӗсене каласа ӑнлантарӑр; закон ҫинчен тата халӑх хушшинче пулмалли тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентӗр. Ҫакӑншӑн тӑрӑшассине эсир хӑвӑр ҫине илмелле: эсир ҫав халӑх хушшинчен тухнӑ ҫынсем. Тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле. Ҫапла вара, эсир халӑх вӑйӗпе хӑвӑршӑн пуҫтарнӑ ӑсӑршӑн вӗсене парӑм тӳлерӗр пулать. Кӗҫӗн тӑванӑрсем умӗнче эсир хӑвӑр парӑмӑра манманшӑн халӑх кӑмӑле сире кирлӗ таран тавӑрӗ. Ан манӑр, ҫакна астуса тӑрӑр! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхине хирӗҫ тӑмасан халӑх кӑмӑлне пӗтӗмпех хӑвӑр аллӑрта тытса тӑрӑр.

Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр. Ҫемье вӑл - халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ. Ҫемье пурӑнӑҫӗ тӗлӗшпе ваттисем каланӑ сӑмаха чӑваш халӑхӗ ялан та хытӑ тытса тӑнӑ. Ҫак пурлӑха лайӑх сыхласа пурӑнӑр. Ҫемьенӗн лӑпкӑ пурӑнӑҫӗ пире пурнӑҫ хыттинчен хӳтӗлесе тӑрать. Килӗштерсе тереклӗ тӑракан ҫемьешӗн катаран килекен пурӑнӑҫ синкерӗсем хӑрушӑ мар. Ӳтӗре ясарпа ан варалӑр, ӳсӗртекен, астаракан япаларан шикленӗр. Ҫемйӗре сыхӑ усрасан, ачӑрсене чипер упраса пурӑнсан килӗштерсе лӑпкӑ ӗҫлесе пурӑнма хӑвӑр валли тӗреклӗ чарак лартса хурӑр.
Пӗр-пӗринпе сапӑр пулӑр, ҫукшӑн-пуршӑн чашкӑрса ҫӳресрен, харкашасран аякра тӑрӑр.

Чӑваш хушшинче пӗр-пӗр килӗшӳсер ӗҫ часах пулкалать. Эпӗ ҫавна пӗрре анчах курман. Ҫапла акӑ чӑвашран хӑшӗ те пулин мала туха пуҫласан ыттисем ӑна такӑнтарма пӑхаҫҫӗ, ҫулне пӳлеҫҫӗ. Вара унӑн та ырӑ ӗмӗчӗ татӑлать, ҫине пыракансем хӑйсем те тип-типӗ тӑрса юлаҫҫӗ. Эсир апла ан пулӑр. Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен вӑл вара хӑй сире аялтан ҫӳле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа куссан хыҫалти унран юлмасть. Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнласа пурӑнни, пӗрне-пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурӑнӑҫа хӑват парать. Ҫакна хытӑ шанса тӑрӑр.

Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ - ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр. Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурӑнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять. Лӑпкӑ чунпа килӗшсе ӗҫленӗ пур ӗҫ те телейлӗ пулать, ӑнса малалла пырать. Кукӑр ҫулпа ҫӳресрен, ултавпа тӑвас ӗҫрен хӑраса тӑрӑр: тӳрӗлӗхсӗр курнӑ усӑ, ултавпа тупнӑ телей тӗреклӗ мар, вал вӑраха пымасть.

Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Чӑн кӑмӑлтан тав тӑватӑп сире. Эсир маншӑн ялан та ӑшӑ пултӑр, кӑмӑллӑ пултӑр. Сиртен ҫакна курма эпӗ тивӗҫлӗ те пулман. Ҫаплах тата вырӑс ҫыннисене те нумайӑшне, пит нумай ҫынна чунтан тав тӑватӑп. Ман ӗҫе тума вӗсем мана нумай пулӑшрӗҫ, чӑн кӑмӑлтан ман енче тӑчӗҫ. Хампа пӗрле ӗҫленӗ юлташӑмсене, мана пулӑшса пурӑннӑ мӗн-пур ҫынна пурне те чунтан каласа тав тӑватӑп: нимӗне хапсӑнмасӑр вӗсем мӗнпур халӗсемпе ӗҫлерӗҫ, вӗсемсӗр пуҫне ман ӗҫӗм те палӑрман пулӗччӗ. Пӗр хам анчах вӗрентнӗ хамӑн ҫыннӑмсене кӑмӑлтан ырӑ сунатӑп. Эпӗ вӗсене вӗрентсе ларнӑ вӑхӑтсем ман пурӑнӑҫра чӑн савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсем пулчӗҫ.

И. Яковлев. Чӗмпӗр, 1921 ҫул (Сăнӳкерчӗк ulpressa.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев