Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кашнине хавас Кăнна Кушки

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Теччӗ районӗнче V «Чӳклеме» иртрӗ Çӗнӗ тыр-пулпа хăмла ӗлкӗрсен Кăнна Кушкинче иртекен «Чӳклеме» фестивалӗн статусӗ район, республика шайӗнче кăна мар, хальлӗхе официаллă майпа çирӗплетмесен те регионсен хушшинчи халăх уявӗ вăл. Мӗншӗн тесен И.Я.Яковлевăн музей комплексне çав кун çуллен тӗрлӗ регион чăвашӗ пухăнать, ламран-лама куçнă çемье рецепчӗпе вӗретнӗ сăрапа килет.

Кăçал та Тутарстанăн Атăл ку енчи, Кама леш енчи районӗсенчен, Ульяновск облаçӗнчен, Чăваш Енри Елчӗк, Патăрьел, Шăмăршă муниципаллă округсенчен пурӗ 20 яхăн пултарулăх ушкăнӗпе Шупашкартан Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблӗ килнӗччӗ. Сăра фестивальне хутшăнакансен шучӗ те пӗчӗк марччӗ. 


Пухăннисене район администрацийӗн пуçлăхӗ Р.Х.Сафиуллов, «ТР муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ертӳçи Э.С.Губайдуллин, Чăваш Енри Патăрьел муниципаллă округӗн пуçлăхӗ Р.В.Селиванов тата ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышевпа Теччӗ чăвашӗсен ертӳçи В.А.Тимофеев саламларӗç. 


Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă район чăвашӗсене мероприяти умӗн килсе пытарнипе теччӗсем пӗлтӗр «Чӳклемене» ирттермерӗç. Шел, кăçал та пӗр кун маларах Пухтел ялӗ ентеш-салтакпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗ. Çавна кура мероприятие куçарас шухăш та пулнă йӗркелӳçӗсен, анчах район ертӳçи Р.Х.Сафиуллов çине тăнипе ирттермех йышăннă. Теччӗри ытти халăхсем пурте хăйсен наци уявне уявланипе чăвашсене икӗ çул фестивальсӗр хăварасшăн пулман Рамис Хатыпович.
Район чăвашӗсем лару-тăрăва шута илсех-тӗр, прологра юрă-кӗвӗ çине мар, халăх, пурнăç философийӗ çине пусăм туса уява кăçал Çемье çулталăкне халалларӗç. Тӗпрен илсен, «Камсем эпир, мӗнле йăхран?» ыйтусен хуравӗ пулчӗ вăл. Йăлана тытса çӗнӗ тухăçшăн çӗр-аннене те тав турӗç теччӗсем. Чăвашсем «Чӳклеме» ирттернӗренех-тӗр район акă ӗнтӗ миçемӗш çул тыр-пул тухăçӗпе республикăра малта. Кăçал пӗр гектара тивекен тухăç кунта 38,82 центнерпа танлашнă.

Хăнасене Теччӗ тăрăхӗн чи тӗс–лӗхлӗ чăваш çемйисем, Полковниковсемпе Исаевсем, ачи-пăчипе пӗрле кӗтсе илни çав тери вырăнлă пулчӗ. Прологра вара Моисеевсем виçӗ хӗрӗпе тухса район чăвашӗсен малашлăхӗ пуррине кăтартрӗç. Теччӗ хулинчи тӗрлӗ халăх ачисенчен тăракан «Авсень» (ертӳçи Алена Старостина) ансамбль чăвашла юрлани хăй мӗне тăчӗ! 

Фестивалӗн улшăнман режиссерӗ, районти Культура çурчӗн методисчӗ Ирина Волкова тăрăшнипе пӗр çул та пӗр пек иртмест пролог, анчах кашнинчех илемлӗ те виçеллӗ, çӳллӗ шайра. Çак чăваш хӗрарăмӗн тӳпи калама çук пысăк кунта, мӗншӗн тесен Ирина Викторовна «Чӳклеме» валли гранта хăй çырать. Маларах РФ Президент фончӗн – 500, кăçал ТР Правительствин 200 пиншер тенкӗ гранчӗсене выляса илчӗ. 
Пролог кăна мар, уяв площадки те çуллен çӗнелсе хитреленет. Кăçал ятарласа чăваш çуртне те туса лартнă. Ал ăстисен ярмăркки те ӳсет, мӗн кăна сутмаççӗ, çав шутра чăваш эрешӗсемпе тумӗсене те. 
Уявăн фишки – сăра фестивалӗ – пирки уйрăммăн каламалла. Ятарласа сăра вӗретсе килекенсем çуллен йышланса пыраççӗ. Кашнин хăйӗн рецепчӗ, вăрттăнлăхӗ. Камăн сăри тутлăраххине вара чи тӗрӗс жюри – халăх – хаклать. Сăра лайăх-тăк – хăвăрт пӗтет. Чăваш Енри Елчӗк тăрăхӗнчи Энтепе ялӗнчи Эльвира Артемьева, тӗслӗхрен, виççӗмӗш çул хутшăнать ку фестивале. Хальхинче виçӗ витре таранах сăра вӗретсе килнӗ вăл. Кăпăклă ӗçмине туянакансем те пулнă. «Акă 400 тенкӗ пухăнчӗ. Укçи кирлӗ мар, Иван Яковлевич чăвашсемшӗн пирӗншӗн тем те тунă, ахалех илӗр тетӗп çынсене, вӗсем укçине вăйпах парса хăвараççӗ», –  терӗ укçине хӗврен кăларнă май Эльвира Семеновна. Укçа ӗçлесе илнипе мар, сăри халăха юрăхлă пулнăшăн савăнать вăл.

Çанталăк чăн-чăн парне пулчӗ кăçал. Уява пӗрремӗш хут килекенсем йышлăччӗ хальхинче, Элмет ансамблӗ те çитнӗччӗ. Çынсем васкамасăр курса çӳрерӗç. Пӗрисем Теччӗ тăрăхӗнчи чăваш ял хутлăхӗсен баннерӗсемпе паллашаççӗ, теприсем ретӗн лартса тухнă чăваш ялӗсен сӗтелӗсене курса çӳреççӗ. Виççӗмӗшӗсем И.Я.Яковлев палăкӗ умӗнче сăн ӳкерӗнеççӗ (хăнăхнă йăлапа хăнасем хальхинче те палăк умне чечек хурса патриарха асăнчӗç). Музей кашни çыннах хапăл туса йышăнчӗ. Музей директорӗн А.А.Пыркинăн паллă ентешӗсем çинчен мӗн-тӗр çӗннине, хальччен пӗлменнине каламалли яланах тупăнать. Çакăн пек самантсенче И.Я.Яковлев хăй те чăвашсем хушшинче кăмăллăн утса çӳренӗн туйăнать. Ятарласа ачисене илсе килнисем те пурччӗ. Вырăнти ял çыннисенчен кăна хăшӗ-пӗри урăх кун юлман евӗр пахчара чакаланни курăнкаларӗ. Чунӗ мӗнле чăтрӗ-ши çакăн пек илеме курмасăр мăнтарăнсен?

Алена Алексеева (Ульяновск):

«Иккӗмӗш хут эпӗ ку уявра. Хальхинче курма ятарласа çемьепех килтӗмӗр, кӗçӗн хӗре Софийăна та хăвармарăмăр. Иван Яковлевич кам пулнине пӗлтӗр терӗмӗр. Уяв уçăлнă çӗрех çитрӗмӗр, хăнасене ярăм-ярăм кӗтсе илни килӗшрӗ. Мӗн чухлӗ чăваш кунта, Чăваш патшалăх ансамблӗ те пур. Иван Яковлевич утса çӳренӗ çулсем, вăл пурăннă вырăнсем чăвашсене илӗртеççӗ пуль, хăйӗн чунӗ те кунтах пек паян, тен, çавăнпах мероприяти çӳллӗ шайра иртет-тӗр».

Сергей Моляков (Çӗнӗ Шуçăм, Чăваш Шупашкарӗ):

«Чӳклемене» пӗрремӗш хут килтӗм. Ялта çакăн пысăкăш уяв иртет тесе шутламан та эпӗ, пит тӗлӗнтӗм. Çав тери лайăх хатӗрленнӗ, вырăнӗ сӗре хитре».

Маргарита Кульметьева (Нурлат районӗ, Чиешни):

«Тӗлӗнсе çӳретпӗр, пурте килӗшрӗ, пролог çав тери интереслӗ. Килсенех чăн малтан музее кӗрсе куртăмăр. Çанталăкне те ытармалла мар паян, çулӗ те, çыннисем те лайăх кунта. Автобус пулманнипе пирӗн ансамбль килеймерӗ. Кайсан каласа паратпăр ӗнтӗ, ак кучченеç те туянтăмăр».

Зоя Елисеева (Елчӗк районӗ, Аслă Пăла Тимеш):

«Пӗрремӗш çул кăна ӗçлетӗп-ха эпӗ клуб ертӳçинче, çавăнпа кунта та пӗрремӗш хут килтӗм. „Пăла“ коллектив пирӗн темиçе те пулнă. Яковлев çуралса ӳснӗ ял, пысăк уяв, илемлӗ, лайăх уçланкă. Лармалли саккисем кăна авантараххисем кирлӗ пек».

Кăнна Кушки тахçанах чăваш меккине çаврăнни вăрттăнлăх мар. Ун чухлӗ хăнана республикăри урăх пӗр чăваш ялӗ те йышăнмасть-тӗр, çулталăкӗпех çын татăлмасть кунтан. «Чӳклеме» те акă çулталăк çаврăнăшӗнчен килекен уяв кăна мар чăвашшăн, ăс-хакăл культурин çăлкуçӗ, сиплӗ шывӗ. Çавăнпах ӗнтӗ хăйне хисеплекен чăвашăн кунта пӗрре те пулсан пулса курмаллах. 
 
Ирина КУЗЬМИНА.
С.Колесникова сăнӳкерчӗкӗсем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Тетюшские чуваши Праздники чуваш