Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Кăтартусем лайăхланнă

Тутарстанра ППЭ вăтам балӗсем пӗтӗм Раççейри кăтартусемпе танлаштарсан пысăктарах пулни пирки ‎ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин каласа пачӗ. Министр «тăван чӗлхе» тата «тăван литература» ăнлавсем сыхланса юлнине, вӗсем çухаласран пăшăрханма кирлӗ маррине те пӗлтерчӗ. Хальхи вăхăтра вӗренӳ планне тăван чӗлхе валли миçе сехет уйăрнине РФ Çутӗç министерствипе сӳтсе яваççӗ.

Регионри информаци системинче кăçал ППЭ пама 16 545 вӗренекен регистрациленнӗ. 2025 çулхи кампанин уйрăмлăхӗ – педагогсен шутне ӳстерни. Кăçал ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе вӗсен ӗç укçи 10 хут ӳснӗ, сехетре 200 тенкӗпе танлашнă. Экзаменра 748 обществăлла сăнавçă пулнă, регионти лару-тăру центрне ултă учрежденире йӗркеленӗ, онлайн-сăнава 388 çын хутшăннă. Мӗнле тытнă-ха экзамена шкул пӗтерекенсем?

«Литературăпа тата химипе кăтартусем пӗтӗм Раççейринчен  11 балран ытларах. Чи пысăк вăтам балл, 70 ытларах, вӗренекенсем ют чӗлхепе, литературăпа кăтартнă. Чи пӗчӗккисем, 60 балран сахалрах, – географипе тата обществознанипе. Республикăри вăтам балл 2024 çулхипе танлаштарсан темиçе предметпа, çав шутра химипе тата биологипе, ӳсни палăрать», – пӗлтернӗ министр.

Раççейри вăтам кăтартуран 4,3 ытла балл вырăс чӗлхипе пухнă. Чи лайăх кăтартусем Пӗкӗлме, Ешӗлвар районӗсенче, Çырчаллипе Хусанти Вахитов районӗнче вӗренекен 350 шкул ачи кăтартнă. Вӗсен вăтам балӗ – 66 ытла. Çак районсем – вырăс чӗлхипе лидерсен хушшинче пулнине палăртрӗ ведомство пуçлăхӗ. Профильлӗ математикăпа республикăри вăтам балл 68,4  çитнӗ, ку пӗтӗм Раççейринчен 6,5 балл ытларах. Предмета суйлакансем Ешӗлвар тата Хусанти Вахитов районӗсенче 60 процент ытларах, вӗсен вăтам кăтартăвӗ 72 балран иртет. Физикăпа вăтам балл 63,9-па танлашнă, ку пӗтӗм Раççейринчен икӗ балл ытларах. Министр каланă тăрăх, çак предметпа Хусанти Вахитов, Элмет, Пӗкӗлме, Ешӗлвар районӗсенчен вӗренсе тухакансен пысăк кăтартусем. Елабуга тата Хусанти Вахитов районӗсенче экзамен паракансем йышлă пулсан та кăтартусем ытти çулсенчи пекех пысăк. Çавăн пекех Мамадыш, Саба тата Менделеевск районӗсем хăйсен позицийӗсене упраса хăварнă. Балтаси районӗнчен вӗренсе тухакансем пӗлтӗрхипе танлаштарсан кăтартăвӗсене лайăхлатнă, 25 балл ытларах пухнă. Биологипе те кăтартусем пысăк, вăтам балл 61,2. Аксу районӗ вăтам балне 14 ӳстерсе лидер пулса тăнă.

Атня районӗнче профильлӗ предметсем паракан выпускниксен шучӗ ӳснӗ, вăтам кăтарту – 70 балл. Информатикăпа вăтам балл 60,5 танлашнă, пӗтӗм Раççейри балран 4,6 иртнӗ. Чи пысăк кăтарту – 70,7 балл Тури Услон районӗнче вӗренекенсен. Элкел районӗ информатикăпа кăтартăва икӗ хут лайăхлатнă.

Литературăпа вăтам балл 74,1 яхăн, Раççейри вăтам балран 12 ытларах. Малти вырăнсене Хусанти Атăлçи, Мензеле, Нурлат районӗсем сыхласа хăварнă, Тукай районӗ кăтартусене 21 единица чухлӗ лайăхлатнă. Историпе вăтам балл – 60,8 (пӗтӗм Раççейри балран 5 нумайрах), обществознанипе – 57 (3,4 çӳллӗрех).

Кăçалхи кампанин  уйрăмлăхӗ – июлӗн 3-4-мӗшӗсенче пӗр предметпа экзамена тепӗр хут пама май пурри. Пересдачăна 2565 çын хутшăннă, ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан 1,5 хут нумайрах. 80 ытла проценчӗ кăтартăва лайăхлатнă, 6 выпускник профильлӗ математикăпа тата литературăпа 100 балл пухнă.

Анчах вӗренсе тухакансенчен чылайăшӗ химипе, биологипе, обществознанипе, базăллă математикăпа тата информатикăпа чи пӗчӗк виçерен иртеймен. Вырăс чӗлхипе 32 çын, профильлӗ математикăпа 173 çын, тӗп математикăпа 89 çын кирлӗ чухлӗ балл пухайманнипе сентябрь уйăхӗнче экзамена тепӗр хут парӗç.

Тутарстан çӗр балл пухакансен шучӗпе лидерсен хушшинче, республикипе 313 шкул пӗтерекен экзаменра чи нумай балл пухнă. Химипе информатикăри кăтартусем лайăхланнă, яланхи пекех литературăри кăтарту та пысăк. Хусан, Çырчалли, Анат Кама, Ешӗлвар, Элмет, Пӗкӗлме тата Лениногорск районӗсенчен вӗренсе тухакансем уйрăмах палăрнă. Кăçал пӗрремӗш хут 200 балл Атня тата Теччӗ районӗсенче  вӗренекенсем пухнă. Çӗр баллă кăтартусемпе Хусанти 131№ тата 121№ лицейсем, Ешӗлварти Дубровка поселокӗнчи Пултаруллă ачасен хими лицейӗ тата Хусанти малта. Çырчаллинчи А.С.Пушкин ячӗллӗ 78№ лицей та пысăк çитӗнӳсем тăвать.

 Вӗренекенсен çӗнтерӗвӗнче вӗрентекенсен тӳпи пысăккине та каласа хăварчӗ министр. Тӗслӗхрен, Çырчаллинчи 30№ шкулти Ольга Николаевна Калинкина вӗрентекен çичӗ ача химипе 100 балл пухнă. Чи пысăк кăтарту пухакансене министерство 15 (100 балл) е 25 пин (200 балл) тенкӗ парса хавхалантарӗ, вӗсене хатӗрлекенсене те тимлӗхсӗр хăвармӗ.

Кăçал  шкул пӗтерекенсенсенчен 1 906 ача ылтăн медаль илме тивӗçнӗ, ку пӗтӗм йышăн 12,5 проценчӗ. 2024 çулта кăтарту кăшт пӗчӗкрех пулнă – 1 785 шкул ачи. «Вӗренӳри уйрăм çитӗнӳсем» II степеньлӗ медале илме  1 412 вӗренекен тивӗçнӗ. Лайăх вӗренсе пынисенчен, экзаменсенче кирлӗ чухлӗ балл пухайманнипе, 111-шӗ медальсӗр тăрса  юлнă.

2025 çулта Тутарстанра Патшалăхăн тӗп экзаменне 46 224 вӗренекен панă, ку 2024 çулхинчен 3 215 нумайрах. Аттестацие сывлăх енчен çирӗп мар 1 000 ытла ача хутшăннă. Экзаменсем 220 пунктра иртнӗ, вӗсенчен 53-шӗ килте. Суйласа илнӗ предметсен хушшинче информатика, географи, физика тата биологи. Акăлчан чӗлхипе, литературăпа тата математикăпа  пысăк кăтартусем тунă. Физикăпа кăтартусем 33,05 процент таран ӳснӗ.

Тутарстанра тăван чӗлхепе экзамен суйланă выпускниксен шучӗ ӳснине те каласа хăварчӗ министр, уйрăмах тутар чӗлхине суйлакансем нумайăн. Чăваш чӗлхипе экзамен тытнă выпускниксен шучӗ 117, пӗлтӗр 139 пулнă. Ведомство пуçлăхӗ çамрăксен хушшинче тăван чӗлхене вӗренессипе кăсăкланасси ӳссе пынине палăртрӗ. Вăл каланă тăрăх, кашни халăх хăйӗн наци чӗлхипе кăсăкланать. Министр экзамен пама тăван чӗлхене суйланă вӗренекенсене, вӗсен вӗрентекенӗсене,  ашшӗ-амăшне çак суйлава тунăшăн тав турӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование минобрнауки рт ЕГЭ родной язык