Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кушник ачине Путин "РФ Тава тивӗҫлӗ художникӗ" ятпа чысланӑ

Вӑл Иваново облаҫӗнчи Холуйри Лак миниатюрисен ӳнер фабрикинче художник пулса ӗҫлет. Ӑна хисеплӗ ятпа чысласси ҫинчен калакан Указа Владимир Путин алӑ пусни ҫинчен эпир июлӗн 8-мӗшӗнче пӗлтӗмӗр

Сергей Захаров – паллӑ Холуй художникӗ. Хӑйӗн нумай ҫулхи практикинче ӳнерӗн чи ҫӳллӗ шайӗнчи 300 ытла миниатюра ӳкернӗ. Ҫуралма вӑл Пӑва районӗнчи Кушникре ҫуралнӑ. Халӑх художникӗ Б.Н.Киселев патӗнче вӗреннӗ. 1986 ҫулта Холуйри профтехшкултан вӗренсе тухать те унти Лак миниатюрисен ӳнер фабрикине ӗҫе вырнаҫать. 1990 ҫултанпа куравсенче хутшӑнать. 1993 ҫулта Захарова РСФСР Художниксен союзне йышӑнаҫҫӗ. 2004-2008 ҫулсенче вӑл Холуйри училищӗре композици вӗрентет. Нумай ҫамрӑк художника вӑл искусство ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшать.

Сергей Захаров ӗҫӗсене Раҫҫейри чи авторитетлӑ куравсенче кӑтартаҫҫӗ. Унӑн произведенийӗсен никӗсӗнче Раҫҫей историйӗпе культуринчи юмахсенчи, фольклорсенчи сюжетсем. Кушник каччи ӳкернӗ миниатюрӑсем Китайра, Палестинӑра, Иорданире, Бельгире тата ытти ҫӗршывсенче халӑха тӗлӗнтереҫҫӗ. Художникӑн ӗҫӗсем Пӗтӗмраҫҫейри халӑх ал-ӗҫ искусствин музейӗнче, Холуй искусствин патшалӑх музейӗнче, уйрӑм ҫынсен ҫӗршыври тата ют ҫӗршывсенчи коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ.

Холуй миниатюри тесе хура лак никсӗ ҫинче вӗттӗн ӳкернӗ пӗчӗк ӳкерчӗксене калаҫҫӗ. Вӗсене ытларах пӗчӗк шкатулкӑсем, вӗтӗ арчасем ҫинче ҫыраҫҫӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев