Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Лайăш районӗнче камсем пурăннă-ши?

16-мӗш ӗмӗрте кунта ял пулнă-мӗн, анчах та паллă мар сăлтавсене пула çыннисем кайнă. Мӗн хистенӗ-ха вӗсене хăйсен çӗрне пăрахма?

 Шăпах çак ыйтăвăн хуравне тупас тесе Тутарстанпа Чăваш Ен археологӗсем хальхи вăхăтра Лайăш районӗнчи  Тарлаши ялӗ çывăхӗнчи Архиерей кӳлли патӗнче археологи тӗпчевӗсене ирттереççӗ.  Икӗ эрне хушшинче вӗсем икӗ кăкшăм, ухă вӗçӗсемпе кресало тата эреш пайӗсене тупнине хыпарлать вырăнти хаçат. Архелогсен шучӗпе, вӗсенчен хăш-пӗрне Хусан ханстви, тепри çав вăхăтри вырăс культурин стилӗпе хатӗрлени паллă.

16-мӗш ӗмӗрте кунта ял пулнă-мӗн, анчах та паллă мар сăлтавсене пула çыннисем кайнă. Мӗн хистенӗ-ха вӗсене хăйсен çӗрне пăрахма? Пӗр версийӗ – вăрçă, тепри – çанталăк синкерӗ. Мӗншӗн тесен кăкшăмсенчен пӗри пысăк температурăна пула ирӗлнӗ. Эппин, ял çунса кайма пултарнă. Археологсем кивӗ масара та тӗпчеççӗ. Çапла майпа вӗсем çав вăхăтра пурăннă çынсен  виле пытарас йăлине тӗпчесе ытти халăхсен йăлипе танлаштарма шутлаççӗ. Ун чух 16-мӗш ӗмӗрте çак вырăнта мӗнле халăх пурăнни уçăмланӗ. (Сăнӳкерчӗк laishevskyi.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество