Минзалия Закирова: «Тăван чӗлхепе пӗрлехи патшалăх экзаменне тытакансен шучӗ кăçал ӳсрӗ»
Кăçал ОГЭпе ЕГЭ парас йӗркене çӗнӗлӗхсемпе улшăнусем кӗнӗ. Тӗп улшăнусенчен пӗри – экзаменсен вăхăчӗ. Кăçал пӗрлехи патшалăх экзаменӗсен тапхăрӗ июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать.
Вӗренӳ çулӗ вӗçлениччен пӗр чӗрӗк юлчӗ. Ытти классем контрольнăйсем çырса çуллахи каникула каяççӗ пулсан, 9-мӗшпе 11-мӗшсемшӗн тӗп тӗрӗслев пуçланать. Пӗрремӗшсем тӗп патшалăх экзаменне (ОГЭ) параççӗ пулсан, иккӗмӗшсем – пӗрлехине (ЕГЭ).
Кăçал ОГЭпе ЕГЭ парас йӗркене çӗнӗлӗхсемпе улшăнусем кӗнӗ. Тӗп улшăнусенчен пӗри – экзаменсен вăхăчӗ. Кăçал пӗрлехи патшалăх экзаменӗсен тапхăрӗ июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать. Тепӗр улшăну – харпăр даннăйсене пырса тивет. Ку енӗпе ытти çулсенче пăтăрмахсем сиксе тухнăччӗ. Хăш-пӗр ашшӗ-амăшсем ачисен харпăр даннăйӗсене пама килӗшменнипе ачисен малалла вӗренес ӗмӗчӗ путланнă. Ăнланмалла мар япала. Çакскерсем ăçта та пулин кайнă чух самолет е поезд çине билет туяннă е пӗр-пӗр услуга илнӗ чух турткаланмасăрах харпăр даннăйсене параççӗ пулсан пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче тем пулать вӗсене – яхăнне те ямаççӗ. Министр хăй вӗсемпе курса калаçнă хыççăн хăшӗсем килӗшнӗ-ха, анчах «парăнманнисем» те юлнă. Çапла вара аван вӗренекен, пиллӗксемлӗ аттестатлă ачасенех малалла вӗренесси путланнă. Йăлтах ытла та «ăслă» тăванӗсене пула. Ачасене малалла вӗренме, законпа пур ирӗке пурнăçлама майсем туса парас тӗллевпе кăçалтан вӗрентӳ учрежденийӗ патшалăх информаци системипе усă курӗç. Урăхла каласан вӗренекенсен даннăйӗсене çавăнтан илеççӗ.
Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР вӗрентӳпе наука министрӗн пӗрремӗш çумӗ Минзалия Закирова каласа пачӗ.

Ун сăмахӗпе, кăçал 9 – 11-мӗш класс пӗтерекенсен шучӗ 4,2 пин чухлӗ ӳснӗ. «Кăçал тăххăрмӗшпе вунпӗрмӗш классенчен пурӗ 66,6 пин ача вӗренсе тухать. Çак шутран 18 пинӗ ЕГЭ, 48,6 пинӗ – ОГЭ параççӗ», – пӗлтерчӗ Минзалия Загриевна. Çавна май экзамен ирттермелли пунктсен шучӗ те ӳсет. 11-мӗшсем валли 86 пункт, 9-мӗшсем валли 76 пункт пулать. Пӗтӗмлетӳ аттестаци тапхăрне 80 пине яхăн çын хутшăнать. Сăмах экзаменсене йӗркелекенсем, сăнакансем тата ытти персонал пирки. Питӗ нумай учителӗн çак ӗçе явăçма тивӗ. Сăмах май, кăçалтан ӗçшӗн тӳлеве те ӳстернӗ. Халиччен сехетшӗн 20 тенкӗ пулнă-тăк, кăçал ăна вунă хут ӳстерсе 200 тенке çитернӗ. Экзамен тӗрӗслекенсен тӳлевне те икӗ хутчен ӳстерсе 200 тенкӗпе танлаштарнă.
Иртнӗ çулсенче пӗрлехи патшалăх экзаменне парайманнисене те шута илсен кăçал ăна 18 пин ытла çын тытма тивӗç. Кунта ӗнтӗ выпускниксемсӗр пуçне колледжсемпе техникумсенче вӗренекенсем те.
Пӗрлехи патшалăх экзаменне пӗр ахаль тытма çук. Допуск кирлӗ. Тӗп услови – пӗтӗмлетӳ сочиненине çырасси. Ку вӗренӳ çулӗнче ăна декабрӗн 3-мӗшӗнче (2025 çулта), февралӗн 4-мӗшӗнче çырнă. Çак кунсенче ăна парайманнисем е мӗнле те пулин сăлтава пула хутшăнайманнисем резерв кунӗнче – апрелӗн 8-мӗшӗнче çырма пултарнă. Паяна паллă пулнă тăрăх 16541 выпускник зачет парайнă.

Халӗ ЕГЭн тӗп вăхăчӗнчченхи тапхăр пырать. Мартăн 20-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 20-мӗшӗччен ЕГЭ маларах пама май пур. Ку майпа 33 выпускник усă курнă. Вырăс чӗлхипе ЕГЭ мартăн 24-мӗшӗнче, математикăпа 27-мӗшӗнче панă. Пӗтӗмлетӳсем апрелӗн 22-мӗшӗнче паллă пулаççӗ. Тӗп тапхăр вара кăçал июнӗн 1-мӗшӗнче пуçланать. «Роскомнадзор йышăнăвӗпе эпир, вӗренӳ çулне туллин вӗçлетпӗр те ачасен вара экзаменсемччен хатӗрленме вăхăт пулать. Хушма тапхăр сентябрӗн 4, 8, 25-мӗшӗсенче пулать. Математикăпа е вырăс чӗлхипе тӗп тапхăрта мӗнле те пулин сăлтава е чире пула парайманнисем е кăтартупа килӗшменнисем çак вăхăтра хăйсене çӗнӗрен тӗрӗслесе пăхма май пур», – терӗ Минзалия Загриевна.
Министр çумӗн сăмахӗпе, кăçал та шкул пӗтерсе тухакансен кăтартусене лайăхлатас тӗллевпе пӗр экзамена çӗнӗрен тытма май пур. Çакăн пек май выпускниксене РФ Президенчӗ Владимир Путин хăй туса панă. Çавăнпа вӗсене вӗренӳ хутлăхӗнче президент кунӗсем тесе палăртнă та. Кăçал резерв кунӗсем июлӗн 8-9-мӗшӗсенче пулаççӗ. Анчах кунта çакна астумалла. Енчен те хушма тапхăрти кăтартусем тӗп тапхăртинчен сахалрах пулсан хаклавра пурпӗрех хушмарине шута илеççӗ. Çавăнпа экзамен тепӗр хутчен пани теветкеллӗ. Кăтартăва лайăхлатма та, пăсса хума та пулать. Министр сăмахӗпе, çакна пăхмасăрах экзамен тепӗр хутчен паракансен шучӗ çуллен ӳссе пырать.

Пӗрлехи патшалăх экзаменӗсен тапхăрӗ июнӗн 1-19-мӗшӗсенче иртет. Тӗп экзаменсем июнӗн 4-мӗшӗнче (вырăс чӗлхипе) тата июнӗн 8-мӗшӗнче (математикăпа) пулаççӗ. Резерв кунӗсем июнӗн 22-25-мӗшӗсенче. Çак вăхăтра пӗлтӗр экзамен парайманнисем те унта хутшăнма пултараççӗ, вӗсем валли уйрăм вăхăт çук. Çавăнпа çӗнӗрен экзамен тытас текенсен июнӗн 22-мӗшӗнче литературăпа, физикăпа, информатикăпа, вырăс чӗлхипе, химипе тата ют чӗлхепе пама май пур. Июнӗн 23-мӗшӗнче – математикăпа, обществознанипе, ют чӗлхепе, историпе, биологипе, географипе. Июнӗн 24-25-мӗшӗсенче мӗнпур предметпа.
Минзалия Закирова палăртнă тăрăх, аттестат илмешкӗн икӗ предметпа экзамен пани те çителӗклӗ – вырăс чӗлхипе тата математикăпа. Анчах аслă шкула вӗренме кӗрес тесен профильлӗ математикăсăр пуçне аслă шкула тивӗçтерекен тата икӗ предметпа экзамен памалла. «Профильлӗ математикăна суйласси ӳссе пынине асăрхатпăр. Тепӗр 3 процента физика паракансен шучӗ ӳсрӗ. Вăл е ку предмета суйласси аслă шкулăн йышăну правилисемпе тата профилӗпе çыхăннă», – терӗ министр çумӗ.

Ачасене экзамен тытма çуллен йывăрланса пырать, мӗншӗн тесен аслă шкулсем минималлă балсен шайне ӳстерсех тăраççӗ. Кăçал та ку енӗпе улшăнусем пур. Физикăпа, историпе, информатикăпа, ют чӗлхесемпе, химипе, биологипе, математикăпа аслă шкулсем профильне кура балсен шайне ӳстернӗ. Сăмахран, аттестат илме выпускника вырăс чӗлхипе 24 балл, профильлӗ математикăпа 27 балл пуçтарни те çителӗклӗ. Анчах патшалăх аслă шкулне кӗрес тесен профильлӗ математикăпа 40 балран кая мар пулмалла. Вырăс чӗлхипе вара балсем улшăнса тăраççӗ. Ку аслă шкул хăш ведомствăна кӗнипе çыхăннă. Вӗрентӳ министерстви шутӗнчисене 40 балл, Çутӗç министерстви йышӗнчисене 42 балл кирлӗ.
Министр çумӗ пӗлтернӗ тăрăх, тăван чӗлхепе литературăпа республика экзаменне паракансен шучӗ те палăрмаллах ӳснӗ. Майăн 28-мӗшӗнче тутар чӗлхипе 44 выпускник экзамен тытаççӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 59 процент ытларах. Чăваш чӗлхипе вара кăçал 70 выпускник экзамен тытма кăмăл тунă. Ку питӗ лайăх кăтарту. Колледжсемпе техникумсенче вӗренекенсем те ЕГЭ ытларах параççӗ. 2025 çулта 166-ăн пулнă-тăк, 2026 çулта 319-ăн. Ку аслă шкулсенче колледжсемпе техникумсенче вӗренекенсене бакалавриата йышăнассин правилисем улшăннипе çыхăннă. Вăтам професси пӗлӗвӗ аслă шкул профилӗпе килсе тăмасан ЕГЭ памаллах.

Çӗнӗлӗх шутне ОГЭ, ЕГЭ панă çӗре ашшӗ-амăшсем хутшăнма пултарни кӗрет. Пӗлтӗртен пуçланнă ку çӗнӗлӗх. Министр çумӗн сăмахӗпе, ку ачасене хăйсене лăпкăрах туйма, шанма пулăшать. Паллах, экзамен класне кӗртмеççӗ вӗсене. Анчах ачипе пӗрле шкула килсе, турникет тӗрӗслевӗ урлă пӗрле тухма май пур ашшӗ-амăшӗн. Практика кăтартнă тăăрх çакă шăпах нумай ачана хумхантарса, пăлхантарса ярать те. Экзамена ачапа пӗрле каяс тесен Роскомнадзор аккредитацине илмелле.
Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев