Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Мӗнрен пуçланать Тăван çӗршыв?

Ман шутпа вăл шăпах Владимир Аркадьевич Зинкин пек çынсенчен пуçланать

Мӗн-ши вăл Тăван çӗршыв,

Аякра-ши, çывăх-ши?

Аякра та, çывăх та –

Каласа парам, тăхта…

Петӗр Хусанкай.

 

Мӗнрен пуçланать Тăван çӗршыв? Кун çинчен çӗр çинче пурăнакан кашни çын хăйне евӗрлӗ калама пултарать. Тăван çӗршыв кашни çынран хăйӗнчен пуçланать. Ку вăл – тăван кил, тăван атте-анне, тăван ял… Кӗçӗн тăван çӗршыв – вăл кашни çыншăн хăйне евӗрлӗ илемлӗ те илӗртӳллӗ, пурнăçăн пӗр пайӗ: ачалăх, çамрăклăх, камшăн-тăр ватлăх та…

Ачаран мӗн-тӗр ăсталама юратнă

Владимир Аркадьевич Зинки­нăн кӗçӗн тăван çӗршывӗ Çӗпрел районне кӗрекен Матак ялӗ. Володя Матак ялӗнче çуркунне, çутçанталăк ешерме пуçланă вăхăтра, 1978 çулхи мартăн 29-мӗшӗнче çут тӗнчене килнӗ. Паллах, вăл çуралнăшăн ашшӗ-амăшӗ питӗ савăннă, Турра тав тунă, мӗншӗн тесен мӗн ӗлӗкрен çемьере ывăл ача çуралсан çемье пурнăçӗ ăнăçлă пуласса шаннă. Володя мӗн пӗчӗк­рен ашшӗ-амăшне савăнтарса ӳснӗ, ачаллах ӗç патне туртăннă. Ваттисем: «Лаша пуласси тихаран паллă», – тенӗ евӗр Володя та хăй пӗлнӗ пек çемçерех тимӗрсенчен, йывăçран тӗрлӗрен теттесем ăсталама вӗреннӗ. 

1985 çулта Матакри вăтам шкул­та вӗренме пуçласан та ăна пу­ринчен ытла ӳкерме тата тӗрлӗ­рен япаласем ăсталама килӗшнӗ. Уншăн Володьăна учительсем те хавхалантарса тăнă, ӗç урокӗсенче унăн яланах «5» паллăсем пулнă. Шкул пӗтерсен ниçта та вӗренме кайман Володя, хăй тӗллӗнех платник, тимӗр шăратса çыпăçтармалли ӗçсене ӗçлеме хăнăхса çитнӗ. Тăван колхоза ӗçе вырнаçнă, тӗрлӗ ӗç ӗçленӗ. Хăйӗнчен аслă çынсемпе пӗрле çуртсем тунă çӗрте те вăй хунă, хăйӗн ăсталăхне ӳстерсе пынă.

1996 çулта Володьăна çара илнӗ. Вăл икӗ çул Алтай крайӗнче ракетчиксен ретӗнче службăра тăнă. Ăна унта ятарлă çарсен ретне илнӗ, вӗсене вара ракетчиксене сыхлама хушнă, çавăнпа та ятарласа уйрăммăн вӗрентнӗ, йывăрлăхсене çӗнтерме хăнăхтарнă. Çакăн пек вӗренӳсенче парашютпа сиксе хăйсен хушшинче 2-мӗш вырăн йышăннăшăн Владимир Зинкина ятарлă медальпе наградăланă. Ял ачи тăрăшса, чунне парса хӗсмет­ре тăнă, ашшӗ-амăшӗн ятне яман. Салтакра Володя икӗ çул хушшинче лайăх енпе кăна палăрса тăнă, командирсем мӗн хушнине яланах вăхăтра та тӗплӗн пурнăçланă…

Чире çӗнтерет, анчах çемьесӗр юлать

1998 çулта тăван яла таврăнсан каллех хăй суйласа илнӗ ӗçпе ӗçлеме пуçланă. Володьăна, алли-ури ылтăн пулнăран, пурте хăйсемпе пӗрле ӗçлеме чӗннӗ. Вăл яланах пур ӗçе те тӗплӗн, тирпейлӗ тума тăрăшнă. Çавна пула ăна ялта кăна мар, районти ытти ялсенче те пӗлме пуçланă. 

Салтакран таврăнсан пилӗк çул­­тан, хăй валли çителӗклӗ ук­çа-­тенкӗ пуçтарнă хыççăн, Воло­дя кӳршӗллӗ Чăваш Ишлӗ ял хӗ­рӗпе Оксанăпа пӗрлешсе çемье­ çавăрать. Çамрăк мăшăр çӗнӗ çурт туса ашшӗ-амăшӗн килӗнчен унта пурăнма куçать. Владимирпа Оксанăн пӗрин хыççăн тепри виçӗ ача çуралать: пӗр ывăлпа икӗ хӗр. 

Каярахпа, аван пурăннă çӗртенех, вӗсен çемйи усал сăмаха пула арканма пуçлать. Володя çемйине сыхласа хăварас тесе чунне парса, канмасăр ӗçлеме пуçлать. Инкек хыççăн инкек, Володя йывăр чирлесе ӳкет, вилес патнех çитет. Ăна малтан районти, каярахпа Хусанти больницăна вырттараççӗ. Çав вăхăтра çамрăк мăшăрӗ ачисемпе пӗрле  Ульяновск хулине каять. Володя чӗрӗлес тесе Хусанти больницăра пӗр çулталăк выртать. Хăй вилетӗпех тесе шутлать, мӗншӗн тесен ыратни иртменнипе унăн пурăнас шухăшӗ те пӗтет. Юрать-ха, врачсем пулăшнипе çамрăк организм чире çӗнтерет, Володя майӗпен сывалма пуçлать.

Хусантан таврăнсан çемьене каялла яла илсе килес тесе те шутлать, анчах та мăшăрӗ килӗшмест. Çапла вара Володя пӗччен тăрса юлать. Мӗнле йывăр пулсан та чăтать вăл, хăйӗн малашнехи пурнăçне ӗçпе çыхăнтарать. Ялти çынсене нумай пулăшать: кама-тăр пӳрт, мунча, аслăк туса парать. Вăл урăх çемье çавăрма шутламасть, пӗчченех пурăнать, ашшӗ-амăш çуртне юсаса çӗнетет. Тăван акăшӗсемпе йăмăкӗсене лайăх пултăр тесе тăрăшать…

СВОра малти ретре 

Володьăн малашне веçех лайăх пулмалла пек ӗнтӗ (хальхи пурнăç аван, пурте пур). Çук вӗт, каллех пурнăçра пăтăрмах сиксе тухать. 2022 çулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче 44 çула çитнӗскере тулли мар  мобилизаципе Украинăра пуçланнă ятарлă çар операцине илсе каяççӗ. Салтак­ра ятарлă çар ретӗнче службăра тăнине кура ăна Украина çӗрӗ çине кӗрсенех чи малти хӗрӳ вăрçă пыракан ретре тăшмана хирӗç çапăçма тӳр килет. Çак хӗрӳ позицирен пӗр тухмасăр эрни-эрнипе хаяр тăшманпа хире-хирӗç тăрса нумай ялсене, хуласене ирсӗрле тăшманран  тасатма тивнӗ. 

Володя тăван яла кӗске отпус­ка килсен те яланах хăйпе пӗрле службăра тăракан салтаксемшӗн пăшăрханатчӗ, вӗсемпе май пур чухне телефонпа калаçатчӗ. Хăй валли службăра кирлӗ япаласене (бронежилет, каска, салтак форми) хăй укçипе илсе каятчӗ. «Эпир тăшмана пурпӗрех çӗнтеретпӗр! Çӗнтерӳ пирӗн пулать!» – тетчӗ паттăр салтак. 

Унăн хăюлăхӗпе паттăрлăхне манас марччӗ

Володя Зинкин çапăçура яланах малти ретре пулнине кура, унăн хастарлăхне, паттăрлăхне тивӗçлӗ шая хурса çар командованийӗ темиçе хутчен те ăна награда пама хут çырнă, анчах та вӗсенчен пӗри те Володя тăракан çар чаçне çитмен. Паллах, вăл çак вăрçа наградăшăн кайман, Тăван çӗршыва, хăйӗн тăванӗсене ирсӗр тăшмансем ан пусмăрлаччăр тесе аллине пăшал тытнă. Çапах та ун кăкăрне «СВОна хутшăннăшăн» медаль илемлететчӗ. Тен, каярах ытти наградисем те çитӗç-ха. Анчах та Владимир Аркадьевич Зинкин кăçалхи апрелӗн 9-мӗшӗнче ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă. Пӗлетпӗр – вăл чăн-чăн Герой! Унăн хăюлăхӗпе паттăрлăхне манас марччӗ пирӗн, ăруран ăрăва парса пырасчӗ…

Мӗнрен пуçланать Тăван çӗршыв? Тӗрӗс хуравӗ, ман шутпа, çапла: Тăван çӗршыв шăпах Владимир Аркадьевич Зинкин пек çынсенчен пуçланать. Шăпах Володя пек çынсем çӗр çинче нумайрах кирлӗ: тӳрӗ кăмăллă, хăюллă, унра ăнманлăх çук, çынсене ăмсанмасть, вăрлакансене тата хăйшӗн кăна тăрăшакансене юратмасть... 

Йывăр тăпру çăмăл пултăр, канлӗ çывăр, Владимир Аркадьевич…

 

Виталий МЕРДЕЕВ.

Çӗпрел районӗ, 

Матак.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Дрожжановский район Наши герои