Мӗншӗн-ха чăваш ачисене чăваш поэчӗсемпе, писателӗсемпе ачаран паллаштармалла мар?
Çамрăк чухнехи пек пăлханса кайрăм. Чи кирлӗ сăмахсем кунта, çăмăл мар самантсене çӗнтерме пулăшакан юмах ку! «Халăх шкулӗ» журналăн пӗлтӗрхи пӗр номерӗнче пичетленнӗ «Уйăх çинчи хӗр» юмах тыткăнларӗ мана. Çак юмаха çитӗнсе пынă вăхăтра вуланă пулсан Лăпкăлăх тинӗсӗ инçе маррине, ун патне çитме май пулнине пӗлнӗ пулăттăм. Пӗрре вуларăм, тепре вуларăм, унтан вырăсла предложенисене чăвашлипе танлаштарса вуларăм… Питӗ ăста, ăнланмалла çырнă. Вуланăçемӗн малалла мӗн пуласси кăсăклантарма пăрахмасть. Сăмахӗсем шыв юххи пек вуланаççӗ. Чун ыратăвне, пурин те мар пулин те, нумайăшӗн чăтса ирттерме тӳр килет. Лăпкăлăхпа Уçăмлăх тинӗсӗсем пуррине пӗлеймесӗр юлнисем те пайтах. Шел вӗсене.
Кăшкăрассăм килчӗ
«Уйăх çинчи хӗр» е «Лунная дева» юмах çитӗнсе пыракан ачасене шанчăк парӗ. Хăйсен шалти туйăмӗсем хăш шая çитни çинчен пӗлсе тăрӗç, асап хыççăн кăмăл çирӗпленессе ӗненӗç. «Мир и покой на душе появляются не от веры в богов, скорее − от веры в себя да в свои силы», – тенӗ унта.
«То, что я создаю своими руками – это счастье! Счастье – это то, что я создаю своими руками!» Ку тӗрӗслӗхе хăйăр купи çинче вылякан ачаран лайăхрах пӗлекен те çук, анчах темшӗн çитӗнсе пынă май мана пуçлатпăр. Мӗнпе çыхăннă-ши? Пӗрремӗшӗ − шкулта лартса паракан паллă. Иккӗмӗшӗ – çав паллă атте-аннене тивӗçтерейменни. Виççӗмӗшӗ – тус-тантăшсем, пӗлӗшсем çакăн çинчен пӗлни.
Хăйăр купи çинче кашни ача ăста, шкул пурнăçӗнче çав ăсталăх çухалать. Çук, вăл ниçта та çухалмасть! Ăна асăрхама пăрахаççӗ, пурин те пӗр пек пулмалла пек туйăнать. Паллă лартмалли виçесенчен иртме çук.
Ман шутпа ку юмаха 5-мӗш класра кăна мар, 9-мӗш класра тепӗр хут вуласа тухсан аванрах пулмалла. Юмахне вара чăвашла та, вырăсла та вуламалла. Икӗ чӗлхепе те вуласан çитӗнсе пыракан ача-пăча аванрах ăнланӗ. Самани çапларах. Чăваш сăмахӗсене çамрăксем кăна мар, çитӗннисем те ăнланмасăр юласран шикленетӗп. Мӗншӗн тетӗр-и?
Акă ман алăра «Халăх шкулӗ» журналăн пӗлтӗрхи 3-мӗш номерӗ. Чи малтан кăларăмра мӗн пичетленине пӗлес шутпа «Содержание» текен уйрăма пăхса тухрăм. 42 статьяран 7-шӗ чăвашла. Ăнланмаллах мар пек туйăнчӗ ку мана. Çырлахма вара пӗр асаилӳ пулăшрӗ. Мана, 13 çулти хӗрачана, Шупашкарта иртекен республика шайӗнчи шахмат вăййисене хутшăнма илсе килнӗ – Шăмăршă районне хӳтӗлеме тăратнă. Вӗри чӗреллӗ пулнă-тăр, хула урамӗнче икӗ хӗрарăмран автобус чарăнакан вырăн ăçтарахне чăвашла ыйтса пӗлме шутларăм. «Девочка, ты, наверное, думаешь, что здесь одни чуваши, но это не так. Здесь много коренных русских», – терӗç. Вара вӗсемпе вырăсла пуплеме тиврӗ.
Çук! Вырăс çыннисене те, ытти халăх çыннисене те Шупашкар ку, чăваш çыннин тӗп хули тесе чăвашла вӗрентме ыйтмастăп та, чӗнместӗп те. Çапах та хисеп тенин те виçи пулмаллах! 42 статьяран 7-шӗ вырăсла пулнине те ăнланнă пулăттăм. Эпӗ ку журнала чăваш вӗрентекенӗсем валли пичетлеççӗ тесе çырăнса илетӗп, чăвашла вулама, чăвашла вӗрентме! 78-79 страницăсене вуланă чух кăшкăрассăм килчӗ. Ку статья чăваш вӗрентекенӗсенчен уççăнах кулни пулать. Авторсем çырнă тăрăх Тăван çӗршыва юратма, упрама вырăс писателӗсем, поэчӗсем çеç пӗлеççӗ пулса тухать. Носов, Толстой, Маршак, Михалков, Плещеев, Берестов, Пушкин, Бунин, Никитин, Степанов произведенийӗсемпе тата вырăс халăх юмахӗсемпе (статьяра асăннисем) кӗçӗн классенче вырăс литературине вӗреннӗ чухне паллашаççӗ. Е вӗсене вырăс литературинчен кăларса пăрахнă-им?
Мӗншӗн-ха чăваш ачисене чăваш поэчӗсемпе, писателӗсемпе ачаран паллаштармалла мар? Тăван çӗршыва юратма, ăна упрама вырăс пулмалла-им пирӗн?
Кашни чӗлхен хăйӗн илемӗ
Хусанти 64-мӗш шкулта ӗçленӗ чухне (2019–2020 çулсенче) ман класра тӗрлӗ халăх ачи пурччӗ: тутар, белорус, украин, вырăс, узбек, азербайджан... Хам чăваш. 2-мӗш класс ачисемпе Тăван çӗршыва юратма вӗрентекен урок ирттеретӗп. Сăвă калама юратакансем тăван чӗлхепе сăвă вӗреннӗ. Пирӗн азербайджан ачи вырăсла питех пӗлместчӗ, çавăнпа сăввине азербайджанла пăхмасăр каласа пачӗ. Пӗр сăмахне те ăнланмарăмăр пулсан та «азербайджан!» сăмахне хыттăн каланинчен Тăван çӗршывне еплерех хисеп тунине ăнлантăмăр, пӗр сас-чӳ тумасăр итлерӗмӗр. Вăл ачана вырăсла вӗренме класри пур ача та пулăшатчӗ.
Донецк облаçӗнчен куçса килнӗ икӗ арçын ача хăйсем вырăс пулсан та украин халăх тумӗпе килнӗ, çуралнă вырăнсене епле хытă юратни çинчен пӗлтерекен паллă пулчӗ ку.
Белорус хӗрӗ, Король хушаматлăскер, тăван халăх ташшипе, юррипе савăнтарчӗ. Белорусла пӗр юрă кăна пӗлет пулин те – пӗлет! Тутарсем вара эчпочмак, белеш, чак-чак илсе килнӗ. Вӗсене мӗнле пӗçермелли çинчен тутарла каласа пачӗç.
Узбек хӗрӗ Хусанта çуралнă пулин те хăй çинчен узбекла каласа пачӗ. «Тăван чӗлхӳне пӗлмеллех, килӗнте узбекла, шкулта вырăсла калаçăн», – терӗм. Килӗшрӗ. Тата вăл Хусанта узбек чӗлхине вӗрентекен çуккипе тăван чӗлхе вырăнне тутар чӗлхине суйласа илчӗ. «Йывăр пулать сана», – тетӗп. «Пултăр, эп Тутарстанра пурăнатăп вӗт», – тет.
Вырăс ачисем çӳлерех асăннă авторсен сăввисене вуларӗç. Эпӗ чăвашла калаçрăм. Тӗрлӗ чӗлхе янрарӗ çак урокра. Кашни чӗлхен хăйӗн илемӗ. Çакна пӗлсе ӳсни, пӗр-пӗрне хисеплесе пӗр класрах темиçе халăх ачи-пăчи вӗренни, тăван чӗлхепе пӗр хăрамасăр калаçма пултарни – Тăван çӗршыва упрама вӗрентни тесе шутлатăп. «Çакă вăл Тăван çӗршыв. Кунта пурте ирӗккӗн калаçма пултараççӗ. Пӗр-пӗринпе туслă пурăнма вӗренеççӗ», – çапла вӗçлерӗм ун чухне урока.
Çакă мар-и Тăван çӗршыва юратни?
Тата çакна каласа парас килет. Мăшăрăн аслă пиччӗшӗн хӗрӗсем Ульяновск хулинче çуралса ӳсрӗç. Чăвашла вӗрентменнипе çитӗнсен ашшӗ-амăшне хытă ӳпкеленӗ. 20 çула çитсен чăваш букварьне алла тытса чăвашла вулама-çырма вӗренчӗç. «Мӗншӗн вӗренетӗр, халь тин мӗне кирлӗ?» – тесе ыйтрăм. «Эпир чăваш ачисем, çавăнпа кирлӗ», – терӗç. Манăн аппан хӗрӗ те Ульяновскра çуралса ӳснипе шкулта та, садикре те чăвашла вӗренмен. Яла килсе çӳренипех вӗренчӗ ашшӗ-амăш чӗлхине. 11-мӗш класс пӗтернӗ чух «Юлашки шăнкăрав» уявӗнче вӗрентекенсене чăвашла сăвăпа тав сăмахӗ каласа тӗлӗнтерчӗ.
Маларах эпӗ Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль шкулӗнче ӗçлерӗм. Директор пулнă май уроксем хыççăн час-часах шкул ӗçӗпе Çӗпрелне чӗнтеретчӗç. Районти вӗрентӳ уйрăмӗнче Виталий Иванович Мусаткин инспектор пулса ӗçлетчӗ. Питӗ тӗлӗнеттӗм эп унран. Эпӗ кӗретӗп пӳлӗме − чăвашла калаçать, тутар шкулӗн директорӗ кӗрет − тутарла калаçать. Хурăнвар Шăхаль шкулӗн директорӗ вара вырăс, чăваша качча кайнăскер, вăл пӳлӗме кӗрсен унпа вырăсла калаçать инспектор. Çакă мар-и Тăван çӗршыва юратни? Пуриншӗн те тӗслӗхчӗ Виталий Иванович.
Любовь Васильевна Степанова чăвашла калаçма вӗренчӗ, пире хисеп турӗ. Эпӗ тутарла тӗшмӗртме пуçларăм, тутарсем вара манпа чăвашла перкелешме юрататчӗç.
Сăмахăма Петӗр Хусанкай сăввинчи йӗркесемпе вӗçлес килет: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»
Ирина БОЛЬШАКОВА.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев