Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Нурлатра иртнӗ Уявра Рустам Миннихановпа Олег Николаев пулса курчӗç

Чăваш халăхӗн авалтан пыракан йăлисемпе пуян культури, çутçанталăкпа килӗшӳллӗ те шайлашуллă хутшăнăвӗсем, тӗнчекурăмӗ, тумтир эстетики, философилле шухăш-кăмăлӗ – çаксем йăлт таса та вăйлă çăлкуç евӗр тапса тухрӗç июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлат хулинче иртнӗ республика шайӗнчи Уявра. Нумай çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтерчӗç те тыткăнларӗç нурлатсем. Уяв лапамӗнче чăннипе куç тулл и илемччӗ.

Чăваш халăхӗн авалтан пыракан йăлисемпе пуян культури, çутçанталăкпа килӗшӳллӗ те шайлашуллă хутшăнăвӗсем, тӗнчекурăмӗ, тумтир эстетики, философилле шухăш-кăмăлӗ – çаксем йăлт таса та вăйлă çăлкуç евӗр тапса тухрӗç июнӗн 29-мӗшӗнче Нурлат хулинче иртнӗ республика шайӗнчи Уявра.

Нумай çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтерчӗç те тыткăнларӗç нурлатсем. Уяв лапамӗнче чăннипе куç тулли илемччӗ. Тӗп сценăран пуçласа тӗрлӗ темăпа çыхăннă палаткăсемпе площадкăсене йăлт пӗр стильпе капăрлатнăччӗ. Фотозонăсем мӗне тăчӗç! Унта çынсем черет тăрсах сăн ӳкерӗнчӗç.

Уяв программи анлăччӗ: «Юрла чăвашла», «Ташла чăвашла», «Уяв пики» конкурссем, чăваш çыравçисен аллейи, ятарлă çар операцийӗн, ача-пăча вăййисен, чăваш çамрăкӗсен «Аталан» площадкисем, чăвашăн кулленхи пурнăçӗпе çыхăннă кил-картишсем, ал ӗç ăстисен куравӗсем, мастер-классем, кӗрешӳ турнирӗ, суту-илӳ речӗсем тата ытти те. Тӗп сенсаци – чăн-чăн чăваш туйӗ! Кам хăй туйӗнче харăсах икӗ республика ертӳçисем хăнара пулнипе мухтанма пултарать? Халӗ пур çавăн пек çемье. Кашни хăй кăмăлне тивӗçтерме пултарчӗ. Уяв лапамӗнче хаваслă лару-тăру хуçаланчӗ.          

Кун пек Уяв курманччӗ тесе хавхаланса калаçнине çак кун нумай çынран илтме тӳр килчӗ. Каçалапа Ватсапри статуса кӗрсен унта шăкăрин Уявпа çыхăннă сăнӳкерчӗксем, видеосем. Эмоцисем тăкăнса тăраççӗ. Чăваш пулнине маннисем те хăйсем кам пулнине аса илчӗç пулӗ çак кун. Тăван культура илемӗ пирки хăпартланса çырнине вулама çав тери кăмăллă ӗнтӗ.

Пӗр командăпа ӗçлесен кăна

Çак хитре те чаплă Уяв хыçӗнче вара йӗркелӳçӗсен çӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗçӗ. Паллах, пӗччен пысăк мероприятие йӗркелеймӗн. ТР культура министерстви палăртнă командăра ун тытăмӗнчи Таткультресурсцентр, Тутарстанри Халăхсен ассамблейин, Нурлат район администрацийӗн Ӗçтăвкомӗн, Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем. Сехет пек ӗçлерӗ ӗç ушкăнӗ.

Паллах, Уяв илемӗ, чунӗ – фольклор ансамблӗсем, килнӗ çынсем. Тутарстанри чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен, Чăваш Енрен, Самар, Ульяновск облаçӗсенчен, Пушкăртстанран, Коми, Пенза тăрăхӗсенчен килсе çитнӗ йăхташăмăрсем.  

Чăваш халăхӗн авалхи культурин илемне, ун чунне кăтартаканни пролог пулчӗ. «Кăтартăр мана, кам режиссер, кам сценарист?!» – хавхаланăвне пытармасăр ыйтрӗ культурăпа искусствăна шалтан ăнланакан «Созвездие – Йолдызлык» фестиваль юхăмӗн генеральнăй продюсерӗ, ТР тава тивӗçлӗ искусство ӗçченӗ Дмитрий Туманов. Пысăк хак пачӗ вăл пролог хатӗрлекенсен ушкăнне. РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова та Уява пысăк хак парса йӗркелӳçӗсене чӗререн тав турӗ.

Нурлата ТР Раисӗпе ЧР Пуçлăхӗ килсе курчӗç

Анчах малалла чупса каймăпăр – йăлт йӗркипе.

Нурлатшăн Уяв ирттересси пӗрремӗш опыт мар. Юлашки виçӗ çул Сиктӗрмере, унчченхи икӗ çул Аксура иртиччен Уяв 13 çул Нурлатра пулнă. Район шайӗнче вара Кама леш енчи  чăвашсен тӗп праçникне çуллен ирттернӗ.

Анчах вăхăт иртет, наци уявӗсен шайӗ çулран-çул ӳссе пырать. ТР Культура министерстви те халăх праçникӗсен аутентикине тӗпе хума çирӗп ыйтать. Çак задачăсен çумне икӗ республикăн ертӳçисене кӗтсе илесси яваплăха тата ӳстерчӗ. Кăçал Уяв Нурлатра иртессине палăртсанах унта ТР Раисӗпе  ЧР Пуçлăхӗ килесси паллă пулчӗ.

Çапла иртнӗ вырсарникун нурлатсем ТР Раисне Рустам Минниханова, ЧР Пуçлăхне Олег Николаева, ТР культура министрне Ирада Аюпована, ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрне Светлана Каликована, РФ Геройне, Раççей чăвашӗсен Федераллă наципе культура автономийӗн председательне Николай Гаврилова, ТР Раисӗн аппарачӗн представителӗсене, РФ Патшалăх Думин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсене тата ытти пысăк хăнасене кӗтсе илчӗç.

Çак сумлă делегаци Уяв программине кӗнӗ кашни площадкăра пулса чăваш йăлисемпе паллашнă, апат-çимӗçӗпе сăйланнă хыççăн тӗп сценăна хирӗç трибунăра вырнаçса ларчӗ те пролог ытамне путрӗ. Путмалăх сăлтавсем çителӗклехчӗ.

Пролог

Уяв режиссерӗ пулса акă иккӗмӗш çул Сильвия Чаркина тăрăшать. Вăл Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти Туслӑх Çурчӗн муниципаллӑ йӗркеленӳсемпе, Туслӑх çурчӗсемпе тата центрӗсемпе ӗçлессипе уйрӑм заведующийӗ. «Кăçал Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхӗ пулнине кура прологра çак темăсене тӗпе хутăмăр. Театрализациленӗ постановка валли халăх юррисене суйларăмăр. Вӗсене эпир студире йăлт çӗнӗрен çыртартăмăр, подложкисене те. Темиçе кун студирен тухмарăмăр тесен те юрать. Киле çывăрма кăна таврăннă. Ку ӗçе «Ӗмӗт» этно-ушкăн ертӳçи Анжелика Еремеева та хутшăнчӗ. Пысăк тав Августа Уляндинăна. Вăл темле пысăк та паллă артистка пулсан та чăкăлтăш мар, ӗçлеме питӗ кăмăллă пулчӗ. «Аталан» хастарне Димăна та тав», – терӗ хатӗрленӳ ӗçӗсене уçăмлатса Сильвия Чаркина.

Сценарипе Уява тухнă чăваш çамрăкӗсен савăнăçне вăрçă çапса хуçать. Хӗрсем хăйсен савнийӗсене вăрçа ăсатаççӗ. Унтан вăрçăран çӗнтерӳпе таврăннисене халăх савăнса кӗтсе илсе Уяв йăлисене çӗнӗрен чӗртет. Постановкăра вăл е ку истори тапхăрне сăнлама тӗллев лартман – вăрçă  сăнарлă. Хускатнă темăсене пӗрлештерекенни – Çӗр-Анне. Ăна ЧР тава тивӗçлӗ артистки Августа Уляндина питӗ ăста сăнларӗ. Кашни каланă сăмахӗ çӗмрен евӗр вирхӗнсе кӗрсе чун-чӗрене пӗр пăлхантарчӗ, пӗр мăнаçлантарса хавхалантарчӗ, йӗртрӗ те, савăнтарчӗ те. Чаплă костюмӗсем сăнара тата вăйлатрӗç.

Сценари авторӗ вара ЧР Профессилле писательсен союзӗн пайташӗ, Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова.

Уйрăммăн пролога хутшăннă ансамбльсене – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне, РФ, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар», «Суварята» халăх ташă ансамблӗсене, Мускавран килсе çитнӗ «DIVA» фолк-ушкăна, Нурлатри «Эсперансо» ташă коллективне – ертӳçи Ольга Ильина, палăртса хăвармалла. Сăмах май, «DIVA» фолк-ушкăн Уяв хэдлайнерӗ пулчӗ. Вӗсем халăх юррисене çӗнӗлле аранжировка туса юрлаççӗ. Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулне халалласа вӗсем ятарласа никрут юррисемпе альбом та кăларнă.

Кашни пултарулăх ушкăнӗн хăйӗн стилӗ, репертуарӗ пулсан та прологра вӗсем Сильвия Чаркинапа Ольга Ильина ертсе пынипе  пӗр механизм пек килӗшӳллӗн ӗçлерӗç. Ытарайми илемлӗ курăнчӗ театрализациленӗ прологра чăваш халăхӗ.

Саламсем

Çакна регионсен ертӳçисем те палăртрӗç. Уявăн тӗп пайӗ хыççăн вӗсем пуçтарăннă халăха праçникпе саламларӗç. Сцена çине ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев,  Раççей Геройӗ, ФНКА ЧР председателӗ Николай Гаврилов, Нурлат район пуçлăхӗ Дамир Ишкинеев, Тутарстанри ЧНКА Канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин тухрӗç.

Хăнасене Нурлат йышăннипе пӗрремӗш сăмаха хуçа вырăнӗнче Дамир Ишкинеев илчӗ. Чи малтан ТР Раисне мероприятие йӗркелесе ирттерме тӗрев панăшăн тав турӗ. «Уяв наци йăли-йӗркисене упраса хăварассин тӗслӗхӗ кăна пулса тăмасть, вăл Тутарстанра, Раççейре пурăнакан халăхсен туслă хутшăнăвӗсене, килӗшӗвне çирӗплетме те пулăшать. Паян Нурлат çӗрӗ çинче Тутарстан Республикипе Раççей регионӗсен творчество коллективӗсем пуçтарăннă. Чăвашсем мӗн авалтан хăйсен ӗçченлӗхӗпе, тараватлăхӗпе, ырри патне туртăннипе палăрса тăнă», – терӗ Дамир Азатович.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов наци культурисене республикăра тӗрев пани çинче пусăм турӗ.

«Халăхсен чӗлхисене, культурисемпе йăлисене упраса хăварасси пирӗншӗн приоритетлă пулнă та, пулать те. Наци праçникӗсене ирттерессине пысăк тимлӗх уйăратпăр. Кăçал вырăссен Каравонне, тутарсен Сабантуйне, марисен Семыкне, мордвасен Валада Шинясьне, удмуртсен Гырон Быдтонне ăнăçлă ирттерсе ятăмăр. Паян ак Уяв, – терӗ Рустам Минниханов пухăннă халăха саламласа. Тутарстанпа Чăваш Енӗн туслă хутшăнăвӗ  малашнехи ӗçсен çирӗп никӗсӗ пулнине палăртрӗ. – Уяв нумай нациллӗ Тутарстанăн символӗсенчен пӗри пулса тăрать. Хамăрăн хăйевӗрлӗхе упраса хăварса эпир аслă ăрусенчен юлнă вăя сыхласа хăваратпăр. Çемьене, туслăха, Тăван çӗршыва парăнни пирӗн тӗнчекурăмăн шăнăрӗ, çирӗплӗхпе аталанăвăн никӗсӗ. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхӗн çулталăкӗнче ку уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Паян эпир Нурлат районӗ ятарлă çар операцине мӗн тери тӗрев панине те куртăмăр, пысăк тав пурне те», – терӗ республика ертӳçи. Унтан йӗркелӳçӗсене хитре уяв хатӗрленӗшӗн тав турӗ, тивӗçлисене патшалăх наградисемпе чысларӗ.

ТР Раисӗн Тавне «Шăнкăрав» чăваш халăх фольклор ансамблӗ (Анат Кама) тивӗçрӗ. Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкелти Культура çурчӗн директорне  Александр Ванюкова тата Çырчаллинчи «Родник» Туслăх Çурчӗн аккомпаниаторӗпе концертмейстерне Виталий Маторкина ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ят панипе чысларӗ.

ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев Тутарстан ертӳçисене республикăра пурăнакан халăхсене тӗрев панăшăн, хăйсен культурисене упраса аталантарма условисем туса панăшăн тав турӗ. «Эпир хамăр та çапла ӗçлеме тăрăшатпăр. Кашни халăх хăйӗн илемне, уйрăмлăхне палăртма пултарнишӗн савăнатпăр. Малашне те çак пӗрлӗхе упраса хăварма пултарасса шанатăп, – терӗ Олег Николаев. Анатри чăвашсен Уяв хăйевӗрлӗхне те палăртса хăварчӗ. – Кунта акă мӗн палăртмалла. Хӗвел кашни  кун хăпарнă пек ака ӗçӗсене вӗçленӗ хыççăн çуллен чăвашсем пӗрле хăйсен йăла уявне пуçтарăнса турра кӗл туса тав тăваççӗ – мӗнпур ӗçсене вăхăтлă туса ирттерме панăшăн тата тулăх тухăç пама ыйтса та. Çакăн пек йăласене пурнăçласа эпир ӗмӗрсем хушши йӗркеленсе пынă астăвăм çинче çирӗп тăратпăр. Çак аваллăх çăлкуçӗнче эпир вăй илетпӗр», – терӗ Олег Николаев.  Чăваш Ен ертӳçи енчен те наградăсем пулчӗç.

ЧР Пуçлăхӗн Тавне тата алă сехетне Пăвари ЧНКА председателӗ Владимир Ильин, Çӗпрелӗнчи Аслă Аксу ялӗнчи шкулта чăваш чӗлхине вӗрентекен Валентина Ярмушова илме тивӗçрӗç. Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлă Культура çурчӗн «Сывлăм» ансамблӗ те (ертӳçи Николай Бочкарев) Чăваш Ен Пуçлăхӗн Тавне илме пулчӗ.

Раççей Геройӗ, ФНКА ЧР председателӗ Николай Гаврилов Уяв çӗр ӗçченӗсен кăна мар, вăл Раççей халăхӗсен туслăхӗн праçникӗ те пулнине палăртрӗ. «Паян Тутарстан Раисӗ хăйӗн ӗçтешне – ЧР Пуçлăхне кӗтсе илнӗ чух «Ну, здавствуй, брат» – тени пире питӗ килӗшрӗ. Эпир тăванла халăхсем, пире ӗмӗрсем хушши пыракан туслăх пӗрлештерет. Шанатăп, туслăхра эпир Раççей умӗнче тăракан мӗнпур йывăр задачăсене татса параятпăр», – терӗ Николай Гаврилов.

Уявăн официаллă пайӗ вӗçленнӗ хыççăн кашни площадкăра конкурссем, фестивальсем малалла тăсăлчӗç.

Уяв пирки тулли информаципе «Сувар» хаçатара вуласа пӗлме пулӗ.        

Ирина Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем. https://suvargazeta.ru/photo/uiav-2025     

 

     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: уяв 2025