Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Паян пограничниксен кунӗ!

Раççей çарӗсен элитисенчен пӗрне, Чикӗри çарсене, туса хунăранпа кăçал 107 çул (1918) çитнӗ май, çу уйăхӗн 25-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Çирӗклӗри Мухтав паркӗнче мӗнпур пограничника халалласа Чикӗ паллипе (Пограничный знак) обелиск уçрӗç.

Районти пограничниксен ертӳçи Юрий Степанов каланă тăрăх, палăка çак ялта лартма вӗсем Чечня вăрçин ветеранӗ Андрей Андреевпа хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлекен Александр Спиркин пограничниксем сӗннипе хăйсен пухăвӗнче йышăннă. «Панă сăмаха тытрăм, эпир пултартăмăр. Саша обелиска уçнă çӗре килме шантарнăччӗ те пултараймарӗ, эпир ăна пурпӗр çак обелиск умӗнче тивӗçлӗн кӗтсе илӗпӗр», – терӗ Юрий Федорович обелиска уçнă чух кун пирки.

Май уйăхӗн 25-мӗшӗ ку ялшăн чăнах та паллă кун пулчӗ. Канмалли пулнине пăхмасăр мероприятие хăнасем йышлăн пухăнчӗç. Гимнсем, построени, вырăнти шкул ачисен сăввисемпе артистсен çар юррисем уява илемпе мăнаçлăх кӗртрӗç.

Пирвайхисем

– Çӗршыва тăшман тапăнсан чи пирвайхи çулăма пограничник хăй çине илет. Ку 1941 çулта та, пӗлтӗр Курск облаçӗнче те çапла пулчӗ. Халӗ те пирӗн чикӗ урлă каçас шутлисене пограничниксем кӗтсе илеççӗ. Кун пек палăксем кашни ял хутлăхӗнчех пулӗç малашне, мӗншӗн тесен çитӗнекен ăрушăн çав тери кирлӗ вӗсем, ан манччăр атте-асаттесен, пирӗн атьсен паттăрлăхне, – мероприятин пӗлтерӗшне палăртрӗ Аксу район Ӗçтӑвком ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Станислав Зайцев пухăннисене саламланă май.

Чикӗ хуралӗнче службăра тăнисем Аксу районӗнче сахалăн мар, акă ӗнтӗ темиçе çул вӗсен хăйсен пӗрлӗхӗ, Савгачевăра штабӗ пур. Районăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççӗ вӗсем. Кун пек пӗрлешӳсем пурри аван, уйрăмах паянхи лăпкă мар пурнăçра. Çулталăк каялла республикăри «Пограничниксен содружестви» обществăлла организацие кӗнӗренпе ытти районсенчи пограничниксемпе те туслăхӗ çирӗпленсе кăна пырать. Кăçал Хусанти Аслă Çӗнтерӗвӗн юбилейлă парадне ку районтан Юрий Федорович Степанов, Степан Петрович Гаврилов, Игорь Анатольевич Михайлов, Владимир Алексеевич Герасимов хутшăнма тивӗçрӗç. Вӗсене куншăн Хусантан килнӗ «Пограничниксен содружестви» обществăлла организацин председателӗпе Альберт Сулеймановпа Аксу район Ӗçтӑвком ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Станислав Зайцев ТР Çар комиссариачӗн «Хусанти Парада хутшăннăшăн» медалӗпе чысларӗç. 

Ялпа пӗрле

Юрий Степанов каланă тăрăх, Çирӗклӗре пограничниксен символӗпе обелискне лартмашкăн чикӗ хуралӗн ветеранӗсем кăна мар, ял халăхӗ те укçа-тенкӗпе, ӗçпе нумай пулăшнă. «Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхӗ умӗн вăхăт хӗсӗкчӗ пирӗн, çирӗклӗсем пулăшăва килчӗç. Тав вӗсене куншăн», – кăмăллăн пӗлтерчӗ Юрий Федорович.

Пограничниксен районти уйрăмӗ чи хастар çирӗклӗсемпе ытти ял çыннисене: Александр Борисович Спиркина, Андрей Анатольевич Андреева, Евгений Николаевич Сандимирова, Валентин Михайлович Ильдирякова, Александр Вячеславович Фадеева, Валерий Михайлович Васильева, Николай Николаевич Якличева, Вячеслав Миронович Морозова, Анатолий Алексеевич Авандеева, Родион Халитович Гатауллина, Петр Меркурьевич Игреева, Александр Юрьевич Бикунина, Валерий Николаевич Мельникова, Сергей Михайлович Илюхина Тав çырăвӗ пачӗ. Ял хутлăхӗн çыннисем те парăмра юлмарӗç. Юрий Степанова çакăн пек обелиск лартса панăшăн хăйсен ятӗнчен Хисеп хучӗ парса чыс турӗç. 

Кашни асра

Пухăннисене çаплах Аксу районӗнчи Культура уйрӑмӗн пуçлăхӗ Алексей Тимирясов, Саврӑшпуç ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗ Валерий Николаев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова саламларӗç. 

Чикӗ паллипе обелиск çинчи шурă пусмана сирмешкӗн вара йӗркелӳçӗсем яланхи йăлапа хаклă хăнасене, Аксу район Ӗçтӑвком ерӳçин пӗрремӗш çумӗпе Станислав Зайцевпа «Пограничниксен содружестви» организацин председательне Альберт Сулейманова, шанчӗç. Кун хыççăн обелиск умне пурте чӗрӗ чечексем хучӗç. Питӗ чуна пырса тивмелле самант пулчӗ ку, ахаль палăк кăна мар вӗт вăл вӗсемшӗн. Тӗрлӗ çулта пуç хунă пограничниксене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. Сăмах май, çакăн пекех Чикӗ паллине ку кунсенче Арск, Заинск тата Лениногорск хулисенче те лартрӗç.

Шихан

Паллă ӗнтӗ, кун пек уявăн тӗп геройӗсем пограничниксем хăйсем. Вӗсем Аксу тăрăхӗнчи ялсенчен, Заинск, Спас, Чистай районӗсенчен çитрӗç. Çар пурнăçӗнчен тахçанах уйрăлнă пулсан та хăйсен лидерӗн – Альберт Сулеймановăн – кашни командине салтакла хăвăрт та тӗрӗс пурнăçларӗç. Пӗрре салтак пăттине тутаннă çын юлашки сывлăш тухиччен салтаках юлать çав.

Тепӗр хăйне евӗр, хаклă хăнана асăрхамасăр çук кун пек чух. Вăл – Шихан, овчарка йытă. Спас районӗнчи пограничниксен пӗрлӗхӗн председателӗн иккен вăл. Рашит Зайнутдинович Зиатдинов хăй те тӗлӗнмелли çын. Хăрах урине çухатнă пулсан та чун хавалӗпе калама çук вăйлă, чунпа та, юнпа та пограничник тата вăйлă спортсмен. Чикӗри çарсен 100 тата 105 çулхи юбилейӗсенче Пăлхар хулинчен Хусана алă вӗççӗн йӗлтӗрпе тата велосипедпа ятарласа чупу иртнӗ вăл. Кунсăр пуçне кекусинкай каратэ тренерӗ те, çак спорт енӗпе хăмăр пиçиххи ун. Овчарка йыттине шăпах хăйӗн вӗренекенӗсем парнеленӗ иккен. Ятне те ачасемпе пӗрлех панă – Шихан. Йытă халӗ республика пограничникӗсен символӗ тесен те юрать, хăйсемпе çыхăннă пӗр мероприятирен те юлмасть, хуçине çур сăмахранах итлет. 

Çитес вăхăтра ăна юлташа тепӗр йытă та хушăнасса шанатпăр-ха. Çирӗклӗри Александр Спиркинăн ятарлă çар операцийӗнче лабрадор йытти пур-мӗн. Йыт çурине фронтра юлташӗсем парнеленӗ. Шанчăклă тусне Çирӗклӗ каччи отпуска килсен те хăйӗнчен хăвармасть.

Пӗрлӗхре 28 район

2018 çулта Чикӗри çарсен 100 çуллăхне паллă тунăранпа çӗршыври пограничниксен йăлисене çӗнӗрен чӗртес шутпа çар ветеранӗсем чăмăртанма тытăннă. Тутарстанри «Пограничниксен содружестви» йӗркеленнӗренпе те акă кăçал пилӗк çул çитет. Паянхи кун тӗлне республикăри 28 район пограничникӗсен пӗрлешӗвне хăй йышне илнӗ. Содружествăн председателӗ Альберт Ягафарович Сулейманов (1991–1993 çулсенче Инçет Хӗвелтухăçӗнчи Биробиджан тăрăхӗнче чикӗ хуралӗнче тăнă) каланă тăрăх, пограничниксене паян республика Правительстви лайăх пӗлет, ТР Раисӗ Рустам Минниханов та асăрхать. Виçӗ çул ӗнтӗ Хусанти Çӗнтерӳ парадне хутшăнаççӗ вӗсем. Ытти çулсенче Афган вăрçин ветеранӗсен йышӗнче пулнă-тăк, кăçал пуçласа хăйсен уйрăм коробкине йӗркелесе иртнӗ вӗсем. «Районсенчи атьсем пулăшман пулсан, йывăра килетчӗ», – аса илчӗ Çӗнтерӳ парадне Альберт Ягафарович.

 Республикăри пограничниксен пӗрлӗхӗн курăмлă ӗçӗсем ахаль те пур-ха, ытти районтисем те пӗрлӗхе кӗрсен тата пысăкрах ӗçсем тума пулассине шанать Тутарстанăн тӗп пограничникӗ.

– Пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри – çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ парасси. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене тата Даманский утрав хӳтӗлевçисене (1969 çул) халалласа шкул ачисем хушшинче çулталăкне икӗ хутчен «Пограничный дозор» республика ăмăртăвне ирттеретпӗр. Халӗ мобильлӗ музей валли иккӗмӗш грант илтӗмӗр акă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине халалларăмăр ăна. Пӗрлӗхӗн районсенчи уйрăмӗсем черетпе районсем тăрăх илсе çӳрӗç музее. Шкулсенче, Культура çурчӗсенче вырнаçӗ-и вăл – çар экспоначӗсене ачасем алăпа тытса пăхни çав тери пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн тата Афган вăрçин, халӗ акă СВО ветеранӗсем пур, вӗсем енӗпе мероприятисем валли грантсем илесшӗн-ха. 2024 çулта ачасем хушшинче ZOV кубокӗшӗн хоккей турнирӗ йӗркелерӗмӗр. Пысăк проект ку. Ăмăртусене 2024 çулта Рыбнослободскинчен пуçларăмăр, Çӳлту районӗнче ирттертӗмӗр. Декабрь уйăхӗнче Хусанта финал пулмаллаччӗ, çав кун хулана БПЛАсем атакăланине пула куçарма тиврӗ, апрель уйăхӗнче тин ирттертӗмӗр. Малалла республикăри БПЛА ăмăртăвне йӗркелес шухăш пур. 

Тепӗр тӗллев вăл пирӗн – хамăр ветерансене тӗрев парасси. Кам-тăр пысăк йывăрлăха кӗрсе ӳкрӗ-тӗк, ăна пулăшма тăрăшатпăр, хамăрăн вăй çитмесен Раççейри атьсенчен ыйтатпăр. Эпир 2019 çултанпа пограничниксен форумне ирттеретпӗр, Раççейри 60 хуларан килеççӗ унта. Халӗ пирӗн тата хамăрăн йăла та пур. Кам та пулсан вилес е пуç хурас пулсан тăванӗсенчен ирӗк илсе вилтăпри çине Чикӗ юпи вырнаçтаратпăр. Чикӗ паллине районсенче лартаççӗ халӗ, Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче те пулмалла вăл. Ун чух Хусан хулипе хăнисем пограничниксене асăннă пулӗччӗç», – паллаштарчӗ пӗрлӗхӗн ӗçӗпе Альберт Ягафарович.

Çирӗклӗри пек мероприятисем районсенче, ялсенче кирлӗ паян. Çӗршыв паттăрӗсене манма юрамасть пирӗн, мӗншӗн тесен шăп çакăн пек хӳтӗлевçӗсем пуртан лăпкăн çывăратпăр вӗт эпир. Раççее хирӗç шăл хăйракансем вара ӗмӗрӗпех пулнă, малашне те ниçта та çухалмӗç. Тăшмана тивӗçлӗн хирӗç тăракан характер шăп çакăн пек тӗслӗхсемпе пиçӗхет те.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Аксубаево пограничники