Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Парламентарисен ларăвӗнчен: Мӗнпе начар сӗт хакӗ чакни? Мӗншӗн 18 районта иртнӗ çулта пӗр мини-ферма та уçăлман?..

Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн ТР Экологи кодексӗн уйрăм статйисене улшăнусем кӗртессине пăхса тухнисӗр пуçне ял хуçалăх аталанăвӗн программа пурнăçланăвӗпе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă.

Ӗнер, мартăн 11-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗнче Экологипе, çутçанталăкпа усă курассипе, агропромышленноçпа апат-çимӗç политикин комитечӗпе ун çумӗнчи Эксперт канашӗн пӗрлехи ларăвӗ иртрӗ. Парламентарисен тӗп тимлӗхӗнче ял хуçалăх аталанăвӗн патшалăх программин пурнăçланăвӗпе ял хуçалăх продукцийӗн, чӗр таварсемпе апат-çимӗç рынокне йӗркелесси. Çав вăхăтрах республикăн Экологи кодексӗн уйрăм статйисене улшăнусем кӗртессине те сӳтсе яврӗç, пӗлтерет ТР ПК пресс-служби.

Ял хуçалăх аталанăвӗн патшалăх программин пурнăçланăвӗпе ТР ял хуçалăх министрӗн çумӗ Марсель Махмутов паллаштарчӗ. Пӗлтӗрхи кăтартусене илес пулсан, ял хуçалăх отраслӗн ӳсӗмӗсем пысăк. Туса илнӗ продукцин пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 400 миллиард тенкӗрен иртсе кайнă. Апат-çимӗç промышленноçӗпе агропромышленность комплексӗн пӗрлехи калăпăшӗ вара 772 миллиард тенкӗпе танлашнă. Аграри секторне çӗнетес тӗллевпе юлашки пилӗк çулта ăна пурӗ 193 миллиард тенкӗлӗх инвестициленӗ.

Марсель Махмутов палăртнă тăрăх, ял хуçалăхне тӗрев парассипе патшалăх программи малалла та ӗçлӗ. Кăçал отрасле 16,6 миллиард тенкӗлӗх субсиди уйăрма йышăннă. Çав шутран 4,3 миллиарчӗ федераци бюджетӗнчен.

Уйрăммăн министр çумӗ сӗт хакӗ чакни çинче чарăнчӗ. Кăçал вăл 9 тенке чакса 36 тенкӗпе танлашнă. Ку-ха хушма хакшăн налогсăр (НДС) пуçне. Марсель Махмутов шучӗпе, ку инвестици проекчӗсен пурнăçланăвне ура хурать. Январь уйăхӗнче сӗт сутасси 10 пин тонна чухлӗ ӳснине пăхмасăрах хаксем чакнине пула хушма тупăш курăнман. Çапла майпа хуçалăхсен пӗрлехи çухатăвӗ 1,5 миллиард тенкӗпе танлашнă.

Республикăн ял хуçалăх аталанăвӗ пысăк аграрисенчен кăна мар килнине манмалла мар. Хресченпе фермер хуçалăхӗсем те пысăк пайта кӗртеççӗ. 2025 çулта вӗсене пулăшас майпа 1,5 миллиард тенкӗ уйăрнă. Федераци финанславне 6 енӗпе, республика программипе 9 енӗпе. Чи эффективлисен шутӗнче мини-фермăсен строительстви. Выльăх-чӗрлӗх шучӗ республикăра пӗтӗмлетсе илсен чакса пырать пулсан, пӗчӗк хуçалăхсем пӗрле юлашки ултă çулта мăйракаллă шултра выльăх шутне 5349 пуç таран ӳстернӗ. Пӗлтӗр кăна патшалăх пулăшăвӗпе 69,9 миллион тенкӗлӗх 80 мини-ферма хута кайнă. Кăçал ӗнесен шутне 360 пуç таран ӳстерме палăртнă.

Республика «Ял территорийӗсен комплекслă аталанăвӗ» патшалăх программине активлă хутшăннине асăннă спикер. Асăннă программа ялти пурнăç условийӗсене лайăхлатассипе ӗçлет. 2025 çулта ку енӗпе 4,1 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кăçал ун бюджечӗ 10,6 миллиард тенкӗпе танлашӗ.

Çуркунне çитсе пынă май, паллă ӗнтӗ, пӗтӗм шухăш та ака ӗçӗсене  вăхăтлă та ăнăçлă пурнăçласси. Марсел Махмутов каланă тăрăх, тăкаксем 43 миллиард тенкӗпе танлашасси курăнать. Ака ӗçӗсене пуçăниччен производительсене 5 миллиард тенкӗ ытла патшалăх пулăшăвне пама         йышăннă. «К‎у çулталăк хальлӗхе ăнăçлă йӗркеленсе пырать. Кӗрхи культурăсен лару-тăрăвӗ 98 процент чухлӗ лайăх, кӗркуннерен пуçласа паянхи кунччен нӳрӗк 277 миллиметр чухлӗ кӗнӗ. Ку нормăран 130 процент ытларах. Юр хулăнăшӗ регионӗпе 64 сантиметрпа танлашнă. Пӗлтӗрхинчен ик хут нумайрах», – терӗ министр çумӗ.

Ыйтăва сӳтсе явнă хушăра Николай Атласов депутат НДС ӳсни ял хуçалăх продукцине мӗнлерех витӗм кӳнипе интересленнӗ. Лавккана хăй çӳремест пулмалла, унсăрăн хаксем ӳснине пӗлӗччӗ. Министр çумӗ те çавнах çирӗплетрӗ.  

Тепӗр депутата Назип Хазипова республикăри 18 районта çулталăк хушшинче харпăр хуçалăхра пӗр çӗнӗ ферма та уçăлманни тӗлӗнтернӗ. Ытти çӗрте, сăмахран, 4 фермăран пуçласа 11 таранчченех туса лартнă. «Кун пек лару-тăру питӗ те салхуллă. Харпăр хуçалăхсем çӗнӗ ӗç вырăнӗсемпе тивӗçтерессипе интереслӗ-çке? Ялти пурнăçа тытса пыма, демографи проблемисене татса пама пулăшаççӗ», – тарăхса пӗлтернӗ вăл. Паллах, ял çыннисене вырăнтах хăварас тесен ытти нумай проблемăпа çитменлӗхсене татса памалла. Ун ӗçтешӗ Азат Хамаев районсенче тăвăнакан фермăсене тăтăш тӗрӗслесе шута илсе тăма сӗннӗ. Хальччен пăхса тăман мар пулӗ. Паллах, ку чухне чылай конструктивлăрах та пурнăçлăрах сӗнӳ кирлӗ.

Комитет ларăвӗнче ТР Экологи кодексӗн 83-мӗшпе 98-мӗш статйисене улшăнусем кӗртессине те пăхса тухнă. 2026 çулта январӗн 9-мӗшӗнче РФ Шыв кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ пулнă. Вӗсемпе килӗшӳллӗн шыв-шурсене сыхлакан зонăсен çывăхӗнче рекреаци объекчӗсен строительстви пынă вăхăтра çул çук çӗрте те  автомобильпе кӗме юрать. Ун валли вăхăтлăха вăрманта çулсем тума та юрать. Анчах строительство тапхăрӗ вӗçленсен çулсене пăсмалла та çӗнӗрен вăрман лартмалла. ТР Экологи кодексне те Федераци законӗпе пӗрпеклетес тӗллевпе улшăнусем кӗртм

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Государственный Совет РТ