Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Патшалăх Канашӗн депутачӗсем çитес виçӗ çулăн бюджетне сӳтсе яврӗç

ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ Олег Пелевин палӑртнӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне предприятисемпе организацисен, отрасль министерствисен, муниципаллӑ йӗркеленӳсен аталанӑвӗн прогнозӗсене тӗпе хурса, çавӑн пекех наци проекчӗсемпе патшалӑх пулӑшӑвӗсем пурнӑçланнине шута илсе йӗркеленӗ.

Паян Патшалӑх Канашӗнче Экономика, инвестици тата предпринимательсен комитечӗн тата ун çумӗнчи Эксперт канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртрӗ. Унта депутатсем Тутарстан Республикин 2026 çулăн тата планпа 2027, 2028 çулсен бюджечӗ çинчен калакан закон  проектне пӑхса тухрӗç. Унсӑр пуçне парламентарисем предприятисене технологи тӗлӗшӗнчен аталантарас тата вӗсен конкурентлӑхне ӳстерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ларӑва Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов, Тутарстан Республикин Раисӗн парламентри полномочиллӗ представителӗ Александр Терентьев, республикӑри профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем хутшӑнчӗç.  

Тутарстанӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозӗпе тата республика бюджечӗн кăтартăвӗсемпе ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ Олег Пелевин тата ТР финанс министрӗн çумӗ Алла Анфимова паллаштарчӗç.

Экономика, инвестици тата предпринимательсен комитечӗн председателӗ Рягат Хусаинов палăртнă тăрăх, бюджет прогнозне  санкцисен пусӑмӗпе экономикӑри теветкеллӗ лару-тăру тытăнса тăнă  условисенче тунине асăрхаттарчӗ. «Апла пулин те, çитес виçӗ çулта  экономика ӳсӗмӗ çирӗп пуласси паллă, ӗçсӗрлӗх шайӗ те пысăк пулмӗ. Экономикăн тӗп отраслӗсенче – тирпейлекен промышленноçра, строительствора, суту-илӳре, транспортпа туризмра çирӗп ӳсӗм сыхланса юласса шанатпăр», – палӑртрӗ Рягат Хусаинов.

Олег Пелевин палӑртнӑ тӑрӑх, социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне предприятисемпе организацисен, отрасль министерствисен, муниципаллӑ йӗркеленӳсен аталанӑвӗн прогнозӗсене тӗпе хурса, çавӑн пекех наци проекчӗсемпе патшалӑх пулӑшӑвӗсем пурнӑçланнине шута илсе йӗркеленӗ.

Регионӑн пӗтӗмӗшле продукци (ВРП) шайӗ 2026 çулта иртнӗ çулхи хаксемпе танлаштарсан 102,1 процент пулмалла. 2027 çулта – 102,3 процент,  2028 çулта – 102,4 процент. Прогнозпа килӗшӳллӗн, 2026 çулта  ВРП шайӗ 5 триллион та 783,8 миллиард тенкӗпе танлашӗ, 2027 çулта – 6 триллион та 126,7 миллиард тенкӗпе, 2028 çулта –  6 триллион та 503,3 миллиард тенкӗпе.

Олег Пелевин палăртнă тăрăх, кăçалхи 8 уйӑхăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑн пӗтӗмӗшле продукци 3 триллион та 705,2 миллиард  тенкӗпе танлашнӑ.    

Экономика ӳсӗмне ытларах тирпейлекен производствӑсем  тивӗçтереççӗ: нефтехими, нефть тирпейлессипе машиностроени отраслӗсем. ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2026 çулта промышленность производстви 5 триллион та 929,5 миллиард, 2027 çулта – 6 триллион та 254,2 миллиард, 2028 çулта – 6 триллион та 622 миллиард тенке ӳсессе кӗтеççӗ. 

Олег Пелевин сăмахӗпе, Тутарстан экономикин тытӑмӗнче промышленность чи пысӑк пай йышӑнать. Предприятисен планӗсен пурнăçланăвне кура 2026 – 2028 çулсенче промышленность   производствин индексӗ 101,7 – 102,2 процентпа танлашассине кӗтеççӗ.  

Социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне тăвасси чи малтан инвестици проекчӗсен пурнӑçланăвӗнчен килет. Прогнозпа килӗшӳллӗн, тӗп капитала хывнӑ инвестицисен калӑпӑшӗ 2026 çулта 1 704,4 миллиард тенкӗпе танлашӗ, ку прогнозӑн малтанхи вариантӗнчен 66,4 миллиард тенкӗ пысӑкрах, 2027 çулта – 1 809,7 миллиард тенкӗ, 2028 çулта – 1 936,6 миллиард тенкӗ. 2026 – 2028 çулсенче тӗп капитала инвестицисем хывасси 100,8 – 102,6 процентпа танлашӗ.   

Министр çумӗн сăмахӗпе, кăçал Заинскра хута янă «Зеленая долина» инвестицисене илӗртессин тепӗр механизмӗ пулса тăнă. «Унта  пӗтӗмпе 5 резидент тӗпленсе ӗçлеме пуçлӗç. Вӗсен пӗтӗмӗшле инвестици шайӗ 15,4 миллиард тенкӗ. Вӗсен планӗнче территорие 171 гектара çитерсе инвестицсен шайне 170 миллиард тенке çитересшӗн», – терӗ Олег Пелевин.  

Пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн экономикăри пӗлтерӗшӗ пирки каланӑ май 2026 çула тунă прогнозпа предприятисен шучӗ 186 пинпе танлашмалла. 2027 çулта вӗсен шучӗ – 189 275-пе, 2028 çулта – 192 646-па танлашмалла.

«Республикӑри муниципаллӑ йӗркеленӳсен, министерствӑсемпе ведомствӑсен предприятисене аталанма условисем туса памалла,   вӗсене ӳсме пулăшмалла, ӗç тухӑçлӑхне ӳстерме тăрăшмалла, – терӗ Олег Пелевин.  –  Çак тӗллевпе федераципе республика шайӗнче патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисене йышăннă та ӗнтӗ».

Алла Анфимова 2026 çулăн тата планпа 2027-2028 çулсен бюджетне Федераципе республикăн нормативлă право акчӗсене шута илсе хатӗрленине каларӗ.  Бюджетӑн тупӑш пайӗн йӗркеленӗвӗ Раççейӗн социаллă экономика аталанăвӗн никӗсӗ тата Тутарстанăн Экономика министерствин прогнозӗ çинче тӗпленнӗ.  

ТР бюджечӗн 2026 çулхи тупӑш пайӗ 498,2 миллиард тенкӗпе танлашасса палăртнă. 2027 çулта  – 531,9 миллиард тенкӗпе, 2028 çулта – 568,5 миллиард тенкӗпе. «Пргнозпа 2026 çулта ТР бюджечӗн тӑкак пайӗ 512,04 миллиард тенкӗ пуласси паллă. 2027 çулта вăл 548,9 миллиард тенкӗ, 2028 çулта 587,3 миллиард тенкӗ». Бюджет дефицичӗ çитес çулта 13,8 миллиард тенкӗпе танлашӗ.

Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов çитес виçӗ çула пăхса хунă бюджета пурнăçлама çăмăл пулмассине палăртса тӗллевлӗ ӗçлемеллине асăрхаттарчӗ.

«Сибур» ПАО «Нижнекамскнефтехим» предприяти тӗслӗхӗпе парламентарисем предприятисене технологи тӗлӗшӗнчен аталантарассине, вӗсен конкурентлӑхне ӳстерессине сӳтсе яврӗç.  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, асăннă предприятин генеральнӑй директорӗ Марат Фаляхов паянхи экономика лару-тăрăвӗпе санкци пусӑмӗсен вӑхӑтӗнче предприятин технологи суверенитетне упрассипе тӗрлӗ мероприятисем ирттернине тата шалти тата тулашри рыноксенче конкурентлӑха ӳстересссипе тăтăш ӗçленине плăртрӗ.   Марат Фаляхов сӑмахӗсемпе, предприятие технологи енчен аталантарасси лайăх пурнăçланса пырсан та çавах йывăрлăхсем пулнине те асăнчӗ. Ун шучӗпе, чылай ыйтăва патшалăх власть органӗсемпе пӗрле татса памалла. Çавсен шутӗнче санкцисем вăхăтӗнче çӗнӗ технологисемпе усӑ курма май çукки, Тутарстанăн тата Раççей Федерацийӗн наукӑпа тӗпчев институчӗсемпе çыхăнăва аталантарасси, чӗр тавара тирпейлессине хушма укçа-тенкӗ уйăрасси.  Унсăр пуçне ларура инновацисемпе çыхăннă  закон проектне тӳрлетӳсем кӗртессине те пăхса тухрӗç. Закон проекчӗпе килӗшӳллӗн, субъектсем инноваци ӗçӗпе ӗçлекен пӗчӗк технологи компанийӗсене финанс пулăшăвӗн калăпăшне хăйсем тӗллӗн палăртаççӗ.  Регион влаçӗн пулăшу программине йышăнма, регион бюджетӗнчен укçа-тенкӗ уйăрма, тата пулăшу йӗркине палăртма ирӗк пур.  хӑйсен пулӑшу программисене хатӗрлеме, регион бюджетӗнчен укçа уйӑрма тата çакнашкал предприятисене пулӑшу памалли правилӑсене палӑртма ирӗк пур. Закон проектне «пӗчӗк технологи компанийӗсем» текен ăнлава тата вӗсене тивӗçекен пулăшу мерисене кӗртме сӗннӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк: https://gossov.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет