Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Раççей университечӗсен филиалӗсем кӗçех Египетра тата Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсенче уçăлмалла

Июнӗн 10-11-мӗшӗсенче Хусанти Б. Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра «Формируя будущее» («Пуласлăха йӗркелесе») вӗрентӳ министрӗсен халăхсен хушшинчи форумӗ пычӗ. Питӗ тухăçлă та усăллă иртрӗ вăл. Ун площадкинче вуншар ӗçлӗ килӗшӳ турӗç, вӗрентӳпе çыхăннă чи çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗç.

Июнӗн 10-11-мӗшӗсенче Хусанти Б. Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра «Формируя будущее» («Пуласлăха йӗркелесе») вӗрентӳ министрӗсен халăхсен хушшинчи форумӗ пычӗ. Питӗ тухăçлă та усăллă иртрӗ вăл. Ун площадкинче вуншар ӗçлӗ килӗшӳ турӗç, вӗрентӳпе çыхăннă чи çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗç. 
Форума хутшăннисене РФ Президенчӗ Владимир Путин саламласа тухăçлă ӗçлеме сӗннине РФ Çутӗç министрӗ Сергей Кравцов çитерчӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов Пленарлă ларура БРИКС çӗршывӗсем вӗрентӳпе наука енӗпе тачă çыхăнса ӗçлени кирлине палăртрӗ. Форума хутшăннисене тухăçлă ӗçлеме суннисен шутӗнче РФ Правительство Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко, Раççейӗн Ют çӗршывсен ӗçӗсен министерствин нумай енлӗ гуманитари хутшăнăвӗсемпе тата культура çыхăнăвӗсемпе департаменчӗн директорӗ А. С. Алимов, Беларусин вӗрентӳ министрӗ Андрей Иванец, Китай Халăх Республикин вӗрентӳ министрӗн çумӗ господин Чен Цзе, Тӗп Африка Республикин наци вӗрентӗвӗн патшалăх министрӗ господин Орельен Симплис Конгбеле-Зингас, Куба, Бенин, Иран, Абхази, Узбекистан, Гамби тата ытти çӗршывӗсен вӗрентӳ министрӗсемпе представителӗсем тухса калаçрӗç. 
Форумăн иккӗмӗш кунӗ питӗ тухăçлă иртрӗ. Секцисенче вӗрентӳ сферинчи халăхсен хушшинчи хутшăнусене пырса тивекен чылай ыйтăва пăхса тухрӗç. Çавсен шутӗнче глобальлӗ вызовсемпе малашнехи аталану. Пӗрлехи проектсемпе ӗçсем. Паллах, çӗршывсене пӗр-пӗрин опычӗ питӗ интереслентерчӗ. Шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, вăтам профессилле вӗрентӳ учрежденийӗсен ăçта мӗнле аталанса пынипе, хушма вӗрентӳпе ача-пăча канăвӗн тата инвалид ачасемпе ӗçлессинче камăн мӗнле проект пуррипе, аслă вӗрентӳ сферинче искусствăлла интеллектпа, цифра технологийӗсемпе усă курассипе интересленчӗç, лартнă ыйтусене сӳтсе яврӗç. Хăнасене пуринчен ытла Раççейӗн халăхсен хушшинчи шайлă проекчӗсем кăсăклантарчӗç. 
БРИКС çӗршывӗсен вӗрентӳ министрӗсен форумӗ Раççей енӗпе интерессем пысăк пулнине уççăн кăтартса пачӗ. Пирӗнпе ӗçлесшӗн, туслă хутшăнусене çирӗплетесшӗн. 
Çак тăкăс графикра спикерсем журналистсемпе те тӗл пулма вăхăт тупрӗç. Çавсен шутӗнче Бразилин Профессорсемпе вӗрентекенсен йышӗн квалификацине ӳстерессипе координаци фончӗн директорӗ Опперман Руи Висэнтэ, Египетăн вӗрентӳ министрӗ, профессор Айман Ашур, Иранăн наука, тӗпчевсемпе технологисен министр çумӗ Омид Резаи фар, Кăнтăр Африка Республикин аслă вӗрентӳпе профессилле хатӗрленӳ департаменчӗн халăхсен хутшăнăвӗсемпе тӗп директорӗ Ксолани Кумало пулчӗç. Кашни аслă вӗрентӳ аталанăвне форум питӗ пысăк тӳпе кӗртнине, БРИКС тытăмне кӗрекен çӗршывсен шучӗ ӳссе пыни çак йӗркеленӗвӗн авторитечӗпе вăйӗ ӳссе пынине палăртрӗ. 
РФ аслă вӗрентӳпе наука министрӗпе Валерий Фальковпа пресс-тӗлпулу пӗтӗмлетекенни пулчӗ. «Пирӗн тӗп тӗллев БРИКС çӗршывӗсенчен май килнӗ таран ытларах Раççей университечӗсене вӗренме килме илӗртесси. Кун йышши интерес пур. Паян акă Египетри, Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсен вӗрентӳ министрӗсемпе тӗл пулса калаçрăмăр. Египетран килекенсем çулсерен йышланса пыраççӗ, Ку лайăх кăтарту», — терӗ Валерий Фальков. 
Министр палăртнă тăрăх, ӗçлӗ çыхăнусен тепӗр юхăмӗ вăл — Раççейри аслă шкулсен филиалӗсене тата пӗрлехи университетсене БРИКС çӗршывӗсенче уçасси. Çывăх планра Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсенче Раççей университетне уçасси. Çак икӗ енпе те ӗçлӗ хутшăнусен пуласлăхӗ питӗ пысăк пулнине палăртрӗ Валерий Фальков. РФ Президенчӗн хушăвӗпе ют çӗршыв студенчӗсен шутне 2030 çул тӗлне 500 пине çитермелле. Министр шучӗпе ку задачăна пурнăçлама май пур. 
Икӗ енлӗ тӗлпулусем
Форумра икӗ енлӗ тӗлпулусем йышлă иртрӗç. РФ аслă вӗрентӳпе наука министрӗ Валерий Фальков Египетăн аслă вӗрентӳпе наука тӗпчевӗсен министрӗ Айман Ашурпа тӗл пулса наукăпа вӗрентӳ çыхăнăвӗсене сӳтсе яврӗç. Паяна çӗршывсен хушшинче наукăпа аслă вӗрентӳ енӗпе 118 килӗшӳпе меморандум ӗçлет. 56-шне пӗлтӗр çирӗплетнӗ, кăçал 19 килӗшӳ тума палăртнă. Сăмахран, Каирта Санкт-Петербургри тата Хусанти федераллă университетсен филиалӗсем ӗçлеççӗ. 
Кăçал тата Александрийăри Борг Аль-Араб политехника университетӗнче Раççейӗн техника университечӗсен филиалӗсене уçма шутлаççӗ. Айман Ашур Раççейри вӗрентӳ шайне питӗ мухтарӗ. Çакна вăл хăй опытӗнчен те пӗлет, вăл МАРХИ аспирантурин выпускникӗ. 
Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсен вӗрентӳ министрӗ Ахмад Аль-Фаляси те икӗ енлӗ тӗлпулура хальхи ăспа пулнă-тăк Раççейри вӗрентӗве суйланă пулăттăм терӗ. Министрсем Дубайра Г. В. Плеханов ячӗллӗ университетăн филиалӗ хута каяссипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç. Арабсен Эмирачӗсемпе Раççей наука енӗпе 33 килӗшӳ тунă, тепӗр 22-шӗ планра. 
Валерий Фальковпа Андрей Иванец тӗлпулăвӗ те тухăçлă иртрӗ. Раççейпе Беларуси — тăванла çӗршывсем. Наукăпа вӗрентӗвӗн пӗрлехи уçлăхне йӗркелесси тӗп вырăнта пулчӗ министрсен калаçăвӗнче. Тӗп тӗллев — Çӳллӗ технологисен сеть университетне йӗркелесси, инженери вӗрентӗвне лайăхлатас енӗпе Псковри патшалăх университечӗн никӗсӗнче пӗрле ӗçлесси (ку пуçарăва Раççейпе Беларуссин Президенчӗсем ырласа йышăннă), Раççейпе Белоруссин пӗрлехи университетне йӗркелессипе Правительствăсен хушшинчи килӗшӗве хатӗрлесси. 
Наука енӗпе хутшăнусем пирки калас-тăк, ку енӗпе тӗллев мегасейнс инфраструктурипе пӗрле усă курасси. Мӗн-ха вăл мегасейнс? Сăмах питӗ хăватлă та хаклă наука комплексӗсем çинчен. Вӗсем уникаллă тӗпчевсем тума, питӗ те кăткăс экспериментсем ирттерме май параççӗ. Çак шайри тӗпчев инфраструктури наукăпа технологисен вăйлă аталанăвӗллӗ çӗршывсенче кăна пур. Раççейре вӗсем пӗрре кăна та мар. Çывăх вăхăтра тата та ӳсӗ вӗсен шучӗ. БРИКС çӗршывӗсемпе вӗрентӳ енӗпе килӗшӳсем çирӗплетни шăпах наука енчен пӗрле ӗçлеме çул уçать те. Ку енӗпе ют çӗршывсен интересӗ пысăк пирӗн пата. Ученăйсен пӗрлехи командине йӗркелесси те приоритетлă юхăмсенчен пӗри. 
Форумăн чи курăмлă пулăмӗсен шутӗнче — креативлă профессисемпе (творчество индустрийӗпе çыхăннă профессисем), вӗрентӳ сферинче искусствăлла интеллектпа усă курассипе тата инженери шкулӗсене туса хурассипе Ӗç ушкăнне йӗркелени. Ӗç ушкăнӗ креативлă профессисемпе, искусствăлла интеллектпа, инженери вӗрентӗвӗпе çыхăннă ыйтусене çӗршывсен хушшинче сӳтсе явассипе ӗçлӗ. Документа РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов, Венесуэла, Нигери, Доминиканы, Куба, Лаос, Гамби, Уганда, Зимбабве — пӗтӗмпе 20 çӗршывăн делегацийӗсен ертӳçисем алă пусса çирӗплетрӗç. РФ Çутӗç министрӗн çумӗ Денис Грибов палăртнă тăрăх, Раççейре креативлă индустри валли 79 профессипе тата специальноçпа кадрсем хатӗрлеççӗ. Ун шучӗпе малашне творчествăла профессисемпе ӗçлекенсен шучӗ тата вӗсен экономикăри тӳпи ӳссех пырӗ. 2023 çул тӗлне ӗçлекенсен шутӗнчен 15 проценчӗ çак сферăра ӗçлӗ. Халӗ цифра 4,6 процентпа танлашать. Çавăнпа паллах, креативлă индустри вырăнӗ ӗç повесткинче тӗп вырăнта тăрать. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗксем «Формируя будущее» форумăн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование