Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Раççейӗн тăван чӗлхепе чи лайăх учителӗ ятне Улан-Удэри пуçламăш классен вӗрентекенӗ илчӗ

Хальхи саманара ачана тăвна чӗлхепе илӗртес тесен учителӗн артист та пулмалла иккен. Ачара интерес çуралтăр тесен мӗн чухлӗ чун вăйӗ хумалла?

Иртнӗ эрнере Хусанта пӗлтерӗшпе, шайӗпе те питӗ пысăк мероприяти пулчӗ. Сентябрӗн 17-21-мӗшӗсенче «Тăван чӗлхепе тата тăван литературăпа чи лайăх учитель — 2024» Пӗтӗм Раççейри профессилле конкурс иртрӗ. Унта 79 регионтан пултаруллисенчен те пултаруллă 112 вӗрентекенпе ача сачӗн воспитателӗсем хутшăнчӗç. 

Пӗрремӗш виçӗ кунӗнче конкурсăн икӗ тӗрӗслевӗнче вӗрентекенсемпе воспитательсем хăйсен профессилле компетенцийӗсемпе паллаштарчӗç. Унтан хăйсем вӗрентекен чӗлхене пӗлменнисемпе литературăпа чӗлхе урокӗсене ирттерчӗç. 

Сентябрӗн 20-21-мӗшӗсенче чи пысăк балл пуçтарса 15 чи лайăх вӗрентекен шутне кӗнисем малалла тупăшрӗç. 
«Тăван чӗлхепе тата тăван литературăпа чи лайăх учитель — 2024» Раççей конкурсне РФ Çутӗç министерстви йӗркелет. Операторӗ — РФ Халăхсен тăван чӗлхисен федераллă институчӗ. Вăл малтанласа регион, унтан Раççей шайӗнче иртнине палăртса хăвармалла. Кăçалхи конкурса 36 тӗрлӗ халăх чӗлхипе вӗрентекенсем хутшăнчӗç. Çав шутра чи йышлă халăхсен — вырăс, тутар, чăваш, пушкăрт, чечен тата шучӗпе чи сахаллисен— веп, долган, коряк, нив, удэгей, шор, эвенк чӗлхисемпе вӗрентекенсем пулчӗç. 

Конкурс тапхăрӗсем «Адымнар» полилингваллă комплексра тата 99№ ача садӗнче иртрӗç. 15 лауреат шутне чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен пӗр учитель кӗнӗ. Вăл Людмила Петровна Николаева пулчӗ, Шупашкарти 62 № пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта вӗрентет. 

Финал тупăшăвӗ паллă ӗнтӗ питӗ те çивӗч. Жюрие те лайăххисенчен лайăххисене суйласа илме çăмăл мар. «Тăван чӗлхепе чи вӗрентекен» ятшăн Светлана Раданжапова (пуçламăш классен тата бурят чӗлхи вӗрентекенӗ, Буряти Республики), Лейла Гарифзянова (тутар чӗлхи вӗрентекенӗ, Тутарстан), Ирина Цымбал (вырăс чӗлхи вӗрентекенӗ, Краснодар тăрăхӗ), Мариям Чотчаева (карачайпа балкар чӗлхи вӗрентекенӗ, Карачайпа Черкеси Республики), Ольга Мазурова (вырăс чӗлхи вӗрентекенӗ, Липецк облаçӗ) тупăшрӗç. 

«Шкул çулчченхи ачасен тăван чӗлхепе калаçăвне аталантарассипе чи лайăх практика» номинацире Екатерина Балакаева (калмăк чӗлхи, Калмăк Республики), Алия Ишдавлетбаева (пушкăрт чӗлхи, Пушкăртстан), Людмила Бурокене (вырăс чӗлхи, Ленинград облаçӗ), Ольга Бутенко (вырăс чӗлхи, Донецк Халăх Республики), Эльвира Султанова (тутар чӗлхи, Тутарстан) палăрчӗç. 

Финал

Сентябрӗн 21-мӗшӗ финалистсемшӗн чи хумхануллă, çав вăхăтрах савăнăçлă кун пулчӗ. Конкурса хупассин торжествăлла церемонийӗ Атăлçири патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм университечӗн концерт залӗнче иртрӗ. Конкурсантсемпе хаклă хăнасене Тутарстанри Халăхсен ассамблейине кӗрекен наципе культура автономийӗн, Туслăх Çурчӗн представителӗсем савăнăçлă лару-тăру йӗркелесе кӗтсе илчӗç. Академи картишӗнче тӗрлӗ халăхсен культурипе çыхăннă ал ӗç ăстисен куравне те йӗркеленӗччӗ. Тăван чӗлхе учителӗсем хăйсем те артистран кая мар хатӗрленсе килнӗ — кашни хăй наци тумӗпе. Çапла, хальхи саманара ачана тăвна чӗлхепе илӗртес тесен учителӗн артист та пулмалла иккен. Ачара интерес çуралтăр тесен мӗн чухлӗ чун вăйӗ хумалла? Çавăнпа çакăн пек конкурссем ирттерни питӗ кирлӗ. Вăл тăван чӗлхене вӗрентекенсене хавхалантарать, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса малалла ӳсме пулăшать. 

Церемоние РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ, Мариински театрӗн солисчӗ, опера юрăçи Аскар Абдразаковпа Раççейӗн театрпа кино актриси, юрăç тата телеертӳçӗ Аглая Шиловская ертсе пычӗç. Номинатсене пӗлтернӗ хушăра куракансене темиçе юрă парнелерӗç.

Финал итогӗсемпе кăçал чи лайăх тăван чӗлхепе вӗрентекен ятне Улан-Удэри (Буряти) 1№ наци лицей-интерначӗн пуçламăш классен учителӗ Светлана Раданжапова, чи лайăх воспитатель ятне Ӗпхӳри (Пушкăртстан) 18№ ача садӗнче ӗçлекен Алия Ишдавлетова илчӗç.
Çӗнтерӳçӗ вӗрентекене наградăна РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пачӗ. 

—Сире пурне те «Тăван чӗлхепе литературăн чи лайăх вӗрентекенӗ» Раççей конкурсӗн финалне тухнă ятпа саламлатăп. Ку залра ларакан вӗрентекенсем пурте çӗнтерӳçӗсем. Виççӗмӗш çул ирттеретпӗр çак конкурса, çулсерен регионсен шучӗ ӳссе пынине асăрхатпăр. Кăçал акă 79 регионтан пуçтарăнчӗç. Пирӗн çӗршыв наци тӗрлӗлӗхӗпе палăрса тăрать. Паллах, ăна малашне те аталантарса, тӗрев парса пымалла. Ачасем хăйсен тăван культурине, историне пӗлмелле. Эсир, вӗрентекенсем — наци йăлисене упракансем. Хăвăршăн çак çула суйласа илнӗшӗн пурне те тав тăватăп, — терӗ министр çӗнтерӳçӗсене саламланă хушăра. 

Конкурса учительсемпе пӗрле воспитательсем те хутшăннине палăртса конкурс ятне «Тăван чӗлхепе литературăна чи лайăх вӗрентекенпе воспитатель» тесе улăштарма сӗнчӗ. Унсăр пуçне премие ӳстерме те. 

—Чи лайăх учителе парăнакан преми 250 пин тенкӗпе танлашать. Воспитателе вара 200 пин тенкӗ палăртнă. Ман шутпа ку тӗрӗс мар. Вӗсене танлаштармалла. Çапла пулӗ те, шантарса калатăп, — терӗ Сергей Кравцов. 

Чи лайăх воспитателе ТР Премьер-министр çумӗ Лейла Фазлеева саламларӗ. Хăй енчен Çутӗç министерствине конкурс йӗркеленӗшӗн тав турӗ, ача садӗнче ӗçлекенсене çитес воспитатель кунӗпе саламларӗ. 

Иккӗмӗш вырăна Лейла Гарифзяновапа Екатерина Балакаева йышăнчӗç. Вӗсене саламлама РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов тухрӗ. 
—Эпӗ хам та учитель. Çавăнпа сирӗн хушăра пулма питӗ кăмăллă. Августри канашлусене аса илсен, пирӗн ӗçтеш-хӗрсем ялан хитре тумланса килетчӗç. «Кӗпе праçникӗ» теттӗмӗр хамăр хушăра августри пухусене. Вӗрентекенсем наци тумӗпе килни питӗ илемлӗ. Хăш чух ӗçе те çапла килсен вырăнлă пулӗ — хамăрăн нумай нацилӗхе, культурăна кăтартас тӗллевпе. РФ Çутӗç министерствине, Тутарстан Правительствине, уйрăмах Анна Александровнăна, эсир ăна пурте пӗлетӗр, пысăк тав çак мероприятие хатӗрленӗшӗн, — терӗ Ильдар Ирекович. 

Виççӗмӗш вырăна Ольга Мазуровапа Ольга Бутенко тивӗçрӗç. 

Тутарстана ӗçпе килнӗ хушăра РФ Çутӗç министрӗ Сергей Кравцов конкурс лауреачӗсемпе ӗçлӗ тӗлпулу ирттернине те палăртса хăвармалла. Министр педагогсемпе тăван чӗлхене вӗрентессинче ача сачӗпе шкул çыхăнса ӗçлемеллине, тăван чӗлхене вӗренессинче, унпа интереслентерессинче ашшӗ-амăшӗн вырăнӗ тата ытти çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ. 

Вӗрентекенсем регионсенче полилингваллă вӗрентӳ йӗркелессипе, çак енӗпе парăнакан пулăшу мерисем çинчен ыйтса пӗлчӗç. Нумайăшӗ Тутарстан опычӗ килӗшнине, çак опытпа регионсенче те усă курмаллине каларӗ. 
Ирина ТРИФОНОВА. 

Сăнӳкерчӗк https://mon.tatarstan.ru сайтран. 
Сăнӳкерчӗк mon. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование