Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Раиса Юдина: «Анне кӗлтуни тетесене упранă пулӗ»

Çак маттур хӗрарăм 90 çулпа пынине пӗрре те шанас килмерӗ. Сăн-пуçӗпе чиперскер, ăс-тăнӗпе хăш-пӗр çамрăк çынран та ирттерекен хӗрарăма çитмӗлтен ытла памастăн. Каласа панисене вара кунӗпе итлесе ларма хатӗр, чăн-чăн сăмах ăсти Райкакка.

Раиса Александровна Юдина 1935 çулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралнă. Ӗмӗрне вăл Алешкин Саплăк ялӗнче ирттерет. Пурăнакан кил-çурчӗ те хăй пекех хăтлă та тирпейлӗ.

Раиса Александровна вăрçă пуçланнă чух пиллӗкри хӗрача пулнă. Пӗчӗк пулсан та çав çулсене лайăх астуса юлнă, паян кунччен, калăн виç-тăватă çул çеç иртнӗ унтанпа, асӗнче тытса тăрать. Хăй калавне ашшӗ-амăшне аса илнинчен пуçларӗ. 

– Ман аттене Александр Николаевич, аннене Матрена Матвеевна тесе чӗнетчӗç, хушамат пирӗн Клементьев пулнă. Вӗсене пит лайăх астăватăп. Иккӗшӗ те пӗр çулхисемччӗ, 1894 çулта çуралнă. Атте I  Тӗнче вăрçине хутшăннă, патшана сыхланă, II Николай патшана. Пирӗн асаттесем çирӗп хуçалăхпа пурăннă та. Вулăсӗпе те аттене пӗр пӗччене суйласа илсе Петербурга службăна илсе кайнă, дворянсемпе пӗрле. Патша патӗнче дворянсем кăна тăнă вӗт. Унтан вăрçă пуçланнă, – хӗпӗртесе те мăнаçланса калаçрӗ вăл ашшӗ пирки.  

Çамрăк чух ыйтса пӗлме ăс çитмен çав

Шел те, Райкакка ашшӗ патшана курнипе курманнине пӗлеймест. Пӗчӗк чухне кирлӗ пулман ӗнтӗ, шухăш та пулман ыйтса пӗлме. 

– Çук çав, пӗлейместӗп, – терӗ Раиса Александровна пирӗн ыйтăва хуравлайманнипе кулянса. – Хальхи ăспа тем çинчен те ыйтса пӗлӗттӗм те çав... Ир вилчӗ атте, эпӗ 9-мӗш класра чухне. Çамрăк пулнă, ыйтса пӗлме ăс çитмен. I Тӗнче вăрçинчен вăл аманса таврăннă, хăрах алли ӗçлеместчӗ. Георгиевски хӗрес кавалерӗ пулнă ман атте. Хăрах алли кăна ӗçлесен те ахаль лармастчӗ. Асаттесенчен çил арманӗ юлнăччӗ, çавăнта ӗçлерӗ. Колхозсем вăхăтӗнче те арманта мельникре ӗçлерӗ. 

– Совет влаçӗ, апла пулсан, армана туртса илмен, сирӗн çемьенех хăварнă пулать? 

– Ăна калаймап, ӗçленине кăна. Тем тӗрлӗ пуянах та пурăнман пулӗ, хуçалăхӗ çирӗп ӗнтӗ. Ак ман аттепе анне тӳрех колхоза кӗмен. Анне пирӗн сӗре те Турра ӗненекен хӗрарăм пулнă. Вăт аттене те çавăрнă мӗнле-тӗр. Аттен шăллӗ-пиччӗшсем йышлă пулнă, пиллӗк-улттăн та. Вӗсем пурте колхоза кӗнӗ. Килетчӗç те вара пирӗн пата: «Атя, тете, кӗр ӗнтӗ, çынсем мӗнле, эс те çавăн пек пул», – тетчӗç. Çук, яхăнне те ямастчӗç малтан. Йывăр пурăнаттăмăр. Анне ватăлсан хам кунта качча килсен пӗрре ыйтнăччӗ çапла: «Анне, мӗн-ма ӗнтӗ эсир колхоза кӗмен? Пире те йывăр пулнă. Çăпатапа çӳреттӗмӗр. Хăвăра та йывăр пулнă ӗнтӗ», – тесе. Вӗсене подоходный налог нумай тӳлеттернӗ. Вăл тӗрӗс те пулман тет иккен. Çӗр уйăрса парсан кăна подоходный налог тӳлеттермелле пулнă. Мӗнле каламалла, тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗ çын ӗçленӗ вӗт-ха, çын пӗлменнипе усă курнă. Колхозниксен сӗт памаллаччӗ, вӗсенчен 100-шер литр пуçтарсан пиртен 200 илнӗ. Аш та ик хут нумайрах партарнă. Çапла ыйтсан анне мана çилленнӗччӗ. Вӗсем тӗне сутман иккен, çавна халь тин ăнланса илтӗм. 1948 çулта çапах кӗреççӗ, колхоза кӗрсе кайсан урăх самана пулать тесе шутланă пулӗ. Çапах ӗненӗве пăрахмарӗ, сӗре тӗнпе пурăнчӗ. Эрнере икӗ кун типӗ тытатчӗ. Виличчен çапла пулчӗ. Анне 82 çул тултариччен пурăнчӗ. Атте 58-та пурнăçран уйрăлчӗ. 

Икӗ тетӗшӗ вăрçăран чиперех таврăннă

Раиса Александровна вăтам йышлă çемьере çуралса ӳснӗ. Паянхи кунпа илсен – нумай ачаллă çемьере. Пиллӗкӗн пулнă вӗсем. Аслă тетӗшӗ Петр Александрович 1919 çулхи, унтан Сергейпе Николай тетӗшӗсем, аппăшӗ Клавдия. Вăрçа икӗ тетӗшӗ кайнă. Вăрçă пуçланнă чух Петр Александрович шăпах салтакра пулнă. Çапла вăл пӗрремӗш кунсенченех çапăçусене хутшăннă, кавалерист пулса. Раиса Александровна ун çинчен те хурланса аса илет, ăçта, мӗнле çӳренисене ыйтса пӗлменнипе. 

– Кавалеристсем вӗт чи пӗрремӗш ретре пулнă çапăçусенче. Вӗсен полкне тăшман йăлт çулса тăкнă, чӗрӗ мишень пулнă ӗнтӗ вӗсем, тете сывă юлнă. Анне кӗлтуни те упранă пуль вӗсене. Çапла вӗсем тăшман ункинче юлнă, анчах парăнман, тыткăна лекес темен пӗри те. Ман тетен сарлака ылтăн шăлӗ пурччӗ. Çамрăкранах ӗçлеме тытăннă та шăл ларттарса янă. Вăт çав шăлне кăларса илесрен хăранă вăрçăра. Тăватă талăк хырăмпа шунине калатчӗ тете. Тăваттăмӗш талăкра ăна амантнă, пуля витӗр шăтарса тухнă. Çурăмӗ çинче кайран та çав шăтăк пурччӗ. Вăл вара юн юхтарса пӗр çырма хӗррине çитнӗ те кăшкăрса хăйсем çинчен пӗлтернӗ – хамăрăн тесе. Малтан пеме пуçланă вӗсене, унтан ăнланса илсен шыв урлă каçарса госпитале ăсатнă. Госпитальтен киле килнине астăвап. Эп пӗчӗккӗччӗ-ха, ларап çапла сак çинче. Анне сăмавар вӗретме шакмак тăвать. Ак вăрăм кăна шинель тăхăннă пӗр çын килсе кӗчӗ. Хайхи анне кутăн-кутăн чакса кайрӗ. «Анне, палламарăн-и?» – тет хайхи, аннене ыталаса илчӗ те эпир пурте йӗрсе ятăмăр. Çавна лайăх астăвап, пӗчӗкçӗ пулсан та. 

Тăван килӗнче пӗр уйăх сипленсе хал çавăрса янă хыççăн Петр Александрович каллех фронта таврăннă. Йӗрсе уйрăлнă вăл тăванӗсенчен. Комисси тухнă чух тухтăрсем ăна «çапăçăва юрăхсăр» тесе хут çырса панă. Паллах, киле яман, вăрçă пынă вăхăтра фронтра ытти ӗç те пайтах пулнă, çапăçусене кӗме кăна чарнă ăна. Владимир облаçӗнче ӗçлесе çакăнта хăй валли мăшăр тупса кайран ӗмӗрне çак хулара ирттернӗ. 

Тепӗр тетӗшӗн историйӗ тата та кăсăклăрах. Райкакка каласа панине пӗр улăштармасăр хăйӗн сăмахӗсемпех хăварас килет.  Сăнарлă каласа парать вăл. 

– 1942 çул. Анне кăмака хутать, хăй тем тӗрлӗ вăрçать. Мана вăрçмасть, çавăнпа эп тӗлӗнсе ларап. Пӗчӗккӗ те мана ялан çакланатчӗ. Тетене вăрçать, тепӗр тете Сергей 1925 çулхиччӗ. Эс мӗн аташан ачам тет. Вăрçă мӗн иккенне пӗлетне эс? Сан кăвайла рамра (урам) вылямалла-ха тет. Вăрçа мӗн-ма каян-ха, кам вӗрентрӗ сана тет. Тете иккен 16-рине пăхмасăр вăрçа яма ыйтса заявлени çырса килнӗ. Ача кăна вӗт. Тете пурпӗр итлемерӗ çав ӗнтӗ, кайрӗ. Анне кăмака хутрӗ, çăкăр пӗçерчӗ, сухари турӗ. Вара кӳршӗ ял кӗперӗ патне çитиччен ăсатса ятăмăр. Пилӗк çул çӳресе вăрçăран вăл 1947 çулта тин таврăнчӗ. Карели фронтӗнче тăнă тете. Унта тем тӗрлӗ çырма-çатра иккен, çулсем çук, вăрман, шурлăх. Çав çырмасем урлă каçнă чухне, пирӗн тете, ял çынни те ӗçрен хăраман ӗнтӗ, атьăр-атьăр тесе пуль ӗнтӗ ертсе тухать. Çав саманта çар билечӗ çине те çырса хунăччӗ. Çавăншăнах ылтăн медаль те панă ăна. Кăкăр тулли медальпе таврăнчӗ. Ак çакăнта, – сулахай кăкăрӗ  тӗлне тытса кăтартрӗ Райкакка, – пилӗк медальччӗ, тата виçӗ орденччӗ, тата булавка пек гварди палли пурччӗ. Германие вăл çитеймен, вӗсене Инçет Хӗвелтухăçне Японипе çапăçма илсе каяççӗ. «За победу над Японией» медальпе таврăнчӗ унтан.  

Вăрçă пынă çулсенче Раиса Александровна ача пуççăн та вăл çынсемшӗн хăрушă инкек пулнине ăнланнă. Аслисем калаçнине те илтнӗ, паллах. Виççӗмӗш тетӗшӗ Николай 1927 çулхи пулнă, вăрçа кайма повестка та килет ăна, анчах районти çар комиссариачӗ вăрçă кӗçех чарăнать ӗнтӗ тесе  каялла çавăрса янă. 

5-мӗш класран урăх çăпата тăхăнман

Раиса Александровнăн ачалăхӗ çăмăл пулман. Пӗчӗк Рая 1943 çулта шкула çӳреме тытăннă. Вӗреннипе пӗрлех колхоз ӗçӗсене те явăçтарнă ача-пăчана. Хирте пучах пуçтарттарнă, вăй çитнӗ ытти ӗçе тутарнă. Выçăллă-тутăллă ларнинчен ытла Райкакка çăпатапа çӳренине асăнать. Йӗпе вăхăтра тӗпне хăма çапса панă. Шутлатăн та, мӗнле утса çӳренӗ-ши? Халь эпир атă-пушмак кăшт хӗстерсен те тарăхатпăр та. Кашни вăхăта расна мăшăр тата, ун чухне вара хӗлле те, çулла та, праçнике те, ӗçе те – пӗр çăпата. 

– Астăвап, ман тете салтакран таврăнчӗ те, Сергей тете, эпир шкула спектакль курма кайнă. Тете те пынă иккен, мана курчӗ те ыталаса илсе: «Ман йăмăк çапла çăпатапа çӳрет-и?» – тесе ыйтрӗ. «Мӗншӗн, меллӗ вӗт ара», – терӗм ăна. Пӗтӗм класс çăпатапа та, урăххине пӗлмен, вăрçă вăхăтӗнче ăçтан илен унта... 

– Тетӗр кайран пушмак илсе пачӗ пуль?

– Пачӗ, тетесем аван пăхатчӗç мана. Мӗнле каламалла, пурнăç йывăр пулнă ӗнтӗ. Пиллӗкмӗш класран çăпата тăхăнман урăх. 

Тетӗшсене юратса асăнать Раиса Александровна. Шел, Сергей тетӗшӗ нумай пурăнайман, 48-та çӗре кӗнӗ. Пилӗк хӗр те пӗр ывăл юлнă унăн. 

Вăрçă пӗтнине те лайăх астăвать вăл. Майăн 7-мӗшӗнче вӗрентекенсем вӗсене ял тăрăх çынсене каласа çӳреме кăларса яраççӗ. Кайран ял правленийӗ умӗнче председатель халăха пуçтарса паян-ыран вăрçă чарăнассине пӗлтерет. Майăн 9-мӗшӗнче татах шкултан кăларса яраççӗ вӗсене – ырă хыпар пӗлтерме. 

– Эх, савăнчӗ халăх, тем тӗрлӗ ташлакан та пулчӗ, йӗреççӗ те, – аса илет Райкакка. 

Ӗмӗр тăршшӗпе яваплă ӗçре

Хӗр пулсан Раиса Александровна Алешкин Саплăк ялне хăйӗнчен пӗр çул аслă Михаил Юдина качча килет, 1959 çулта. Лайăх пурăнаççӗ вӗсем. Тăватă ывăл çуратса ӳстереççӗ. Шел те, Михаил Николаевич 85 çула кайсан вилсе каять. Çапла улттăмӗш çул Раиса Александровна мăшăрӗсӗр пурăнать. Ывăлӗсем ăна пăрахмаççӗ. Пӗри, Борис Михайлович, Алешкин Саплăкри шкулта физкультура учителӗнче ӗçлет, амăшне хирӗç çуртрах пурăнать. Чи кӗçӗнни те ялтах юлать те, анчах ун шăпи синкерлӗ пулса тухать, пурнăçран 35-рех уйрăлса каять. Унăн икӗ ывăлӗ юлнă. Раиса Александровнан тепӗр икӗ ывăлӗ Владимирпа Юрий Ульяновск хулинче пурăнаççӗ. Хӗл каçма вăл вӗсем патне каять. 

– Çав тӗрлӗ аван пурăнаççӗ, – ачисемшӗн савăнса калаçать кинеми. – Ак кăтартам-ха, мăнук мана 38 пин тенкӗлӗх императорски янтарьтен шăрçа парнелерӗ, – терӗ Райкакка халачӗ айӗнчен шăрçана туртса кăларса. – Мускавра пурăнать вăл. Шутласан манăн 6 мăнук та 8 кӗçӗн мăнук. Мăшăрпа та эпир пит килӗштерсе пурăнтăмăр. Вăл ман завхоз пулса нумайччен ӗçлерӗ, кладовщикра та, трактор бригадин учетчикӗ пулса та. Вăл вăхăтра колхоз сӗре аванланса, вăйланса кайнăччӗ, аван пурăнаттăмăр. Килӗрен мотоциклччӗ ку ялта, машинасем иле пуçларӗç, – тет ун чухнехи саманана аса илсе. 

Раиса Александровна хăй ӗмӗр тăршшӗпе лавкка заведующийӗнче ӗçленӗ. Яваплă çӗрте ӗçлени, тавракурăм пысăк пулни сисӗнет. Шутласа, виçеллӗ, ăслă калаçать. Вăтам профессилле пӗлӗве Пӗкӗлмери училищӗре илнӗ. Вӗренсе тухнă хыççăн лавккара ӗçлеме тытăннă та мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен çак тивӗçе пурнăçланă.

– Ӗлӗк вӗт хальхи пек марччӗ. Пӗчӗк пачкăсемпе суту туман  эпир. Мишук, тем те пӗр йывăр япала йăтаттăмăр, çавăнпа урасем пӗтрӗç пулӗ. 

Раиса Александровна ури сурнипе аптăрать, çавна май пит тухса çӳреме йывăр ăна. Ывăлӗ хăй патӗнчех пурăнма ыйтсан та тăван килне пурпӗр каçать. Мăшăрӗпе ӗмӗр ӗмӗрленӗ, ачасем çуратса ӳстернӗ кил туртать çавах. Тирпейлӗ кунта, кашни япалара юратса пăхни сисӗнет. Малти пӳрт стени çинче çемьепе ӳкерӗннӗ пысăк сăнӳкерчӗк çакăнса тăрать. Унта мӗнпур ачи-пăчи, мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем ӳкерӗннӗ. 

Пысăк çынлăхлă пулса ӳсесси ачаран палăрать

– Ӗçлемесӗр тăма хăнăхман та канмаллисенче те ман ӗçе каяс килсе тăратчӗ. Ӗçлемен çынсенчен ăнтан каяп эпӗ. Халӗ те ӗçлӗттӗм, ура ыратать, – шӳте те маçтăр вăл. – Кинсем те ман аван. Пӗр ывăл патӗнче тăватă уйăх пурăнтăм та, мана хăнара та ун пек пăхмаççӗ пулӗ. Каясшăн та марччӗ, ӳкӗтлесе илсе кайрӗç. Аван пурăнаççӗ ӗнтӗ, йăлт унта европейски майлă, робочӗ-темӗнӗ урайне çăвать. Хисте-хисте çитереççӗ, нумай çиме вӗрентетӗр тесе те калап та. Капла киле таврăнсан пӗçермелле вӗт, хамшăн кăна пӗçерес те килмест. Пулăшаççӗ питӗ, кил-çурта пуçтарса кайма та. Ӗнер мăнук мунча хутрӗ, кин мунча кӗртрӗ. Анчах пурпӗр киле килес килет, чун туртать, – тет Райкакка. 

Раиса Александровнăна итлесе ларма питӗ кăмăллă. Ырă та ăшă туйăм хăварчӗ çак тӗлпулу, паян кунччен аса илсе тӗлӗнсе ларатăп. Çав тери çутă та ырă сăнарпа кӗрсе юлчӗ вăл чӗрене. Атте-анне пилне ăша хывса тытса пынинчен те килет пулӗ ку. Ун çинчен хайлава ачалăхри асаилӗвӗпе вӗçлес килет. Пысăк çынлăхлă пулса ӳсесси ачаран палăрать вăл. 

– 1943 çул. Шкула кайма вăхăт çитнӗ. Кӳршӗ хӗрӗпе ялан сикмелле выляттăмăр. Тăрук çухалчӗ, Санькка ятлăччӗ юлташăм. Хайхи килне кайрăм та вăл чирлӗ выртать иккен. Мӗнле чир – пӗлместпӗр. Хайхи чӳречисене карса хунă, тӗттӗм, калаçаймасть те. Шур халатлă виçӗ çын килсе кӗчӗ. Ун чухне пиртен 5 çухрăмра больница пурччӗ, районти мар. Çавăнтан ялсене пăхса çӳреме килетчӗç, кашни киле кӗрсе тухатчӗç – выçăпа аптраман-и, чирлемен-и çынсем? Кăна пăхрӗç те, паянах больницăна леçӗр, атту вилет терӗç. Амăшӗ ӗçре, ашшӗ вăрçăра. Ну, тухса кайрӗç те кусем, мӗн тумалла? Унăн икӗ çул аслăрах аппăшӗ пурччӗ, чирли манран пӗр çул кӗçӗнччӗ. Тата кӳршӗ хӗрӗ те пирӗнпеччӗ. Шутларăмăр та, атя хамăр леçетпӗр тетпӗр. Пилӗк çухрăм каймалла. Килте тыткалакан урапа, тратайкка теттӗмӗр, пурччӗ. Тупса килчӗç те çавна, йăтса тухса вырттартăмăр та хӗрачана пилӗк çухрăмри Упи больницине çул тытрăмăр. Эп çиччӗсенче, лешсем тăххăра кайнăччӗ пулӗ. Шăрăх темтӗр, каçа аран çаврăнса çитнӗччӗ киле. Анне ăçта çӳретӗр тесе вăрçать. Тав Турра, кӳршӗ хӗрӗ чӗрӗлсе таврăнчӗ, ӗçлекен те пулчӗ колхозра. Качча та кайрӗ, ачасем çуратрӗ. Унăн Лена мăнукӗ халь пире пăхать. Ун чух мӗн тумаллине каласа та ларман пире, тытнă та тунă. 

Вăт çапла вӗсем тантăшӗн пурнăçне çăлса хăварнă. Турри çавна кура пулӗ вăрăм ӗмӗр парнеленӗ Раиса Александровнăна. Уйрăлнă чухне эпир унăн 95 çулхи юбилейне килме сăмах патăмăр. Çапла пултăрччӗ! 

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: труженицы тыла 80-летие Великой Победы