Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Садикрен, шкултан упрар чӗлхене

Иртнӗ эрнекун Аксу районӗнче Чăваш ачисен фестивалӗ иртрӗ

 

Районти чăваш чӗлхине вӗрентекен 8 шкултан вӗренекенсем Кивӗ Саврăшри тулли мар вăтам пӗлӳ паракан шкула пуçтарăннă. Фестиваль кăçал виççӗмӗш хут иртрӗ. Ăна яланах ноябрьте йӗркелеççӗ. Пӗлетӗр-и çакăн тупсăмӗ мӗнре? Шăп çак уйăхра, ноябрӗн 26-мӗшӗнче, Чăваш тӗррин кунӗ. Аксусем вара çак уяв тӗлне Чăваш ачисен фестивальне ирттереççӗ. 

Шкулсем сцена çинчи пултарулăх конкурсне хутшăннисӗр пуçне ал ӗç япалисене кӳрсе килсе курав йӗркелени питӗ вырăнлă. Курава пăхса шкулсенчи креатив аталанăвне те йӗрлеме пулать. Тӗрлӗ вăхăтри телефонсем хурса тухнă сӗтел. Хăш-пӗр мобильлӗ аппаратпа нумай пулмасть усă курнă пек, анчах эпир кун çинчен манма та ӗлкӗрнӗ иккен. Пирӗн алăра халь тата «чăнкăраххи». Чăваш эрешӗсемпе илемлетнӗ тӗпелте усă курмалли ывăссене ачасем хăйсем хатӗрленӗ. Чăваш тумӗ тăхăннă пуканесем, ӳкерчӗксем кашни шкултан. Пӗринчен тепри илемлӗрех. 

Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкулта вӗренекенсем вӗтӗ шăрçапа ăста ӗçлеççӗ. Хӗрсем масмаксем те çыхаççӗ, чăваш хӗрӗн ытти капăрлăхне те тăваççӗ. Конкурсри пултарулăх номерӗсенче те вӗсем хăйсем хатӗрленӗ тумсемпеччӗ. Шанатăп, ку ырă тӗслӗх ытти шкулсене те куçӗ. Харăсах темиçе задачăна пурнăçлать ку хăнăху: вӗтӗ шăрçапа ӗçлесе пӳрнесем пиçӗрех пулаççӗ, тăван халăх йăлисемпе, тӗрри-эрешӗсемпе интереслентерме хавхалантарать. Илемлӗ, анчах ыттисенчен уйрăлса тăракан тум-юм тăхăнма кăсăклантарни те аван. 

Мероприяти Кивӗ Саврăш шкулӗнче иртни те ахаль мар пулӗ. 2025 çулта шкула уçнăранпа 50 çул çитет. «Шкул çуртне туса лартнăранпа пӗрре те тӗпрен юсаман», — каласа парать пире шкул директорӗ Ирина Алексеевна Герасимова шкулпа паллаштарнă май. 350 ача вӗренмелӗх тунă шкулта 28 ача вӗренет. 10, 11-мӗш классенче вӗренекенсем Савгачево ялне çӳреççӗ. Кивӗ Саврăшра вара ача сачӗпе шкула пӗрлештернӗ — пӗр çуртра. Шкул çулне çитменнисемшӗн ку тӗслӗхе усăллă тесе йышăнмалла. Ирина Алексеевна сăмахӗсемпе ачасем пӗчӗкрен шкул режимне хăнăхса ӳсеççӗ. 1-мӗш класа пуçтарăнакансене те шкула хатӗрленме учительсем садике пырсах пулăшаççӗ. 2025 çулта 1-мӗш класа икӗ ача килмелле. Ытти классенче нумайăн мар, 2-мӗш класра вӗренекенсем вуçех çук. 
Апла пулин те вӗрентекенсен коллективӗ пуçа усмасть, ачасене пӗлӳ парассишӗн вӗренӳ программине туллин пурнăçлать çеç мар, шкул тулашӗнчи ӗçсене те ăнăçлăн илсе пырать. Чăваш чӗлхипе литературине шкулта икӗ педагог илсе пыраççӗ — Валентина Валентиновна Захарова тата Ирина Севастьяновна Васикова, вăлах районти методика пӗрлешӗвне ертсе пырать. Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗ пулса ӗçлеме те хевти çитет Ирина Севастьяновнăн. 
Хăйсен учителӗ методика пӗрлешӗвне ертсе пынипех Ирина Алексеевна: «Пирӗн идейăсене район пурнăçлать», — тет. Çакăншăн кӗвӗçсе кăмăлсăрланни сисӗнмест, пачах урăхла, ачасене чăвашла вӗрентес ӗçре шутланине хăйсем тӗллӗн пурнăçлама йывăртарах пулсан, ытти шкулсемпе пӗрле çăмăлрах, ума лартнă ыйтусем çине хурав тупма та, мӗн-тӗр çитменнине асăрхаса пӗр-пӗрне пулăшма та. 

Чăваш ачисен фестивальне йӗркелесе ирттерес ӗçе те, авă, Ирина Васикова пысăк тӳпе кӗртнӗ. Сценари планне, программине хатӗрлесси ӗçлеме хăнăхнă çыншăн пит йывăр мар-тăк, районăн тӗрлӗ кӗтесӗнчи чăваш шкулӗсенчен ачасене кӗрхи йӗпе-сапара илсе килессине сăнаса ӗлкӗрме чăн-чăн йӗркелӳçӗ пултарулăхӗ кирлӗ. Çитменнине шкул ачисем çеç мар, садиксене çӳрекенсем те хутшăннă фестивале. Кун пек чух учительсем пӗр шухăшлă пулни пысăк пӗлтерӗшлӗ. Районти вӗрентӳ уйрăмӗ тӗрев парса тăни те питӗ лайăх. Çак кун та мероприятие пӗрле ирттерчӗç. Конкурсантсене хаклакан жюри пайташӗсенчен пӗри Айгуль Ильдаровна Хамитова — районти вӗрентӳ уйрăмӗн наци вӗрентӗвӗн методисчӗ — пулчӗ. 

Каларăмăр ӗнтӗ, конкурса пуçараканӗ районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Чентаева пулнă. Роза Николаевнăран çакăн çинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлес терӗмӗр. Вăл ыйтăва хаваспах хуравларӗ: «Çулран çул чăваш ачисем вырăсла калаçса ӳсес йăла аталанса пырать. Ку пăшăрхантарать. Ачасене тăван культура çинчен каласа панипе çеç мар, хăйсене наци аталанăвне хутшăнма хавхалантармалла. Пӗчӗкрен хăнăхтармалла çак ӗçе. Апла садике çӳрекенсенчен, шкулта вӗренекенсенчен пуçламалла. Акă мӗншӗн фестивале шкулта ирттеретпӗр. Виççӗмӗш çул иртет фестиваль. Кашнинчех тӗрлӗ шкулта, пӗлтӗр Савгачевăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта йӗркеленӗ. Ӳлӗм те шкулсенчех иртӗ. 
Пирӗн шухăша ăнланса пулăшма васканăшăн районти вӗрентӳ уйрăмне тав тăватăп». 

Фестивальте, каларăмăр ӗнтӗ, ача садне çӳрекенсенчен пуçласа 11-мӗш класра вӗренекенсем таранах пулчӗç. Апла пулин те çакă конкурсантсене сцена çинче те, залра та кăшт та кансӗрлемерӗ. Питӗ мирлӗ, килӗшӳллӗ, пӗр-пӗрне хисеплесе иртрӗ. Шкул çулне çитменнисем, кӗçӗннисем — 1— 4 классем, вăталăххисем — 5 — 8 классем тата 9 —11 классене çӳрекеннисем — аслăраххисем. 

Номинацисем йышлă пулни куракансемшӗн те интереслӗ пулчӗ, конкурса хутшăнакансем те хăйсене ирӗклӗрех туйрӗç. Халăх йăлине («Сурхури», Кивӗ Саврăш) кăтартнине залра ларакан ачасем шăп пулса пăхса ларчӗç. Çакна курса ӳлӗм драматурги (е шкул театрӗ) номинаци те кӗртме сӗнес килет. Халӗ кашни шкулта театр ӗçлеме пуçланă (самана ыйтни ку), вырăс, тутар чӗлхисемпе спектакльсем, интермедисем лартакансем пайтах, чăваш шкул театрӗн те пулмаллах. 

Авторсен юррисене, халăх юррисене юрлакансем чылай пулчӗç. Аксу поселокӗнчи 2-мӗш шкулта вӗренекен Анастасия Чистова сăпка юррине хăйне майлă юрланине асăнса хăварасах килет (жюри те лайăх хакланă). Чăваш ташши ташлакансем кашни шкултан пулчӗç-тӗр, Сӗнчел хӗрӗсен ташши пуринчен илемли пулчӗ. Сăмах май каласан Сӗнчел шкулӗнче вӗренекенсен юррине те ырламалла. Республикăра çеç мар, Тутарстан тулашӗнче пурăнакан чăвашсем те лайăх пӗлекен Владимир Егоров композитор ертсе пыракан коллектив питӗ ăста: сассисем уçăлса çитнӗ, сцена çинче хăйсене типтерлӗ тытаççӗ, музыкăна çивӗч туяççӗ. Суйласа илнӗ юррине те итлеме кăмăллă. 

Емелькинăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта вӗренекенсем пуринчен те уйрăлса тăчӗç. Вӗсем ташлама та ăста, юрлама та маттур, флейта калассипе те пултаруллă. Йӗркелӳçӗсен малашне музыка инструменчӗсемпе калакансен номинацине уçмалла пулмӗ-и? Питӗ кăсăк пулӗччӗ ку. 
Конкурс вӗçленсен жюри канашланă вăхăтра сцена çине профессионалсем тухрӗç — районти ялсенчи культура çурчӗсенче ӗçлекенсем, вӗсемех ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Эдуард Ильинăн ансамбльне хутшăнакансем, чăваш юррисене шăрантарчӗç. 

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев пӗлтерчӗ. Вăл мероприятие йӗркелекенсене, хутшăнакансене ырласа калаçрӗ, çывхарса килекен Чăваш тӗррин кунӗпе саламларӗ, çӗнтерӳçӗсене наградăларӗ. ЧНКА Канашӗн председателӗн ятӗнчен, Дмитрий Самаренкинран III вырăн йышăннă Аксури 2№ тата Савгачевăри шкулсене 1,5 пин тенкӗлӗх сертификатсем, II вырăн йышăннă Сӗнчел тата Емелькино шкулӗсене те çакăн пек сертификатсемех пачӗ. I вырăна та икӗ шкул тивӗçнӗ — Кивӗ Илтрекьел тата Кивӗ Саврăш шкулӗсем. Вӗсене 5 пин тенкӗлӗх сертификат парса чăваш наци культурине малашне те аталантарма хавхалантарчӗ. 

Районти вӗрентӳ уйрăмӗн ятӗнчен Айгуль Хамитова конкурса хутшăнакансене пурне те Хисеп хучӗсем, дипломсем пачӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль