Семен Андреевич ИВАНОВА паян 90 çул!
Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче çуралса ӳснӗ, Анат Камăри чăваш вырсарни шкулне пуçарса яракансенчен тата вӗрентекенсенчен пӗри пулнă, «Тамаша» халăх театрӗ лартнă спектакльсенче нумай çул вылянă Семен Андреевич ИВАНОВА паян, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, 90 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!
Хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр сире!
Юбилей телей çеç илсе килтӗр,
Хуйхă-суйхă ирттӗр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетӗр,
Эпир хисеплетпӗр чӗререн.
Анат Камăри чăваш обществин хастарӗсем, 34-мӗш гимназин, «Шăнкăрав» ансамбльпе «Тамаша» театрăн коллективӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев