Сиктӗрмери Уявра Çеçпӗл сасси янрарӗ
«Хусанкай урамӗ — литература фестивалӗ» кăçал республика Уявӗнче виççӗмӗш хутчен иртрӗ. Хальхинче ăна кăвар чӗреллӗ чăваш поэчӗн Çеçпӗл Мишшин 125-çуллăхне тата вырăс халăх поэчӗн Александр Пушкинăн 225-çуллăхне халалларăмăр. Шăп пӗр ӗмӗр уйăрса тăрать вӗсене.
«Хусанкай урамӗ — литература фестивалӗ» кăçал республика Уявӗнче виççӗмӗш хутчен иртрӗ. Хальхинче ăна кăвар чӗреллӗ чăваш поэчӗн Çеçпӗл Мишшин 125-çуллăхне тата вырăс халăх поэчӗн Александр Пушкинăн 225-çуллăхне халалларăмăр. Шăп пӗр ӗмӗр уйăрса тăрать вӗсене. Чăваш праçникӗнче мӗншӗн Пушкин тейӗç хăш-пӗри. Пӗрремӗшӗнчен эпир Раççейре пурăнатпăр. Вырăс чӗлхи — иккӗмӗш тăван чӗлхе. Иккӗмӗшӗнчен, вырăс тата чăваш çыравçисем ялан туслă хутшăнусем йӗркеленӗ. Виççӗмӗшӗнчен, Петӗр Хусанкай Пушкинăн «Евгений Онегин» поэмине чăвашла куçарса халăхăмăра пысăк парне тунă.
Çеçпӗлӗн «Чăваш ачи сассуна пар!» сăвă йӗркисен ячӗпе иртрӗ фестиваль. Ку сăмах çаврăнăшӗ кивелмест, ун пӗлтерӗшӗ паянхи кун уйрăмах актуаллă, мӗншӗн тесен ялсем те вырăсланма пуçларӗç. Патриотизмла пысăк вăй тапса тăрать çак сăмахсенче.
«Хусанкай урамӗ» фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — чăваш писателӗсемпе поэчӗсен хайлавӗсене обществăра сарасси — уйрăмах çамрăксен хушшинче, тăван чӗлхене, литературăна аталантарасси.
Унсăр пуçне çак площадка чăвашсем йышлă пурăнакан регионсен чăваш çыравçисен тӗлпулу вырăнӗ пулса тăчӗ. Кăçал фестивале Тутарстан çыравçисемсӗр пуçне Чăваш Енӗн, Ульяновскпа Самара облаçӗсен поэчӗсемпе писателӗсем хутшăнчӗç. Пушкăртстанран та килмеллеччӗ те — темшӗн çитеймерӗç.
Мероприяти çӳллӗ шайра иртрӗ. «Хусанкай урамӗ» — чи тухăçлă ӗçлекен площадкăсенчен пӗри пулчӗ тенине пӗрре мар илтрӗмӗр çынсенчен. Пысăк тав чăваш халăх поэтне, ЧР тава тивӗçлӗ искусство ӗçченне, Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премин лауреатне, композитора Светлана Асамата. Виççӗмӗш çул режиссер-постановщик тата сценарист тивӗçӗсене пурнăçласа фестиваль программине хатӗрлет. «Кăçал эпӗ çыравçăсемсӗр пуçне „Хусанкай урамне“ Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсене явăçтарма шутларăм. Нумайăн вӗсем пирӗн, шел, пурне те илсе килме май çук. Тата Çамрăксен театрӗн артисчӗсене, мӗншӗн тесен театр паллă поэтăмăр ячӗпе хисепленет», — терӗ Светлана Васильевна программăпа паллаштарса.
Паллă çыравçăсем сахал марччӗ Уявра, Раиса Сарпие, Ольга Туркая, Марина Карягинана, Лидия Филиппована, Евгений Турхана тата ытти поэтсене курма пулчӗ фестивальте. Вӗсем кашни сăмах илсе халăх умне тухрӗç, Çеçпӗле халалланă авторла сăвăсем вуларӗç. Чи кирли – вӗсем хăйсен çулăмла сăмахӗсемпе пире хавхалантарни.
К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем — Евгений Урдюковпа Алексей Герасимов пирӗн мероприятие хутшăнни ун шайне çӗклерӗ. Евгений Урдюков «Эп сӳннӗ чух эс çун» пьесăри Иакинф Бичурин сăнарне илсе тухрӗ сцена çине. Алексей Герасимов вара çак пьесăри тепӗр паллă çын сăнарне — вырăс халăх поэтне Александр Пушкина чӗртсе тăратрӗ. Историрен пӗлетпӗр Бичуринпа Пушкин питӗ те туслă пулнине. Çапла Çеçпӗле халалланă фестиваль театрализациленӗ литература площадкине çаврăнчӗ.
Тольяттирен килсе çитнӗ Владимир Левуков сăвă вуланисӗр пуçне мăшăрӗпе юрă парнелерӗ. Тутарстанăн паллă чăваш çыравçи Евгений Турхан Çеçпӗл çинчен çырнă сăввине вуласа пачӗ. Ульяновск хулинчен кăçал Елена Алексеева-Аксупи хăй çеç килнӗччӗ. Вăл та сцена çине тухса творчествăлла номер парнелерӗ.
Тӗп программа хыççăн литература площадкинче уçă микрофон ӗçлерӗ. Уншăн Элкел районӗн Тӗп библиотека системи яваплă пулчӗ. Кунта Çеçпӗл сăввисемсӗр Пушкинăн, Хусанкайăн сăввисем янрарӗç. Кашни хутшăнакана йӗркелӳçӗсем ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн тата «Сувар» республика хаçачӗн ятӗнчен дипломсем тата «Шурăмпуç» литература кăларăмне парнелерӗç.
Фестивале ирттерме пулăшакансене те тав сăмахӗсем калатпăр. Çавсем хушшинче ЧР культура, нацисен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова, «Хузангаевский» ЯХПК председателӗ Евгений Чугунов, нумай çулсем хушши ЧНКА председателӗнче, унтан ЧР культура министрӗнче, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçинче вăй хунă Константин Яковлев пулчӗç. Пысăк тав вӗсене çак пархатарлă та кирлӗ ӗçре тӗрев панăшăн.
Ирина Трифонова.
В. Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев